Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Единый день фольклора» (чӑв. Фольклорӑн пӗрлехи кунӗ) пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланӗ. Чӑваш Енре ҫавна май «Манӑҫми аваллӑх» ҫамрӑксен республикӑри фольклор уявне ирттерме палӑртса хунӑ. Фольклор уявне утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Хальхи саманара цифрӑсен чӗлхипе калаҫма юратаҫҫӗ те, маларах асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче республикӑри культурӑпа кану учрежденийӗсенче 100 ытла тематика мероприятийӗ иртмелле, вӗсене 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе ӗнентерет Культура министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Халӑх тетелӗнчи Николай Максимов страницинчен илнӗ скриншот Николай Максимов паллӑ журналистӑн тата ҫыравҫӑн романне «Тӑван Атӑл» журналта пичетлеме пӑрахнӑ-мӗн. Кун пирки автор тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Калем ӑсти хыпарланӑ тӑрӑх, ун патне юлташӗ шӑнкӑравланӑ, «Европӑна хӑтарни» романа пичетлеме пӑрахнине ӑнлантарса ҫырнӑ статья некролог евӗр тенӗ иккен. «Юлташа лӑплантарам. Вӑл некролог мар. Роман чӗрӗ, вӑл авторӗнчен те, хӗрарӑмсен тӗрлӗ канашӗсенчен те вӑрӑмрах ӗмӗрлӗ пулӗ. Ҫитменнине тата ӑна тахҫанах электрон мелпе вырӑсла пичетленӗ, кӗҫех хут ҫинче те кун ҫути курӗ», — тесе шӑрҫаланӑ автор. Журналти статья тӑрӑх автор ҫапларах ӑнланса илнӗ: романа пичетлеме чаракансем пулнӑ. Журналӑн редакторне Арсений Тарасова Николай Максимов романӑн пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пичетлесе ӗлкӗрнӗшӗн тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Ку таранччен вӑл тӗнче шайӗнчи 70 фестивале хутшӑннӑ. Ансамбль 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче йӗркеленнӗ. Ун чухне ансамбль Василий Воробьев ертсе пынипе Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 4 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ уява хутшӑннӑ. Унта Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем ӗҫленӗ: Мефодий Денисов, Тамара Чумакова, Валентин Сизов, Любовь Владимирова… Ансамбль паянхи кун та ӗлӗкхи йӑла-йӗркене тытса пыма тӑрӑшать, халӑха пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Сӑмах май, ансамбль юпан 17-мӗшӗнче 101-мӗш сезонне «Пӗрлӗхри ҫемьери» программӑпа уҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Марина Карягина страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Тутарстанра литература фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ят панӑ. Ӑна Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче йӗркеленӗ чӑвашсен «Уявӗ» вӑхӑтӗнче ирттернӗ. Фествиале чӑвашсем сумлӑ делегацийӗ хутшӑннӑ. Ҫав шутра паллӑ ҫыравҫӑсем, поэтсем. Марина Карягина тележурналист тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, унта Светлана Асамат, Раиса Сарпи тата ыттисем пулнӑ. Сӑмах май каласан, Уявра Лидия Филиппова журналист, публицист, поэт та пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Елчӗк Ен» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер Тутарстан Республикинчи Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче чӑвашсен «Уявӗ» иртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: унта Чӑваш Енри делегаци те хутшӑннӑ. Уява Тутарстанри, Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем те пырса ҫитнӗ. Халӑх тетелӗнчи «Елчӗк Ен» пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелти «Шуҫӑм», «Тускил» ансамбльсем пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри вӑр-вар ҫынсем глэмпинг текен хӑна ҫурчӗсем тума пуҫланӑ. Вӗсене хӑпартма патшалӑх укҫа уйӑрса пулӑшать те строительство ӗҫӗ епле пынипе паллашма иртнӗ эрнере республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов объектсене ҫитсе курнӑ. Красноармейски тӑрӑхӗнчи «Хӑна ҫурчӗ» кану базинче 22 ҫурт пулӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, вӑл база илемлӗ вырӑнта, пӗве хӗрринче, вырнаҫнӑ. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, строительство графикпа килӗшӳллӗн пулса пырать. Инвесторпа министр калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, кану базинче пӗр-пӗр пулӑмпа ҫхӑнтарнӑ туризма та йӗркелеме пулать. Сӑмахран, пулӑҫсен фестивальне ирттерме. Кану бази ҫулталӑкӗпех ӗҫлӗ. Шупашкар районӗнчи «Волга» (чӑв. Атӑл) санаторире вара глэмпинг тума пуҫламан та. Инвестор хӑйӗн ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламанран ӑна патшалӑх пулӑшӑвне илекенсен списокӗнчен кӑларӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
«Песни от всей души» кӑларӑм видеовӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Енри «Формат» дуэт Андрей Малаховӑн «Песни от всей души» передачине хутшӑннӑ. Аса илтерер, шоуна «Раҫҫей 1» телеканлапа шӑматкунсерен тата вырсарникунсерен каҫхине кӑтартаҫҫӗ. Пирӗн ентешӗмӗрсем «Ой, калина, ой, малина» юрра шӑрантарнӑ. Кӑларӑма утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑтартнӑ. Руслан Абрамов Услапа ялӗнчен. Вӑл 11 ҫулта амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, кӑштахран ашшӗне те ҫухатнӑ. Арҫын ачана аппӑшӗ Людмила ӳстернӗ. Вӑл та кӑларӑма хутшӑннӑ май «Белая берёза» юрра шӑрантарса панӑ. Владимир Ермолаев Шӗнерпуҫ ялӗнчен. Унӑн ашшӗ хуткупӑсҫӑ пулнӑ, анчах ача тӑваттӑра чухне унӑн ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
сеспель.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче черетлӗ сезон хупӑнӗ. Ӑна культура учрежденийӗ Михаил Лермонтовӑн «Мцыри» романтикӑлла поэми тӑрӑх лартнӑ спектакльпе вӗҫлеме йышӑннӑ. Асӑннӑ ӗҫе театр «Культура малой Родины» (чӑв. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури) федераци программипе килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Режиссёрӗ – Калмӑк Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ тата Калмӑк Республикин халӑх артисчӗ Сергей Бурлаченко. Ӗҫӗн исценировкине Элистари ҫав ӑста хатӗрленӗ. Художникӗ – Питӗрти Мария Шуплецова. Пластика енӗпе режиссёр – Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑста, Бурят Республикин тата Тыва Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Менгилен Сат. Ҫутӑ режиссёрӗ – Питӗрти Михаил Добрышин. Мцыри ролӗнче – Николай Миронов, Старец – Сергей Никитин, Дзанни, манахсем, каччӑсем – Никита Бондаренко, Александр Захаров, Никита Чукмарев, хӗрсем – Надежда Полячихина, Екатерина Чекушкина, Мария Благушина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарӑн 555 ҫулхине халалласа «В поисках писателя» (чӑв. Ҫыравҫӑна шыраса) литература картти йӗркеленӗ. Проекта Шупашкар хулин вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ «Амбассадоры чтения» (чӑв. Вулав амбассадор) коммерци мар организаципе пӗрле йӗркеленӗ. Литература карттине йӗркелеме «Лукойл» обществӑн социаллӑ тата культура проекчӗсен грант конкурсӗнче ҫӗнтернӗ укҫа пулӑшнӑ. Проекта пурнӑҫа кӗртнӗ вӑхӑтра 7 ҫултан аслӑрах ачасем литература классикӗсемпе ҫыхӑннӑ достопримечательноҫсемп, хулари литература вырӑнӗсемпе палалшнӑ. Видеороликсен конкурсӗ ирттернӗ, ӗҫсене Шупашкра хулинчи вулавӑшсен литература картти ҫинче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем Суздаль хулинче иртекен Раҫҫейри наци театрӗсен ҫуллахи пӗрремӗш фестивальне хутшӑннӑ. Пин ҫулхи хулана вӗсем ӗмӗр каялла Константин Иванов ҫырма пуҫланӑ, 1967 ҫулта Ухсай Яккӑвӗ вӗҫленӗ «Шуйттан чури» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ мистикӑллӑ драмӑпа кайнӑ. Спектакле вӗсем Йывӑҫ ӑсталӑхӗн музейӗн уҫӑ сцени ҫинче кӑтартнӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗ халӑх тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «декорацисем вырӑнне – йывӑҫ чиркӳсем, тарасасемпе ҫил арманӗсем, ешӗл ҫеремпе кӑвак тӳпе, хӗвел ҫути, ӗмӗрхи йӑласемпе чӑваш чӗлхи. Спектакль куҫ умӗнче пулса иртекен чӑн-чӑн япала пек туйӑннӑ куракана». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |