Культура
![]() Фильм трейлерӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Юхма Мишшин повеҫӗ тӑрӑх Марат Никитин режиссёр ӳкернӗ «Истори деда Азамбая» фильм ҫитес эрнере проката тухӗ. Ӑна юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта 13 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне фильма ҫавӑнтах чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 14 сехет те 30 минутра кӑтартӗҫ. Билет хакӗ — 200 тенкӗ. Фильма ӳкерме 1 миллион тенкӗ тухса кайнӑ. «Ҫамрӑксен хаҫатӗнче» пӗлтернӗ тӑрӑх, рольсене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем тӳлевсӗр вылянӑ. Тӗп роле, Азамбая, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов калӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ольга Фёдорова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫак эрнере, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра чи вулакан кӗнекесене палӑртнӑ. Кун пирки Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗ Ольга Фёдорова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «Литературная Чувашия: книга года-2023» (чӑв. Литературӑллӑ Чӑваш Ен: 2023 ҫулти кӗнеке) фестиваль-конкурсӑн тӳрисем нумай кӗнекерен кашни номинаципе пӗрер кӑларӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валентина Телей страницинчи сӑнӳкерчӗк Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн пайташӗсем паян Самар облаҫӗнче «Кӗр сӑри» уявра пулнӑ. Вӗсем тата вырӑнти ӑстасем унта чӑвашла юрӑсемпе савӑнтарнӑ. Илемлӗ чӑваш тумӗсем тата мӗне тӑнӑ! Кун пирки Валентина Телей юрӑҫ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх истори архивӗнче «Край Канашский. Деревня Атыково» кӗнекене пахалама пуҫтарӑнӗҫ. КӑларӑмаСборник создан на основе архив фондӗнчи документсемпе тата материалсемпе усӑ курса пичетленнӗ. Кӗнекере — сайра тӗл пулакан документсем, ӳкерчӗксем. Вӗсем ял историйӗпе 1795 ҫултан пуҫласа 1935 ҫулччен каласа кӑтартаҫҫӗ иккен. Уесри земство управин тата вулӑс правленийӗн отчечӗсем, тӗрлӗ списокӗсем, карттӑсемпе плансем. Кӗнекере пурӗ 172 документ, вӗсенчен чылайӑшне пуҫласа пичетленӗ. Мероприяти 13 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Владимир Живовӑн халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗр хулинчи «Выборгская сторона» (чӑв. Выборг тӑрӑхӗ) клубра Алиса Шарпаева художник-модельерӑн «Современные украшения женского костюма» (чӑв. Хӗрарӑм тумӗн хальхи вӑхӑтри эрешӗсем) куравӗ иккӗмӗш эрне ӗҫлет иккен. Унта чӑвашсем пуҫа тӑхӑнакан тӗрлӗ хатӗрпе, саппунсемпе, тутӑрсемпе, мӑй ҫыххипе, тӗрлӗ эрешпе паллашма пулать. Алиса Семёновна Питӗрти чӑвашсен культура обществин хастар членӗсенчен пӗри. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ ӗнер, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Улатӑрта концерт кӑтартнӑ. Унти куракансем патне коллектив «Территория живого звука» (чӑв. Чӗрӗ сасӑ территорийӗ) программӑпа тухса кайнӑ. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Возяков ертсе пынипе тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗ куракана ҫепӗҫҫӗн тыткӑнланӑ, хӑйӗн асамлӑхӗпе илемлӗн янӑранӑ. Чӑваш, вырӑс, морда юрри-ташши пирӗн нумай чӗлхелле ҫӗршывӑмӑрӑн хӑватлӑ гимнӗ евӗр пулнӑ. Ансамблӗн солисчӗсемпе – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисткипе Ольга Кирилловӑпа, пӗтӗм Раҫҫейри конкурссен лауреачӗсемпе Валентина Кокотановӑпа, Павел Хлебниковпа пӗтӗм зал юрланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ режиссер Марат Никитин Юхма Мишшин «Несжатый сноп незасеянного поля» повеҫӗ тӑрӑх «Истори деда Азамбая» ятлӑ фильм ӳкернӗ. 62 минута тӑсӑлаканскер юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче проката тухӗ. Кинона кинозалсенче, ҫав шутра округсенче те, курма пулать. Билет 200 тенкӗ тӑрать, ӑна «Пушкин карттипе» те туянма май пур. Тӗп роле Чӑваш халӑх артисчӗ Василий Павлов вылянӑ. Сюжечӗпе кӗскен паллаштарар. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пӗтнӗренпе 4 ҫул иртнӗ. Ватӑ Азамбай пӗртен-пӗр ывӑлӗ Илепер вӑрҫӑра пуҫ хунине халӗ те ӗненмест. Унӑн шӑпине пӗлес тесе вӑл Мускава ҫыру та янӑ, хурав кӗҫ-вӗҫ ҫитмелле. Илепере савнийӗ Силимпи те кӗтет. Вӑл ӑна фронтран кӗтсе илме шантарнӑ-ҫке-ха. Сӑртлӑ вырӑнта Илепертен юлнӑ пӗртен-пӗр япала пур: вӑл лартнӑ йывӑҫ. Унпа юнашарах Силимпин йывӑҫӗ ешӗрет. Ывӑлне кашни кун кӗтекен Азамбай йывӑҫ патне кайса унпа сехечӗ-сехечӗпе калаҫать. Пӗррехинче йывӑҫ патӗнчен таврӑнсан Азамбай чирлесе ӳкет. Ун чухне тӗлӗк курать: вӑл тупӑкра выртать пек, унпа юнашар тахҫанах вилнӗ аслашшӗ Акмарса утса ҫӳрет. «Санӑн ҫакӑ хуйхӑ-и? Пӗр ывӑл ҫеҫ вӑрҫӑран таврӑнман! |
Культура
![]() "Контактри" сӑн Новосибирскра наци йӑли-йӗркин «Россия многоликая» фестивал-конкурс иртнӗ. Чӑваш Енрен унта Вӑрнар округӗнчи Культура ҫуртӗнчи «Санар» купӑсҫӑсен ансамблӗ хушӑннӑ. Пирӗн ентешсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен пултарулӑхӗ нумайӑшне тӗлӗнтернӗ. Илемлӗ купӑс сасси залра ларакансене килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Вӑрнарта «Евгений Онегин» моноспектакль кӑтартнӑ. Моноспектакле Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» сӑвӑлла романӗ тӑрӑх Дмитрий Михайлов режиссёр лартнӑ. Ӗҫе курма зал тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Ҫамрӑксем уйрӑмах йышлӑ пулнӑ: Вӑрнарти ял хуҫалӑх техникумӗн студенчӗсем, шкул ачисем; учительсем, театра юратакан ытти ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Людмила Сачкова прозаикӑн, публицистӑн, драматургӑн, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн пултарулӑхне хаклакансем пуҫтарӑнӗҫ. Автор хӑйӗн икӗ кӗнекепе кун ҫути курнӑ «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» романӗпе паллаштарӗ. Романӑн пӗрремӗш кӗнекинчи пулӑмсем XI–XIII, XVI тата XIX ӗмӗрсенче чӑваш ялӗнче пулса иртеҫҫӗ. Иккӗмӗшӗнче — Граждан вӑрҫин тапхӑрӗнче. Мероприяти акт залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Бударин Николай Михайлович, космонавт ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |