Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура

Чӑваш Енре чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

«Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Владислав Николаевӑн «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» пьесине суйласа илнӗ.

«Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Александр Степановӑн «Юрпике: хӗл юмахӗ» пьесине ҫитекен ӗҫ пулман.

Ҫӗнтерӳҫӗ авторсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Николай Ытарай (1925-2005) ача-пӑча ҫыравҫи, халӑх фольклорне пухакан, иллюстратор ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ.

Ҫавна май Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 12 сехет те 30 минутра «Ачасен чи ҫывӑх тусӗ» курав уҫӑлӗ.

Унта ҫыравҫӑн мӑшӑрӗ Елена Васильева та хутшӑнӗ.

Николай Ытарай ачасем ҫинчен тата ачасем валли ҫырнӑ. Пурӑннӑ чухне 30 ытла кӗнеке кӑларнӑ.

 

Культура
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ актер Владимир Тяптушкин каллех кинопроектра ӳкерӗнет. Кун пирки вӑл хӑйӗн телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Анчах хальлӗхе Владимир мӗнле проекта хутшӑннине каламан, вӑрттӑнлӑхра хӑварнӑ. Сӑнӳкерчӗксене пӑхсан вара Владимир ӗлӗкхи пурнӑҫа сӑнлакан фильмра ӳкерӗннине тавҫӑрма пулать.

Аса илтерер: Владимир Тяптушкин Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпара ҫуралса ӳснӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14723
 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хӑйӗн ҫӗнӗ сезонне Мускаври Е.В. Колобов ячӗллӗ «Ҫӗнӗ опера» театр сцени ҫинче уҫнӑ. Унта Музыка театрӗсен «Видеть музыку» X фестивалӗ иртет иккен.

Шупашкарти театр 65-мӗш юбилей сезонӗнчи А. Петровӑн «Мы хотим танцевать» музыка камитне кӑтартнӑ.

 

Культура
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
culture.cap.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли черетлӗ сезона Андрей Эшпай (1925–2015) композитор суралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ концертпа уҫӗ. «Ты одна в моей судьбе» (чӑв. Манӑн шӑпамра эс пӗртен-пӗрре) концерта авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йыхравлаҫҫӗ.

Программӑра ӑстан «Прелюд памяти Е.К. Голубева», «Венгерские напевы», «Рефрен», «Праздничная увертюра», Увертюра и вальс из кинофильма «Звезда экрана», «Русская Босса-Нова», «Песня о криницах» тата ытти янӑрӗ.

 

Культура

Шупашкар округӗнчи Бичурин музейне юсаса ҫӗнетнӗ. Халӗ унта вырӑн та нумайланнӑ.

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музея кӑҫал ҫуркунне ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун хыҫҫӑн унта хӑйне евӗр экспонатсене упрамалли ҫӗнӗ вырӑнсем тупӑннӑ. Сӑмах май, музейра хальхи вӑхӑтра 12 пин ытла экспонат упранать.

Палӑртса хӑварар: музея юсаса ҫӗнетме республика хыснинчен 12,7 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

 

Культура
Ирина Александрова сӑнӳкерчӗкӗ
Ирина Александрова сӑнӳкерчӗкӗ

Музейсемпе тӗрлӗ культура учреждейӗсем пурри, вӗсем уҫӑлни аван-ха.

Акӑ, сӑмахран, Ҫӗнӗ Шупашкарти краеведенипе истори музейӗ. Ӑна 2011 ҫулхи рашта уйӑхӗнче уҫнӑ. Вӑл Винокуров урамӗнче вырнаҫнӑ. Музей учредителӗ — Ҫӗнӗ Шупашкар хулин администрацийӗ.

Анчах учреждени ятне ҫырса хунӑ чухне йӑнӑшпа ҫавӑрттарса хунӑ. Васканӑ тес — вӑл сайта е тӗнче тетелӗнчи старницӑпа паблика хӑвӑртрах хыпар ҫырса хурасси мар. Ун пек ӗҫе васкаса пурнӑҫламасан та юрать пек...

 

Культура
culture.ru сайтри сӑн
culture.ru сайтри сӑн

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Нарспи» спектакле кӑтартассине пӗлтернӗччӗ. Премьера ку уйӑхра пулӗ.

Спектакле авӑн уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче кӑтартӗҫ. Унӑн режиссерӗ – Адыгейӑри Данна Афаунова. Тӗп рольсене ҫамрӑк артистсем выляҫҫӗ: Григорий Петров тата Елизавета Казначеева.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Красноармейски округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫӑлккӑра пурӑнакан ҫыравҫӑ Ордем Гали тата Татьянӑпа Александр Буинцевсем Трак ҫӗрӗн легендарлӑ сӑнарӗсене калӑпланӑ: Упи-Паттӑра, Бибараса тата Пайтул Искеева.

Ордем Галин коллекцинче – 700 ытла пукане, кашнине вӑл чунне парса ӑсталанӑ. Ҫыравҫӑ ача чухнех модельер пулма ӗмӗтленнӗ. Вӑл ӑсталанӑ пуканесен йышӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксем евӗррисем те пур.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_15209
 

Культура
chgign.ru сӑнӳкеочӗкӗ
chgign.ru сӑнӳкеочӗкӗ

Юнкун, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ 95 ҫул тултарнине паллӑ тӑвӗ.

Ларура институт директорӗ Юрий Исаев заведени утса тухнӑ кун-ҫулпа паллаштарӗ. Юбилейпа саламлама республика Элтеперӗ Олег Николаев, Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева; чӑваш парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Енӗн вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров, культура министрӗ Светлана Каликова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров пырса ҫитӗҫ.

Савӑнӑҫлӑ лару 14 сехетре пуҫланӗ. Мероприяти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн Никольский залӗнче иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6251.html
 

Страницӑсем: 1 ... 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, [19], 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, ...450
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Сирӗн умра лидер пек пулма ҫул уҫӑлӗ — таврарисем те кун валли хатӗр. вӗсем эсир пуҫаруллӑ пуласса кӗтнине туятӑр. Кӑмӑл хаваслӑхне ҫухатмасан пулӑшу самаях пулӗ. Эрне варринелле вӑй кӗрӗ, ку ӗҫсене хӑвӑртлатма пулӑшӗ.

Нарӑс, 24

1991
35
Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ