Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +23.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Ӗнер республикӑра ҫанталӑк рекорд лартнӑ: сывлӑш 26,9 градус таран ӑшӑннӑ. Кунашкалли кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пулман. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче, ахӑртнех, кун пек ӑшӑ кунсем текех пулмӗҫ.

Паян урамра сивӗрех, кӑнтӑрла 15 градусран ӑшӑрах пулмӗ. Кӗҫнерникун 18 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун 10 градус кӑна ӑшӑ пулма пултарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pogoda21.ru/
 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫурунне ир килчӗ. Йывӑҫ-тӗм те ав симӗсленме ӗлкӗрнӗ. Урамра вара – ака уйӑхӗ кӑна-ха.

Паян та ҫанталӑк ӑшӑ. Ыран та ҫаплах пулӗ, ҫил кӑна вӑйланӗ. Вырсарникун 13-18 градус кӑна ӑшӑ пулӗ. Кӑнтӑрлаччен ҫумӑр ҫумӗ, каҫ енне пӗлӗтсем капланма пуҫлӗҫ. Вырсарникун каҫхине ҫумӑр ҫӑвӗ.

Ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӑшӑ пулӗ. Ҫапла ӑшӑ вӗҫленӗ темелле: аслати авӑтӗ, ҫил вӑйланӗ. Малалла «ҫӗмӗрт сивви» килӗ. Хӑрамалла мар – юр ҫумӗ. Шӑрӑх хыҫҫӑн палӑрмаллах сивӗ пек туйӑнӗ кӑна.

Ҫитес эрнере кӑнтӑрласерен 10-15 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен – 3-8 градус. Юнкун кӑнтӑрла 20 градус таран ӑшӑтӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫукалӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи канмалли кунсене ӑшӑ таврӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи пек ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Паян 20 градус таранах ӑшӑ. Ырантан вара ӑмӑр ҫанталӑк пуҫланать. Пирӗн пата циклон килет. Чи малтан ӑна кӑнтӑр районӗсенче пурӑнакансем туйӗҫ. Ыран каҫ енне ҫумӑр ҫума пуҫлӗ. Шупашкарта ытлах ҫумӗ, кӑштах сивӗтӗ кӑна.

Ытларикун каҫхине вӑйлах ҫӑвӗ. Юнкун кӑнтӑрла вара хушӑран чашлаттарӗ. Пӗрремӗш хутчен аслати авӑтма пултарать. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрме пултарӗ. 15-16 градус ӑшӑ пулӗ.

Кӗҫнерникун та ҫиллӗ пулӗ, ҫумӑр ҫума чарӑнӗ. Эрнекун 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Анчах ҫил лӑпланмӗ-ха. Каҫ енне ҫумӑр ҫукаласа илӗ.

Вырсарникун уяртӗ. Анчах ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрнӗрен кӑштах сивӗрех пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫалхи ака уйӑхӗ типӗ ҫанталӑкпа палӑрса юлӗ ахӑртнех. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака пуҫланнӑранпа Шупашкарта ҫумӑр ӳкмен.

Ҫак кунсенче вырӑнӑн-вырӑнӑн кӑна ҫумӑр ҫӑвӗ. Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче республикӑна циклон килмелле. Ун чухне ҫур уйӑхри норма ҫумалла.

Тунтикунпа ытларикун 20 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун ҫил вӑйланӗ, кӑштах сивӗтӗ.

Эрнекун ӑшӑ таврӑнӗ. Шӑматкун, акан 29-мӗшӗнче, чи ӑшӑ кун пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 30-мӗшӗнче тата ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 10-12 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрне ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи пек ӑшӑ пулӗ. Сывлӑш температури 15-17 градус таран ӑшӑнӗ.

Кӑҫал ҫуркунне ир килнӗ, ытти чухнехинчен 2-3 эрне ирттернӗ. Ҫӗмӗрт ав ҫурӑлма хатӗрленет.

Ҫанталӑк уяр тӑрать. Ҫумӑр питӗ кирлӗ те, анчах хальлӗхе ӑна кӗтмелли ҫук. Ырантан вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Анчах шанчӑк пӗчӗк.

Синоптиксем ҫӗрлесерен шӑнтма пӑрахассине пӗлтереҫҫӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи пек уяр, типӗ ҫанталӑк самай вӑхӑт тӑрӗ. Эрне варринче 15-17 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил те вӑйлах пулмӗ. Кӗҫнерникун вара вӑл вӑйланӗ. Эрнекун ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Сывлӑш та сивӗрех пулӗ: 7-9 градус ӑшӑ кӑна.

Канмалли кунсенче термометр 5-10 градус ҫеҫ кӑтартӗ. Мӑнкун, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ҫил лӑпланӗ, ӑшӑтма пуҫлӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ака уйӑхӗ самай ӑшӑ килчӗ. Юлашки кунсенче кӑштах сивӗтрӗ. малашне мӗнле ҫанталӑк пулӗ?

Ҫитес 2-3 кунра ҫӗрлесерен термометр «минус» кӑтартӗ. Ҫитес 10 кунра типӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Канмалли кунсенче ҫил лӑпланӗ, ӑшӑрах пулӗ. Ҫитес эрне варринче сывлӑш 15-16 градус таран ӑшӑнӗ. Маланлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑнкунра ҫанталӑк кӑштах сивӗтсе илӗ.

Ҫанталӑк ӑшӑ-ха. Ҫапах хӑш чухне ҫавӑн пекки хыҫҫӑн та юр ҫуса лартнине манмалла мар.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, ӗнер республикӑра сывлӑш температури 17,6 градус пулнӑ. Ку рекорд. Юлашки хутчен кун пек ӑшӑ 1990 ҫулта пулнӑ. Анчах ун чухне сывлӑш 16,3 градус кӑна ӑшӑннӑ.

1990 ҫулта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 18,2 градус ӑшӑ пулнӑ. Паян кӑнтӑрла 17 градус ӑшӑ пулмалла. Каҫхине аслати авӑтма пултарать.

2008 ҫулта ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 21,1 градус ӑшӑ пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ нормӑран 4 градус ӑшӑрах тӑрать. Ҫав вӑхӑтрах ҫумӑр та самай ҫунӑ.

Кӑҫал ака уйӑхӗ ӑшӑ пуласса кӗтмелле. Пӗрремӗш декадӑра кӑштах сивӗрех тӑрӗ, ҫумӑр ҫукалӗ. Виҫҫӗмӗш декадӑра типӗ те ашӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Акан 17-18-мӗшӗсенче, 22-23-мӗшӗсенче ҫумӑр ҫума пултарӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен, ака уйӑхӗнчи вӑтам температура нормӑран 3 градус ӑшӑрах пулмалла.

 

Ҫутҫанталӑк

Кӑҫал ҫуркуннехи ҫанталӑк пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хуҫаланма тытӑннӑ. Ҫавӑнтанпа термометр 0 градусран ытларах кӑтартать.

Ҫитес 4 кунра республикӑра ҫумӑр ҫӑвӗ. Ҫав тапхӑрта уйӑх ҫурӑри нӳрӗк ҫӗр ҫине ӳкӗ. Юр тӑрук ирӗлме пуҫланипе ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур.

Ҫапах ӑшӑ пулсан та ҫил самай вӑйлӑ вӗрӗ. Канмалли кунсенче чӑн-чӑн ҫуркуннехи пек ҫанталӑк тӑрӗ. Анчах тунтикунах сивӗтме пуҫлӗ. Кӗҫнерникунран самаях сиввине туйма пуҫлӑпӑр. Ун чухне шӑнтӗ, кӑнтӑрла 5 градус кӑна ӑшӑ тӑрӗ. Йӗпе юр ҫума пултарӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ...79
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ наянланма юрамасть - пурнӑҫлама палӑртнинчен чылайӑшӗ парӑнӗ. Теветкелленме, килӗшӳсем алӑ пусма, хака хӑпартма, йышӑну хӑвӑрт тума ан хӑрӑр. Сывлӑх пирки те манмалла мар: эрех-сӑрапа, сиенлӗ ытти йӑлапа ан айкашӑр. Чӗрене упрӑр, юн пусӑмне тӗрӗслӗр.

Ака, 27

1911
113
Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1918
106
РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ.
1950
74
Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
46
Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та