Ҫутҫанталӑк
Паянтан республикӑна ӑшӑ фрончӗ килет. Ҫавна пулах ҫумӑр ҫукалать. Каҫ енне термометр 10 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ырантан ҫанталӑк тата лайӑхланӗ, сывлӑш 13-18 градус таран ӑшӑнӗ. Ҫӗрле ҫумӑр ҫӑвӗ. Кӗҫнерникун 20 градус таранах ӑшӑтӗ. Каҫ енне вара сивӗ фрончӗ ҫывхарӗ, аслати те авӑтма пултарӗ. Сивӗтнисӗр пуҫне ҫил вӑйланӗ. Эрне вӗҫне самаях уҫӑлтарӗ, кӑнтӑрла 9-14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле – 2 градус ӑшӑ. Хушӑран ҫумӑр ҫукалӗ. Вырсарникун шӑнтма пултарӗ, юр ҫумӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче хӗвеллӗ типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, метеоҫуркунне 10 кун маларах пуҫланнӑ. Пуш пуҫламӑшӗнче юр 70 сантиметр хулӑнӑш пулнӑ, халӗ – 24 сантиметр кӑна. Ҫак кунсенче юр ирӗлсе пӗтмелле. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, уйӑх вариччен сывлӑш температури улшӑнса тӑрӗ. Акан 17-18-мӗшӗсенче сивӗтме, юр ҫума пултарать. Кайран вара типӗ те ӑшӑ ҫанталӑк, ҫуллахи пекех, тӑрӗ. Кӑнтӑрла 22-27 градус ӑшӑ пулмалла. Пӗтӗмӗшле илсен ака уйӑхӗн нормӑран 2-3 градус ӑшӑрах пулмалла. Нӳрӗк те сахалрах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Пуш уйӑхӗн юлашки декади нормӑран 4 градус ӑшӑрах пулнӑ. Синоптиксем ку эрнере те ӑшӑ пулассине пӗлтереҫҫӗ. Эрне варринче 15-20 градус таран ӑшӑ пулӗ, ҫӗрлесрен – 7-12 градус. Ҫак кунсенче юр кайса пӗтӗ. Тӑрук ирӗлнӗрен ейӳ сарӑлма пултарӗ. Сӑрта тата Ҫавалта шыв 3 метр ытла хӑпарнӑ. Чи ӑшӑ кун акан 3-мӗшӗнче пулӗ. Ҫапах кӑштах ҫил вӗрӗ. Кӗҫнерникун ӑмӑртарах пулӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ, термометр 12 градус ӑшӑран ытларах кӑтартмӗ. Эрнекун та ҫумӑр чарӑнмӗ, ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ Канмалли кунсенче кӑнтӑрла 5-10 градус пулӗ, ҫӗрлесерен – «минус». Ҫил лӑпланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ӑшӑ таврӑнӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 20 градус таран та ӑшӑ пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫанталӑк савӑнтарӗ - ҫу уйӑхӗнчи пекех ӑшӑ пулӗ. Ҫак канмалли кунсенче ҫӗрлесерен вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Каҫхине те термометр «плюс» кӑтартӗ. Шӑматкун кӑна кӑшах сивӗрех пулӗ. Вырсарникун 7-12 градус ӑшӑ тӑрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере 14-19 градус ӑшӑ пулӗ. Пӗлтӗр, сӑмах май, акан 4-мӗшӗнче 17,6 градус ӑшӑ пулнӑ. Ку - рекорд. Синоптиксем хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра сиветмӗ. Акан пӗрремӗш декади вӗҫӗнче 20 градус таранах ӑшӑ пулма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Юлашки икӗ кунра республикӑра ҫӗрлесерен те шӑнтман. Ҫавна май юр самаях ирӗлнӗ: 45 сантиметр хулӑнӑш кӑна юлнӑ. Вӑл эрне вӗҫнелле кайса пӗтес шанчӑк та пур. Кӗҫӗр ҫил лӑпланӗ, тӗтре карса илӗ. Ытларикун вара ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ, вӑйланӗ. Юнкун кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче юр ҫума, ҫил-тӑман вӗҫтерме пултарать. Ҫил ҫеккунтра 18 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫанталӑк пӗр кунлӑха кӑна пӑсӑлӗ. Кӗҫнерникун уяртӗ, ҫӗрлесерен термометр «минус» кӑтартӗ. Кӑнтӑрла вара – 7 градус ӑшӑ. Эрнекун 10 градус таран ӑшӑтӗ. Пуш вӗҫӗнче-ака пуҫламӑшӗнче вӑйлах ӑшӑтса ярӗ: 13-18 градус таранах пулӗ. Ку – ака уйӑхӗ вӗҫӗнчи норма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Кӑҫал ҫуркунне ир килчӗ. Тунтикун ака уйӑхӗнчи пекех ӑшӑ пулчӗ, Юнкун, пушӑн 20-мӗшӗнче, рекорд ҫӗнелнӗ: 5,9 градус ӑшӑ тӑнӑ. Пушӑн 21-мӗшӗ метеорологи ҫуркунни пуҫламӑшӗ пулнӑ. Шӑматкун каҫхине ҫил вӑйланӗ, юр е йӗпе ҫумӑр ҫӑвӗ. Вӑл ҫӗрӗпех ҫӑвӗ. Вырсарникун уяр пулӗ. Кӑнтӑрла кӑна мар, ҫӗрле те термометр «плюс» кӑтартӗ. Тунтикун 10 градус таран ӑшӑтма пултарать. Хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрне варрине тата нумайрах ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун ҫӗре юр витме пултарӗ, ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗ ӑшӑпа вӗҫленӗ, 10 градус таранах пулӗ. Ака пуҫламӑшӗнче вара ҫанталӑк сивӗтмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
prisursky.ru сайтри сӑн ӳкерчӗк Сӑварсем тухни ҫуркунне чӑнах та ҫитнине систерет. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Патӑрьел муниципаллӑ округӗнче ҫак чӗрчунсен уҫӑ шӑтӑкне асӑрханӑ. Специалистсем вӗсем унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухнӑ тесе палӑртнӑ. Сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен вӑрансан юр айӗнче ҫимелли, курӑк, шырама тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтӗрхи курӑка тата унӑн тымарне ҫиеҫҫӗ, хӗл ыйхинче пулнӑ чухне организмран ҫухатнӑ шыва саплаштараҫҫӗ, ҫавӑнпа юр ҫиеҫҫӗ. «Сӑрҫи» заповедникре сӑнанӑ тӑрӑх, сӑвӑрсем хӗл ыйхинчен вӑтамран пуш уйӑхӗн 18-30-мӗшӗсенче вӑранаҫҫӗ. Ҫак чӗрчунсем вӑтамран шӑтӑкран 12 кунра тухса пӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Ҫуркунне пуҫланнӑранпа иртнӗ эрнекун чи ӑшӑ кун пулнӑ. Кӗҫӗр вара 7 градус таран сивӗтнӗ. Ҫавӑнпа юр питех хӑвӑрт ирӗлмест, хальлӗхе вӑл 60 сантиметр хулӑнӑш. Ҫитес вӑхӑтра ҫанталӑк питех улшӑнмӗ. Ҫӗрле вырӑнӑн-вырӑнӑн юр ҫума пултарать. Кӑнтӑрласерен уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 2-4 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Эрне варринче ҫӗрле 10-15 градус таран сивӗтӗ. Канмалли кунсенче кӑштах ҫумӑр ҫума пултарать. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ака уйӑхӗнчи пек 10-15 градус ӑшӑ пулма пултарать. Ун чухне те уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
Унччен синоптиксем пуш уйӑхӗ сивӗ пуласса каланӑччӗ. Анчах хальччен Шупашкарта ҫанталӑк нормӑран 2 градус ӑшӑрах танӑ. Ҫиле пула кӑна сивӗрех пек туйӑнать. Синоптиксем тунтикун 5 градус ӑшӑ пулассине калаҫҫӗ. Ҫавна май юр хӑвӑртрах ирӗлме тытӑнӗ. Хальччен юр 1 сантиметр кӑна чакнӑ, 60 сантимтер юлнӑ. Ку вырсарникунччен антициклон хуҫаланӗ. Ытларикунран Скандинави антициклонӗ килӗ, ӑшӑ туйӑнӗ. Халӗ синоптиксем ҫапла пӗлтереҫҫӗ: ҫывах вӑхӑтра ҫанталӑк питех сивӗтмӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче 10 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
proprikol.ru сайтри сӑн Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурҫӗр енчен килекен антициклона пула ҫуркуннехи ӑшша халех туймӑпӑр. Климат ҫуркунни пушӑн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн кӑна килӗ. Ун чухне те 0 градусран ӑшӑрах пулсан та юр нумай выртӗ-ха. Ака уйӑхӗнче ӑшӑтӗ. Уйӑх варринче 15 градус таран та ӑшӑтма пултарӗ. Ҫу уйӑхӗ пӗтӗмӗшле илсен иртнӗ ҫулхинчен сивӗрех пулмалла. Ҫу пуҫламӑшӗнчи канмалли кунсенче 14-18 градус ӑшӑ тӑрӗ. Мӑнкунра сивӗрех, ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пулӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ валли ҫанталӑк лайӑхланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |