Пӑтӑрмахсем
Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна наркотик сутма тӑнӑшӑн айӑпланӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн 30-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 228-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе явап тыттарма йышӑннӑ. Ку статьясемпе наркотика саккуна пӑсса пысӑк виҫепе сутакансене айӑплаҫҫӗ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каччӑ Шупашкарти пӗр ҫуртӑн картишӗнче 8 грамм ытла наркотик туяннӑ. Ӑна вӑл кайран сутма тесе упранӑ. Анчах ярӑнтарса ӗлкӗреймен – наркотика пакунлисем асӑрхаса туртса илнӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑка суд хупса усрамасӑр 5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Чӑваш Енре пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Ку Канаш хулинче пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Паян, утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Канаш хулинче автовокзал ҫывӑхӗнчи общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче автобус ҫунма тытӑннӑ. Вӑл хулари маршрут пулман, «Мускав - Канаш» маршрутпа ҫӳренӗ. Автобус мӗншӗн мӑкӑрланма тытӑнни паллӑ мар, сӑлтавне халӗ специалистсем уҫӑмлатаҫҫӗ. Тен, транспортра ҫитменлӗхсем пулнӑ. Инкек вӑхӑтӗнче автобусра ҫынсем пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
izhevsk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑм чаплӑ йытӑ ҫури туянасшӑн пулнӑ. Шпиц ӑрачӗллӗ йытӑ ҫури сутакан ҫыннӑн пӗлтерӗвне вӑл тӗнче тетелӗнче асӑрханӑ. Хӗрарӑм анчӑк хуҫипе ҫыру ҫӳретсе хӑш-пӗр ыйтӑва уҫӑмлатнӑ. Чӗрчуна сутаканни йытӑ ҫурине икӗ сехет хушшинче килех пырса пама шантарнӑ. Анчах малтан укҫа тӳлеме ыйтнӑ. 15 пин тенкӗ. Шпиц туянас ӗмӗтлӗ хӗрарӑм укҫана куҫарса панӑ, анчах йытӑ ҫурин «хуҫи» ҫырусене хуравлама пӑрахнӑ. Улталаннине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ. Вӑл вӗсене каланӑ тӑрӑх, ҫынсене ун пек улталакансем пирки вӑл пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ, анчах хӑй те ҫавӑн пек авӑра лекесси пирки шухӑшлама та пултарайман. Пакунлисем халӗ ултавҫӑна шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Сусӑра ҫаратнӑПӑтӑрмахсем
csutest.com сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Шупашкарта пӗрремӗш ушкӑнри сусӑр хваттерне мелицина маски тӑхӑннӑ виҫӗ ҫын пырса кӗнӗ. Трактор тӑвакансен проспектӗнчи ҫуртри хваттерте ҫав вӑхӑтра 56 ҫулти арҫын пӗчченех пулнӑ. Сусӑр кӳлепипе ҫӳрекенскер хӑйне хӳтӗлеймен. Кӗтмен «хӑнасем» компьютер тата телефон ҫаратса кайнӑ. Пуҫиле шыравӗн ӗҫченӗсем вӑрӑ-хурахсем епле машинӑпа кайнине палӑртнӑ, кайран пуҫтахсем камсем пулнине пӗлнӗ. Хурахсем 19-42 ҫулсенчи виҫӗ арҫын пулнӑ. Ушкӑнри икӗ ҫын унччен судпа айӑпланнӑ иккен. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ушкӑнри чи асли хула центрӗнчи суту-илӳ центрӗсенче вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланнине те палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл тата урампа иртсе пыракан хӗрарӑма телефонпа шӑнкӑравлама ирӗк ыйтнӑ. Хӑйӗн телефонӗн аккумуляторӗн зарядки ларнине ӗнентернӗ те хаклӑ япала алла лексен йӑтса тарнӑ. Вӑрӑ-хурахсем тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ тӗпчесе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
pxhere.com сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Саруй ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл 46 ҫулта пулнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗвере ҫав вырӑна шыва кӗмешкӗн туман. Арҫын вара ҫакна шута илмен – ҫавӑнтах чӑмпӑлтатма шут тытнӑ. Шел те, ку инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫитменнине, арҫын ӳсӗр пулнӑ. Унӑн виллине ял ҫыннисем тупнӑ, вӗсемех ӑна ҫыран хӗррине кӑларнӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Йрпреҫ районӗнчи прокуратура Кӗлӗмкассинчи ача пахчине тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ вӗренӳ учрежденийӗнче вӗрентӳ тата терроризма хирӗҫ тӑмалли ҫинчен калакан саккунсене епле пӑхӑннине пӗлесшӗн пулнӑ. Прокуратура ҫӗрӗк картана асӑрханӑ. «Вӑл ҫуккипе пӗрех», – пӗтӗмлетнӗ прокуратурисем. Карта ҫӗрӗк пирки ача пахчин территорине кирек кам та кӗреет тесе шухӑшлаҫҫӗ прокуратурӑра. Ачасемшӗн те вӑл хӑрушӑ. Ҫӗрӗк карта пӗчӗкскерсем ҫине ӳкме пултарать. Прокуратурӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫисем карта тытасси пирки шухӑшламаҫҫӗ те. Ҫавна кура прокуратура суда тавӑҫпа ҫитнӗ. Суд надзор органӗн тавӑҫне тивӗҫтернӗ, ача пахчине карта тыттарма хистекен йышӑну кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Паян, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарти «Хӗвеллӗ» микрорайонта 11 ҫулти велосипедиста ҫапса кайнӑ. Хӗвеллӗ бульварта «Фольксваген Поло» велосипедпа пыракан арҫын ача ҫине пырса кӗнӗ. Юрать, 11 ҫулти ача вӑйлах аманман. Унӑн пуҫӗ, чӗркуҫҫи ҫинче кӑштах сурансем пур. Вырӑна ҫитнӗ васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем ачан пӗрремӗш пулӑшу панӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
goodfon.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Пӑрмас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире ача шар курнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӑмӑл автомашина водителӗ руле итлеттереймен – транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та грузовикпе ҫапӑннӑ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче Питӗрти 33-ри арҫын пулнӑ, грузовикре – Ростоври 35 ҫулти арҫын. Хыҫалта ларнӑ ача суранланнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу киличчен вӑл тӑнне ҫухатнӑ. Тухтӑрсем ӑна шина хунӑ, ыратнине ирттерекен укол тунӑ, ӳпкене сывлаттармалли аппарат лартса пульницӑна, Шупашкара, илсе кайнӑ. Вӗсене хирӗҫ реанимаци машини тухнӑ. Ҫур ҫулта вӗсем тӗл пулнӑ, реанимаци мероприятийӗсем ирттерсе ачана пульницӑна илсе ҫитернӗ. Халӗ вӑл реанимаци уйрӑмӗнче выртатать, сывлӑхӗ йывӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
news.myseldon.com сайтри сӑн Улатӑрта 63 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫынна вӗлерннӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫӗртмен 21-мӗшӗнче каҫхине Атрать юханшывӗнче арҫын виллине тупни пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫав арҫын – 42 ҫултискер. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, престепление ҫӗртмен 19-мӗшӗнче тунӑ. 63-ри ӳсӗр арҫын ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна пуртӑпа тапӑннӑ. Ӑна вӑл вилмеллех ҫапнӑ. Арҫын вилене икӗ кун юханшыв патне сӗтӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
Шупашкарти каҫхи клубсенчен пӗрин хуралҫи асӑннӑ заведение канма пыннӑн ҫыннӑн аллине хуҫнӑ. Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ҫӗрле пулса иртнӗ. 24 ҫулти хуралҫӑпа 30 ҫулти хӑна хушшинче харкашу сиксе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, харкашӑва хуралҫӑ пуҫарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Канма пынӑ ҫынна вӑл урайне, пичӗпе аял енне тӑсса хунӑ. Аллине хыҫалалла туртса лартнӑ. Ҫавна май 30 ҫулти арҫын алли хуҫӑлнӑ. Хуралҫӑ тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 203-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна Шупашкарти Мускав район судне ярса панӑ. Каҫхи клуб хуралҫи халӗ унта ӗҫлемест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |