Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Чӑвашкино»-на мӗншӗн хупасшӑн пулни палӑрма пуҫланӑ

Паллашу Чӑваш чӗлхине якатас тӗллевпе Чӗмпӗрте пурӑнакан, ман ҫулсӗне ҫывӑх ҫынсемпе пал...
Туянатӑп Ашмаринӑн 17 том куҫару кӗнекисене шыратӑп.
Сутатӑп Ӑшӑ матрас сутатӑп. Германире кӑларнӑ. Гаранти 5 ҫул. Хакӗ 2500 тенкӗ.
Аçтахар Плотников 16.10.2021 13:10 | 1249 хут пӑхнӑ
Культура

Нумай пулмасть Хусанта «Чӑвашкино» ӳкернӗ «Сюда не вступит нога врага» (чӑв. «Тӑшман ури кунта ан пустӑр») документлӑ фильм хӑтлавӗ иртнӗ. Фильм валли сценари ҫырнӑ тата ун режиссёрӗ пулнӑ Алексей Енейкин каласа панӑ тӑрӑх «Чӑвашкинопа» ҫыхӑннӑ хальхи пӑтӑрмах йӑлт министрпа ҫыхӑннӑ.

Вӑл, сӑмахран министр патне «Чӑвашкино» пуҫлӑхӗпе Абдюшев Андрей Николаевичпа пӗрле сценарине кӑтартма кайса килнӗ чухне мӗнле пӑтӑрмах сиксе тухни ҫинчен каласа панӑ. Министр хӑй чӑваш пулин те чӑвашла калаҫма килӗшмен, сценари те чӑвашла ҫырни ун кӑмӑлне кайман.

Хальхи вӑхӑтра «Чӑвашкино»-на асӑнма юраманни пирки сӑмах тухнӑ тет. Аса илтеретпӗр, вӑл учрежденине тӳре-шара хупас шутлӑ, ҫыннисемпе пурлӑха Наци телерадиокомпанипе икӗ архива куҫарасшӑн.

#фильмсем, #Хусан, #Чӑвашкино, #культура, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

«Авалхи Атӑл Вӑрттӑнлӑхӗ» фильм премьерине йыхравлаҫҫӗ
2021, 04, 16
Оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ худрук ӗҫе кӳлӗннӗ
2021, 05, 26
«Вупӑр» фильм ӳкерӗҫ
2021, 07, 21
Президентпа преподавателе тава тивӗҫлӗ ятсем парӗҫ
2021, 10, 14
«Юрӑ – чун уҫҫи» фильм кӑтартнӑ
2021, 10, 15

Комментари:

Agabazar // 5550.0.0452
2021-10-16 19:29
Agabazar
Цитата: <<Министр хӑй чӑваш пулин те чӑвашла калаҫма килӗшмен,>>

Тĕрĕссипе ак çапла каламалла пулнă: <<Министр хай чăвашла пĕлет пулин те... >> Малалла текстри пек.
Валери Туркай // 3804.25.5490
2021-10-17 06:23
Вӗрентсе ан лар ҫынсене, тӑмсай! Вӗсем сансӑрах ӑслӑ!
Валери Туркай
Agabazar // 5413.1.0500
2021-10-17 23:30
Agabazar
Валери Туркайпа аптрамалла: пӗрре гений тет, тепре — тӑмсай.
Эп тӑмсай пулсан, эс вара — тӑрри шӑтӑк. Ҫавӑ кӑна.
Санӑн ӗнӳне килтен ҫавӑтса илсе тухса кайман. Милицие сана айӑплам пекки туса шалӑп ҫырман. Аллунти ҫӑкӑрна туртса илмен.
Вӗсем мансӑрах ӑслӑ пуль-ха та, анчах Туркай тӑрри шӑтӑк, ҫавӑ начар.
Пуҫ тӑрринчен сӗрӗм тухать... (с)
Agabazar // 5413.1.0500
2021-10-17 23:41
Agabazar
Лешсем шутсăр ăслă пулсан, эс татах та ăслăрах пул.

Пĕртен-пĕр карланкăпа тата кăшкăру паллисемпе çеç мĕнех тăвайăн?

Каллинмаллин // 1435.81.1268
2021-10-18 07:37
Каçарар Туркая, вăл кăшт сыпсан вĕреме кĕрет. Анчах шутласа пăхар-ха, мĕн пулса иртет? Сас-хура министрне таçтан илсе килсе лартрĕç, Наци телерадиокомпанипе Чăваш телерадиокомпанине темле майрасем ертсе пыраççĕ, вĕрентÿ министрĕсем (малтанхипе хальхи) чăвашла пĕлмеççĕ. Калар-ха,чĕн пулса иртет? Акапасар, эс чи ăсли, тен çăварна шыв сыпса ларса çитет?
Agabazar // 3467.27.4021
2021-10-18 16:12
Agabazar
Кунта «эс чи ӑсли» тени хӑратать. Валери Туркай та, авӑ, малтан «гени» терӗ те, ҫавӑ халӗ еплерех ҫаврӑнса ларнине хӑвӑр куратӑр.
Каҫаратпӑр, паллах, ма каҫарас мар! Чӑннипе каласан, «каҫарас» е «каҫарас мар» текен ыйтӑва эпир лартман та!
Сунасне- сӑнаса- сумлар // 2316.34.3333
2021-10-18 20:58
Эх , тамашша ! Тӗлентерет ...... Валери Туркай. Малтантарах поэт псевдонимӗ те маншӑн Туркай тени ӑмӑрт кайӑк еаӗрлӗ Турӑ кайӑкӗпе пӗр символпа сӑнарланнӑ пекччӗ. Сӑнасан- сӑнасан ҫакна та курма- илтме тиврӗ иккен.Пӗр каласан ,пирӗн патӑрта , анатри диалектенче калакан ҫерҫи , е сала кайӑк ячӗллӗ вӗҫен кайӑк ятне чӑвашсен диалект форминче туркайӑк теҫҫӗ. Поэтӑмӑр ячӗ те юлашки вӑхӑтра , тен В.В.Путинӑн "доверенное лицо" пулма пултарнӑ хыҫҫӑн тарах, те тата урӑх сӑлтавсемпе , ҫапах та ячӗ ылмашӑннӑ : халӗ , маншӑн , Валери Ҫерҫикай , е Валери Салакай теессӑм килет . Сӑнарлӑхне вырӑсла куҫарсан - Воробей. Чӑн сӑмахӑн суййи ҫук. Эх , тамашша.......
Agabazar // 3467.27.4021
2021-10-18 23:32
Agabazar
Тĕрĕслĕхшĕн çакна каламалла: «Валери Туркай» никнеймлă çын хăйĕн хыпарне аккаунт урлă мар, тÿреммĕн янă.
Сергей Пятаков // 6445.1.2388
2021-10-20 11:52
Сунасне-сӑнласа-сумлар, "туркай" сӑмах - диалектизм мар. Вӑл тутар сӑмахӗ. Унӑн темиҫе пӗлтерӗш пур:
1.тӑри (туркай сайравы - тӑри юрлани).
2.диал. ҫерҫи.
3.диал. (пӗчӗк кайӑк-кӗшӗк ҫинчен; карабаш туркай - кантӑр кайӑкӗ, сары туркай - саркайӑк).

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org