Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Культура

Культура
ЧР Информаци политикин министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
ЧР Информаци политикин министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Чӑваш кӗнеке издательствинче Лидия Филиппова журналистӑн тата ҫыравҫӑн «Заколдованная черемуха» кӗнеки пичетленнӗ. Лидия Филиппова — Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ. Сӑвӑсем ытларах ҫырма кӑмӑллакан автор прозӑпа та ӗҫлет.

Лидия Филиппован «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» кӗнеки, сӑмах май, унччен пичетленнӗччӗ. 2012 ҫулта вӑл чӑвашла кун ҫути курнӑ. Чӑваш Ен Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗнекери хайлавсене тата унта кӗменнисене халӗ вырӑсла пичетленӗ. Ҫӗнӗ кӗнекере — 16 калав. Вӗсене чӑвашларан Ольга Васильева куҫарнӑ. Редакторӗ – Ольга Федорова, художникӗ – Михаил Николаев.

 

Культура

Шупашкар районӗнчи Кӗҫӗн Сӗнтӗрте иртнӗ ял уявӗнче пӗчӗк ачасенчен пуҫласа шур сухалсем таранах чысланӑ. Унта Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, ял мухтарӗ тата Ваттисен канашӗн ертӳҫи Чаптай Эльмень, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи, Таврапӗлӳлӗхпе туризм центрӗн ертӳҫи Сергей Сорокин, Ҫӳлтикассинчи вӑтам шкул директорӗ Татьяна Майорова хутшӑннӑ. Ял ҫыннисене хисеплӗ ятсемпе, дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав хучӗсемпе, парнесемпе тата чечексемпе хавхалантарнӑ.

Уява хутшӑннӑ ишлейсемпе олкашсен «Акӑшпи» ансамблӗ, Стас Владимиров юрӑҫ, Эльменсемпе тата Майоровсен ҫемйисем юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.

Валентина Эльмен тата унӑн мӑнукӗ Валерия юрланӑ та, сӑвӑсем те вуланӑ. Ача пахчине ҫӳрекен Аня Майорова «Качака» шӳтлӗ юрра шӑрантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://schk.su/a/news/738.html
 

Культура
Чӑваш Ен Культура министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк
Чӑваш Ен Культура министерствин сайтӗнчи сӑнӳкерчӗк

Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ автобус туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: автобус илесси пирки Патшалӑх закупкисен порталӗнче кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче хыпарланӑччӗ. Автобус хакӗ 3,5 миллион тенкӗрен иртмелле маррине каланӑччӗ. Аукцион документацийӗнче автобуса 10 ҫынтан кая мар вырнаҫмаллине пӗлтернӗччӗ.

Халӗ вара театр 30 вырӑнлӑх автобуслӑ пулса тӑнӑ. Паян Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн труппи пухӑннӑ. Пухура культура учрежденин пуҫлӑхне Елена Николаевӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри секретарӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ҫумӗ Юрий Кислов автобус уҫҫине панӑ. Республикӑн Культура министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ПАЗ-4234» автобуса «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин «Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури» програмине пурнӑҫа кӗртнӗ май уйӑрнӑ.

 

Культура

Шупашкарта классика музыкин «Берег классики» (чӑв. Классика ҫыранӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртӗ. Ӑна уҫӑ пӗлӗт айӗнче йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ.

«Культура +» коммерци мар автономи учрежденийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Унта инструмент тата хор ушкӑнӗсем, ят-сум ҫӗнче илнӗ ӑстасемпе пӗтӗм тӗнчери конкурссенче палӑрнӑ ҫамрӑк лауреатсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем Мускавран, Питӗртен, Екатеринбургран, Чулхуларан, Ҫӗнҫӗпӗртен, Чӗмпӗртен, ҫӗршывӑн ытти регионӗнчен килсе ҫитмелле.

Ку проекта музыка ӳнерӗнчи Раҫҫейӗн аслӑ йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Классика музыкин фестивальне Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ.

 

Культура

Шупашкарта ҫынсене савӑнтармалли тата хӑналамалли фестиваль иртӗ. Ӑна Шупашкар кӳлмекӗнче, Анне монуменчӗ патӗнче, йӗркелӗҫ. «Гостеприимная Чувашия» (чӑв. Хӑнасене хапӑл Чӑваш Ен) Пӗтӗм чӑвашсен фестивальне ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче шӑматкун пухӑнӗҫ. Унта наци апат-ҫимӗҫӗпе паллаштарӗҫ. Чӑвашсенпе ҫеҫ мар, республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑхӑннипе.

Фестивальте наци пултарулӑх коллективӗсем пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, наци апат-ҫимӗҫӗпе хӑналантарӗҫ, наци сувенирӗсене сутӗҫ.

Фестивале 10 сехет те 30 минутра уҫӑлӗ. Апат-ҫимӗҫ пӗҫерме вӗрентекен ӑсталӑх сехечӗ 11 сехетре пуҫланса 13 сехетчен пырӗ. Ытти ӑсталӑх сехечӗ те пулӗ. Мероприятине пынисене хавхалантармалла вӗсен хушшинче тӗрлӗ выляв ирттерме палӑртнӑ.

 

Культура

«Чӑн поэт сахал. Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина поэт Фейсбукра.

«Поэт — уйрӑм тӗнче уҫакан. Унӑн тӗнчи Уҫлӑхӑн ахаль этем куҫне хальччен курӑнман вӑрттӑнлӑхӗсене сирсе кӑтартать, ӑшӗнчи ҫынлӑхне ҫӗклет, тасатать, темле ҫунатлӑ туйӑм парса пӑлхантарать... Паллах, «ҫӗр ҫумӗнчи пурнӑҫпах» ҫырлахакан ҫакна ӑнланмасть — чунӗпе, ӑс-тӑнӗпе аталанма ӳркенсе «йӳннине» суйласа илет, хӑйӗн кулленхи хуйхи-суйхи ҫинчен ҫыракан сӑвӑҫ хӳхлевӗ уншӑн — поэзи вырӑнне. Чӑн поэт сахал», — тесе шухӑшлать калем ӑсти.

«Аслӑ Турӑ чӑваша телейсӗр хӑварман: пирӗн те Сӑмах Хӑвачӗпе тӑван халӑха тӗнче шайне ҫӗклекен Поэтсем пур. Вӗсенчен пӗри — Геннадий Айхи. Унӑн сӑввисене вулатӑп та, куҫран вӗри куҫҫуль юхать. Хамӑршӑн савӑннипе», — пӗтӗмлетнӗ паллӑ поэт, драматург, журналист.

Геннадий Ахйине Марина Карягина ытахальтен аса илмен — ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Айхин 85 ҫулне паллӑ тӑвӗҫ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Чӑваш Республикин халӑх художникӗ Николай Енилин ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа «Моя любимая Родина» (чӑв. Манӑн юратнӑ Тӑван ҫӗршыв) курав уҫӑлнӑ.

Курава саванӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма хутшӑннисем сӑрӑ ӑстин пултарулӑхне пысӑка хурса хакланӑ. Юрий Викторов искусствовед художник пейзаж ӳкернинчен тытӑнса тематика ӳкерчӗкӗсем патне куҫнине, ҫав вӑхӑтрах чӑваш теминчен пӑрӑнманнине палӑртнӑ. Николай Енилин культурӑпа тата ӳнерпе ҫыхӑннӑ ҫынсене сӑнлама юратать. Вӑл Юрий Кудаков композитора, Марина Карягина тата Валери Туркай поэтсене, РСФСР халӑх артисткине Нина Григорьевӑна ӳкернӗ.

Михаил Кондратьев музыковед художник шӑплӑмӑлланине асӑрханӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, Николай Енилининӑн музыка инструменчӗсем те чӗмср выртаҫҫӗ. Е хуллен сас кӑлараҫҫӗ.

Художник Алексей Трофимов, Юрий Викторов, Антонина Мордвинова искуствоведсене, Атнер Хузангая, Михаил Воробьева, Юрий Яковлева тата ыттисене тав тунӑ.

 

Культура

Ҫурла уйӑхӗн 23-25-мӗшсенче Шупашкарта Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен V «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗ иртӗ. Ӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансем валли йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти пуҫаруҫи — РФ Культура министерстви. Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен фестивальне Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруселӗ) I фестивальне пуҫтарӑннӑ май ирттерӗҫ. Чӑваш Ен тӗп хулине Китайран, Раҫҫейӗн ҫичӗ регионӗнчен: Мускавран, Улатимӗр, Волгоград, Воронеж, Мускав облаҫӗсенчен, Тутарстантан, Удмурт Республикинчен пултарулӑх ушкӑнӗсем килмелле.

«Юмахсен каруҫҫельне», сӑмах май, хӑнасем 7 ют ҫӗршыран: Бангладешран, Беларуҫран, Германирен, Казахстанран, Китайран, Японирен тата Раҫҫейӗн 18 регионӗнчен ҫитмелле.

 

Культура

Паян Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Анисим Асламассен динаситине халалласа «Асламас+» юрӑпа кӗвӗ каҫӗ иртнӗ. Ӑна Раҫҫейӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, чӑвашсен классик-композиторӗ Анисим Асламас (1924-2000) ҫуралнӑранпа 95 ҫул, унӑн ывӑлӗ ывӑлӗ Алексей Асламас (1959- 2017) ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Чӑваш композиторӗн ывӑлӗ Алексей Ленинградри консерватори хыҫҫӑн 1993 ҫулта Чехие ӗҫлеме тухса кайнӑ. Вӑл — дирижёр, пианист. Унти Брно хулинчи наци театрӗнче, консерваторире тата музыка академийӗнче тӑрӑшнӑ. Шупашкара Алексей Анисимовичӑн мӑшӑрӗ Инна Георгиевна (вӑл Брно консерваторийӗнчи фортепиано уйрӑмӗнче заведующийӗ пулса ӗҫлет), чӑваш классикӗн мӑнукӗ Антон Асламас, Алексей Асламас-кӗҫӗнни килсе ҫитнӗ. Вулавӑшри уяв каҫне ҫавӑн пекех Хусанти консерватори студентки, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗ Екатерина Чеботарёва тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солистки Динара Федотова хутшӑннӑ.

 

Культура

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑна «Мир 24» телеканал саккасӗпе «Студия Ивана Усачева» (чӑв. Иван Усачев студийӗ) телевидени ушкӑнӗ килсе ҫитнӗ. Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче вӗсене ҫӑкӑр-тӑварпа, кӑпӑклӑ чӑваш сӑрипе ӑш пиллӗн илнӗ. Ку хисепе Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи «Шордан» фольклор ансамблӗ, Тӑрӑн ял тӑрӑхӗнчи «Тӑран Ен» фольклор ансамблӗ, Мошкасси ял тӑрӑхӗнчи «Сурпан» ташӑ ансамблӗ тивӗҫнӗ.

Телеканал «Любовь без границ» (чӑв. Чикӗсӗр юрату) кӑларӑм валли чӑваш туйне укернӗ. Унта 40 ытла ҫын хутшӑннӑ. Туя Надежда Михайлова килӗнче ӳкернӗ, хӗрсем ларнине – Валентина Леонтьева, хӗр туйне – Галина Матвеева патӗнче. Шыв ҫулне уҫнине Ҫӑкалӑхӗнче ӳкернӗ.

Фильм эфира тепӗр уйӑхран тухмалла.

 

Страницӑсем: 1 ... 190, 191, 192, 193, 194, 195, 196, 197, 198, 199, [200], 201, 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, ...396
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.10.2024 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 06

1894
130
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1977
47
Тани Юн, чӑваш актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1997
27
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи