Хулара
![]() Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарта автобуссем ытларах ҫӳреме тытӑннӑ: ҫӗнӗ 10 транспорт илсе килнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра транспорт пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев каласа кӑтартнӑ. Ҫӗнӗ «МАЗсем» 46-мӗш маршрутпа ҫӳреме тытӑннӑ. Маларах, нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче, кунашкал пысӑк автобуссем 42-мӗш маршрут ҫине те тухнӑ. Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне хулари маршрут сетӗнче 77 пысӑк автобус тата 53 вӑтам автобус ӗҫлет. Вӗсенчен 87-шӗ газомоторлӑ топливӑпа ҫӳрет. Аса илтерер: 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче хулара транспорт реформи вӑя кӗнӗ. Унпа килӗшӳллӗн, хӑш-пӗр транспортӑн маршрутне улӑштарнӑ, чылай маршруткӑна пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫал Шупашкарти хӑш вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ? Ҫак ыйтӑва хулари ҫынсене уҫӑмлатма май панӑ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ. Ӑна халӗ пӗтӗмлетнӗ ӗнтӗ. Ҫынсен Шупашкарти 15 вырӑнтан пӗрне суйлама ирӗк панӑ. Ытларахӑшӗ Карл Маркс урамӗнчи Христос ҫуралнӑ храм территорине, Мускав ҫыранне, Республика лапамӗнчи сквера, «Дорисс-парка» суйланӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хула таврашне хӑтлӑх кӗртесси» федераци программипе килӗшӳллӗн 179,1 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ҫак укҫапа ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнсене хӑтлӑлатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пушӑн 1-мӗшӗнче Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа иртекен уява йӗркелекенсен комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта хулари Общество канашӗ те хутшӑннӑ. Ларура юбилейре иртекен мероприятисене сӳтсе явнӑ. Уява ҫурла уйӑхӗн 24-25-мӗшӗсенче паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак пысӑк уявпа ҫыхӑннӑ мӗнле мероприятисем кӗтеҫҫӗ-ха пире кӑҫал? Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче Пӗрремӗш канал пулӑшнипе Чӑваш Ене 150 телеертӳҫӗ, артист, олимп чемпионӗ килӗ. Ҫак кун «Спартак» стадиона Леонид Якубович телеертӳҫӗ вертолетпа анса ларӗ, вӑл шкула ҫӳремен ачасене, футбола вылякансене, мороженӑй парнелӗ. Ҫурлан 25-мӗшӗнче Шупашкара «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ вӗҫсе килӗ. Ларура уявӑн талисманӗ пирки те вӑрттӑнлӑха уҫнӑ. Вӑл кӑвакал чӗппи пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ЧР ШӖМӗн пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан ҫын ют ҫӗршыв ҫыннине хваттерте пропискӑна тӑратнӑшӑн явап тытӗ. 64-ри арҫын 47 ҫулти ют ҫӗршыв ҫыннине саккуна пӑсса пропискӑна тӑратнӑ. Лешӗ вара унпа пурӑнмасть те. Ҫавна май Шупашкар ҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Саккун тӑрӑх, пропискӑна тӑратнӑ ют ҫӗршыв ҫыннин ҫав хваттерте пӗрле пурӑнмалла. Ҫакна шута илмесен пуҫиле ӗҫ пуҫараҫҫӗ. Йӗркене пӑснӑ кунашкал тӗслӗхшӗн 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян, пушӑн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта 46-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пассажира салонран кӑларса янӑ. Ҫакна тепӗр пассажир видео ӳкерсе «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Шупашкарти хура список» ушкӑна кӑларса хунӑ. Пассажир карточкӑпа усӑ курса терминалпа укҫа тӳлеме хӑтланнӑ, анчах кӑлӑхах. Кӗсйинче вара укҫа пулман. Водителӗн терминал ӗҫлемен имӗш. Хӗрарӑм билет илме укҫа парайманнине кура арҫын ӑна ҫавӑтса салонран кӑларса янӑ. Хӗрарӑм тухасшӑн пулман. Водитель пассажиркӑна ҫавӑтса тухнӑ чухне ӳкнӗ. Карттӑпа тӳлейменнишӗн хӗрарӑм водителе айӑпланӑ: карточкӑна юрӑхсӑра кӑларнӑ-мӗн. Тен, унӑн укҫи пулман унта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗ, Ҫӗнтерӳ кунӗ, ҫитиччен вӑхӑт нумай юлмарӗ. Ҫамрӑксем уява хатӗрленме тытӑннӑ ӗнтӗ: вӗсем флешмоб ирттересшӗн, пӗр сӑмах е сӑмах ҫаврӑнӑшӗ суйласа ӑна пӗрле пухӑнса тӑрса «ҫырасшӑн». Анчах вӗсем хальлӗхе ветерансене мӗнле сӑмахпа саламламаллине пӗлмеҫҫӗ. Ҫамрӑксем ыттисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав пырать, унта хутшӑнса хӑвӑра килӗшнӗ сӑмахшӑн сасӑлӑр. «СПАСИБО!», «МЫ ПОМНИМ!», «ПОБЕДА!», «9 МАЯ» сӑмахсенчен пӗрне суйламалла. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫамрӑксем «Мы помним» тесе ҫырнӑ, флешмоб Республика лапамӗнче иртнӗ. Ун чухне кашни саспалли валли 50-70 ҫын кирлӗ пулнӑ. Сӑмаха ҫырнӑ чухне ҫамрӑксем фронт юррисене шӑрантарнӑ тата «Асаттене Ҫӗнтерӳшӗн тав!» (шел те, вырӑсла) тесе кӑшкӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Яндекс. Такси» тесе ҫырнӑ «Гранта» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа ытти машинӑран иртсе кайнӑ, унтан Фучик тата Хмельницкий урамӗсем хӗресленекен вырӑнта хӗрлӗ светофора пӑхмасӑрах малалла вӗҫтернӗ, кайран каллех хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ, Эгер бульварӗнче ҫуран каҫмалли вырӑнта каллех светофора кӗтмесӗрех вирхӗннӗ. Водителе хулара алхасма ирӗк паман — ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем часах чарнӑ. Таксист мӗншӗн ҫав тери васканине ӑнлантарнӑ: арӑмӗн вилме пуҫланӑ ашшӗ патне васканӑ-мӗн, ӑна ҫӑласшӑн пулнӑ. Арҫын хӑйӗн айӑпне тунман. Инспекторсем ун тӗлӗшпе 4 штраф ҫырса панӑ. Пӗтӗмпе – 12 пин тенкӗлӗх. Халӗ 20 кунра штрафа тӳлесен ҫуррине катаҫҫӗ, эппин, штраф 6 пин тенкӗпе те танлашма пултарать. Таксист, хӑй каланӑ тӑрӑх, шел те, вилме пуҫланӑ хуняшшӗ патне ӗлкӗреймен… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() moygorod-online.ru архивӗнчи сӑн Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗнче, чи пирвайхи троллейбус ҫула тухӗ. 55 ҫул каялла туса кӑларнӑ ЗиУ-5 ретро-троллейбус хӑйӗн маршручӗпе кайӗ: Чукун ҫул вокзалӗнчен пуҫласа Хӗрлӗ лапама ҫитӗ. Халӗ троллейбуса уява кӑларма хатӗрлеҫҫӗ, реставрацилеҫҫӗ. Ӑна юсанӑ чухне транспортӑн унчченхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварӗҫ: тимӗр корпус, алӑксем, фарӑсем, ларкӑчсем, салон, касса тата табличка 55 ҫул каяллахи пекех пулӗҫ. Водителе те ССР вӑхӑтӗнчи униформӑна тӑхӑнтартӗҫ. Ку кӑна мар, троллейбус Совет Союзӗнчи пекех контролерсӑр ҫӳрӗ. Ҫул укҫи тӳлеме тимӗр укҫа ярса билет татса илмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти суту-илӳ тӑвакан вырӑнсенче тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ. Ҫав рейдсем вӑхӑтӗнче тӗрлӗ специалистран йӗркеленӗ комисси аптекӑсенче, ларёксемпе киосксенче фанфурик сутнипе сутманнине сӑнать. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать. Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрах, тӗрӗслевҫӗсем нарӑс уйӑхӗнче кӑна «Продукты» ятлӑ тӑватӑ ларёка, «Чӑваш пичечӗ», «Калач» киосксене тата вунӑ аптекӑна кӗнӗ. Вӗсен хушшинче — «Озерки», «Фармация», «Максавит», «Магия», «Ригла», «Будь здоров», «Аптечный склад» тата «Здоровый век» аптекӑсем. Ку аптека пукчӗсем пурте Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑ. Ҫак рейдсенче «Магия» тата «Будь здоров» аптекӑсенче фанфурик сутнине палӑртнӑ. Ларексемпе киосксенче вара спирт хутӑшӗ сутлӑхра пулман. Ҫавӑн пекех каласа хӑвармалла, аптекӑсенче эмел сутмалли мӗн пур документ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян ҫӗрле Шупашкарти «Ровесник» культура ҫурчӗ» чарӑнура кӗрт йыттисем хӗре тапӑннӑ. Ӑна йытӑсем ҫыртнӑ ахӑртнех: вӑл ҫухӑрашнӑ. Йытӑсем хӗрӗн ҫиелти тумне ҫурнӑ, аллинчи сумкине туртнӑ. Юрать, ҫав вӑхӑтра машина иртсе пынӑ. Водитель чарӑнса пулӑшма тухнӑ, хӗрӗн япалисене пуҫтарнӑ та ӑна салона лартса пульницӑна леҫнӗ. Шел те, кӗрт йыттисем ҫынна тапӑннӑ тӗслӗхсем тата пулнӑ. Эрне каялла йытӑсем ачаллӑ хӗрарӑма тапӑннӑ, пепкене туртса илме хӑтланнӑ. Пӗр арҫынна та йытӑсем шар кӑтартнӑ: вӗсем унӑн урине ҫыртнӑ. Ҫынсем йытӑсене тытакан службӑна шӑнкравласа пӗлтернӗ. Анчах, «Про Город» хаҫата пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсенчен нимӗнле хурав та пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |