Хулара
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ачине хваттерте пӗччен хӑварнӑ та хӑй лавккана тухса утнӑ. Каялла таврӑннӑ ҫӗре алӑк уҫӑлман – уҫҫи ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Ку «Садовый» микрорайонта аван уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Дементьев урамӗнче пулнӑ. Киле кӗреймен хӗрарӑм Чӑваш Енри шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ. Ара, ача хваттерте пӗчченех юлнӑ вӗт, тем курасси пулӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ, «Умелец» наборпа усӑ курса хваттере кӗмелли алӑка уҫнӑ. Юрать, ачапа нимӗн те пулман, вӑй йӗркеллех ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн», — тесе хыпарланӑччӗ нумаях пулмасть Софья Савнеш. Халӗ сасӑлав вӗҫленнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ. Сасӑлава пурӗ 711 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ «ОБРАЗЫ ГОРОДА» (чӑв. Хула сӑнарӗсем) концепцие ырланӑ. Ӑна «Брендум» тулли мар яваплӑ общество хатӗрленӗ. Сасӑлава хутшӑннисенчен 50,07 проценчӗ ҫав ӗҫшӗн пулнӑ. Паттерн графика элеменчӗсенчен тӑрать. Вӗсем — хулашӑн пӗлтерӗшлӗ персонажсемпе объектсем. Ҫӗнтернӗ символикӑпа усӑ курса парнелӗх продукци хатӗрлӗҫ, хулана капӑрлатӗҫ. Хӑшӗсем хакланӑ тӑрӑх, элемре чӑвашлӑх пачах та сисӗнмест. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Садовӑй» микрорайона Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара хутлакан 232-мӗш номерлӗ автобуса ҫӳретме тытӑннӑ. 60 ҫын вырнаҫаканскер асӑннӑ тӑрӑхӑн транспорт ыйтӑвне кӑштах та пулин тататех-тӗр. Пӗр автобуспа теприн хушши 15 минутпа танлашмалла. Вӑл ирхи пиллӗкрен пуҫласа 20 сехетчен хутлӗ. Апла пулсан ӗҫ умӗнхи тата ӗҫ хыҫҫӑн халӑх йышлӑ вӑхӑтра ҫынсем чарӑнура чыхӑнса нушаланмалла мар. Автобусӑн маршручӗ ҫапларах: Улма-ҫырла (Садовӑй) тӑкӑрлӑкӗ – Фучик урамӗ – Колхоз пасарӗ – «Мир Луксор» кинотеатр – Суту-илӳ ҫурчӗ – Мега Молл – Энергозапчасть, унтан Ҫӗнӗ Шупашкара Совет урамӗпе кайӗ, «Сокол» чарӑнӑва ҫитӗ. Чӑваш Енӗн Транспорт министерствинче ку маршрут вӑхӑтлӑх тесе пӗлтереҫҫӗ — раштавӑн 1-мӗшӗнчен хулара транспорт реформи пулмалла. |
Хулара
Ҫӗнӗ Шупашкарта пултаруллӑ ачасем валли центр хута ярасшӑн. Хальлӗхе ку ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ кӑна-ха. Центр пултаруллӑ ачасене тупса палӑртма, вӗсене пулӑшма, аталанма май парӗ. Физикӑпа математика, инженери, лингвистика вӗренӗвӗн аталанӑвӗн центрне тӑвасси, ку енӗпе ҫанӑ тавӑрса вӗренекен ачасем валли профильлӗ сменӑсем, конференцисем, олимпиадӑсем ирттересси те планра. Халӗ проекта пурнӑҫлама ӑҫтан укҫа уйӑрас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Учрежденин ҫул-йӗр карттине те хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ашшӗпе амӑшӗ ывӑлне хӑйне евер ят панӑ – Добрыня. Ҫапла майпа ҫӗр ҫине Добрыня Никитич килнӗ. Ӑна Шупашкарти Калинин районӗнчи ЗАГС пайӗнче регистрациленӗ. Ку ят – вырӑс халӑх эпосӗнчи пӑхаттир. Вӑл славян чӗлхинчен килнӗ, «ырӑ чунлӑ» тенине пӗлтерет. Сӑмах май, Добрыня Никитич чылай хулара пур, ашшӗ-амӑшӗ ачине ҫакнашкал ят пани питӗ сайра тӗслӗх мар иккен. Калинин район администрацийӗн ЗАГС пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ арҫын ачасене ытларах Илья, Максим, Матвей, Михаил, Александр ят хураҫҫӗ. Хӗрачасен хушшинче Аня, Настя, Маша ятсем анлӑ сарӑлнӑ. Сайра тӗл пулаканнисен йышӗнче ҫаксем пур: Авелия, Алика, Аиша, Берта, Заряна, Каталея, Умар, Абдулло, Авдей, Аристарх, Гарик, Доминик. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Новый город» (чӑв. Ҫӗнӗ хула) микрорайона троллейбуссем ҫӳрӗҫ. Анчах паян-ыранах мар. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Шупашкарти 20-мӗш шкулта республикӑн тӗп хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — аппарат ертӳҫи Алексей Маклыгин хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Унта тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ. Ҫав шутра — троллейбус управленийӗпе ҫыхӑннине те. Предприятин тӑкакӗ, Алексей Маклыгин пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫур ҫултинчен 40 миллион тенкӗ чакнӑ. Апла пулин те ыйту татӑлсах пӗтмен — упарвлени энергетиксен умӗнче 140 миллион тенке яхӑн парӑмлӑ. Шупашкарта кӑҫал 200-е яхӑн ҫӗнӗ автобус туянма палӑртнӑ. Вӗсем 18 маршрутпа ҫӳрӗҫ. «Садовӑй» микрораойнта пурӑнакансене турттарма автономлӑ майпа ҫӳрекен 5 троллейбус туянмалла. 2019 ҫулта «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта троллейбус линийӗ кармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулин Атӑл ҫыранӗ ҫултан ҫул хитреленсе пырать. Унта тӗрлӗ ҫулхисем тата тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем ирпе ирех пухӑнаҫҫӗ. Спортпа туслисемпе Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян вырӑна тухсах паллашнӑ. Унтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ирхи улттӑрах велосипедпа тата йӗлтӗр роллерӗпе ярӑнакансем, скандинави мелӗпе утакансем, чупакансем, сивӗ шывпа чӳхенекенсем пухӑнаҫҫӗ. Михаил Игнатьев Элтепер те йӗлтӗр роллерӗпе ярӑнать, велосипед ҫине те ларать. Чупма е утма тухакансем хушшинче чӑваш парламенчӗн депутачӗсем те пур. «АККОНД» предприятин пуҫлӑхӗ Валерий Иванов, акӑ, чупма тухать. «Дентамед» клиникӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин ҫемйипе кашни ир пӗр сехет ҫурӑ утса ҫӳрет, ҫакна ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксене вӑл Фейсбукра тӑтӑшах лартать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнче Кадет паркӗ уҫӑлнӑранпа вӑхӑт нумаях та иртмен-ха. Унта хула ҫыннисем вӑхӑта хаваспах ирттереҫҫӗ. Тӗп хуламӑрта ҫук типӗ фонтан та ӗҫлет, ача-пӑчана выляса савӑнмалли лаптӑксем те пур, аслисем те унти илемпе киленме пултараҫҫӗ. Анчах Шупашкар хула администрацийӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗ парка япӑхлатакансем пирки хыпарлать. Ҫавна май вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисем валли ятарлӑ йӗрке ҫырса хатӗрленӗ, ӑна паркра ҫакса хунӑ. Хулари тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, чечексене таптаса пӗтернӗ, саксене ватнӑ, илемшӗн сарнӑ гранит ваккине сапаланӑ, пӗр чуччу ҫинчи 3-4 ача, ҫутӑ хунарӗсене тӗкӗнекенсем... Ҫакӑн пек кӑмӑлсӑр ӳкерчӗк тӗл пулать иккен ҫӗнӗ паркра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти Мускав ҫыранне реконструкцилеҫҫӗ. Ӗҫ мӗнле пынине ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Элтепер ҫакна асӑрханӑ: ҫынсем ҫырана Мускав ятне панипе килӗшмеҫҫӗ иккен. Чылайӑшӗ ӑна мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ы йтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Элтепер Мускав ҫыранне реконструкцилес ӗҫе хӑвӑртлатмаллине те палӑртнӑ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен 80 миллион тенкӗпе усӑ курмалла. Ӗҫ пур-ха: брусчатка хумалла, перила тумалла, ҫутӑ хута ямалла. Ӗҫе пурнӑҫлаканӗ – «Автодор» тулли мар яваплӑ общество. Унӑн Атӑл хӗрринчи 1,9 ҫухрӑма хӑтлӑлатмалла Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта ретро-машинӑсен музейне тӑвасшӑн. Ӑна Трактор историйӗн музейне хирӗҫ, Мир проспектӗнчи скверта, вырнаҫтарасшӑн. Музейра 30 машина пулмалла. Ҫак кунсенче Шупашкар хула администрацийӗ проектпа смета документацийӗсене тумашкӑн аукцион ирттерни пирки пӗлтернӗ. Хакӗ – 300 пин тенкӗ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин кӑҫал раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗччен 80 метр тӑршшӗ, 12,5 метр сарлакӑш, 5,65 метр ҫӳллӗш павильон проектне кӑтартмалла. Мэрире палӑртнӑ тӑрӑх, хальлӗхе музея хӑҫан уҫасси пирки калама иртерех, мӗншӗн тесен ӑна тӑвасси пирки татӑклӑ йышӑну ҫук-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |