Хулара
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа «Уҫӑ хула» порталта транспорт реформин ыйтӑвӗпе сасӑлав иртет. Хальлӗхе Шупашкарти район администрацийӗсенче тӳре-шарапа тата халӑхпа ирттернӗ тӗлпулусем вӗҫленнӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ыйтнипе транспорт маршручӗсен схемине улӑштарас сӗнӳсене сасӑлав мелӗпе йышӑнӗҫ. «Автобус тата троллейбус маршручӗсене улӑштарма сӗнӳсем килчӗҫ. Раштав уйӑхӗн 25-29-мӗшӗсенче «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерме ыйтатӑп. Ҫынсем сӗннипе маршрутсен схемисене улӑштарма хатӗр», - тенӗ Алексей Ладыков. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти полицейскисем сусӑра тата икӗ йытӑ ҫурине пушартан ҫалнӑ. Полици лейтенанчӗ Дмитрий Георгиев тата полици сержанчӗ Александр Румянцев пушар вырӑнне чи малтан ҫитнӗ. Ку раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче О.Кошевой урамӗнчи 11-мӗш ҫуртра пулнӑ. Пакунлисем хваттерте сусӑр ҫын пурӑннине пӗлсен унталла хӑпарнӑ. Картлашкапа хӑпарнӑ чухне вӗсем алӑксенчен шакканӑ, ҫынсене урама тухма ыйтнӑ. Ҫунакан хваттерӗн алӑкӗ уҫӑ пулнӑ. Ҫӑра тӗтӗм йӑсӑрланнӑ, сывлама йывӑр пулнӑ. Апла пулин те пӗр полицейски хваттере хырӑмпа шуса кӗнӗ, ура айӗнче выртакан сусӑр арҫынна тупнӑ. 63 ҫулти арҫын самаях пиҫсе кайнӑ, вӑл реанимацире темиҫе кун выртнӑ. Юрать-ха, халӗ сывалма пуҫланӑ. Пушар вырӑнне Ильнар Галеев полицейски те ҫитнӗ. Вӑл ҫынсенчен ыйтма пуҫланӑ: тен, ҫуртра кам та пулин юлнӑ? Пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хваттерӗнче, ҫунаканнипе юнашарах, икӗ йытӑ ҫури пуррине каланӑ. Кун хыҫҫӑн пакунли унта ҫитнӗ, урайӗнче хырӑмпа шуса ҫурӑсене тупнӑ, вӗсене утиялпа чӗркесе урама йӑтса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шӑматкун каҫхине, раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 18 сехетре Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра инкеклӗ пулӑм пулнӑ. Пӗр хваттерте, 4-мӗш хутра, вӗри шыв пӑрӑхӗ ҫурӑлса кайнӑ. Хваттер хуҫи шар курнӑ. Унӑн алли тата ури вӗри шывпа пиҫсе кайнӑ. Ӑна васкавлӑ медпулӑшу машинипе Республикӑри пульницӑна ӑсатнӑ. Ку хыпара «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. «ТЭЦсем шыва вӗри тӑваҫҫӗ, ҫапла тупӑш тӑвасшӑн», - ҫапла комментари ҫырнӑ пӗр ҫын хыпар айне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Паян Шупашкарти Карл Маркс урамӗнчи 37-мӗш ҫуртра республикӑри пӗртен-пӗр нумай функциллӗ мигарци центрӗ уҫӑлнӑ. Малашне унта миграци пулӑшӑвӗ илме ют ҫӗршыв ҫыннисем те, Раҫҫей гражданинӗсем те килме пултарӗҫ. Тӗслӗхрен, центра ют ҫӗршыв паспортне илмешкӗн заявлени ҫырма, ют ҫӗршывран килнӗ ҫынсен регистраци тума пулать. Кунсӑр пуҫне Раҫҫей гражданствине тума, ӗҫ патентне илме те май пур. Пӗтӗмпе хальлӗхе центр 17 патшалӑх пулӑшӑвӗ парать. Нумай функциллӗ миграци центрӗ 579 тӑваткал метр лаптӑка йышӑнать. Ӑна юсамашкӑн 15 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫак укҫапах 57 комплект компьютер техники, электронлӑ черет, видеосӑнав тытӑмӗ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкар – Шупашкар маршрутпа ҫӳрекен тепӗр маршрутка чакӗ. Малашне 332-мӗш маршрутка ҫула тухмӗ, транспорт 101с-мӗш маршрут ҫине куҫӗ. Ку йышӑнӑва перевозчик хӑй тунӑ, маршруткӑсем ҫине пӗлтерӳсем те ҫыпӑҫтарнӑ. ЧР Транспорт министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 332-мӗш маршрута пӑрахӑҫлама плана кӗртнӗ, мӗншӗн тесен вӑл 101с-мӗш маршрутпа пӗр пек ҫулпа ҫӳрет. Аса илтерер: раштав пуҫламӑшӗнче Шупашкарта транспорт реформи вӑя кӗнӗ, чылай маршрута пӑрахӑҫланӑ, хӑшӗ-пӗрин ҫулне улӑштарнӑ. Хальлӗхе халӑха кӑмӑлсӑрлантаракан самантсем пур-ха, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ку ыйтусене ҫынсемпе пӗрле татса парасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта хӗре троллейбусра ток ҫапнине, пӑтӑрмах «Республика тӳремӗ» чарӑнура, 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра, пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри комитечӗн специалисчӗсем халӗ пӑтӑрмаха тӗпчеме пуҫланӑ. Вӗсем инкек сӑлтавне, хӗр пульницӑна лекмеллех аманнине тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер, Софья Савнеш автор ӗнентернӗ тӑрӑх, салонра ҫын нумай пулнӑ, анчах никам та пулӑшма васкаман. Хӗр «Манӑн арӑма та ҫапла ток ҫапнӑ» тенине илтсе юлнӑ. 23-ри хӗр троллейбусӑн картлашки ҫине пуснӑ кӑна, билет туянма та ӗлкӗреймен – ӑна ток ҫапнӑ. Унӑн кӗлетки хытса ларнӑ,урине хускатайман. Пӗтӗм вӑйран туртӑнса вӑл картлашкаран уйрӑлнӑ, асфальт ҫине кайса ӳксе пуҫӗпе бордюра ҫапӑннӑ. Ӑна пӗр арҫын тӑма пулӑшнӑ. Инкек вырӑнне пикен ашшӗ-амӑшӗ ҫитсе васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗр стационарта виҫӗ кун сипленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта хӗре троллейбусра ток ҫапнӑ. Ку «Республика тӳремӗ» чарӑну 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспортра пулнӑ. Хӗр троллейбусӑн картлашки ҫине пуснӑ кӑна, билет туянма та ӗлкӗреймен – ӑна ток ҫапнӑ. Унӑн кӗлетки хытса ларнӑ, хайхискер урине хускатайман. Салонра ҫын нумай пулнӑ, анчах никам та пулӑшма васкаман. Хӗр «Манӑн арӑма та ҫапла ток ҫапнӑ» тенине илтсе юлнӑ. Хӗр пӗтӗм вӑйран туртӑнсан кӑна картлашкаран уйрӑлайнӑ, асфальт ҫине кайса ӳксе пуҫӗпе бардюра ҫапӑннӑ. Ӑна палламан арҫын тӑма пулӑшнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ часах ҫитнӗ те васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗр стационарта виҫӗ кун выртнӑ. Халӗ хӗр троллейбуса ларма питӗ хӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти 30-мӗш автомобиль ҫулӗн 4-мӗш пайӗнчен тытӑнса 3-мӗшчен тӑсӑлакан сыпӑкне тумашкӑн хатӗрленӗ проект тӗрӗслев витӗр ӑнӑҫлӑ тухнӑ, ҫула тумашкӑн ирӗк панӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерстви хыпарлать. Ҫапла майпа тӑватӑ ретлӗ автоҫул Крылов академик урамӗпе Мускав проспектне ҫыхӑнтарӗ. Вӑл Шупашкар юханшывӗн сулахай ҫыранӗ тӑрӑх кайса административлӑ ҫуртпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн хушшипе иртӗ, Мускав проспектӗнчи ҫулпа тин ҫеҫ уҫнӑ кӗпер умӗнче сыпӑнӗ. Ҫул сыпӑкӗн тӑршшӗ — 0,785 километр. Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, проектра ҫул хӗррине йӗркене кӗртессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене те палӑртнӑ. Унта шыв анмалли ҫулсем те, тротуарсем те, ҫутӑ юписем те, искусствӑллӑ ытти сооружени те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Раштав уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Шупашкарти вулавӑшсен пӗрлешӗвӗ Раштав ыркӑмӑллӑх акцине пуҫарнӑ. Вӑл «Ачасем асамлӑха ӗненччӗр тесе…» ятлӑ. Унпа килӗшӳллӗн ҫӗнӗ кӗнекесем пухӗҫ. Сахал тупӑшлӑ тата йышлӑ ҫемьере ӳсекен ачасене энциклопедисем, юмахсемпе калавсен, шкул программине кӗртнӗ хайлавсен пуххисене парнелӗҫ. Ачасене Ҫӗнӗ ҫулта асамлӑх пранелес килет-и? Апла лавккана кайса кӗнекен туянӑр та хулари кирек хӑш вулавӑша йӑтса пырӑр. Кӗнекесене раштав уйӑхӗн 26-мӗшӗнче В.Маяковский ячӗллӗ вулавӑшра иртекен тӗлпулура парӗҫ. Кунсӑр пуҫне ачасене уяв программи кӗтет. Эсир те ҫак мероприятие хутшӑнма, хӑвӑр туяннӑ кӗнеке-парнене ачана алӑран тыттарма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Полицейскисемпе тӳре-шара Шупашкарта тара паракан хваттерсене шырама тухнӑ. Кунашкал рейда малтанах ирттерме тытӑннӑ, халӗ вӑл малалла пырать. Ленин районӗн администрацийӗнче тӑрӑшакансем сайтра отчет тунине курма пулать. Ку эрнере вӗсем Иван Яковлев проспектӗнчи 10/1 ҫуртра пулнӑ, 6 хваттере кӗрсе тухнӑ. Вӗсенчен пӗрине пӗр ҫын тара илсе пурӑннӑ, хуҫисем тупӑшшӑн налук тӳлемен. Хваттерте пурӑнаканран объянительнӑй илнӗ, кун хыҫҫӑн хуҫинчен налук недочечӗ тӑвӗҫ. Палӑртмалла: тӳре-шара налук тӳлемен ҫынсене шыраса лавккасем тӑрӑх та ҫӳрет. Ҫапла майпа вӗсем официаллӑ мар тупӑш илекен, нулук тӳлемен ҫынсен йышне чакарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |