Хулара
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта Алькешре килсӗр йытӑсем йышланма пуҫланӑ. Ҫынсем урама пӗччен тухма хӑракан пулнӑ. Йытӑсем ҫырмара пурӑнаҫҫӗ, ирхине контейнерсенче апат шырама килеҫҫӗ. Хӑш чухне вара анчӑксем кунӗпех урам тӑрӑх чупаҫҫӗ. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче хаҫасӑр пӗр йытӑ 9 ҫура ҫурланӑ. Халӗ вӗсем Пионер урамӗнчи 11-мӗш ҫурт умӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсене ҫынсем тӑрантаркалаҫҫӗ. Ӳссен, ахӑртнех, вӗсем те халӗ ҫынсене хӑратакан кӗрт йыттисен кӗтӗвне лекӗҫ. Микрорайонта пурӑнакансем ыйтӑва хӑйсем тӗллӗн татса пама тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑхӑр ҫураран тӑваттӑшӗ валли хуҫа тупнӑ. Анчах ҫитес вӑхӑтра тепӗр икӗ йытӑ ҫурламалла. Ун чух тата йывӑртарах пулӗ. Ара, ҫурасем ӳссен ҫынсемшӗн хӑрушлӑх пулса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хула администрацийӗн сайтне ку хыпара кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчех лартнӑ-ха. Ӑна асӑрханисенчен пӗрисем ҫавна тӗнче тетелӗнче сӳтсе явнине ҫак йӗркесен авторӗ паян кӑна асӑрхарӗ. Чи малтанах — хыпар пирки. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем пӗрлехи пурлӑха тӗплӗн юсанӑшӑн Чӑваш Республикин регион операторне тав туса ҫырсах тӑраҫҫӗ. Ун пеккине, тӗслӗхрен, Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 46-мӗш ҫуртра пурӑнакансем шӑрҫаланӑ. Вӗсем «Калита» тулли мар яваплӑ общество ячӗпе ырӑ сӑмах калаҫҫӗ-мӗн. Шыв пӑрӑхӗсене ҫав ҫуртра малтанласа 2037 ҫулта тин юсама палӑртнӑ. Тӗплӗ юсавшӑн укҫа аван пухнине кура 2018 ҫултах пӑрӑха ылмаштарма пултарнӑ иккен. Пӗлтӗрех ҫивитти те улӑштарнӑ. Ку хыпара вуланисем тав тӑвакансене йӑпӑлтисем вырӑнне хаклани сисӗнет. Пӗри тата пирӗнте чура юнӗ чупнине, унтан эпир часах хӑтӑлаймассине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тӗнче тетелӗнчен илнӗ сӑн Шупашкарта тӑватӑ ача валли ҫемье шыраҫҫӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Кун пирки опекӑпа попечительлӗх пайӗ пӗлтерет. Давид 7 ҫулта, ырӑ кӑмӑллӑ, калаҫма юратать. Вӑл вӑйӑ пуҫаруҫи, спортпа та кӑсӑкланать. Максим 4 ҫулта. Унпа пӗр чӗлхе тупма ҫӑмӑл. Максим йӑмӑкне юратать, унпа нумай вӑхӑт ирттерет. Ача аслисем ыйтнине яланах пурнӑҫлать. София 2014 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл ҫынсемпе ырӑ, хӑйӗн валли киленӗҫ тупма пӗлет. Хӗрача пиччӗшӗсемпе тата йӑмӑкӗпе туслӑ. Анастасия та ырӑ чунлӑ хӗрача, чи кӗҫӗнни. Вӑл хускалмаллли вӑйӑсене выляма юратать. Ӑна аслисен ӑшши питӗ кирлӗ. Ачасем пирки ыйтусем пур тӑк +7 (8352) 64-21-83 номерпе шӑнкӑравлӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи темиҫе хваттер нумаях пулмасть газсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫакӑн пирки паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ. Газсӑр хӑварма Матэ Залка урамӗнчи 27-мӗш ҫуртри хваттерсене кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн текен совет саманинчи сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кунта питех те вырӑнли сисӗнет. Хваттерсем газсӑр ларнине планеркӑра Шупашкарти Пӗрлехи диспетчерпа дежурство службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Петров пӗлтернӗ. Ку пӑтӑрмах пирки «Ҫыхунура» портал журналисчӗсем «Газпром газораспределение Шупашкар» предприятипе ҫыхӑннӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртра газ шӑрши сарӑлнӑ. Газовиксен стояка чарма тивнӗ. Ҫавна май пилӗк хваттер газсӑр юлнӑ. Кил хуҫисем паян та сас памаҫҫӗ иккен. Ҫынсем ҫавна май газсӑр лараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫул-йӗр ҫинче инкексем, шел пулин те, час-часах пулкалаҫҫӗ. Пур чухне те пысӑк пӑтӑрмахпа вӗҫленменни этем кипкепе суралнине пӗлтерет пулинех. Акӑ, Шупашкарта пулса иртнӗ пӗр тӗслӗх. Ӑна «За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ. Машинӑри видеорегистратор тӑрӑх хакласан, пӗр хӗрарӑм таҫта питӗ васкани сисӗнет. Вӑл автомобиль ҫулӗ патне ҫитичченех чупса пыни курӑнать. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул ҫине ҫитсен те хӑвӑртлӑхне чакармасть — унталла-кунталла пӑхмасӑрах вирхӗнсе кӗме ӑнтӑлать. Унччен те пулмасть — такӑнса ҫул варрине персе анать. Юрать-ха, автомашина хуҫи чарса ӗлкӗрет. Ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнта кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче Шупашкарта 28-ти хӗрарӑма машина ҫапса хӑварнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкра хула администрацийӗ ҫӗнӗ конкурс пуҫарасси пирки пӗлтерет. «Хӗллехи Спортланди» ятлӑскере хулари ача пахчисем хутшӑнӗҫ. Ача пахчисен картишӗсенче воспитательсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ юртан композицисем тӑвӗҫ. Тӗслӗхрен, тӑвайкки, пӑрлӑ ҫулсем, лабиринтсем… Чи кирли – хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнни. Тата юртан тунӑ япаласен ачасен ӳсӗмӗпе килӗшсе тӑмалла. Ӗҫсене конкурс комиссийӗ хаклӗ. Вӗсене нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен хатӗрлеме юрать. Палӑртмалла: ҫак конкурса ача пахчинчи картишсене хӑтлӑлатас, хитрелетес, вӗренӳ учрежденийӗнче вӑй хуракансен йышӗнче пултаруллисене тупса палӑртас тӗллевпе ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
2019 ҫулӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш кунӗнче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ачана хӑйне евӗрлӗ ятпа регистрациленӗ. Администраци сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пепкесене Турхан тата Радмила ятсем хунӑ. Ҫак икӗ ача пӗр ҫемьерен мар. Турхан Лукиановсен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Арҫын ача вӗсен — пӗрремӗш пепке. Турханӑн ашшӗ ячӗ те чӑваш ячӗллӗ — вӑл Тайӑр ятлӑ, Николай Лукианов паллӑ юристӑн кӗҫӗн ывӑлӗ. Хӗрача Радмила вара Анатолипе Елена ҫемйинче ҫуралнӑ. Мӑшӑр виҫҫӗмӗш ачана кун ҫути парнеленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарта Космос Александрович ҫурални пирки нумаях пулмасть хыпарланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын 6-ри ачишӗн алимент тӳлемен. Парӑм самаях пухӑннӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд йышӑнӑвӗ пулсан та ҫак арҫын икӗ уйӑх ытла алимент тӳлемен. Унӑн уйӑхсерен ӗҫлесе илнӗ мӗнпур укҫан 1\4 пайне пӗчӗк хӗрӗшӗн памалла пулнӑ. Пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнче алимент тӳлеменшӗн ӑна 20 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та арҫын тӳрӗ ҫул ҫине тӑман – пурпӗрех алимент тӳлемен. Ҫакӑншӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна хӑраса ӳкнӗ пулмалла: тӳрех пухӑннӑ парӑма, 90 пин тенке яхӑн, тата исполнительнӑй сборшӑн 6 пин тенкӗ тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ, акцисем вара вӗҫленмен-ха. Чылайӑшӗ чӗрӗ чӑрӑш туянса ҫурта капӑрлатнӑ. Уяв иртсе кайсан йывӑҫа, шел те, тухса пеме тивет. Тӑхтӑр-ха, йывӑҫа ҫӳп-ҫап контейнерне ывӑтма ан васкӑр. Шупашкарти «Ковчег» зоокӗтес акци ирттерет: тухса пеме хатӗрленӗ чӑрӑша килсе парсан чӗрчунсемпе киленмешкӗн пӗр билет тыттараҫҫӗ. Чӑрӑш чӗрчунсемшӗн усӑллӑ, унра витаминсем пур. Ҫавӑн пекех ку йывӑҫпа вольерсене хӑтлӑлатаҫҫӗ. Зоокӗтес усӑ курнӑ чӑрӑшсене кӑна мар, уявччен сутса пӗтерменнисене те йышӑнать. Акци нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти хӗрача амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Халӗ ун валли ҫемье шыраҫҫӗ. Кун пирки Ленин районӗн администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Тӑлӑха юлнӑ хӗре амӑшӗ ӳстернӗ, ашшӗ пирки нимӗн те ҫырман. Йӗркепе килӗшӳллӗн, опека органӗсем ҫемьесӗр тӑрса юлнӑ ачана пӗр уйӑхра ашшӗ-амӑшӗ тупса параҫҫӗ. Специалистсем кукамӑшӗ енчи тӑванӗсем ӑна попечительствӑна илес ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. 17 ҫулти хӗрӗн амӑшӗ ҫак эрнере ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |