Политика
Юрий Васильев Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Юрий Васильева республика Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫине лартасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Унччен юлашки вӑхӑтра Юрий Егорович ку ӗҫе вӑхӑтлӑх пурнаҫласа пурӑннӑччӗ. Михаил Игнатьев Юрий Васильева ку тытӑмра ҫӗнӗ структура йӗркелеме хушнӑ. Ҫапла тума вӑл, Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, аппарат тухӑҫлӑрах ӗҫлетӗр, Патшалӑх Канашӗпе, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑну тыттӑр тесе хушнӑ-мӗн. Юрий Васильев 1968 ҫулта Тӑвай районӗнчи Кивӗ Элпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ленинградри ракета училищинче, Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ педучилищинче вӗреннӗ. Ҫар служби хыҫҫӑн педагогра ӗҫленӗ, кайран муниципалитет службине куҫнӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацине ҫитиччен Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Вандалсем сӑнсӑрлатнӑ Ленин палӑкӗ Раштавӑн 7-мӗшӗнче Шупашкарти Текстильщиксен урамӗнчи Ленин палӑкӗн постаменчӗ ҫине Украина ялавне ӳкерсе хунӑ. Ӑна кам туни паллӑ мар. Халӑха ку ӗҫ тӗлӗнтернӗ те, пӑшӑрхантарнӑ та. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Раҫҫей коммунисчӗсен партийӗн республикӑри уйрӑмӗ тӗрӗслеве хӑйсем сӑнаса тӑрӗҫ. Дмитрий Евсеев пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ку ӗҫ тӗлӗшпе ЧР ШӖМӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса вандалсене явап тыттарма ыйтнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкалли пӗрре кӑна пулман. Палӑксене тӗрлӗрен илемсӗрлетеҫҫӗ, анчах полицейскисем айӑплисене тупса палӑртаймаҫҫӗ-мӗн. 2012 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче палӑк харпӑр ҫын аллине куҫнӑ. Палӑк хула балансӗ ҫинче пулман тӑк та хула служби тӑрӑшнипе тепӗр кун валли постамент ҫинчи ӳкерчӗке хуратнӑ. Аса илтерер: кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче Республика тӳремӗнчи Ленин палӑкӗ ҫине доллар ӳкерсе хунӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Кулагин автобусӗ Ӗнер каҫхине Шупашкарта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне ҫунтарса янӑ. Кун пирки депутат хӑй пӗлтернӗ. Ку пулӑма ӑнсӑртран пулнӑ темелле мар ахӑртнех. Андрей Кулагин каланӑ тӑрӑх, икӗ кун маларах унӑн ятлӑ автобусне чулпа пенӗ, малти кантӑкне ҫӗмӗрнӗ. Андрей Кулагин ЧР ШӖМӗн министрне Сергей Семенова хӑйне пулӑшу кирли пирки пӗлтернӗ. «Акӑ мӗн пулса тухрӗ», — тенӗ Кулагин. Тӗрӗссипе, Кулагинӑн автобусне пӗрре мар чулпа пенӗ. Анчах ҫунтарни… Андрей Кулагина питех те кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Ку ӗҫе вӑл политикӑпа ҫыхӑнтарать-мӗн. Ку автобус агитаци тумалли пулнӑ. Вӑл коммерци енӗпе ӗҫлемен. Ку ӗҫе халӗ тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Политика тата экономика коммуникацийӗсен агентствин гендиректорӗ, Дмитрий Орлов тата Регионти политика тӗпчевӗсен лабораторийӗн заведующийӗ Ростислав Туровский регионсенче кӗпӗрнаттӑрсем епле ӗҫленине тишкернӗ. Вӗсен шучӗпе Раҫҫейӗн регионӗсем те, вӗсен ертӳҫисем те ертсе пырассипе ытлашши пысӑк кӑтартупа та, ытлашши пӗчӗккипе те палӑрмаҫҫӗ. Региона епле ертсе пынин танлашӑмӗнче (рейтингӗнче) кӑҫал ҫӗршывӑн пӗр регионӗ те 0,8 текен паллӑран иртеймен. Чи лайӑх кӑтартуллисем 0,7-рен иртнисем, — тӑватӑ регион, Белгород облаҫӗ, Тутарстан, Кемӗр облаҫӗ тата Мускав хули. Уйрӑмах начар тесе экспертсем 0,4 кӑтартуллисене хаклаҫҫӗ-мӗн. Анчах ун пек регионсем ҫук иккен. Чӑваш Республикин кӑтартӑвӗ, сӑмахран, — 0,584. Кӗпӗрнатторсемпе регионсем ҫапларах ӗҫленине аналитиксем кашни регионпа кӗпӗрнаттӑрӑн вӑйлӑ енсем те, начаррисем те пуррипе сӑлтавлаҫҫӗ. Тухӑҫлӑ ертсе пырас тесен, экспертсен шучӗпе, кӗпӗрнаттӑрта нумай ларнинчен ытла политика тата управлении енӗпе пуян опыт пулни кирлӗ. Маларах асӑннӑ рейтингра ун пеккисем малти вунӑ вырӑнта пыраҫҫӗ. Ытлашши вӑйлӑ ертӳҫӗ пек кӑтартайман регионсен пуҫлӑхӗсем — ку ӗҫре нумаях пулмасть ӗҫлекеннисем иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пыма Сергей Артамонова шаннӑранпа виҫӗ ҫул. Паян вӑл ҫав ӗҫрен кайрӗ. Хӑйӗн ирӗкӗпе хӑтарма ыйтса ҫырнӑ заявление паян вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче тишкерчӗҫ. Ҫак кӗске вӑхӑтрах ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ районпа сывпуллашнӑ май Сергей Геннадьевич ӗҫе килсенех хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе паллаштарнине ҫынсем ӗненмесӗр те шанмасӑр йышӑннине пытармарӗ. «Айван ҫын ҫине пӑхнӑн пӑхатчӗҫ ун чух вӗсем», — терӗ вӑл ҫав вӑхӑта аса илсе. Тухса калаҫакансенчен пӗри ун пек шухӑшланине уҫҫӑнах каларӗ. «Фантастика тӗнчинчи япаласем тенӗччӗ эпир», — палӑртса хӑварчӗ вӑл. Халӗ Ҫӗрпӳ районӗ вӑйлӑ аталанни пирки калама кирлӗ мар. Пӗр тӗслӗх кӑна — тепӗр ҫӗрте усӑ курман ҫӗрсем пирки калаҫаҫҫӗ пулсан унта ҫӗр ҫитмест иккен. Патӑрьелте ҫуралнӑ ҫыншӑн Ҫӗрпӳ районӗ ҫывӑх пулса тӑнине палӑртса район активӗпе сывпуллашнӑ чух Сергей Артамонов куҫҫулленмесӗр чӑтаймарӗ. Тӗрӗссипе, зал та йӗрсе ларчӗ. Хӗрарӑмӗсем кӑна мар, арҫынӗсем те кӑмӑл-туйӑма тытса чараймарӗҫ. Малашне Сергей Геннадьевич яваплӑхӗ тата пысӑкрах пулӗ. Вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тимлеме тытӑнӗ. |
Политика
Михаил Игнатьевпа чӑваш биатлонисчӗсем Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев канӑва каяссине пирӗн сайт маларах хыпарланӑччӗ. Черетлӗ отпуска вӑл Алтай Республикинче ирттерни пирки Элтеперӗн пресс-служби пӗлтерет. Вӑл тӑрӑха Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе тата хӗрӗпе кайнӑ иккен. Каннӑ вӑхӑтра Элтепер унти «Семинский перевал» вӗренӳпе тренировка центрӗнче йӗлтӗрпе ярӑнать-мӗн. Вӑл базӑра Раҫҫейӗн йӗлтӗр спорчӗн (биатлон, йӗлтӗрҫӗсем, йӗлтӗр двоеборйи) командисем тренировка ирттереҫҫӗ. Хӗллехи спорт тапхӑрне халӗ унта Шупашкарти 2-мӗш спорт шкулӗнче вӗренекен биатлонистсенчен пиллӗккӗшӗ: Николай Димитриев, Сергей Ермолаев, Павел Тимофеев, Татьяна Семенова тата Вячеслав Акимов — хатӗрленеҫҫӗ иккен. Михаил Игнатьев пирӗн биатлонистсемпе тӗл пулнӑ, вӗсене стартра ӑнӑҫу суннӑ. Сӑнсем (2) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин Хусанта Турци Республикин генеральнӑй консульствин вице-консулӗпе Осман Гектюркпа тата Зекерия Бекташпа тӗл пулнӑ, Чӑваш Енпе Турци килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Турци элчисем Чӑваш Енри усламҫӑсене хӑйсем мӗн тума пултарнине кӑтартма хатӗр. Вӗсем Турци усламҫисене, строительствӑпа, сывлӑх сыхлавӗпе, ял хуҫалӑхӗпе тата ытти тытӑмпа кӑсӑкланаканскерсене, Чӑваш Ене килсе кӑтартма та тӗллевленнӗ. Владимир Аврелькин Турципе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗррине пӗлтернӗ. Уйрӑмах — ял хуҫалӑхӗнче. Сӑмах май, пӗлтӗр Турципе Чӑваш Енӗн тулашри суту-илӗвӗ 3180,5 долларпа танлашнӑ. Кӑҫалхи 9 уйӑхра, Чӑваш таможнин посчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку кӑтарту 4 154 пин долларпа танлашнӑ. Ку, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 1,8 хут нумайрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Эдуард Мочалов Паян Муркашри суд «Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редакторӗ тӗлӗшпе йышӑну кӑларнӑ — Фаузия Байрамовӑн «Мы татары, а не русские» (чӑв. Эпир вырӑссем мар, тутарсем) статьине пичетлесе кӑларнӑшӑн 400 сехет тӳлевсӗр ӗҫлеттерме йышӑннӑ. «Сӗтев» хаҫат редакторӗ кашни кун 8 сехет ӗҫлесен унӑн пурӗ 50 кун тар тӑкма тивӗ. «Мы татары, а не русские» статьяна юпан 3-мӗшӗнче эстремизм ҫуратаканнисен йышне кӗртнӗ, унта имӗш тутарсемпе вырӑссене хирӗҫтерме пултаракан сӑмахсем пур. Фаузия Байрамовӑна хӑйне те ҫав статьяшӑнах иртнӗ уйӑхра тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑпланӑ. Муркаш сучӗ Эдуард Мочалова МИХсем пирки калакан саккуна пурнӑҫламанни ҫинчен асӑрхаттарнӑ — суя тесе йышӑннӑ сӑмахсене хӑй кӑларакан хаҫатра сирсе яман. Ку, тен, «Сӗтев» хаҫатӑн укҫа-тенкӗ енчен сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемпе те ҫыхӑннӑ — кӑларӑм сайтӗнче юлашки номер валли нухрат пухни пирки пӗлтерӳ ҫакӑнса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Любовь Шемарина Нумаях пулмасть ЧР Информатика политикипе массӑлла коммуникацисен министрне Валентина Андреевӑна ӗҫрен хӑтарнине, ун вырӑнне Александр Иванов йышӑннине пӗлтернӗччӗ. Ӗнер ЧР Министрсен Кабинечӗ министр ҫумне Любовь Шемаринӑна та должноҫран хӑтарни пирки алӑ пуснӑ. 51 ҫулти Любовь Шемарина ҫак должноҫра 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнчен ӗҫленӗ. 2000–2012 ҫулсенче вӑл ЧР Элтеперӗн администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫинче ӗҫленӗ. Институт хыҫҫӑн Чӑвашпотребсоюз тытӑмӗнче 8 ҫул ӗсленӗ. Чӑваш Республикин суту-илӳ комитетӗнче тӗрлӗ должноҫра тӑрӑшнӑ, унтан — ЧР тулаш ҫыхӑнӑвӗн министерствинче. Халӗ Александр Ивановӑн ҫумӗсем — Алексей Новиков тата Светлана Каликова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Правительство ҫуртӗнче бассейнлӑ сауна пурри пирки тӗнче тетелӗнчи МИХсем шавлама пуҫларӗҫ. Ачах ку обществӑра иккӗленӳллӗ шухӑш ҫуратрӗ. Журналистсем тӗрӗслев ирттерме тытӑнчӗҫ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсем саунӑна тӑвакансен ячӗсене те асӑнма пуҫларӗҫ. Пӗрисем ку шухӑш ЧР Элтеперӗн аппарачӗн пуҫлӑхӗн Александр Ивановӑн пулнине ӗнентерчӗҫ. «Про Город» хаҫат лару-тӑрӑва уҫӑмлатма тӑрӑшнӑ, хӑйӗн тӗрӗслевне ирттернӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, проекта кам тунине палӑртма халӗ йывӑр. Анчах ӑна пурнӑҫлакана палӑртма пулать-мӗн. Журналистсем Михаил Игнатьевӑн администрацине шӑнкӑравланӑ. Унта ҫапла хуравланӑ: администраци ҫурчӗн перепланировкине, проект тата смета ӗҫӗсене, килӗшӳсене 2002 ҫултанпа пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. Документсене тишкерес тӗк килӗшӳ 55 миллион та 660 пин тенкӗлӗхе ларнӑ. Хут ҫине ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Вадимир Филатов та алӑ пуснӑ. 2005 ҫулта тепӗр килӗшӳ тунӑ. Вӑл — 3 миллион та 213 пин тенкӗлӗх. 2006 ҫулта ӗҫ проектне ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Александр Гончаров ала пусса ҫирӗплетнӗ. Проект 656 миллион та 679 пин тенкӗлӗх кайса ларнӑ. «Про Город» журналисчӗсем Правительство ҫуртӗнчи сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекса тума ЧР экс-президенчӗ Николай Федоров вӑхӑтӗнче тума шухӑшланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |