Политика
Украинӑри регионсене пулӑшас ыйтупа ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗ эрнекун черетлӗ хутчен канашлӑва пухӑннӑ. Унта Украинӑри регионсене тата унтан ирӗксӗртен тухса тарнисене епле пулӑшмаллине сӳтсе явнӑ. Канашлӑва республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ертсе пынӑ. Ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвне ҫавӑн пекех вице-премьер, вӑлах сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗ те, Алла Самойлова хутшӑннӑ. Пысӑк шайри тӳре-шараран тата Федерацин миграци службин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Виталий Черничкин унта пулнӑ. Украинӑран ирӗксӗртен тухса килнисем хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра 1357 ҫын иккен. Вӗсенчен 814-шӗ — вӑйпитисем, 170-шӗ — ӗҫлеме пултарайманнисем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем — 167-ӗн, шкул ҫулӗнчисем — 206-ӑн. Хальтерех куҫса килнисене илсен, пӗр ушкӑн пушӑн 2-мӗшӗнче пирӗн тӑрӑха ҫитнӗ. Халӗ хайхисем кирлӗ хутсене хатӗрлеҫҫӗ иккен, яваплисем вара вӗсене пурӑнма май туса парассипе пуҫ ватаҫҫӗ. Шупашкарти ӗҫлӗх центрӗ, тӗслӗхрен, ӗҫе вырнаҫма 140 ваканси сӗннӗ. Пӗтӗмпе вара республикӑра Украина ҫыннисем валли 872 ӗҫ вырӑнӗ пур. Вӗсенчен 121 вакансине общежитире пурӑнмалли вырӑнпа пӗрлех сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Журналиста - Михаил Игнатьев Элтепертен чечек ҫыххи Кун пирки Чӑваш Республикин Элтеперӗ журналистсемпе пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче тӗлпулнӑ чух каланӑ. Республикӑри тӳре-шара усса каймалла хӑйне критикленине кӑмӑллать иккен. Тата влаҫ ҫыннисем прессӑпа калаҫма яланах хатӗр имӗш. «Республикӑри тата районти массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертсе пыракан журналисчӗсемпе» (Элтепер камсемпе курнӑҫни пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ҫапла каланӑ) Михаил Игнатьев «Росинка» физкультурӑпа сывлӑх центрӗнче курнӑҫнӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ журналистсене «пӗрлехи тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» тав тунӑ. Влаҫ ҫыннисемпе массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗрле тухӑҫлӑ ӗҫленине пула ҫынсем республикӑра мӗн пулса иртни пирки тӗрӗс информаци илейнине палӑртнӑ. Журналистсем Элтепере хӑйсем енчен сӗнӳсем те панӑ-мӗн. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Михаил Игнатьев Элтепер Красноармейскинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер 80 ҫулти красноармейскисене саламланӑ. Унта вӑл вӑл тӑрӑхри депутатсемпе ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, районти хисеплӗ ҫынсемпе тӗл пулнӑ. Элтеперпе пӗрле Красноармейскине республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Алексей Самаркин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пырса ҫитнӗ. Республикӑна ертсе пыракансем Чӑваш Енре пурнӑҫ лайӑхланса пыни пирки ӗнентернӗ май цифрӑсем илсе панӑ. Социаллӑ проектсем кӑҫал та пурнӑҫа кӗмелле-мӗн. Красноармейски районӗнчи ялсене, урамсене хӑтлӑх кӳме 36,5 миллион тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла. Республикӑн инвестици программипе вара вӑл тӑрӑхрисем валли 12,3 мимллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Красноармейски районӗнче пурӑнакансем Михаил Игнатьев республикӑра ертсе пыракан ҫул-йӗрпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ май ӑна хӑйӗн кандидатурине Элтепер пулма тӑратма ыйтса каланӑ иккен. Ун пек ыйтакансем ытти районта та пулнӑ-мӗн. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Игнатьев Михаил Васильевич «Медиалогия» информаципе аналитика системи кашни уйӑхра тенӗ пекех медиатанлашӑм хатӗрлет — унта вӑл е ку облаҫпе республика ертӳҫин ӗҫне МИХсенче мӗнле ҫутатнине палӑртаҫҫӗ. Ку танлашӑм ҫавӑн пекех региион пуҫлӑхӗ Раҫҫейре мӗн шайӗнче палӑрнине те кӑтартать. Шел те, Игнатьев Михаил Васильевич медиарейтингра яланхилле вӗҫнелле вырнаҫнӑ — нарӑс уйӑхӗнче ку 72 вырӑн (кӑрлдачринчен 1 вырӑн аяларах). Малти вырӑнсенче Сергей Собянин (Мускав), Сергей Аксенов (Крым), Нататья Комарова (Ханты-Манси автономи округӗ), Рустам Минниханов (Тутарстан) вырнаҫнӑ. Атӑлҫи федераллӑ округӗнчи пуҫлӑхсене илсен те пирӗн Михаил Васильевич вӗҫӗнчен виҫҫӗмӗш. Унтан аяларах Ӗремпур облаҫӗн кӗпернаторӗ Юрий Берг тата Мари Эл Пуҫлӑхӗ Леонид Маркелов кӑна вырнаҫнӑ. «Медиалогия» — хӑй тӗллӗн ӗҫлекен компьютер системи. Вӑл тӗрлӗ МИХсене тишкерет, персонӑна миҫе хут асӑннине пӗлет тата ӑна мӗнле хак панине. Пурӗ 21 пин ытла хаҫат-журнал, телеканал тишкерет вӑл. Тӗпченӗ чухне статья хӑш страницӑра вырнаҫнине, сюжет хӑш вӑхӑтра тухнине; статья калӑпӑшне; сӑнӳкерчӗк пуррипе ҫуккине; объект тӗп е иккӗмешле вырӑнта пулнине; объекта пуҫелӗкре асӑннине; тӳрӗ калаҫу пуррипе ҫуккине; ҫынна лайӑх е начал хакланине пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Казаков тата район пуҫлӑхӗ Татьяна Кузьмина Ҫӗрпӳ район администрацине тӗрмере ӗҫленӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Сергей Артамонова пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне куҫарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне вӑхӑтлӑх туртма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Борис Маркова шанни, кӑҫалтан Ҫӗрпӳ район администрацийӗн тытӑмӗнче улшӑну пулса иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ун чухне райадминистраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма — строительство пайӗн пуҫлӑхӗ тата райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Казакова лартнӑччӗ. Паян Ҫӗрпӳре депутатсен пухӑвӗ иртнӗ. Унта Казаков кандидатурине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма ҫирӗплетнӗ. Аса илтеретпӗр, Казаков Ҫӗрпӳре пурӑнать. Хусанти танк институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулнӑ. 2000 ҫулта хӑй ирӗкӗпе саппаса янӑ хыҫҫӑн Казаков Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колоние стажера вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ должноҫре ӗҫлесе вӑл колони пуҫлӑхне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Асӑну мероприятийӗнче Ӗнер Борис Немцов политика Шупашкарта та асӑннӑ. Асӑну мероприятийӗ Богдан Хмельницкий урамӗнчи ҫӑвара вырнаҫнӑ политикӑлла репрессисенче шар курнисене халалланӑ палӑк умӗнче иртнӗ. Пухӑннӑ халӑк ҫак палӑк умне чечексем хунӑ. Мероприятие пурӗ 50 ҫын патнелле хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче политикӑри активистсем кӑна мар ахаль ҫынсем те пулнӑ пирки «Ирӗклӗ сӑмах» пӗлтерет. Чӑвашсенчен акцие «Ирӗклӗх» пӗрлӗх тата Илле Иванов журналист хутшӑннӑ. Партисене илес пулсан унта РПР-Парнас, Яблоко, Расштавӑн 5-мӗшӗнӗн партийӗ, Прогресси партийӗ пулнӑ. Асилтеретпӗр, 55 ҫулхи Борис Немцова нарӑсӑн 27-мӗшӗнче 23 сехет ҫурӑ тӗлнелле паллӑ мар ҫын персе вӗлернӗ. Хальхи вӑхӑтра Мускавра ӑна шыраса тупас ӗҫсем пыраҫҫӗ. Ӗнер асӑну мероприятийӗ Мускавра та иртнӗ. Хурланса утассине пурӗ 51 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Ун маршручӗ Китай-Хуларан пуҫласа Москворецки кӗперӗ ҫити — паллӑ политика вӗлернӗ вырӑна таран —тӑсӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Борис Немцов Мускавра РПР-ПАРНАС партин сопредседательне Борис Немцова вӗлернӗ. Ку ӗҫ Мускавӑн тӗп пайӗнче эрнекун каҫхине пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх пӗр паллӑ мар ҫын политика тӑватӑ хутччен персе вилмеллех амантнӑ. Каласа хӑварас пулать, Борис Немцов пушӑн 1-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ «Ҫуркунне» ятлӑ кризиса хирӗҫ ирттерекен марш йӗркелӳҫисенчен пӗри шутланнӑччӗ. Борис Немцов 1991–97 ҫулсенче Чулхула облаҫӗн пӗрремӗш кӗпернаттӑрӗ пулнӑ. 1997 ҫулта Раҫҫей правительствине куҫнӑ, топливӑпа энергетика министрӗ пулса тӑнӑ. 1997–98 ҫулсенче правительство председателӗн пӗрремеш ҫумми таран ӳснӗ. Юлашки ҫулсенче оппозицире пулнипе палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паян, нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, республикӑна Дмитрий Медведев премьер-министр килмелле. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта РФ Президенчӗ ҫумӗнчи президиум канашӗн ларӑвне ирттерӗ, экономикӑна тата Раҫҫейри инноваци аталанӑвне ҫӗнетес ыйтусем тавра калаҫӗҫ. Ҫавӑн пекех патшалӑх политики ыйтӑвӗсем пирки те калаҫӗҫ. Ларӑва Правительство председателӗн ҫумӗ Аркадий Дворкович, РФ Президенчӗн пулӑшуҫи Андрей Белоусов, РФ вӗренӳ министрӗ Дмитрий Ливанов, Михаил Абызов министр, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев, ӗҫ тӑвакан органсен элчисем хутшӑнӗҫ. Дмитрий Медведев «Хӗвел» савутра та пулӗ. ЧР влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ унта сӑнавпа техника продукцин партине кӑлараҫҫӗ. Производствӑра Oerlikon Solar Швейцари компанийӗн технологийӗпе усӑ кураҫҫӗ. Унта 300 ҫын вӑй хурать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Елена Николаева Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче улшӑну пулнӑ. Олимп чемпионки Елена Николаева ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ пулса тӑнӑ. ЧР Спорт министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн кандидатурине ЧР Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 28-мӗш сессинче ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Елена Николаева — хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен чемпионки тата кӗмӗл призерӗ, ҫуллахи Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ЧР Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш суйлавӗн депутачӗ те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Казаков Ҫӗрпӳ район администрацине кам ертсе пырассине ҫывӑх вӑхӑтра татса памалла. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх ҫинчен калакан саккунпа пӑхнӑ йӗрке тӑрӑх, ку ыйтӑва ятарлӑ комиссие шанаҫҫӗ. Унӑн пӗр пайне республика Элтеперӗн хушӑвӗпе палӑртаҫҫӗ. Тепӗр пайне вырӑнти, районти, тӳре-шара кӗрет. Республика енчен комисси пайташӗсене палӑртнӑ ӗнтӗ. Унта Чӑваш Патшалӑх канашӗн икӗ депутачӗ – Вадим Николаевпа Виктор Ильин тата Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ – строительство министрӗ Олег Марков, ЧР Элтеперӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ – Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов кӗнӗ. Аса илтеретпӗр, республикӑна ӗҫлеме куҫиччен Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Халӗ Ҫӗрпӳ район тилхепине вӑхӑтлӑх майпа 37 ҫулти Александр Казаков тытса пырать. Район администрацине куҫиччен вӑл юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Арҫынсен ҫав колонийӗ Ҫӗрпӳрен инҫех мар вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |