Политика
Кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырупа паллаштарӗ. Ҫырӑва Михаил Васильевич ытларикун парламентӑн черетлӗ 27-мӗш сессинче вулӗ. Элтепер администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, документра патшалӑх политикин тӗп енӗсене, Чӑваш Енри социаллӑ экономика программисен пӗтӗмлетӗвне палӑртӗҫ. Ҫавӑн пекех ӗҫ тӑвакан влаҫ тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен умне тӗллевсем лартӗҫ. Ҫырӑва хатӗрленӗ чухне республикӑри халӑхӑн, общество организацийӗсен пайташӗсен шухӑшӗсене шута илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев икӗ Хушу алӑ пуснӑ. Вӗсенчен пӗри, «Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн тытӑмне оптимизацилесси» ятлӑ. Унӑн тӗп пункчӗсенчен пӗри — общество хӑрушсӑрлӑхӗн тата коррупцие хирӗҫле политикӑна аталантарассипе ӗҫлекен управление пӗтерсе хурасси ҫинчен. Халӗ вӑл управлени икӗ подразделенирен тӑрать. Коррупципе кӗрешме патшалӑхӑн граждан службин, кадр политикин тата патшалӑх наградисен управленине шаннӑ. Тӗрӗслев управленине тӗрӗслев тата общество хӑрушсӑрлӑхӗн управленийӗ туса хунӑ. Унӑн пуҫлӑхӗ тата администраци ертӳҫин ҫумӗ пулма Алексей Метелкина шаннӑ. Унччен вӑл Михаил Игнатьевӑн пулӑшаканӗ шутланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Чӑваш Енӗн муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен пуҫлӑхӗсем хӗллехи каникула май пур таран усӑллӑ ирттереҫҫӗ», — тесе хыпарлать республикӑн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви. Ҫакна ведомство тӳре-шара валли ӗнерпе паян «Чӑваш Ен» санаторире ятарлӑ семинар йӗркеленипе ҫирӗплетет. Семинар вӑхӑтӗнче пуҫлӑхсем республикӑри ертсе пыракан аслӑ шкулсен лекцийӗсене тӑнланӑ, вӗсем валли тренингсемпе ҫавра сӗтелсем йӗркеленӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн историпе географи факультечӗн деканӗ Олег Широков, сӑмахран, кӑҫал пирӗн ҫӗршыв геополитика тата геоэкономика тӗлӗшӗнчен епле хӑрушлӑхпа тӗл пуласси пирки чарӑнса тӑнӑ. Тӳресен семинарне ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе кӑҫалхи тӗллевсене палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен ӗҫӗ енӗпе тӑрӑшакан федераци агентствин ертӳҫипе Константин Косачевпа тӗлпулнӑ. Михаил Васильевич Косачев Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӑл ӑна Федераци Канашӗнче Чӑваш Енӗн элчи пулма сӗннӗ. Константин Косачев вара Михаил Игнатьева тав тунӑ имӗш, Чӑваш Ен Элтепер сӗннине йышӑнма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. «Урӑх регион пирки сӑмах пынӑ тӑк, тен, шухӑшласа пӑхнӑ пулӑттӑм. Чӑваш Ен вара маншӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв пулса тӑчӗ. Шаннишӗн тав тӑватӑп, шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшӑп», — тенӗ иккен Константин Косачев. Тӗлпулу хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Элтепер Косачева сенатор тивӗҫне шанасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Федераци Канашӗн Чӑваш Республикин элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарни пирки маларах /news/7803.html. Сӑнсем (4) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ирина Калентьева ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Ирина Калентьева («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракци) вӑхӑт ҫитмесӗрех парламентран кайнӑ. Паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, парламент сессинче «халӑх тарҫисем» вӑл ыйтса ҫырнине тивӗҫтернӗ. Пӗр ҫын ҫеҫ хирӗҫ сасӑланӑ. Ыттисем, 40 депутат, ӗҫтешӗн утӑмне хирӗҫ кайман. Ирина Калентьева — Пекинри Олимпиада призерӗ, маунтинбайкер. Вӑл сессисене сахал хутшӑннӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗнче вӑл парламентран каясси пирки ыйтса ҫырнӑ. Комитет ырланӑ. Патшалӑх Канашӗн комитечӗн пуҫлӑхӗ Николай Малов кун пирки нимех те каламан. Ирина Калентьевӑн заявленийӗ саккунпа килӗшӳллӗн пулнине ҫеҫ пӗлтернӗ. Аса илтерер: Ирина Калентьевӑна депутата 2011 ҫулхи раштавӑн 4-мӗшӗнче суйланӑ. Унӑн тренировкисем ытларах чухне ют ҫӗршывра иртеҫҫӗ, ҫавна май вӑл саккун йышӑннӑ чухне кашнинчех пулайман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян 12 сехетре Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӗрлӗ МИХ-семпе калаҫу ирттерчӗ. Хаш-пӗр ыйтусене хуравламасӑр хӑварчӗ пулин те тӗп шухӑшӗсем ҫакскерсем: - экономика йывӑр лару-тӑрӑва пирӗн патшалӑхран килмен сӑлтавсене пула лекнӗ; - экономика ура ҫине тӑратех, кун валли пире 2 ҫулталӑк кирлӗ пулӗ. Малашлӑхра вара эпир ҫак лару-тӑруран ӳсӗмпе кӑна тухӑпӑр. - эпир хамӑр наци наци интересӗсене хӳтӗлетпӗрех, нимӗнле патшалӑх та пире ура хураймӗ; - хамӑрӑн ҫара вӑйлӑлатӑпӑр, пенсисене те инфляци шайӗнче пысӑклатсах тӑрӑпӑр; - хресчен — Раҫҫей халӑхӗн элити; - саккун тӗп вырӑнта пулмалла, вӗсене пурте пурнӑҫламалла; - Турципе Китай хальхи вӑхӑтра чи вӑйлӑ аталанакан тӑрӑхсем, ҫавӑнпа та эпир вӗсемпе ҫыхӑнӑва аталантаратпӑр; - хальхи лару-тӑрушӑн пурте яваплӑ, ҫав шутра эпӗ те (Путин В.В.), правительство членӗсем те, регионсем шайӗни пур тӳре-шара та; - влаҫ органӗсем халӑх хушшинче хирӗҫӳлӗхе пуҫармаҫҫӗ, влаҫрисен ӗҫӗ-хӗлӗпе килӗшменнисене ура хумаҫҫӗ. Прессӑпа калаҫнӑ вахӑтра эпир хамӑр твиттерта чӑвашла онлайн ертсе пытӑмӑр. |
Политика
ЧР Правительство ҫуртӗнче сауна пулнине пӗлсен обществӑра кун пирки чылай калаҫрӗҫ. Халӗ те калаҫаҫҫӗ. Ку ӗҫ пирки тӗнче тетелӗнче чылай информаци тухрӗ, кун ҫинчен федераци телеканалӗ те кӑтартрӗ. Шӑв-шав шӑпланман-ха. Халӗ кунпа федерацин монополипе кӗрешекен служба кӑсӑкланма тытӑннӑ. Ведомствӑна подрядчике палӑртнӑ чухне саккуна епле пӑхӑнни интереслентерет. Монополипе кӗрешекен службӑн ҫивӗч куҫӗ тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗ, «Капиталлӑ строительствӑн республикӑри управленийӗ», тата виҫӗ министерство — Пурлӑх, Финанс, Строительство министерствисем — лекнӗ. Тӗнче тетелӗнчи ҫӑлкуҫсем сауна тумашкӑн илнӗ кредита саплаштармашкӑн кӑна республикӑри хыснаран 100 миллион ытла тенкӗ уйӑрнине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Галина Николаева экс-сенатор Федераци Канашӗ Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарнӑ. Вӑхӑт ҫитичченех мӗншӗн пӑрахӑҫлани пирки кӗске информацире каламан. Федераци Канашӗн ертӳҫи Валентино Матвиенко Галина Николаевана ӗҫшӗн тав тунӑ иккен тата Хисеп грамоти тыттарнӑ. Вӑхӑт ҫитичченех элчӗ правине тепӗр ҫын тӗлӗшпе те пӑрахӑҫланӑ. Вӑл — Белгород облаҫӗн саккун кӑларакан органӗн элчи Вадим Мошкович. Аса илтеретпӗр, Галина Николаевана Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе 2012 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Федераци Канашӗн пайташне лартнӑ. Унччен ҫак явапа Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Раштавӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов эрнесерен иртекен планеркӑра аппаратри тӳре-шара йышне чакарасси пирки пӗлтернӗ. Леонид Черкесов Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене 50 процент таран чакарасси пирки каланӑ. Ҫав пушаннӑ укҫана ача пахчинче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме ярасшӑн. Кун пирки Шупашкар мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет. Шупашкар мэрӗ хула администрацине тата структура подразделенийӗсене виҫӗ кунра оптимизацилемелли пирки хушу панӑ. Ҫапла майпа унти тӳре-шара 10 процент чакӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Митингра Раштавӑн 13-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ГЭСстрой ҫурчӗ умӗнче ача пахчисенче ӗҫлекенсем, ачасен ашшӗ-амӑшӗ тата КПРФӑн Чӑвашри уйрӑмӗн элчисем митинга пухӑннӑ. 100 ытла ҫын митинга чиновниксене хулари ача пахчисемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене уҫӑмлатмаллине калас тесе тухнӑ. Анчах тӳре-шара вӗсем чӗнсе каланине хӑлхана чикмен, мероприятие чӗннӗ пулсан та килмен. Мероприятие килнисенчен пӗри митинг мар (тӳре-шара унта ҫавах килмест-мӗн), забастовка тума сӗннӗ. Ача пахчинче ӗҫлекенсем ӗҫ укҫине пысӑклатма ыйтнӑ, митинг йӗркелӳҫисенчен пӗри Александр Филиппов тухса калаҫнине халӑх хапӑлласа йышӑннӑ. Пухӑннӑ халӑх каланӑ тӑрӑх, ача пахчисенче вӑй хуракансем икӗ сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ, темиҫе ушкӑна сӑнаҫҫӗ, уйӑхне 5 пине яхӑн тенкӗ укҫа илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем валли апата тӳлевсӗр тума ыйтнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ вара ача пахчишӗн тӳлекен укҫана ҫӗнӗрен пӑхса тухма ыйтнӑ. Халӑх умне КПРФ элчисем тухса калаҫнӑ. «25 ҫулта хулара 2 ача пахчи хута янӑ, республикӑра — 7. Эпир тунӑ тесе калаҫҫӗ тата. Намӑс!» — тенӗ Анатолий Никонов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Горшков Анатолий Ермолаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Павел Александрович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Желтухин Герман Николаевич, чӑваш журналисчӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |