Политика
Николай Федоров ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Чӑваш Республикин сенаторӗн должноҫне Николай Федорова, пирӗн республикӑн экс-президентне, сӗнесшӗн. Кун пирки Михаил Васильевич ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Республикин ҫынни пулмашкӑн Николай Федорова сӗнесшӗн. Сӑмах май, Федераци Канашӗнче кашни регионтан икӗ сенатор: Патшалӑх Канашӗнчен тата ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗнчен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Паян Мускавра Шупашкар ҫыннисене йышлӑн тытса чарнӑ. Чӑваш Ен тӗп хули ҫыннисем унта хӑйсен ҫурчӗсене ишме пуҫланишӗн, вӗсем ҫавна хирӗҫ пулнипе ҫитнӗ имӗш. Сӑмахӗ кунта Аш-какай комбиначӗн тӑкӑрлӑкӗнче пурӑнаканнисем пирки пырать, Шупашкарта вӑл вырӑна «Шанхай» теҫҫӗ. Акцие Андрей Кулагин йӗркеленӗ имӗш. Мускава хӑнана килнӗ ҫынсем чи малтанах «РОТ-Фронт» партийӗн митингӗнче сӑмах тухса калама шухӑшланӑ имӗш, анчах йӗрке хуралҫисем вӗсене Сокольники парка янӑ — заявка тӑрӑх вӗсен унта пухӑнмалла пулнӑ иккен. Анчах унта та Шупашкар ҫыннисене хапӑл пулман — митинг ирттерме ирӗк паман тесе вӗсене унта кӗртмен. Ак мӗн каласа панӑ Хастарсенчен пӗри — Василий Недопекин — ӗҫ-пуҫ пирки ҫапла каласа панӑ: «Вӑйлӑ ҫумӑр айӗнче ачасемпе пӗр сехет тӑнӑ хыҫҫӑн та нимӗнле хурав кӗтсе илеймерӗмӗр. Вара Шупашкар ҫыннисем каялла автобуссене вырнаҫрӗҫ. Ыйту епле татӑлнине унта кӗтес терӗҫ. Сасартӑк автобуссене ОМОН ҫыннисем кӗчӗҫ те алӑксене хупса пурне те таҫталла илсе кайрӗҫ». Автобуссем каялла Чӑваш Ене ҫул тытаҫҫӗ, шалта пулнӑ Мускав ҫыннисене 101-мӗш ҫухрӑмран иртсен кӑна кӑларнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Дмитрий Семенов Чӑваш Енри Дмитрий Семенов оппозиционер хӑйӗн укҫа карттӑчки ҫинчен 40 миллион тенкӗ куҫарса илнине пӗлнӗ. Карттӑчка ҫинче вара 30 пине яхӑн тенкӗ ҫеҫ пулнӑ-мӗн. Мӗн пулнине тӗпченӗ май вӑл ҫакна ҫиеле кӑларнӑ: карттӑчка ҫинче пулман укҫана 115-мӗш федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн арестленӗ-мӗн. Дмитрий Семенов «Ирӗклӗ сӑмаха» пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл ӗнер ҫавӑн чухлӗ укҫана куҫарса илнине ҫирӗплетекен СМС-ҫыру илнӗ. Приставсем оппозиционер парӑмҫӑсен йышӗнче пулманнине ҫирӗплетнӗ. Арестлени пирки вӑл банкра ҫеҫ пӗлнӗ. Кун хыҫҫӑн Семенов хӑйне финанс мониторингне тӑвакан федераци агентствин террористсемпе экстремистсен списокӗнче курнӑ. Семенов ку ФСБ ӗҫӗ тесе шутланать. Ӑна ҫӗршывран тухма ирӗк парас мар тесе ҫапла хӑтланаҫҫӗ унӑн шухӑшӗпе. Семенов вара ахаль те ниҫта кайма палӑртманнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн позицийӗ лайӑхланать. Ҫапла кӑтартса панӑ «Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ ирттернӗ тӗпчев. Танлашӑма вӑл кӑрлач–ака уйӑхӗсем тӑрӑх йӗркеленӗ. Ун валли уҫӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ материалсемпе те, патшалӑх органӗсенчисемпе те. Хальхи танлашӑмра Михаил Игнатьев кӗпӗрнаттӑрсен хушшинче 30-мӗш йӗрке йышӑннӑ. Унчченхинчен ҫакӑ 2 пункт лайӑхланнине пӗлтерет. Танлашӑма 3 ушкӑна пайланӑ иккен. Игнатьев иккӗмӗшне лекнӗ. Унта 26–60-мӗш вырӑн йышӑнаканнисем кӗреҫҫӗ. Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсене илсен, Михаил Васильевич улттӑмӗш вырӑнта тӑрать. Малта пыракан кӗпӗранттӑрсен хушшинче Тутарстан ертӳҫине Рустам Минниханова, Белгород облаҫӗн пуҫлӑхне Евгений Савченкӑна тата Тӗмен облаҫне ертсе пыракан Владимир Якушева асӑннӑ. Чи кайри — Карели пуҫлӑхӗ Александр Худилайнен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Раҫҫейӗн субъекчӗсене ертсе пырас текен ҫыннӑн ҫав регионта 5 ҫултан кая мар пурӑнмалла е ӗҫлемелле. Ҫапла сӗнет иккен РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Витали Злочевский хатӗрленӗ саккун проекчӗ. Кунсӑр пуҫне парламентари кӗпӗрнаттӑр посчӗшӗн кӗрешӗве РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем е Федераци канашӗн пайташӗсем тухма пултараҫҫӗ тесе палӑртнӑ. — Регион пуҫлӑхӗн хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫлама опыт пулнипе пӗрлех унӑн РФ субъекчӗн ыйтӑвӗсене те пӗлмелле. Ун пек чух кӑна унӑн ӗҫӗ тухӑҫлӑрах та актуаллӑрах пулӗ, — тенӗ саккун проекчӗн авторӗ. РФ Патшалӑх Думин экономика политики тата усламҫӑлӑх енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Евгений Федоров та ырланине пӗлтернӗ. Сӗнӳ саккуна ҫаврӑнайӗ-и е ҫук-и — кӑна депутатсем татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Анатолий Аксаков Чӑваш Енрен Патшалӑх Думине суйланнӑ депутатсем — Анатолий Аксаковпа Алена Аршинова — Раҫҫейри чи малашлӑхлӑ тата публикӑллӑ политиксем шутланаҫҫӗ. Вӗсем ҫӗршывра кӑҫалхи нарӑс–ака уйӑхӗсенче ирттернӗ танлашӑм тӑрӑх чи паллӑ 100 политик йышне кӗнӗ. Танлашӑма Социаллӑ экономика тата политика тӗпчевӗсен институчӗ ирттернӗ. Списока тӑватӑ ушкӑна пайланӑ: «Малта пыракансем», «Ҫӳле хӑпаракансем», «Тӑнӑҫ вырӑнтисем», «Анса пыракансем». Анатолий Аксаков 15 вырӑн йышӑнса «Ҫӳле хӑпаракансен» йышне лекнӗ. Унчченхи танлашӑмринчен вӑл пӗр картлашка ҫӳлерех хӑпарнӑ. Алена Аршинова ҫамрӑк пулин те ятлӑ-сумлӑ теме юрать. Вӑл «Тӑнӑҫ вырӑнтисен» йышне кӗнӗ. 100 политик хушшинче Аршинова 51-мӗш вырӑн йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Любовь Дмитриева Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Любовь Дмитриева отставкӑна кайнӑ. Хула пуҫлӑхӗ ку ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе каяс тенӗ иккен. Ку пукана хӗрарӑм-пуҫлӑх пӗлтӗрхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Любовь Дмитриева ҫырса панӑ заявление иртнӗ эрнекун иртнӗ Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗнче, ӑна черетсӗр пухнӑ, ырланӑ. Дмитриева ку ӗҫе ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пӑрахӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫласси администрацин финанс пайӗн пуҫлӑхӗн, Елена Туличеван хулпуҫҫи ҫине тиенӗ. Депутатсен пухӑвӗн черетсӗр ларӑвӗнче хула администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс валли комисси йӗркелес ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Йышра сакӑр ҫын пулӗ. ...Юлашки ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулинче пуҫлӑхсем час-часах ылмашнине унтисем майӗпен хӑнӑхса та пыраҫҫӗ-тӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Республикӑра «Тӗрӗс суйлавшӑн» комитет йӗркеленӗ. Унта тӗрлӗ общество кӗнӗ: «Правопорядок» общество фончӗ, «Боевое братство» ветерансен пӗтӗм Раҫҫейри организацийӗн Чӑвашри уйрӑмӗ, Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗ, Пенсионерсен регионти уйрӑмӗ тата ыттисем те. Ҫак кунсенче 10 ытла общество организацийӗ комитетӑн пӗрремӗш пухӑвне ирттернӗ. Комитетӑн тӗп тӗллевӗ — политикӑри хура технологисемпе кӗрешесси. Хальлӗхе суйлавччен вӑхӑт пур-ха, анчах почта ещӗкӗсене регионти паллӑ политиксене хурлакан хаҫатсем ҫӗр-ҫӗр килеҫҫӗ. Тӗнче тетелӗнчи хаҫатсем те кун пеккинчен юлмаҫҫӗ-мӗн. Паллах, ҫакӑ ахаль ҫынсене япӑх витӗм кӳрет. Комитет лару-тӑрӑва лайӑх енне улӑштарма тӑрӑшӗ. Общество организацийӗсем кандидатсем мӗнлерех ӗҫленине, вӗсем мӗнле информаци ҫырнине тӗрӗслесех тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Краснодар крайӗнче Ткачев кӗпӗрнаттӑр должноҫӗнчен кайса Федоров министрӑн пуканне йышӑнасси пирки пӗлтернӗПолитика
РФ ял хуҫалӑх министрӗн Николай Федоровӑн пуканне Краснодар крайӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Ткачев йышӑнма пултарасси пирки халь кӑна пӗлтернӗччӗ. Краснодар крайӗн саккун кӑларакан пухӑвӗ вара депутатсене Александр Ткачев РФ ял хуҫалӑх министрӗн должноҫне куҫасси пирки пӗлтернӗ. Ун вырӑнне вара Вениамин Кондратьев йышӑнмалла-мӗн. Ку хыпара федераци правительствине паян Краснодар карайӗн спикерӗ Владимир Бекетов пӗлтернӗ. Бекетов Ткачев пирки каланӑ май ку информацие анлӑ ыран, акан 22-мӗшӗнче, пӗлтерессине систернӗ. Краснодар крайӗнчи влаҫпа ҫывӑх ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, Ткачев юлашки вӑхӑтра Мускава калаҫусене нумай ҫӳренӗ, кӗҫех вӑл унта ял хуҫалӑх министрӗн должноҫӗнче юлмалла-мӗн. Ткачевӑн пресс-секретарӗ Галина Жукова вара куҫарасси пирки официаллӑ дукумент ҫуккине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, паян кӗпӗрнаттӑр Краснодартах пулнӑ, хӑй вырӑнӗнчех ӗҫленӗ. Ткачев каяссине депутатсемпе сӳтсе явманнине те пӗлтернӗ пресс-службӑра. Кремле ҫывӑх ҫӑлкуҫ вара Николай Федоров пуканне пушатас ыйтӑва татса панине хыпарлать. Вӗсен шухӑшӗпе, ахӑртнех ӑна Ткачев йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Политика
Александр Ткачев Влаҫ органӗсенче ҫӳрекен сас-хура тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра Николай Фёдоров иккен министр пуканне пушатма пултарать. Кун пирки Интерфакс информаци агентсвине икӗ ҫынран кая мар пӗлтернӗ имӗш. Вӑл вырӑна кам йышӑнасси пирки те ҫывӑх вӑхӑтра пӗлтермелле-мӗн, паян-ыран тесен те йӑнӑш мар. Кандидатсенчен пӗри — Краснодар енӗн кӗпернаттӑрӗ Александр Ткачев мӗн. Ҫавӑн пекех Новгород облаҫӗн кӗпернаттӑрне Сергей Митина та пӑхаҫҫӗ имӗш. Виҫҫӗмӗш ҫын — маларах Ставрополь енӗн кӗпернатторӗ пулнӑ Валерий Гаевский (пуш уйӑхӗнче ӑна Николай Фёдоровӑн ҫумне лартнӑ). Александр Ткачев 1960 ҫулта ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Краснодар енӗнчи Выселки станцӑри комбикорм савутне ертсе пыма тытӑннӑ. Тӳрех политикӑна кӗме пуҫланӑ. малтан вырӑнти саккун кӑларакан пухӑвӗн депутатне суйланнӑ, кайран — Патшалӑх Думине. Краснодар енӗн кӗпернатторӗн вырӑнне 2000 ҫулта йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Константинович, чӑвашсенчен пӗрремӗш ҫар тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Ефимов Юрий Филиппович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Владимиров Клементий Владимирович, чӑваш ӳкерӳҫи, графикӗ, Чӑваш Республикин халӑх ӳкерӳҫи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |