Пӑтӑрмахсем
![]() mdoydetsad3.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑра йӗркелӗхе тытса тӑрас енӗпе йӗркеленӗ координаци канашӗн ларӑвӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин шкулсенчи лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ хӑш-пӗр самант пирки асӑнса хӑварнӑ. Хуралҫӑра ватӑ ҫынсем ларнинчен тытӑнса ачасенчен ачасем укҫа тапӑнни таранах сӑмах хускатнӑ вӑл. Республикӑри вӗренӳ учрежденийӗсенче тантӑшӗсенчен тӑрӑхланӑ тӗслӗхсем пур иккен. Ӑна «буллинг» теҫҫӗ. Ун пирки йӗрке хуралҫисене шанчӑк телефонӗсем ҫине шӑнкӑравласа систереҫҫӗ. Анчах ҫав фактсемпе психологсем ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ иккен. Йӗрке хуралҫи палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен субкультурисем, сӑмахран, АУЕ, хӑрушлӑх кӑларса тӑратаҫҫӗ. Асӑннӑ юхӑмӑн ӗҫне экстремистла тесе йышӑннӑ. «Укҫана «зонӑна» хӗртме тесе пухаҫҫӗ. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ криминаллӑ пурнӑҫ енне сулӑнни преступлени шучӗ ӳсесси патне илсе пырать», – тенӗ Александр Полтинин. Ведомство ертӳҫи ҫамрӑксем хушшинче воспитани ӗҫӗпе ҫине тӑрса ӗҫлемеллине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() avatars сайтри сӑн Шупашкарта пӗр хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗнче алӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑл Склад тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ предприятире ӗҫлет. Ку пӑтӑрмах пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ку ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, паян, 15 сехет ҫурӑра пулнӑ. 40-50 ҫулсенчи пек курӑнакан хӗрарӑм ӗҫ вырӑнӗнче пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл ӑнсӑртран алӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вырӑна васкавла медпулӑшу ҫитнӗ, хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Куславкка районӗнче ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Турра шӗкӗр, вӑл ҫул ҫинчи инкеке лексе, ҫынсене амантса ӗлкӗреймен. Асӑннӑ районта ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫлекен Анатолий Макаров вӑл тӑрӑхри Елчӗк ялӗнче «ВАЗ-2107» автомобиле асӑрханӑ. Руль умӗнчи этем ӑна ӳсӗр пек туйӑннӑ. Сисчӗвленни, чӑн та, тӗрӗс пулнӑ. 22 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ, унӑн водитель прави те пулман. Унта та ытларах — вӑл ют ҫын машинине тытса пынӑ. Автомбильпе ҫула тухма каччӑна хуҫи ирӗк паман иккен. Ҫамрӑк каччӑ машинӑра уҫӑ пуррипе усӑ курнӑ имӗш. Ют ҫын машинине хӑваласа тарнӑ тесе 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, автомбиль салонӗнче пневматика пистолёчӗ выртнӑ. Вӑл камӑнне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, ака уйӑхн 4-мӗшӗнче, 15 сехет те 40 минутра, Вӑрнар районӗнчи «Вӑрнар-Вӑрманкасси-Катӑш-Нурӑс» ҫул ҫинче инкек пулнӑ. Республикӑн Шалти ӗҫсен министерствинче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «ВАЗ 21120» автомбилӗн 19 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ, унта «Дэу Матиз» автомбильпе пырса ҫапӑннӑ. «Матиз» машинӑри 5 ҫын аманнӑ, вӗсенчен виҫҫӗшне: 38 ҫулти хӗрарӑм-водителе, 11 ҫулти арҫын ача-пассажира тата 51 хӗрарӑм-пассажира — пульницӑна ӑсатнӑ. 18 ҫулти каччӑ-водитель урах пулнӑ. Анчах унӑн водитель прави пулман. Ун тӗлӗшпе административлӑ виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 16 сехет те 47 минутра Йӗпреҫ поселокӗнче харпӑр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Шел те, инкекре ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушарта ҫурт тӑрри, хуралтӑ таврашӗ ҫунса кайнӑ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗн пурнӑҫӗ те "хӗрлӗ автана" пула татӑлнӑ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Ҫав кунах Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра машина ҫунма пуҫланӑ. Хуҫи ҫулӑма пушарнӑйсем киличчен сӳнтернӗ. "Хӗрлӗ автан" кузова та сиенлетме ӗлкӗрнӗ. Ӗнер Чантӑрта та пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Элӗк районӗнче веранда ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ru/maps сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫын патӗнче палламан ҫын пропискӑра тӑни ҫиеле тухнӑ. Вӑл Молдавинчен иккен. Ҫав ҫын хӑйӗн патӗнче пропискӑра тӑнине кил хуҫи те, унӑн тӑванӗсем те пӗлмен иккен. Пӑтӑрмах пирки Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ. 2021 ҫул вӗҫӗнче пенсионеркӑн килне палламан ҫын ячӗпе ҫыру ҫитнӗ. Ҫакӑ ватта хытах тӗлӗнтернӗ. Тӗрӗслев палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫуртӗнче Молдавинчи арҫын 10 ҫул ытла пропискӑра тӑни палӑрнӑ. Пенсионерка ӗнентернӗ тӑрӑх, ют ҫынна пропискӑна тӑратма вӑл никама та ирӗк паман. Ют ҫынна пропискӑна епле тӑне йӗрке хуралҫисем тӗпчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Комсомольски районӗнче, А-151 ҫул, 79 ҫулти ватӑ ҫын машинӑпа инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ӗнер, ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 17 сехет те 20 минутра пулса иртнӗ. «АвтоВАЗ» заводра туса кӑларнӑ «тӑваттӑмӗш» рулӗ умне тытса пыракан водитель ҫул ҫине тухнӑ чухне унпа пыракан машинӑна ирттерсе яман иккен. Ҫавна май вӑл «Датсун» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкекре 4 ҫын шар курнӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑра ларса пынӑ 4 ҫулти хӗрача тата 50 ҫулти хӗрарӑм, «Жигулири» водительпе унӑн 14 ҫулхи пассажирӗ аманнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫӗмӗрлере арҫын хӑйӗн ҫуртӗнче ҫунса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 13 сехет те 55 минутра Ҫӗмӗрле хулинчи пӗр ҫуртра пушар тухнӑ. Ҫулӑм йӑлтах тӗп тунӑ, пӳрт кӑмрӑк купине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Ҫуртра 38 ҫулти арҫын пурӑннӑ. Шел те, вӑл пушартан ҫӑлӑнайман. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар пирус асӑрханмасӑр туртнӑран та тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ. Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Атӑлта рак тытнӑ. Ӑна Чӑваш Енри транспорт полицийӗ тытса чарнӑ. Муркаш районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын Атӑлта пӑр шӑтарса унта 50 метр сарлакӑш тетӗл янӑ. Пулӑҫ аллине ҫапла майпа 15 рак тата темиҫе пулӑ ҫакланса ӗлкӗрнӗ. Транспорт полицийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, рака кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть. Ҫутҫанталӑк ресурсӗсене ҫав арҫын 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ева Лисина, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Назаров Андрей Кузьмич, патшалӑх ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Егор Афанасьевич, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |