Пӑтӑрмахсем
"За рулем" порталти сӑн Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 14 сехет те 20 минутра Ҫӗмӗрле районӗнче ҫул ҫинче авари пулнӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, унта ачасем шар курнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа» машина рулӗ умӗнче ларнӑ 31 ҫулти хӗрарӑм транспорта итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Машинӑра виҫӗ ача пулнӑ: 2-ри хӗрача, 5-ри тата 6 ҫулти арҫын ачасем. Вӗсене пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ачасем хыҫалта ятарлӑ креслӑсӑрах ларнӑ. Ку кӑна мар, салонра аслӑ ӳсӗмри тепӗр 3 ҫын пулнӑ: водитель, унӑн упӑшки тата хунямӑшӗ. Водитель хӑй урӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Паян 18 сехет те 20 минутра Шупашкар районӗнчи Тутаркасси ялӗнче ферма ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хура тӗтӗм пӗлӗтелле палкаса хӑпарнӑ. Урамра та ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Мӗнле ферма ҫуннӑ? Ҫулам мӗнрен тухнӑ? Хальлӗхе кун пирки тулли информаци ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Етӗрне хулинчи общежитире икӗ арҫын виллине тупнӑ. Вӗсем 39-та тата 54 ҫулта пулнӑ. Арҫынсене пусмӑрласа вӗлернӗ йӗр пулнӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе 52 ҫулти арҫын тума пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ. Вӑл – вӗсен пӗлӗшӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, ҫурлан 5-мӗшӗнче вӗсем общежитире пурте пӗрле эрех ӗҫнӗ. Унтан хирӗҫсе кайнӑ. 52-ри арҫын пӗлӗшӗсене хӗненӗ, мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе темиҫе хут чикнӗ. Лешсем вилнӗ. Кун хыҫҫӑн пӳлӗмре ҫулӑм тухнӑ. Халӗ вӑл мӗне пула тухнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑҫ сарӑмсӑр вилнӗ. Пулла кайсан унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, паян, ҫур ҫӗр иртни 1 сехет те 42 минутра унӑн виллине ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсем асӑрханӑ, кӗлеткене ҫыран хӗррине кӑларнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 1956 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулла кайнӑ, пӗвене тетел карнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл тетелпе ҫыхланса ларнӑ та путнӑ. Следстви комитечӗ кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Сӑмах май, шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 32 ҫын путса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Хыснаран 20 миллион тенкӗ ытла укҫа хывса баскетбол тата футбол лапамӗсем, чупса ҫӳремелли ҫулсем тунӑ, мини-футбол лапамӗ, тренажёрсем вырнаҫтарнӑ. Тренажёрсем айӗнче резинӑран сий сарман пирки ӳксе аманас хӑрушлӑх пысӑк. Строительсем ӗҫе вӗҫленӗ хыҫҫӑн физкультура урокӗнчи ачасене строительствӑран юлнӑ ҫӳп-ҫапа тата вак чула пуҫтарма илсе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗр пулнӑ. Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи стадиона кӑҫал та йӗркене кӗртсе пӗтереймен-ха. «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх пӗлтернине ӗненсен, строительсем ӗҫе тивӗҫлипе пурнӑҫламан. Симӗс курӑк ешермелли вырӑнта, ҫав шутра футбол лаптӑкӗнче те, кирпӗч выртать тата хытхура ашкӑрать. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче вырӑнти ял тӑрӑхӗ подрядчик патне кӑлтӑка пӗтерме ыйтса ҫырупа тухнӑ-мӗн-ха. Утӑ уйӑхӗнче ҫӗре тикӗслеме тытӑннӑ, ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Стадиона симӗслетес енӗпе те ыйту пур. Лартма палӑртнӑ 150 чӑрӑшран пиллӗкмӗш пайӗ ҫеҫ пур, вӗсем те хут ҫинче малтан палӑртнинчен лутрарах иккен. Кунта мӗнех хушса калайӑн? Ӗҫе йӗркеллӗ вӗҫлеменнине курса тӑрсах ӑна алӑ пусса йышӑннӑ тӳре-шарапа специалист мӗнпур ыйту хуравне пӗлет пулинех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
news.myseldon.com сайтри сӑн Шӑрӑх ҫанталӑк кӑҫал самай нумай вӑхӑт пулчӗ. Ҫынсем шыва кӗрсе уҫӑлас теҫҫӗ. Анчах, шел те, путакансем те сахал мар пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Олешево ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 50 ҫулти арҫын путнӑ. Унӑн виллине ҫав кунах тупайман. Тепӗр кунхине, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, водолазсем унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
fg24.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан ҫын ӗне туянас тенӗ те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Ӑна улталанӑ ҫынсене тупнӑ. Вӗсем – Мускав ҫывӑхӗнче пурӑнакан икӗ арҫын. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал пуш уйӑхӗнче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ҫын тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳре ӗне сутнине курнӑ та шӑнкӑравланӑ. Сутуҫӑ ӗнене машинӑпа тиесе янине ӗнентернӗ. Ку вара ӑна ӗненсе 40 пин тенкӗ куҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫав ҫынсене тупнӑ. 23-ри тата 33 ҫулти арҫынсем ҫавнашкал ытти преступление те тунине палӑртнӑ. Чӑваш Ен полицейскийӗсем ӗҫлӗ командировкӑна кайса вӗсене тытса килнӗ. Арҫынсем Патӑрьел арҫыннин тӑкакне саплаштарнӑ. Ултавҫӑсене судпа айӑпланӑ. Пӗрне ҫирӗп режимлӑ колоние 1 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Теприне тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
rsc21.rchuv.ru тата rsc21.cap.ru сайтсенчен илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса хатӗрленӗ коллаж «Россельхозцентр» федерацин патшалӑхӑн хысна учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗн пуҫлӑхӗ коррупци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн прокуратуринче ӗнер пӗлтернӗ. Филиал ертӳҫи хӑйӗн тӑванне (надзор органӗн вырӑсла хыпарӗнче «брат» тенӗ. Те пиччӗшӗ ӗнтӗ, те шӑллӗ — ӑна пӗлместпӗр) лешӗ пульницӑра сипленнӗ вӑхӑтра та ӗҫ укҫи тата преми тӳленӗ. Ҫапла вара саккуна пӑсса 90 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. «Россельхозцентр» учрежденийӗн филиалӗнче йӗркене пӑснине прокуратура тата Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Прокуратура директор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Филиал ертӳҫи халӗ ӗҫлемест ӗнтӗ, унпа ӗҫ килӗшӗвне енсем калаҫса татӑлнипе пӑрахӑҫланӑ. Следстви органӗсем вара пӑтӑрмах тӗлӗшӗпе тӗпчев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
Чӑваш Республикин ҫӑлавпа шырав службин темле лару-тӑрӑва лекнисене те пулӑшма тивет. Пӗрисем пӳрнери ҫӗрре хываймаҫҫӗ, теприсем хваттер алӑкне уҫса кӗреймеҫҫӗ... Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӑлавҫӑсен юханшыври кимӗсене ҫыран хӗрне кӑларма пулӑшма тивнӗ. Ӗнер 19 сехет те 6 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӑлав станцийӗн ӗҫченӗсене Атӑлта пӗр кимӗ сӳнсе ларнине пӗлтерекенсем тупӑннӑ. «Неман» катер ҫине ларса специалистсем пӑтӑрмах вырӑнне васканӑ. Ишев хатӗрӗ ҫинче пулнӑ арҫын ҫӑлавҫӑсене хытах тав тунӑ. Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче полици нарячӗ Куславккари ҫӑлав станцине Атӑл тӑрӑх ҫынсӑр-мӗнсӗр кимӗ юхса пынине пӗлтернӗ. Кимӗ патне пырса ҫитнӗ ҫӑлавҫӑсем унта арҫын ҫывӑрнине асӑрханӑ. Лешӗ, хӗрӗнкӗскер, хуп турттарнӑ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтран илнӗ сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ: унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫав пӳртре ватӑ мӑшӑр пурӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехетре ялти пӗр ҫуртра ҫулӑм ялкӑшма тытӑннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пӳрт йӑлтах хыпса иличчен хӑш-пӗр япалана урама илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, хайсем те чӗрӗ-сывах. Пушарнӑйсем ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ. Шел те, ҫуртран нимӗн те тӑрса юлман. Юнашарти хуралтӑ таврашӗсем те ҫулӑмпа сиенленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |