Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Элӗк районӗнче пурӑнакан 94 ҫулти карчӑк виллине авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирпе асӑрханӑ. Ӑна машина таптаса кайнӑ пек туйӑннӑран тӗпчев пуҫарнӑ. Ватӑ ҫынна малтанхи кун, 19 сехет тӗлӗнче, «Шкода» автомобиль таптаса кайнӑ пуль тесе унӑн хуҫине тытса чарнӑ. Вӑл ҫын Йӗпреҫре ҫуралнӑ, Мускав облаҫӗнче пурӑнать. 44 ҫулти арҫын айӑпа йышӑнман. Вӑл хӑйӗн автомбильне чул лекнӗ, капота тата кантӑка вӑл сиенлетнӗ тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Арҫын карчӑка асӑрхамасӑр вӗлернӗ тесе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 27 ҫулти ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхи арҫын влаҫ ҫыннине, тата тӗрӗсрех каласан, полицейские, хирӗҫ тӑнӑ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 22 сехет те 40 минутра, Шупашкар хулинчи патрульпе пост служби хулари Хӗвелтухӑҫ урамне ыпрса ҫитнӗ. Унта вӗсене «Mazda 3» автомобиль водителӗ йӗркене административлӑ майпа пӑснӑран чӗнсе илнӗ. Ҫав вӑхӑтра «Ford Focus» автомобиль машина иртсе кайнӑ. Унӑн водителӗ ӳсӗрри сисӗннӗ. Водитель чарӑнма мар, каялла чакма тытӑннӑ, полицейские машина алӑкӗпе лектернӗ. Унтан водитель машинӑна малалла кайма хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче 48 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫынна йывӑр сиен кӳни вилӗмпе вӗҫленнӗшӗн явап тыттарӗҫ. Пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗн — чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗн каҫхине пулса иртнӗ. 48-ти арҫын 42 ҫулти кӳрши патӗнче хӑналаннӑ. Ӳсӗрсен пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Аслӑраххи кӗҫӗннине кӑкӑр тӗлӗнчен ҫапнӑ. Хытах лекнӗ курӑнать — пӗвер ҫурӑлса кайнӑ. Шар курни инкек вырӑнӗнчех кӑштахран вилсе кайнӑ. Халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫиҫем пӑтӑрмаха малалла тишкереҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ экспертиза ирттерессине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, вӗҫсе кайнӑ реклама баннерӗ троллейбуса хупласа хунӑ. Юрать, троллейбус водителӗ ҫӗтсе кайман — транспорта васкавлӑн чарса лартнӑ. Пӑтӑрмах Гагарин урамӗнче, «Патрис Лумумба» тата «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнӑвӗсем хушшинче, пулса иртнӗ. Реклама баннерӗ 9-мӗш маршрутпа хутлакн троллейбуса хупласа илнӗ. Общество транспорчӗ Ленин проспекчӗ енне ҫул тытнӑскер пулнӑ. Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 16 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() газетановокосино.рф сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче полицие машина вӑрласа тарни пирки хыпар килнӗ. Ку Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч ялӗнче пулнӑ. Ӳсӗр арҫын лавккана эрех илме кайма тӑнӑ. Хайхискер машинӑпа каясшӑн пулнӑ. Тӑванӗсем ӳкӗтлесен те итлемен. Унтан тӑван мар хӗрӗнчен машина уҫҫине вӑйпах илнӗ те лавккана вӗҫтернӗ. Хӗрарӑм ун чухне амӑшӗ патне хӑнана килнӗ пулнӑ. Кӗҫех ҪҪХПИ тапратса тарнӑ машинӑна ял хӗрринче тупнӑ. 39 ҫулти ӳсӗр арҫынна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Канашра чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхи 9 сехетре Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 30 ҫул ҫитнине халалланӑ урамри 85-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта икӗ пӳлӗмлӗ хваттер ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерствин пресс-служби пӗлтерет. Пушарнӑйсем ҫунакан хваттертен 8 ҫынна илсе тухнӑ. 58 ҫулти кил хуҫи сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ, ӑна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Ҫак ҫуртра пурӑнакан ҫынсем ыттисем чиперех. Пушарнӑ йсем урама илсе тухнӑ ҫынсен йышӗнче 2 ача пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ вырнаҫтарнӑ видеори сӑн Шупашкарти 23 ҫулти «Лада Гранта» автомобиль водителӗ светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ҫутӑлнӑ хыҫҫӑн ҫул урлӑ чупса каҫма хӑтланнӑ ҫынна ҫапса кайнӑ. Кун пирки Раҫҫей УМВД Шупашкарти уйрӑмӗ пӗлтерет. Видеокадрсене сӑнасан, арҫын светофорӑн симӗс ҫуттинче ҫул урлӑ каҫма ӗлкӗрейменни палӑрать, машшинсем тапранманнине кура вӑл ҫул урлӑ чупса каҫма шутланӑ пулас. Пӑтӑрмах ӗнер, 16:33-ре, Калинин урамӗнчи 66-мӗш ҫуртсем патӗнче пулса иртнӗ. Водителе тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн вӑл урӑ пулни палӑрнӑ. Ҫуран ҫӳрекен ҫынна васкавлӑ пулӑшу карети илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 112 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан вӗҫсе кайнӑ ҫӑмӑл моторлӑ самолёт Чӗмпӗрте инкеке лекнӗ. Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, «Diamond DA42 M» маркӑллӑ самолёт Чӗмпӗрти аэродрома ирӗксӗртен анса ларнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл шассине сиенленӗ, анчах ҫынсем шар курман. Ку хыпара РФ Следстви комитечӗн Транспорт ҫинчи следстви управленийӗнче пӗлтерни тӑрӑх «Ҫыхӑнура» форумра хыпарланӑ. Самолёт вӗренӳпе тренировка вӗҫевне тухнӑ. Вӑл Шупашкарти аэропортран хускалса кайнӑ. Салонта инструкторпа курсант пулнӑ. Самолёт хуҫи — Чӗмпӗрти граждан авиацийӗн институчӗ. Пӑтӑрмах сӑлтавне тӗпчевҫӗсем тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 67 ҫулти хӗрарӑм ют ҫын карттипе усӑ курнӑ. Ҫыннӑн банк карттипе вӑл апат-ҫимӗҫ лавккисенче 10 пине яхӑн тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Банк карттине 44 ҫулти хӗрарӑм ҫухатнӑ. Шупашкарта пурӑнакан ҫав ҫын картта ҫинчен 10 пине яхӑн тенкӗ ҫӗтни пирки смс-ҫыру килсе йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Лавккара ют ҫын карттипе апат-ҫимӗҫ туяннӑ ватӑ хӗрарӑм видеокамера ҫине лекнӗ. Ӑна шыранине пӗлтерсе массӑллӑ информаци хыпарӗсенче хыпарланӑ. Амӑшне йӗрке хуралҫисем шыранине ватӑ ҫынна хӗрӗ пӗлтернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, ҫын карттипе усӑ курнишӗн питех те ӳкӗннине, парӑма ҫывӑх вӑхӑтра татассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Ҫыхӑнура» форумри сӑнӳкерчӗк Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ ыйтусемпе тӳрӗ эфир ирттерчӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче Шупашкар райнӗн тӗп пульницинче (вӑл Кӳкеҫре вырнаҫнӑ) прививка тумасӑр сертификат параҫҫӗ тесе комментари ҫыракан тупӑннӑ. Пульницӑн тӗп врачӗ Владимир Викторов Чӑваш Ен Элтеперӗн аккаунтӗнче ҫырнӑ хыпар тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерессине пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ку сӑмаха хальлӗхе ҫирӗплетсе паман. Асӑннӑ хыпара тӗрӗслессине республикӑн вице-премьерӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов хӑй ҫине илессине пӗлтернӗ. Асӑннӑ хыпара правӑна сыхлакан органсем тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |