Сывлӑх
![]() "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн Нарӑс уйӑхӗн 5–11-мӗшӗсенче Чӑваш Енре ОРВИпе тата гриппа чирленӗ 11238 ҫынна шута илнӗ. Унчченхи эрнепе танлаштарсан, кӑтарту республикӑра 7,9 процент чакнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларах Тӑвай районӗнче тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче чирленӗ. Иртнӗ эрнере республикӑри 29 ҫыннӑн А/H1N1/2009 вирус пулнине палӑртнӑ. Сысна грипӗпе чирленӗ тӗслӗхе Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Улатӑрта, Канашра, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Канаш, Тӑвай, Етӗрне, Вӑрмар районӗсенче тупса палӑртнӑ. Нарӑсӑн 12-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 1 шкула карантина хупнӑ. 15 шкулти 42 класа вӑхӑтлӑх хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Специалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре грипп эпидемийӗ чакма тытӑннӑ. Ҫапах чир тӗлӗшпе профилактика ирттермеллине палӑртаҫҫӗ тухтӑрсем. Шупашкарти ача пахчисенче, ав, шӑпарлансене массаж тӑваҫҫӗ тата сывлава лайӑхлатмашкӑн хусканусем ирттереҫҫӗ. 52-мӗш ача пахчинче ачасене кашни кунах сӗт юр-варӗ ҫитереҫҫӗ. Унта ачасене пиҫӗхтерес тӗллевпе мероприятисем ирттереҫҫӗ. Ачасем ирхине гимнастика тӑваҫҫӗ, вӑй-хал культурине урамра та, спорт залӗнче те ирттереҫҫӗ. Ачасем ҫавӑн пекех ятарлӑ кавирсем тӑрӑх утаҫҫӗ, ҫывӑрса тӑрсан гимнастика ирттереҫҫӗ, массаж тӑваҫҫӗ. Ку ӗҫ медицина ӗҫченӗсем сӑнаса тӑнипе пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Дарья Адюкова Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Дарья Адюкова усал шыҫӑпа чирлет. Хӗр Шупашкарти пульницӑра сипленнӗ. Халӗ вӑл Германие тӗрӗсленме кайнӑ. Дарья валли укҫа-тенкӗ пухаҫҫӗ. Ку ӑна сипленмешкӗн кирлӗ. Германири пӗр клиника чӑваш хӗрне пулӑшма шантарнӑ. Тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Дашӑпа амӑшӗ Германири Фрайбург хулине ҫитнӗ. Унта ӑна профессор тӗрӗслеме тытӑннӑ. Дарьйӑн виҫӗ самолетпа вӗҫме тивнӗ. Йывӑр пулсан та чӑтнӑ вӑл. Амӑшӗ Татьяна халӗ клиника ҫумӗнчи отельте пурӑнать. Специалистсем тӗплӗн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн укҫа мӗн чухлӗ кирлине палӑртӗҫ. Дарьйӑна пурте пулӑшма пултараҫҫӗ. Унӑн реквизичӗсем: Сбербанк: 4276 7500 1344 7544 Тинькофф банк: 5213 2437 3552 0007 Авангард: 5222 2383 2375 5816 Яндекс.кошелек: 410013857398238 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 12 200 ҫын ОРВИпе тата гриппа чирленӗ. Вӗсенчен 3560-шӗ — ачасем. Ҫак тапхӑрта сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ те нумайланнӑ. Ку вирус 110 ҫынна ернӗ. Аса илтерер: кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне кунашкаллисен хисепӗ 52 тӗслӗхпе танлашнӑ. Иртнӗ эрнепе танлаштарсан, республикӑра ОРВИпе тата сысна грипӗпе чирлесси 33,3 процент ӳснӗ. Ытларах Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Тӑвай районӗ те вӗсенчен юлмасть. Чӑваш Енри ултӑ шкула карантина хупнӑ. Ҫавӑн пекех 24 шкулти 77 класа вӑхӑтлӑха хупнӑ. Пӗтӗмпе 4684 ача уроксене ҫӳремест. Пӗр ача пахчи — карантинра. Ҫавӑн пекех вӗсенчи хӑш-пӗр ушкӑна хупнӑ. Хальлӗхе 649 ача килте ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Тухтӑр пулса яла ӗҫлеме каякансене юлашки ҫулсенче патшалӑх миллионшар тенкӗ пама тытӑнчӗ. Малтанласа ҫамрӑкраххисене кӑна, 35 ҫитичченхисене, кӑна паратчӗҫ пулсан, халӗ 50 ҫул таранчченех «Земство тухтӑрӗ» программӑпа яла кайма юрать. Кунта сӑлтавӗ ансат: ялта тухтӑрсем ҫитмен вӑхӑтра ҫула кура тиркесе тӑраймӑн, ӗҫлеме килӗшекен тупӑнтӑр. Шупашкар районӗнче хальхи вӑхӑтра 24 «земство» тухтӑрӗ ӗҫлет. Вӗсем Ишлейре, Тренккассинче, Ҫӗньялта, Ишекре тата Тутаркассинче вӑй хураҫҫӗ. Вӗсенчен ытларахӑшӗ — пӗтӗмӗшле ҫемье практикин врачӗсем. Ансӑр специалистсем те — офтальмолог, дерматолог, хирург, эндоскопист — пур. Кӑҫалтан «Земство тухтӑрӗ» программӑна Кӳкеҫ поселокӗ те лекнӗ. Унччен вӑл ял шутне кӗменччӗ, ҫавӑнпа та унта тухтӑра ӗҫе вырнаҫакансем миллиона илейместчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫапла, ватӑсем те йӗлтӗр ҫине тӑраҫҫӗ. Ҫулне кура мар хастар кинеми-мучисем Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳреҫҫӗ. Анчах пулӑшу ыйтма мар. Пӗрле пухӑнса сывлӑха ҫирӗплетме. Спорт сывлӑх ҫулӗсене, иммунитет тата гормон тытӑмӗсене, чӗрепе юн тымарӗсене, апат ирӗлтерекен органсене лайӑх витӗм кӳрет тесе ҫирӗплетнӗ май йӗлтӗрпе хаваспах ярӑнаҫҫӗ. Килте пусӑрӑнса, тивӗҫлӗ канӑва кайсан никама кирлӗ маррине туйса ларасран чӗрӗлӗх кӗртекенни, паллах, — Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ. Ҫулланнисем валли унта тӗрлӗ ушкӑнсем йӗркеленӗ. «Бодрость» (чӑв. Патварлӑх) клубне ҫӳренӗ май кинеми-мучисем пӗрле пухӑнса тренажер залне те каяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» архивӗнчи сӑн Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ кунсерен тенӗ пек ӳссе пырать. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Паянхи кун тӗлне пирӗн республикӑра 51 ҫын сысна грипӗпе аптӑранине регистрациленӗ. Ытларах Шупашкарта чирлеҫҫӗ. Унта 18 тӗслӗхе шута илнӗ. Чир географийӗ самай анлӑланнӑ. Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Муркаш, Вӑрмар районӗсенче те сысна грипӗпе чирлекенсем пуррине палӑртнӑ. Сӑмах май, кӑрлачӑн 19-мӗшӗ тӗлне 5 ҫын ку чирпе нушаланнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне 17-ӗн чирленӗ. Халӗ ку хисеп 51 ҫынна ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() «Про Город» тунӑ сӑн Чӑваш Енре сысна грипӗпе чирлекенсен йышӗ татах ӳснӗ. Паянхи кун тӗлне ку чирпе 17 ҫын аптӑранине палӑртнӑ. Аса илтерер: кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви сысна грипӗпе 5 ҫын чирленине палӑртнӑ. Чирлекенсенчен ытларахӑшӗ — Шупашкарта. Унта 11 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарта тата Улатӑрта та чирленӗ. Иммунизаци тунӑран эпидеми анлӑ сарӑлман. Кӑҫал республикӑра пурӑнакан кашни 3-мӗш ҫынна прививка тунӑ. Сӑмах май, кӑрлачӑн 15–21-мӗшӗсенче республикӑра гриппа тата ОРВИпе чирленӗ 5688 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Ытларах ачасем аптӑраҫҫӗ. Паянхи кун тӗлне пульницӑра 225 аслӑ ҫын тата 181 ача выртать. Хальлӗхе пӗр шкула та карантина хупман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чирлисене пулӑшас тӗллевпе донор акцийӗсене республикӑра час-часах ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр Чӑваш Енре 15 пине яхӑн ҫын юн панӑ. Чӑваш Енри юн служби 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӗве тунӑ. Служба шутланӑ тӑрӑх, пӗлтӗр 13,5 пин ытла литр юн хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 14 пин те 730 ҫын акцие хутшӑннӑ. Ҫакнашкал пӗтӗмлетӳ: 1 пин ҫынран 11-шӗ хутшӑннӑ. Чӑваш Енре 4 пин те 118 хисеплӗ донор пурӑнать. Вӗсенчен 3 пин те 709-шне «Раҫҫейри хисеплӗ донор» ятпа чысланӑ. 309 ҫын вара «СССР хисеплӗ донорӗ» ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Сывлӑх
Пӗр енчен вар хытиччен кулмалла, тепӗр енчен ларса макӑрмалла ку тӗслӗхе тусӑм иртнӗ эрнере каласа кӑтартрӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ хыҫҫӑн сывалаймасӑр вӑрах пурӑннӑ хыҫҫӑн тухтӑр патне кайнӑ. Унта тем тӗрлӗ сиплев ҫырса панӑ, эмелне йӗркипех асӑнса кайнӑ. Каланӑ — тунӑ. Анчах чир иртсе кайманнине кура кӑштахран (пирӗнтен чылайӑшӗ сывлӑхран ытла ӗҫе мала хурать мар-и ҫав...) тусӑм тепре пульницӑна ҫул тытнӑ. Пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫӳренӗ май тусӑм амбулатори карттине шӗкӗлчесе ларнӑ. Ак тамаша! Пӑх та кур: вӑл диспансеризаци тухнӑ-мӗн. Хут тӑрӑх. Тӗрӗссипе, пульница тӑрӑх хутламан тусӑм. Диспансеризаци тухнӑ пек кӑтартни темех мар тейӗпӗр. Унта кашни ҫыннӑнах тӗл пулма пултаракан диагнозсем ҫырса хунине те курмӑш пулса ирттерме пулать тейӗпӗр. Тӗлӗнтерекенни татах асӑрханӑ тусӑм. Амбулатори картти тӑрӑх шутласан, ман тусӑм пек пульница тӑрӑх йӑрккакан ҫын та ҫук темелле: унта вӑл вӗҫӗмех кайса ҫӳренӗ имӗш. Чи кӑсӑкли — ӗҫпе республика тӑрӑх командировкӑсенче ҫӳренӗ кунсене те пульницӑна пынӑ пек кӑтартнӑ, тусӑм ӗҫлекен организаци хӑй юбилейне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура палӑртнӑ чух та тусӑм ҫынсемпе савӑнас чухне пульница тӑрӑх ҫӳренӗ пулать. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |