Политика
Владимир Милов экономист Тепӗр виҫӗ кунтан, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Шупашкарта Владимир Милов экономистпа курнӑҫу йӗркелеме палӑртнӑ. Владимир Милов — «Парнас» парти никӗсӗ ҫинче йӗркеленнӗ демократи коалицин ертӳҫисенчен пӗри. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Раҫҫей Федерацийӗн энергетика министрӗн ҫумӗ тата Энергетика политикин институчӗн директорӗ пулса ӗҫленӗ. «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприяти «Ибис Центр Шупашкар» хӑна ҫурчӗн «Атӑл» конференц-залӗнче 18 сехетре пуҫланмалла. Тӗлпулура Раҫҫей Федерацийӗнчи политика тата экономика хальхи лару-тӑрӑвне, «Парнасӑн» ҫитес суйлавпа ҫыхӑннӑ планӗсене сӳтсе явӗҫ. Унта Чӑваш Енри ҫивӗч ыйтусене те хускатасшӑн. Тӗлпулӑва тӳлевсӗр кӗртессине, пурне те хапӑл пулассине пӗлтереҫҫӗ. Владимир Милов малтанласа пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче килмелле пулнӑ, анчах ун чух экономистӑн килме май килменрен курнӑҫӑва куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Валентин Шурчанов коммуниста тӑрӑхласа тунӑ ӳкерчӗксенчен пӗри Суйлав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлама тытӑнаҫҫӗ хӑш чух. Пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пуху ирттернӗ чух коммунистсем йӗрке хуралҫисене чӗннине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтеретпӗр, отчетпа суйлав конференцин кунне коммунистсем малтанах палӑртса хунӑ-мӗн. Анчах патне ҫитеспе парти рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма ыйтнӑ пулать. Делегатсем Шурчановӑн тата Зюгановӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Анчах хулари комитетӑн пӗрремӗш секретарӗ Адольф Федоров хайхисене саланма ыйтнӑ. Лешсем ҫакна ӑша хывманнине кура Адольф Федоров полици чӗннӗ. Ӗнер вара Валентин Шурчановпа пӗр чӗлхе тупайман коммунистсем унӑн карикатурисене сарма тытӑннӑ. Тӑрӑхласа ӳкернисем партин аслӑ ертӳҫисем патне ҫитессе, унта вара тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ тӑвасса шанаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Шупашкар район админситарцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Зоя Маслова Ӗнер Шупашкар районӗнче районти Депутатсен пухӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри — муниципалитета ертсе пыракана палӑртассипе ҫыхӑннӑ. Аса илтеретпӗр, Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова ҫак уйӑхра арестленӗ. Георгий Егоров тӗлӗшпе тӗпчев пынӑ вӑхӑтра ӑна суд килте лармалла тунӑ. Депутатсен пухӑвӗн ӗнерхи ларӑвӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче тӑрӑшакан, экономика пайне ертсе пыракан 52 ҫулти Зоя Маслована шаннӑ. Район администрацийӗн шайӗнче карьера тума пуҫличчен ҫак хӗрарӑм асӑннӑ районти казначействӑна ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Чӑваш Енрех юлассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, И. Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе явнӑччӗ. Анчах премьер-министр ӑна унта чӗннине йышӑннӑ, анчах кунтах юлма йышӑннине пӗлтернӗ. Ҫав вӑхӑтрах Чӑваш Енрен Коми Республикине кайма килӗшекен тупӑннӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ Анатолий Князев. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Шупашкар район администрацине чылай ҫул ертсе пынӑччӗ. Район пуҫлӑхне лариччен райадминистрацире ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗнче тата маларах Апаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш парламентӗнче ӑна спикер ҫумӗ пулма та пӗр вӑхӑтра шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Лена Прусакова спортсменка тата Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян 15 ҫулти пикепе тӗл пулнӑ. Республикӑна ертсе пыракан ҫын ҫап-ҫамрӑк хӗрпе курнӑҫнинче ним тӗлӗнмелли те ҫук. Унпа вӑл Правительство ҫуртӗнче хире-хирӗҫ ларса юмахланӑ. Хӗрӗ ахаль-махальскер мар. Ҫамрӑксен хӗллехи II Олимп вӑййисен слоуп-стайл енӗпе чемпион ятне тивӗҫнӗскер, Лана Прусакова ятлӑскер. Ҫӗнӗ Шупашкар пикине Элтепер ҫамрӑксем Олимп вӑййинче хайсене епле кӑтартнине сӑнаса пынине пӗлтернӗ. «Пирӗн спортсмен чемпионка пулса туни мана питӗ килӗшет. Эпир сирӗншӗн савӑнатпӑр тата мӑнаҫланатпӑр», — тенӗ Михаил Игнатьев. Пике вара ӑмӑртура хӑй епле хумханни пирки Элтепере каласа кӑтартнӑ. Лана Прусакована тата унӑн тренерне Никита Васильева Элтепер алла ҫыхмалли сехет парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин (сылтӑмри) Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин Коми Республикине тухса каять текен хыпара интернет-кӑларӑмсенчен пӗринче, «Правда ПФО» ятлинче, хытах сӳтсе яврӗҫ. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан ҫак ҫын нумаях пулмасть ҫав региона ӗҫпе кайнӑ хыҫҫӑн ку сӑмах пушшех те вӑйланса амаланчӗ-аталанчӗ. Мӗншӗн Коми Республики пирки сӑмах-юмах ҫӳрени пирки каласан, вӑл региона хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш Енре Правительство пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Сергей Гапликов ертсе пынипе ҫыхӑннине палӑртмалла. Иван Моторин Коми Республикине тухса каяссипе каймассине уҫӑмлатма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ЧР Патшалӑх Канашӗн фракцийӗсен пайташӗсемпе ирттернӗ тӗлпулура ыйтнӑ-мӗн. Пирӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ хӑйне Коми Республикин правительствине ертсе пыма виҫӗ хутчен сӗннине, Сыктывкара кайса унти лару-тӑрупа паллашнине, анчах кунтах юлма йышӑннине пытарман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Политика
Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Политика
Тутарстанри Конституци сучӗ Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» наципе культура аталанӑвӗн пӗрлӗхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫӗнӗ сӗнӳпе тухнӑ — Конституци судне йӗркелеме сӗннӗ. «Ирӗклӗх» хастарӗсен шухӑшӗпе ку Чӑваш Республикинче граждансен обществине тата правӑллӑ патшалӑха аталантарма май парӗ, республикӑн суд системине лайӑхлатӗ, чӑваш патшалӑлӑхне ҫирӗплетӗ, граждансен конституци прависене, ирӗклӗхне тата интересӗсене судра хӳтӗлеме пулӑшӗ. Конституци сучӗ Раҫҫей Федерацийӗнче пурӗ виҫӗ республикӑра ҫеҫ ҫук иккен — Алтайпа Крым республикисенче тата Чӑвашра. Аса илтеретпӗр, пирӗн Раҫҫейре пурӗ 22 регион республика (патшалӑх) шайӗнче шутланать. «Ирӗклӗх» ятарлӑ тӗпчев те ирттернӗ — вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх пирӗн республикӑра саккуна пӑсакан нормативлӑ право акчӗсене сахал мар тупӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех хӑш чухне республика ертӳҫисемпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсем йышӑннӑ саккунсем халӑх хушшинче хӗрӳ калаҫусем ҫуратаҫҫӗ. Конституци судне йӗркелесен граждансем хӑйсен прависене лайӑхрах хӳтӗлеме пултарасса шанать «Ирӗклӗх» пӗрлӗх. Хастарсем Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура Чӑваш Республикин Конституци судне йӗркелеме пур мерӑсене те тума, ҫав шутра Чӑваш Республикин Конституцине республикӑри суд системи пирки улшӑнусем кӗртме, «Чӑваш Республикин Конституци Сучӗ ҫинчен» саккуна тата ытти нормативлӑ право акчӗсене хатӗрлесе йышӑнма ыйтаҫҫӗ. |
Политика
Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫине республикӑн премьер-министрне пулӑшма шаннӑ. Кун пирки Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Политикӑри тата влаҫ органӗсенчи улшӑнусене сӑнаса пыракансем вице-премьер должноҫне кама шанасси пирки пуҫ ватма иртнӗ ҫул вӗҫӗнче тытӑнчӗҫ. Шӑпах ҫав вӑхӑталла Чӑваш Ен Элтеперӗ пысӑк шайри должноҫсене вице-премьер портфельне тыттарма ирӗк паракан йышӑну кӑларчӗ. Юрий Васильев 1968 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1989 ҫулта вӑл Ленинградри аслӑ зенит ракета училищине вӗренсе пӗтернӗ. 2003 ҫулта Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче «Историпе политологи» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан Патшалӑх службин Атӑлҫи академине вӗренсе пӗтернӗ, унта вӑл патшалӑхӑн тата муниципалитетӑн управленине ӑша хывнӑ. 2010–2012 ҫулсенче Тӑвай район администрацине ертсе пынӑ. 2012 сӳлхи чӳк уйӑхӗнче ӑна Чӑваш ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне лартнӑ, 2014 ҫулхи раштавра асӑннӑ Администрацине ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Коммунистсен патийӗн рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов Суйлав ҫывхарнӑ май политиксен хушшинче ӑнланманлӑхсем сиксе тухкалани вӑрттӑнлӑх мар-ха. Анчах тепӗр чух пӗр парти пайташӗсем те пӗр-пӗринпе тем пайлайми (мӗн пайлайманнине, пӗр енчен, тӗшмӗртме йывӑрах мар-ха) пулса каяҫҫӗ. Ӗнер, акӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта пуху ирттернӗ чух коммунистсем йӗрке хуралҫисене чӗннӗ-мӗн. Отчетпа суйлав конференцине ирттерме коммунистсем малтанах палӑртса хунӑ-мӗн. Анчах патне ҫитеспе парти рескомӗн пӗрремӗш секретарӗ Валентин Шурчанов ӑна урӑх вӑхӑта куҫарма ыйтнӑ. Делегатсем Шурчановӑн тата Зюгановӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пухӑннӑ. Анчах асӑннӑ хулари комитетӑн пӗрремӗш секретарӗ Адольф Федоров делегатсене саланма ыйтнӑ. Лешсем ҫакна ӑша хывманнине кура Адольф Федоров полици чӗннӗ. Ҫапла тума ӑна унӑн пуҫлӑхӗ хушнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |