Политика
![]() Сергей Артамоновпа Михаил Игнатьев Паян, кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне Сергей Артамонова республика Правительствин пуҫлӑхӗн ҫумне лартнӑ. Ҫӗнӗ тилхепене шаннӑ Сергей Геннадьевичпа Михаил Игнатьев Элтепер тӗлпулнӑ, агропромышленность комплексӗн ӗҫ-хӗлне, отраслӗн малашлӑх планӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех вице-премьера ҫӗнӗ тивӗҫе ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама суннӑ. «Сирӗн тӗллев — республика Правительствин йышӗнче 10 ҫултан кая мар ӗҫлесси», — тенӗ Элтепер ҫамрӑк та пултаруллӑ ертӳҫӗне. Аса илтеретпӗр, Сергей Артамонов Ҫӗрпӳ район администрацине ертсе пынӑччӗ. Кайран ӑна Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацине куҫарнӑччӗ. Унта вӑл Администраци ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнче — шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗ правительство йӗркеленӗ май Сергей Артамонова ял хуҫалӑх министрӗ пулма шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Михаил Жирнов хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Хула администрацийӗн сайтӗнче хальлӗхе кун пирки нимӗнле хыпар та ҫук. Анчах администраци ӗҫченӗсен списокӗнче унӑн сӑнӳкерчӗкне тата ят-шывне хуратнӑ. Михаил Жирнов ку должноҫра 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнченпе ӗҫленӗ. Вӑл Алексей Ладыковӑн ҫумӗнче виҫӗ уйӑх ытла ҫеҫ вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Патшалӑх наградисене тивӗҫнисем Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев чи лайӑх ӗҫлекен тата професси тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫитӗнӳпе палӑрнӑ 40 ытла специалиста Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ. «Эсир Раҫҫей, Чӑваш Ен наци мӑнаҫлӑхӗ, унӑн илемӗ. Ҫитӗнекен ӑрушӑн ырӑ тӗслӗх пулса тӑратӑр. Сирӗнтен ыттисен вӗренсе пымалла. Эсир тӑрӑшса, хӑвӑра шанса панӑ ӗҫе тулли кӑмӑлпа яланах пурнӑҫлатӑр. Чӑваш Ен ырлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ сирӗнтен килет. Тавах Сире, тӑван ҫӗршыва, тӑван тавралӑха, ӗҫе юратнӑшӑн», — тенӗ Михаил Игнатьев наградӑна илнисене ырласа. Хисепе тивӗҫнисем хушшинче — Куҫ микрохирругийӗн Шупашкарти филиалӗн директор ҫумӗ Надежда Поздеева, Шупашкарти электроаппарат завочӗн слесарь-инструментальщикӗ Юрий Маслов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() ЧР Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне ямалли Ҫырӑва хатӗрлеме тытӑннӑ. Ку ӗҫре республика ҫыннисем те сӗнӳсем пама пултарӗҫ. Ҫырӑва паян хатӗрлеме тытӑннӑ. Ӑна ҫырнӑ чухне республикӑра пурӑнакан ҫынсен, организацисемпе предприятисен шухӑш-кӑмӑлне шута илеҫҫӗ. Халӑх пурнӑҫне лайӑхлатас тесен мӗн тумалла? Ҫырӑва сирӗн мӗн кӗртес килет? Республикӑна, сирӗн шухӑшпа, мӗн лайӑхлатма пулӑшать? Хӑвӑрӑн шухӑша пӗлтерме пултаратӑр. Сӗнӳсене pres5@cap.ru электронлӑ почтӑсене «Ҫыру валли» тесе ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Наталья Колыванова редактор Чӑваш Енӗн Элтеперӗ республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органне лекме пултаракансен списокне ҫирӗплетнӗ. Кадр резервӗ текеннине хальхинче тухтӑрсем, хаҫатҫӑсем, вӗрентекенсем тата ытти ӗҫре тӑрӑшакансем лекнӗ. Ҫемҫе пукана ҫывӑххисен списокне, сӑмахран, Республикӑри офтальмологи пульницин тӗп врачӗ Дмитрий Арсютов, Шупашкарти стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрӗ Владимир Викторов, Федерацин ортопедипе травматологи центрӗн тӗп тухтӑрӗ Николай Николаев лекнӗ. Ҫаксем пурте — ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем. Шупашкарти 5-мӗш гимнази директорӗ Инна Исаева, вӑл та чӑваш парламенчӗн депутачӗ, ҫак списокра. Патшалӑх влаҫ органӗсенче ӗҫ вырӑнӗ тупас шанчӑк хаҫат редакторӗсен те пур. Анчах пурин те мар. Кадр резервне «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владимир Васильев тата Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫатӑн редакторӗ Наталья Колыванова кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Александр Сидоренко Паян, раштав уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ документа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумне Александр Сидоренко должноҫран кӑларнӑ. Александр Сидоренко ҫӳлерех асӑннӑ министерствӑна 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килнӗ. Вӑл виҫӗ пая ертсе пынӑ. Унӑн тивӗҫӗ республикӑри инфокоммуникаци инфратытӑмне аталантарасси пулнӑ. Палӑртмалла: халӗ Александр Иванов министрӑн пӗр ҫум юлнӑ. Вӑл – Юлия Стройкова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ват ҫын — тӑват ҫын Паян Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институтӗнче ЧР Элтеперӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетме пуҫтарӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫул муӗнхи тӗлпулура шурсухалсем кӑҫалхи ӗҫ-хӗле ҫӳтсе явнипе пӗрлех ӳлӗмрен тумаллине палӑртса хунӑ. Ваттисен канашӗн ертӳҫи Лев Кураков влаҫра ларакансемпе туслӑ пулнине, пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленин усси пурри ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кураков сӑмахӗ тӑрӑх хакласан, влаҫрисем ваттисен сӗнӗвне ӑша хываҫҫӗ. Института пуҫтарӑннӑ шурсухалсем вӗрентӳ учрежденийӗн концерт залне пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӗренӳ учрежденийӗн ректорӗ Наталья Баскакова та ӑшӑ сӑмахне шеллемен: вӑл Элтепере тата Ваттисен канашне республикӑри культура учрежденийӗсене аталанма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. — Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, Элтепер администрацийӗн ертӳҫин ҫумне Владислав Кротова ҫирӗплетнӗ. Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунта сӑмах Элтеперӗн хуралҫинче темиҫе ҫул ӗҫленӗ Владислав Кротов пирки сӑмах пырать. Кӗркунне ӑна ҫынсем республика правительствин командин йышӗнче хоккей матчӗнче асӑрханӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Тӳре-шара та укҫа перекетлеме пулӑшайӗ Чӑваш Енре республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересшӗн. Ку шухӑш патне оппозици шутланакан парти пайташӗсем Александр Андреев коммунист тата «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ Игорь Моляков ҫитнӗ. «Куратӑр-и, ҫӑмӑллӑха мӗнпур енпе касса пыраҫҫӗ. Ӗҫ ветеранӗсен, нумай ачаллисен, ахаль тӳре-шаран перекетлӗ пурӑнма тивет. Пысӑк ертӳҫӗсен те ку утӑмпа каймалла тесе шухӑшлатӑп», — тесе каланӑ Александр Андреев «Правда ПФО» интернет-хаҫат журналистне Александр Белова. Унтан вӑл Моляковпа пӗр шухӑшлӑн республика ертӳҫине тата правительство пуҫлӑхне пӗр ҫынна ӗҫлеттересси ҫинчени саккун проекчӗ хатӗрлессине пӗлтернӗ. Ырӑ тӗслӗх вырӑнне Коми Республикине илсе кӑтартнӑ май: «Гапликов пӗчченех чиперех ӗлкӗрсе пырать», — тенӗ. Капла туни тӑкаксене чакарма пулӑшмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Нумаях пулмасть «Единая Россия» (чӑв. Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей) партин Вӑрнар районӗнчи пайташӗсем отчетпа суйлав пухӑвне пуҫтарӑннӑ. Кун йӗркине кӗртнӗ ултӑ ыйтусен хушшинче партин вырӑнти уйрӑмӗн 2012 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнченпе 2016 ҫулхи раштав ҫурричченхи ӗҫне тишкересси тата политканашӑн ҫыруҫине суйласси пулнӑ. Докладпа партин вырӑнти уйрӑмӗн ҫыруҫин ҫумӗ Вячеслав Горбунов тухса калаҫнӑ. Вячеслав Анатольевича парти пайташӗсем вырӑнти канашӑн ҫыруҫине суйланӑ. Вячеслав Горбунов, эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, Вӑрнар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ, ял хуҫалӑхӗпе экологи пайне ертсе пырать. Муниципалитет службинче 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тытӑма куҫиччен ял хуҫалӑх отраслӗнче тӑрӑшнӑ: вӑл тӗрлӗ ял хуҫалӑх предприятийӗнче тӗп инженерта чылай ҫул вӑй хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |