Политика
Мӗнле кӑна танлаштарӑм ҫук пулӗ халӗ! Вӗсен шутне пысӑк шайри тӳре-шарана массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче асӑннине тишкерни те кӗрет. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫине Юрий Попова МИХсенче пӗлтӗр сахал асӑннӑ. Ҫӗршыв регионӗсенчи саккун кӑларакан органсене ертсе пыракансене иртнӗ ҫул хаҫат-журналта, радио-телекуравра, элеткрон МИХсенче асӑннипе пирӗн республикӑн спикерӗ 75-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗршывра, аса илтеретпӗр, 85 регион. Поповӑн медиаиндексӗ 157,86-па танлашнӑ. Ҫулталӑкра ӑна журналистсем 946 хутчен аса илнӗ. Сӑмах май, Юрий Попов Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем хушшинче 12-мӗш вырӑн йышӑнать. Пирӗн парламентӑн спикерӗнчен те МИХсем сахалтарах асӑннисем — Чӗмпӗр облаҫӗн тата Мари Элӗн саккун кӑларакан органӗсен ертӳҫисем. МИХсем уйрӑмах асӑнма кӑмӑллаканни — Крымри Владимир Константинов. Тутарстанӑн спикерне Фарид Мухаметшина тата Севастопольти спикера Алексей Чалыя та МИХсем кӑмӑллаҫҫӗ. Курск облаҫӗнчи Татьяна Воронина тата Хабаровск крайӗнчи Виктор Чудов медиаиндексӗ ытла та начар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Вячеслав Оринов Паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ Иван Моторин ЧР культура министрӗн ҫумне палӑртса алӑ пуснӑ. Ку тивӗҫе малашне Вячеслав Оринов пурнӑҫлӗ. 58 ҫулти Вячеслав Оринов — театрпа кино актерӗ, режиссер. 2014 ҫултан пуҫласа хальччен Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче режиссерта ӗҫленӗ. Тӗрлӗ ҫулта ЧПУра, культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентнӗ. Вячеслав Николаевич — ЧР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсӑн «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль» номинаци ҫӗнтерӳҫи, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни. Вячеслав Оринов — культура министрӗн виҫӗ ҫумӗнчен пӗри халь. Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн вакансийӗ пушӑ-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Мускавра Владимир Путин ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫӗршыв ертӳҫине республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Михаил Игнатьев тӗлпулура демографи кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ, медицина пулӑшӑвӗ лайӑх пулнине палӑртнӑ. ЧР Элтеперӗ «Трактор савучӗсем» концерн ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл халь йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ҫавӑн пекех республикӑра кашни пиллӗкмӗш предприяти инноваци тӗлӗшӗнчен аталаннине палӑртнӑ. Владимир Путин Чӑваш Енри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвне лайӑх хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Граждан обществин аталанӑвӗн пӗрлӗхӗ регионсен пуҫлӑхӗсем 2015 ҫулта мӗнле ӗҫленине кура танлаштарӑм (рейтинг) хатӗрленӗ. Хальхинче 24 регионти пуҫлӑх 75 баллран ытларах пухнӑ. Пӗрремӗш вырӑна Ямал-Ненецк автономи округӗн пуҫлӑхӗ йышӑннӑ. Калуга, Белгород облаҫӗсенчи кӗпернаттӑрсем те малти вырӑнсене йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вара «вӑтам рейтинг» ушкӑнран «пысӑк рейтинг» ушкӑна ҫитнӗ. Вӑл 11 йӗрке ҫӳле хӑпарнӑ. Ку региона инвестицисем илӗртнипе те ҫыхӑннӑ. Экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах регионта промышленноҫ предприятийӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Ҫулталӑкра 8 регион пуҫлахӗ 10 йӗркерен ҫӳлерех хӑпарнӑ. Вӗсен йышӗнче Михаил Игнатьев та. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ регионти политика лару-тӑрӑвӗ лӑпкӑ пулнипе, элитӑсем хирӗҫменнипе ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Александр Жуков министр ҫумӗ Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствинче паянтан ҫӗнӗ ҫын ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки хушӑва республикӑн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Унта сӑмахӗ министр ҫумне Александр Жукова лартасси пирки пырать. Александр Жуков Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1991 ҫулта республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи электромеханика колледжне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл программа управлениллӗ станоксене йӗркелеме тата ӗҫлеттерме хӑнӑхнӑ май техник-электромеханик специальноҫне алла илнӗ. Мал ӗмӗтлӗ ҫамрӑк кунпах ҫырлахман — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. Унтан вӑл 1996 ҫулта вӗренсе тухнӑ. Хальхинче экономист-менеджер профессине алла илнӗ. Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумне лариччен Александр Жуков Федераци казначействин Ҫӗрпӳ районӗнчи уйрӑмне ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Михаил Игнатьев Элтепер Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Ӑна итлеме Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем те, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем те, ял тӑрӑхӗсен ертỹҫисем те, общество организацийӗсен пайташӗсем те, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем те тата, паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем тата ытти официаллӑ ҫынсем пухӑнчӗҫ. Ҫырӑва Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вуларӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Ҫырӑвӗн телеверсийӗпе кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче каҫхине 19 сехетре Чӑваш наци телекуравӗнче, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра «Эрне хыпарӗсем» программӑра паллашма май килӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Лариса Арсентьева Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗнертенпе Лариса Арсентьева ӗҫлеме тытӑннӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ятарлӑ хушу алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе селектор канашлӑвӗ ӗнер ирттернӗ чух ҫӗнӗ должноҫри Лариса Аресентьевӑпа Михаил Игнатьев Элтепер паллаштарнӑ. Михаил Васильевич республика шайӗнчи ӗҫе муниципалитет службинче хӑйсене тивӗҫлипе кӑтартнисене илнине палӑртса хӑварнӑ. Лариса Арсентьевӑна Шупашкар район ҫыннисем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. Асӑннӑ район администрацийӗнче вӑл тӗрлӗ должноҫре ҫирӗм ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫсен управляющийӗнче тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Ӗнер пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗпе Ольга Голодецпа тӗл пулнӑ. Унта сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, шкул тытӑмне модернизацилессине, шкул ачисен сывлӑхне упраса хӑварассине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентесси пирки сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ май, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби халӑхӑн кун-ҫулӗ 2010 ҫултан вӑрӑмланса пынине асӑннӑ. Ҫынсем 71 ҫултан иртсен те пурӑнни пурне те хавхалантарнине пӗлтернӗ-мӗн Михаил Игнатьев. РФ правительствин вице-премьерӗ Ольга Голодец пирӗн республикӑн ӗҫ кӑтартӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш хастарӗсем Конституцие патшалӑх ӑнлавне тавӑрма ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» общество ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ыйту ҫырса янӑ. Хастарсем ҫырура 2012 ҫулта Чӑваш Республикин ӑнлавӗнчен «патшалӑх» сӑмах ҫухалнине аса илтернӗ. Пӗр сӑмахпа, Чӑваш Ен Раҫҫейре республика ҫеҫ. Хастарсен шухӑшӗпе, ку регионти Конституци тытӑмне пӑсать. Ҫавӑнпа «Ирӗклӗх» Конституцие «патшалӑх» сӑмаха тавӑрма ыйтать. Ҫырура РФ Конституци сучӗн 2000 ҫулти определенине палӑртнӑ. Ун чухне суд «республика (патшалӑх)» субъектсен патшалӑх суверенитетне палӑртнине пӗлтерменнине, Конституципе право статусне ҫеҫ кӑтартнине каланӑ. Ҫавӑн пекех хастарсем ытти 17 республика Раҫҫейри демократиллӗ патшалӑх пулнине палӑртнӑ. Ҫапла Алтай, Хакас, Калмӑк тата Чӑваш республикисем ҫеҫ палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
«Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ 2015 ҫулта палӑрнӑ регионсен пуҫлӑхӗсен списокне хатӗрленӗ. Тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки russia-rating.ru портал пӗлтерет. Танлаштарӑма уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи материалсене, регионсенчи тата федераци эксперчӗсен шухӑшӑсенче тӗпе хурса хатӗрленӗ. 2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи лайӑххи Кемӗр облаҫӗн пуҫлӑхӗ Аман Гумирович Тулеев пулнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейтингра 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Чи юлашки йӗркесене Удмурт Республикин, Карели Республикин, Байкал тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |