Политика
Сергей Яргунин Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери депутатсен пухӑвӗ Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Асхат Махмутов отставкӑна кайнине йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Хулан ҫӗнӗ мэрне Сергей Яргунина суйланӑ. Палӑртмалла: вӑл ку должноҫе иккӗмӗш хут йышӑнать. Вӑл 2010-2015 ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ тата депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Сергей Яргунин Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул директорӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра ӗҫлӗ тӗлпулусенче пулнӑ. Унта Чӑваш Ене килмелли укҫа-тенкӗ пирки калаҫнӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулу ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ. Малтанах «Трактор савучӗсем» концернри лару-тӑру пирки калаҫнӑ. Пуш уйӑхӗнчех палӑртнӑ ӗнтӗ: патшалӑх енчен 80 миллион ытла тенкӗ ытла пулӑшу пулӗ. Михаил Игнатьев Раҫҫей правительствипе Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн хирурги корпусне тӑвас ҫӗре федераци хыснинчен укҫа уйӑрассине те сӳтсе явнӑ. Пӗтӗмпе 363,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ. Хальлӗхе 195 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Анатолий Аксаков депутат «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думине суйланмашкӑн хӑш-пӗр суйлав округӗнче хайӗн кандидачӗсене тӑратмасан та пултарать. Ҫӗршыв шайӗнчи политик валли тивӗҫлӗ кандидатсем ҫук тенипе мар. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партие ҫул парасшӑн. Ку хыпара Regnum информаци агентстви ТАСС «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партинчи ҫын пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ. Парти ку хыпара официаллӑ майпа комментарилеме тӑхтаса тӑрать иккен. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 26–27-мӗшӗсенче иртекен съезда кӗтет. Округа «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне памалли регионсен шутӗнче (кун пирки официаллӑ майпа хыпарламаннине тепӗр хутчен палӑртар) Чӑваш Ен те пур. Пирӗн тӑрӑхра «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ Анатолий Аксаков депутат валли ҫул уҫса памалла-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Леонид Волков Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине Леонид Волкова вӑхӑтлӑха ӗҫрен хӑтарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, ун пирки коррупципе ҫыхӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ, пуҫиле ӗҫ те пуҫарчӗҫ. Халӗ Леонид Волкова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе ӗҫрен хӑтарнӑ. Тулли праваллӑ элчӗ пуканӗпе сывпуллаштарма ыйтса Л. Волков хай заявлени ҫырнӑ. Ун пек хута вӑл маларахах шӑрҫаланӑ-мӗн, анчах ун чух алӑ пусса паман. «Хама айӑплӑ тесе шухӑшламастӑп, эпӗ преступлени туман. Чӑваш Ене ертсе пыракансем манпа ҫавӑн пек хӑтланаҫҫӗ тесе шухӑшламан», — тенӗ Леонид Волков «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата. Тата вӑл правӑна сыхлакансем тӗрӗс тӗпчев ирттерессине шаннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Петр Краснов сӑмах патне кивҫене каймасть Мӗн тӑвас тетӗн, халӗ тепӗр хӗрарӑмсем хӑйсем пуҫ пулма тытӑнчӗҫ те, арҫынна йӑпӑр-япӑр пӑхӑнса ларасшӑн мар. Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн хӑш-пӗр депутачӗсен мӑшӑрӗсем те ҫавсен йышне кӗреҫҫӗ курӑнать. Ытахальтен мар-тӑр ӗнтӗ ӗнер иртнӗ парламент сессийӗнче арӑмсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва хускатнӑ. Кун йӗркинчи ыйтусенчен пӗринче регламента улшӑну кӗртесси пулнӑ. Николай Малов депутат сессире ӑнлантарнӑ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен хӑйсен арӑмӗсен тата ҫул ҫитмен ачисен тупӑшӗ пирки сведенисем тӑратассипе ҫыхӑннӑ объективлӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пирки вӗсем парламент комиссине заявлени ҫырса парсан ун пек сведени ыйтмалла мар. Малов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, пурнӑҫра тӗрлӗ лару-тӑру сиксе тухать: хӑшӗсем уйрӑлмасан та арӑмӗпе пурӑнмаҫҫӗ, арӑмӗ вара упӑшкине хай тупӑшӗ пирки пӗлтересшӗн мар. Ку вӑл объективлӑ сӑлтав шутланнӑран депутатсенчен арӑмӗсен тупӑшӗ пирки кӑтартма ыйтмалла мар. Капла сӗнни Игорь Моляков депутата килӗшмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, РФ Патшалӑх Думинче 100 ытла депутат мӑшӑрӗн тупӑшне кӑтартас марришӗнех уйрӑлнӑ. «Манӑн арӑм ҫухалнӑ, манӑн объективлӑ сӑлтав, эпӗ унӑн тупӑшӗ пирки пӗлместӗп», — тени айванлӑх! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Владимир Белов Сӗнтӗрвӑрри хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Белов ӗҫ вырӑнӗнне пӑрахасси пирки заявлени ҫырнӑ. Капла хута вӑл паян шӑрҫаланӑ иккен. Сӑмах май каласан, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче хула чиккипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва пӑхса тухнӑ чух хулари Депутатсен пухӑвӗн пуҫлӑхӗ тухса калаҫрӗ. Владимир Белов мӗншӗн ҫемҫе, ҫав вӑхӑтрах яваплӑ пукана пӑрахас йышӑну патне ҫитсе тухни пирки хальлӗхе уҫӑмлӑн калаймастпӑр. Сакӑр уйӑх ку должноҫре тимленӗ ҫын пирки тӗрлӗрен калаҫакансем пур. Хӑшӗсем хакланӑ тӑрӑх, В. Белов вӑхӑтӗнче Сӗнтӗрвӑрри хулинче лару-тӑру начарланса кайнӑ, ҫӳп-ҫапа та вӑхӑтра турттарми пулнӑ имӗш. Теприсем сити-менеджера ҫӳлтисем заявлени ҫырма ыйтнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. В. Белов Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине ертсе пырас шухӑшпа та конкурса хутшӑннӑ, анчах вӑл должноҫе Игорь Калининченкӑна лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Игорь Нарышкин «Ӑшӑ вырӑн» пушӑ пулмасть тетчӗҫ-и-ха ҫав? Ҫаплах пуль ҫав. Депутат мандатне ӑшӑ тесе калаймӑпӑр та, ҫапах та вӑл пукана хапсӑнакансем ҫук мар. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Коммунистсен партийӗнчен тухнӑ Дмитрий Евсеев хӑйне валли урӑх вырӑн куҫ хывнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Дмитрий Евсеев партирен кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче тухнӑччӗ. Маларах Дмитрий Евсеев чӑваш парламентӗнче коммунистсен фракцине ертсе пыратчӗ. Кунсӑр пуҫне РФКП Шупашкар хула комитечӗн пӗрремӗш секретарӗччӗ. Кайран вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнчен Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвне куҫрӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗнче коммунист-депутат мандатне паянхи сессире Игорь Нарышкина панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем кашни сасса тӗрӗслесшӗн. Нумаях пулмасть иртнӗ сессире «халӑх тарҫисем» республикӑн парламентне депутатсем суйлассипе ҫыхӑннӑ саккуна йышӑнас умӗн пӗр-пӗринпе хытах тавлашнӑ. Пӗр партирисем хӑйсен пайташӗсемпе куҫкӳрет чӗрре кӗрсе тӑман-ха. Оппозици теме хӑнӑхнисем вара «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» пайташӗсемпе хытах тавлашнӑ. Депутат мандачӗллисенчен 33-шӗ кӗркуннехи суйлава хӑй тӗллӗн хутшӑнас текеннисем тата парламент мар парти пайташӗсем хӑйсемшӗн алӑ пухнисене питӗ тӗплӗн, кашни сасса, тӗрӗслеме йышӑннӑ. Ҫапла туни «вӑрӑ вӑрра шанмасть» тенипе ҫыхӑнман имӗш, демократи приниципӗсемпе килӗшсе тӑрать-мӗн. Пиллӗккӗшӗ кун пек саккуна йышӑнтарасшӑн мар хирӗҫлени кӑлӑхах пулнӑ. Йышлисем сахал йышлисене ҫӗнтересси каламасӑрах паллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче шӑв-шав тӑнӑ. Унта ФСБн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫитнӗ, шырав ирттернӗ, хутсене тӗрӗсленӗ. Малтанлӑха ҫакӑ паллӑ: хула администрацийӗн экс-пуҫлӑхӗ Олег Бирюков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнипе ку ҫыхӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашшипех усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Бирюков ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗн управленийӗн судпа айӑпланнӑ экс-пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе нимӗн те туман, тӑкака шыраса илмен-мӗн. Елена Егоровӑна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче тӗрмене хупмасӑр 2 ҫуллӑха айӑпланӑ. Вӑл хула хыснине 3 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Олег Бирюков Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
Игорь Калининченко Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн должноҫне лартмашкӑн конкурс ирттереҫҫӗ. Ятарлӑ комисси хальлӗхе тӑватӑ кандидата хутшӑнма ирӗк панӑ. Конкурс ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 13 сехетре пулнӑ. Аса илтерер: унчченхи пуҫлӑха Олег Бирюкова должноҫрен ака уйӑхӗнче кӑларнӑ. Вӑл заявление хӑйӗн ирӗкӗпе ҫырнӑ. Олег Бирюков хальхи конкурса та хутшӑнас кӑмӑллӑ пулнӑ. Анчах вӑл унта лекеймен. Конкурса тӑватӑ кандидат хутшӑннӑ. Вӗсем — Владимир Белов (Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗн пуҫлӑхӗ), Андрей Морозов (депутат), Ольга Чепрасова (Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ), Игорь Калиниченко (2012 ҫулта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ). Конкурсра Игорь Калиниченко ҫӗнтернӗ. Вӑл малашне Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине ертсе пырӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |