Политика
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта федерацин Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсенчи саккун кӑларакан органсен пайташӗсем канашланӑ. Йӑлана кӗнӗ пуху черетленсе тӗрлӗ регионта иртет. Хальхинче Шупашкара килнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пуҫтарӑннӑ хӑнасене тӗрлӗ ҫӗре илсе кайса кӑтартнӑ. Паянхи ларӑвӑн кун йӗркине кӗртнӗ тепӗр пысӑк ыйту – йӑлари хытӑ каяшсене тирпейлесе ҫыхӑннӑ ыйту. Ҫавна май кӳршӗллӗ регионтан килнисене ҫав енӗпе ӗҫлекен е унпа ҫыхӑннӑ объектсене кайса кӑтартнӑ: Шупашкарти «Заовражная» шыв тасатакан станцие, Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫӳп-ҫап полигонне тата ҫӳп-ҫапа уйӑракан савута, Биологилле тасатмалли сооружение. Ӗҫ кунне вӗҫленӗ май Правительство ҫуртӗнче анлӑ лару иртнӗ. Унта РФ Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи тулли праваллӑ пайташӗн ҫумӗ Игорь Паньшин хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр каясси пирки заявлени ҫырнӑ. Юрий Курчинин парламентарин общество институтӗнчен каяссине патшалӑх строительствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх управленийӗн, регламент тата депутат этикин комитечӗн ларӑвӗнче (вӑл пуш уйахӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ) пӑхса тухнӑ. ЧР Патшалӑх Канашӗн ҫитес вӑхӑтра, ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, иртекен сессинче ӑна должноҫрен кӑларас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Юрий Сергеевич Кручинин ку должноҫре 2012 ҫултанпа ӗҫлет. Унччен вӑл ЧР прокуратурин органӗсенче, адвокатра тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑл Мари Республикинчи Чикмере 1958 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Вязовский. Борис Филатов сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев харӑсах темиҫе хушӑва алӑ пуснӑ. Вӗсем те — тӳре-шаран ӗҫ вырӑнӗпе ҫыхӑннӑскерсем. Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пыма Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче ӗҫленӗ Сергей Вязовские лартнӑ. Михаил Васильевич ку кандидатура пирки административлӑ ӗҫре опыт пур тесе палӑртнӑ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Гостехнадзорне ертсе пынӑ Владимир Димитриев кӑҫалхи ҫулла ӗҫрен кайнӑччӗ. Пултарайманран мар, урӑх ҫӗре куҫнӑран. Владимир Димитриев хальхи вӑхӑтра Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшать. Унччен ку должноҫре вӑл вӑхӑтлӑх шутланнӑ, нумаях пулмасть район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова суд йышӑнӑвӗпе ӗҫрен кӑларнӑ. |
Политика
![]() Владимир Викторов Паянтанпа Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Викторов стоматолог министр пулса ертсе пырӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ, паянах енсем Правительство ҫуртӗнче тӗл пулса калаҫнӑ. Михаил Игнатьев Владимир Викторова Чӑваш Енри медицина общественноҫӗ сӗннине пӗлтернӗ. Шупашкарти стоматологи поликлиникине чылай ҫул ӑнӑҫлӑ ертсе пыракан специалист медицинӑра чӗрӗк ӗмӗр ытла ӗҫленине палӑртнӑ вӑл. Владимир Викторов — чӑваш парламенчӗн депутачӗ. Унта суйланиччен вӑл хай пурӑнакан Шупашкар районӗнче депутата суйланнӑ. Республикӑн тӗп хулинче ӗҫлеме пуҫласан та унта та ӑна депутата суйланӑ. Обществӑлла ӗҫе те Владимир Викторов хастар хутшӑнать. Вӑл — Стоматологсен ассоциацийӗн, Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Юрий Садовников Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — социаллӑ пурнӑҫпа политика мониторингӗ ирттерекен Юрий Садовников ӗҫрен кайнӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, хыпара журналистсем хӑйсен ҫӑлкуҫӗсем урлӑ пӗлнӗ. Ӗҫрен каяс шут тытнӑ тӳре-шарана, Юрий Садовникова, Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Маларах асӑннӑ МИХа Юрий Садовников урӑх вырӑна пурӑнма куҫнине пӗлтернӗ. Ыйтӑва ҫемьепе татса панине, татӑклӑ утӑм тӑвиччен самай шухӑшланине палӑртнӑ. Юрий Садовников Мускав облаҫӗн правительствинче ӗҫлеме пуҫлӗ. Ҫӗнӗ ҫӗре малтан вӑл хӑй тухса кайӗ, унта тӗпленнӗ хыҫҫӑн Юрий Садовников арӑмӗпе ачисене илсе каяссине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӗренӳ министрӗн ҫумне Светлана Петровӑна ӗҫрен кӑларӗҫ. Ун хыҫҫӑн ҫак ӑшӑ пукан чылай вӑхӑт хушши пушӑ пулчӗ. Паян вара Иван Моторин алӑ пусса вӑл вырӑна Фёдорова Алевтина Николаевнӑна лартнӑ. Алевтина Николаевна 1974 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пуличчен вӑл Шупашкар хулинчи 47-мӗш вӑтам шкулӑн директорӗ пулса ӗҫленӗ, истори тата общество пӗлӗвне вӗрентнӗ. Шкул сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх министрӑн ҫӗнӗ ҫумӗн тӑватӑ аслӑ пӗлӳ дипломӗ. 1996 ҫулта вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори тата географи факультечӗсенчен вӗренсе тухнӑ. 1998 ҫулта унтах юрист дипломне алла илнӗ. 2012 ҫулта Михаил Шолохов ячӗллӗ Мускав патшалӑх гуманитари университетӗнче «Государственное и муниципальное управление» (чӑв. Патшалӑх тата муниципалитет тытӑмлӑхӗ) специальноҫлӑ пулса тӑнӑ. Унӑн пӗтӗм ӗҫ-хӗлӗ 47-мӗш шкулта иртнӗ. Вӑл унта 1995 ҫулта истори вӗрентекенӗ пулса килнӗ. 2004 ҫулта ӑна директор ҫумне лартнӑ, 2010 ҫулта — директор пуканне йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Ен малашне тепӗр регионпа туслӑ ӗҫлӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мурманск облаҫӗпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ. Паян Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Тюкавинпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Мурманск облаҫӗнче 4 пин ытла чӑваш пурӑннине палӑртнӑ. Халӗ икӗ регионӑн пӗр тӗллев: халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси. Икӗ регион экономика, суту-илӳ, ӑслӑлӑхпа техника тата культура тытӑмӗсенче туслӑ ӗҫлессине палӑртса килӗшӳ алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Василий Пословский Чӑваш Енӗн прокуратурине учитель тата хаҫатҫӑ пулнӑ ҫын ертсе пырӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн прокурорӗн кандидатурине пӑхса тухнӑ. Малтан эпир урӑх МИХа таянса пӗлтерни тӳрре килчӗ: ку пукана Адыгея прокурорне Василий Пословские сӗннӗ. Татӑклӑ сӑмаха РФ Президенчӗ Владимир Путин калӗ — прокурора ҫирӗплетекен хушӑва вӑл алӑ пусать. Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка сӗннӗ кандидатура прокуратура тытӑмӗнче виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать. Юлашки ҫулсенче вӑл Адыгейӑра ӗҫленӗ. Правӑна сыхлакан тытӑма куҫиччен Воронеж облаҫӗн ҫынни Василий Пословский учительте те ӗҫленӗ, район хаҫатӗнче литература сотрудникӗнче те, комсомол органӗнче те. Чӑваш парламенчӗн хӑш-пӗр депутачӗ калашле, Совет саманинче пиҫӗхнӗ. Парламентарисен кашни ыйтӑвне те вӑл тивӗҫлипе хуравларӗ. |
Политика
![]() Александр Казаков текех Ҫӗрпу район администрацийӗн пуҫлӑхе мар Ҫӗрпӳ район администрацине Александр Казаков ертсе пыма пӑрахнӑ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн XII черетсӗр ларӑвӗнчех (вӑл иртнӗ эрнерех пуҫтарӑннӑ) йышӑннӑ. Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Казаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Контракт вӗҫленнине кура унӑн полномочине чарса лартма йышӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Казаковӑн ҫумне — вӗрентӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхне Алла Волчковӑна шаннӑ. Александр Казаков депутатсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗ тухнӑ. Унта ҫӗрпӳсен райадминистраци пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссин пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пыракан процедура. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Чӑваш Енӗн прокурорӗнче Сергей Легостаев нумай вӑхӑт ӗҫлемерӗ. Ҫӗнӗ тивӗҫе 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 5 ҫуллӑха кӳлӗннӗскере должноҫрен хӑтарасси пирки иртнӗ эрнере РФ Президенчӗн указӗ тухрӗ. Чӑваш Ене киличчен Сергей Легостаев Кисан облаҫӗн прокуратурине ертсе пынӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнере иртекен сессийӗнче республика прокуратурин кандидатурине пӑхса тухмалла. Апла тума саккун хистет. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Адыгея прокурорӗ Василий Пословский йышӑнма пултарать текен сӑмах ҫӳрет. Пакунлӑ ҫав ҫын 1961 ҫулта Воронеж облаҫӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура органӗсенче 1984 ҫултанпа ӗҫлет. Тула облаҫӗн прокурорӗнче тӑхӑр ҫул тимленӗ. Адыгея прокурорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа тӑрӑшать. Авланнӑ. Икӗ ача ашшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |