Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Ежеев Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑйӑн пуканне йышӑнма пултарассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Омбудсмен кандидатурине Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи сессийӗнче пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 33 депутат сасӑланине, улттӑн тытӑнса тӑнине, пӗри хирӗҫ пулнине те эпир ҫырнӑччӗ.
Владимир Ежеев кандидатурине унччен ЧР ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ Сергей Павлов депутат сӗннӗ.
Владимир Ежеев ЧР Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче хӑйӗн унчченхи заявленине илессине пӗлтернӗ, депутатсем унӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: ҫитес уйӑхра 60 ҫул тултаракан Владимир Ежеев кандидатурине халӑхра, ҫав шутра хӑш-пӗр депутат та, тӗрлӗрен йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. Республикӑри омбудсмен кандидатурине Раҫҫейри этем прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй пӑхса тухса ырлать.