Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере те хӗвеллӗ ҫанталӑк савӑнтарӗ.
Ырантан, ытларикунран, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫилпе пӗрле Чӑваш Ене ӑшӑ килме тытӑнӗ, ҫавна май ҫӗрлесерен тӑм ӳкме пӑрахӗ, кӑнтӑрла 18-23 градус ӑшӑ пулӗ.
Кӗҫнерникун пӗлӗтленӗ. Анчах ҫумӑр шӑматкун кӑна ҫӑвӗ. Канмалли кунсенче ҫил вӑйланӗ, вырсарникун вара сивӗтме тытӑнӗ. Ҫитес тунтикун кӑнтӑрла термометр 12-17 градус кӑна кӑтартӗ.
Ан кулянӑр, ӑшӑ таврӑнӗ! Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 25-мӗшӗнче республикӑна каллех тропика ӑшши килме пултарать.