|
Сывлӑх
![]() "ПТРК" тунӑ видео скринӗ Шупашкара Мускав хирургӗ Евгений Зорин килнӗ. Вӑл хырӑмлӑха резекци тумалли операципе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ку операци мӑнтӑр ҫынсене кирлӗ, вӗсем начарланаймаҫҫӗ пулсан вӑл шӑпах пулӑшӗ. Пирӗн республикӑра ку таранччен кунашкал операци туман-ха. Ку – пӗрремӗш. Пӗр хӗрарӑм мӑнтӑр, ниепле те начарланайман. Тухтӑрсем ӑна кунашкал операци ирттерме сеннӗ, вӑл килӗшнӗ. Евгений Зорин Шупашкар пульницинче кунашкал икӗ операци тунӑ. Хырӑмлӑха резекци туни мӗн-ха вӑл? Хирург хырӑмлӑхран 1 сантиметр диаметрлӑ ҫӳхе ҫанӑ тӑвать, хырӑмлӑх 10 миллилитр ҫеҫ тӑрса юлать, ыттине касаҫҫӗ. Ҫапла майпа пациент сахалрах ҫиме тытӑнать, начаранать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() kanash-info.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Ҫавӑнта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫне те тишкернӗ. ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче 2018 ҫулта планпа пӑхнӑ 12, планпа пӑхман 123 тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн 12 акт, 91 асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра асӑрхаттару хучӗсен шучӗ 46-па танлашнӑ. Тӗп ҫитменлӗх медицина ӗҫ-хӗлне, медицина хучӗсене йӗркелессипе, диспансеризаци тӗрӗслевӗ кӑларассипе, медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ. Росздравнадзор управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем чылай чухне ҫынсем ҫахавлани тӑрӑх тӗрӗслев йӗркеленӗ. 2018 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници пирки ытларах евителнӗ пулсан, кӑҫал — Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници пирки. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Республикӑн синкер медицини тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ» хысна учрежденийӗнче пӗлтерне тӑрӑх, васкавлӑ пулӑшу номерӗпе теприсем шӳтлесе те шӑнкӑравлаҫҫӗ. Тӗрӗссипе, тухтӑрсен выляса ларма вӑхӑт ҫук. Иртнӗ эрнере, авӑн уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче, диспетчерсем 10 пин ытла шӑнкӑрав йышӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини 5720 пациент патне тухса кайнӑ. 3209 ҫынна пульницӑна вырттарма илсе кайнӑ. Кая юлмасӑр пулӑшмалла тӗслӗхсем те пулаҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ун пеккисем 5 процент тупӑннӑ. Диспетчер ыйтӑвне тӗрӗс те уҫӑмлӑн хуравлама сӗнеҫҫӗ. Апла тусан васкавлӑ пулӑшу машини вырӑна хӑвӑртрах тухса кайӗ. Ӑҫта пымаллине те йӗркеллӗ ӑнлантарма ыйтаҫҫӗ. Ҫын урамра пулсан хушма ориентирсене кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал пирӗн республикӑна мобильлӗ 16 фельдшерпа акушер пункчӗ килнӗ. Вӗсенчен саккӑрӑшӗ утӑ уйӑхӗнче ҫитнӗ. Ҫак кунсенче республикӑна таиа тепӗр 8 ФАП килнӗ. Ҫавӑн валли федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ тесе пӗлтерет Чӑваш.Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви. Пӗлтӗр пирӗн республика туяннӑ пилӗк мобильлӗ ФАПпа пӗрлех Чӑваш Енре куҫса ҫӳрекен 21 феььдшерпа акушер пункчӗ ӗҫлӗ. Вӗсем кашни районта пӗрер пулӗҫ. Кунсӑр пуҫне тата ҫулталӑк вӗҫлениччен куҫса ҫӳрекен маммограф тата флюорограф илсе килӗҫ. Урапа ҫинчи ФАПсем сахал йышлӑ ялсене ҫитӗҫ. Вӗсем пулӑшнипе ялта пурӑнакан 33 пин ҫынна тухтӑрсем тӗрӗслӗҫ тесе шантараҫҫӗ ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() Канашлура Чӑваш Енре Глаукома центрӗ уҫасшӑн. Ҫакӑн пирки ӗнер, авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Республикӑн клиника офтальмологи пуььницинче сӑмах хускатнӑ. Сывлӑх сиплев учрежденийӗнче глаукома диагнозӗллӗ пациентсем валли уҫнӑ шкулӑн черетлӗ занятийӗ иртнӗ. Мероприятие пуььницӑн тӗп врачӗ, ЧР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп специалисчӗ-офтальмологӗ Дмитрий Арсютов уҫнӑ. Вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, республикӑра глаукомӑпа чирлисен реестрне йӗркеленӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра Глаукома центрне уҫасшӑн. Унта чирлисем ҫулталӑкра сахалтан та пӗр хут тӗрӗсленейӗҫ. «Глаукома — куҫӑн хӑрушӑ чирӗсенчен пӗри. Вӑл суккӑрлатма пултарать. Пирӗн пульницӑра ӗҫлекенсем ҫав чирпе аптӑракансемпе кунсерен тӗл пулаҫҫӗ. Чи кирли — пациентсемпе вӗсен ҫывӑх ҫыннисене глаукомӑн аталанӑвне чарса лартма май пуррине ӑнлантарасси», — тенӗ Дмитрий Арсютов. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() http://1ul.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 48 процентӗнчен кая мар грипран прививка тумалла. Пульницӑсем предприятисемпе килӗшӳсем тӑвассине те йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 2542 доза вакцина илме заявка тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вакцинӑшӑн предприятисем хӑйсем тӳлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑра прививка тумалли 869 пӳлӗм хута янӑ. Тухтӑрсем предприятисемпе организацисене ҫитсе грипран вакцинаци тума палӑртаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе 160 бригада хатӗрленӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшне илсен, планпа пӑхса хӑварнинчен 13 процентне прививка туса ӗлкӗрнӗ. Тухтӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, грипп тата ОРВИ кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче е тата нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытларах аптӑратма пултарӗ. Пульницӑсенче аслисем валли 143 койка, ачасене валли 265 вырӑн хатӗрленӗ. Халӑх хушшинче чир-чӗр анлӑ сарӑлас пулсан, 1529 хушма вырӑн та йӗркелеме май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкодиспансерӗнче пуҫ тата мӑй усал шыҫҫисене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртмалли кун ирттерӗҫ. Ҫынсем ҫав кун онкологпа ятарлӑ направленисӗр тӗл пулса калаҫма пултарӗҫ. Йышӑну ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Пациентсемпе Елена Колчина тата Дмитрий Кононцев консультаци ирттерӗҫ. Ҫак тухтӑрсем патне лекес тесен электронлӑ регистратура урлӑ ҫырӑнма май пур. Республикӑри клиника онкодиспансерӗ Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Респубикӑри психпульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Федор Орлов йышӑннӑ Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫӗнӗ ҫынпа пульницӑри ӗҫченсене паллаштарнӑ. Федор Витальевич 1964 ҫулта ҫуралнӑ, 1991 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Республикӑри психпульницӑра 1991 ҫултанпа ӗҫлет. Палӑртмалла: унччен ку дожноҫра Елена Калинина вӑй хунӑ. Вӑл халӗ Республикӑри наркологи диспансерне ӗҫлеме куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() riafan.ru сайтран илнӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен республикӑра 71 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларнӑран пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кӑларнӑ 178 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче энцефалит вирусне тупнӑ, тӑхӑрӑшӗнче – боррелиоз. Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе 1872 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларсан пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 909-шӗ – Шупашкар ҫыннисем. Асӑрханӑр: сӑвӑссем халӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Сывлӑх
![]() cap.ru сайтри сӑн Кӑҫал Чӑваш Республикинче «Сывлӑх сыхлавне аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 26 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ФАПсем уҫӑлнӑ ӗнтӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Ичиксы ялӗнче ФАП хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи халӑхшӑн та савӑнӑҫ пулнӑ: сывлӑха тӗрӗслеттермелли пункт уҫӑлнӑ. Кӗҫех Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ФАП ӗҫлеме тытӑнмалла: унта йышӑну комиссине кӗтеҫҫӗ. Тепӗр 23 ФАП уҫӑлмалла. Ҫак объектсенчи строительство ӗҫӗҫем кӗҫех вӗҫленмелле. Ҫӗнӗ 23 ФАП авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлеме тытӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
