Сывлӑх
![]() Элӗк районӗнчи Ҫулавӑҫ тата Шуркасси ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 700 яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ. ФАПсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӗсем хӑтлӑ: ҫӗнӗ сӗтел-пукан, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ вырнаҫтарнӑ. Сусӑрсем те унта ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухайӗҫ, мӗншӗн тесен пандуссем пур. ФАПра Алевтина Семенова ӗҫлет. Вӑл кунта кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Раҫҫейри чылай регионта пӗлтӗр усал шыҫӑпа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышне кӗнӗ. Экспертсем лӑплантармаҫҫӗ: ку кӑтарту тата пысӑкрах пулӗ. Пӗлтӗр Раҫҫейре малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ усал шыҫӑ чирӗ 3 процент ӳснӗ. Экспертсем ку кӑтарту мӗншӗн тата ӳсме пултарассине пӗлтернӗ: тухтӑрсем пациентсене тимлӗрех тӗрӗслеҫҫӗ. Диагностика лайӑхланни те усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать. Ытларах ку кӑтарту пӗлтӗр ҫак регионсенче ӳснӗ: Чукотка автономи округӗ, Хабаровск крайӗ, Амур облаҫӗ, Крым, Чӑваш Ен. Калмӑк Республикипе Якутире вара усал шыҫҫа тупса палӑртас ӗҫ япӑх пырать. Унта чире ытларах чухне юлашки тапхӑрта кӑна палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Авӑн уйӑхӗн 15-23-мӗшӗсенче Русфонд Шупашкарта ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Ӑна шӑмӑ сӑссине паракан донорсен кунне халалланӑ. Русфонд кулянтаракан статистика хыпарлать: Раҫҫейри кашни 20 минутра пӗр ҫын унӑн юн ракӗ пулнине пӗлет. Шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни чылайӑшӗн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшать. Хашӗсемшӗн тӑванӗсем донор пулаяҫҫӗ, теприсемшӗн вара ҫук. Донора тупма ҫӑмӑл мар. Раҫҫейри регистрта кирлӗ донора тупас шанчӑк 1/400-па танлашать. Шел те, регистр пӗчӗк: пӗтӗмпе те 83 пин ытла ҫын кӑна. 18-45 ҫулсенчи кирек мӗнле ҫын та донор пулаять. Малтанах 9 миллилитр юн илеҫҫӗ, регистра кӗме алӑ пустараҫҫӗ. Анализ чирлӗ ҫынпа пӗр тӗк донора тепӗр хутчен тӗреслеме пултараҫҫӗ. Донор пулма хӑрамалла мар: процедура пӗрре те ыраттармасть. Эсир вара ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултаратӑр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Ене ҫывӑх вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машинисем тепӗр 9 единица килсе ҫитмелле. РФ Правительствин авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Раҫҫейӗн 75 субъектне 895 машина уйӑрнӑ. Машинӑсене хамӑр ҫӗршыври «ГАЗ» тата «УАЗ» савутсенчен туянӗҫ. Пӗлтӗр пирӗн республикӑна федераци укҫи-тенки шучӗпе 26 автомобиль килсе ҫитнӗ. Кӑҫал республика хысни шучӗпе 84 машина туянма палӑртса хунӑ. Кун валли 230 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов васкавлӑ пулӑшу машинисен пӗлтерӗшне пысӑка хурса хаклать. Чирлесе ӳкнӗ е инкеке лекнӗ ҫын патне тухтӑрсем хӑвӑрт ҫитейсен этем пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулать-ҫке. Кунта васкавлӑ пулӑшу автомобилӗсем ҫителӗклӗ пулни питех те паха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри тухтӑрсем грипран хӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем хӑйсене вакцинаци тутараҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министертсвинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Дерягин укол тутарнӑ та ӗнтӗ. Шурӑ халатли ытти ҫынна та, ултӑ уйӑхри ачаран пуҫласа ваттисем таранах, прививка тумалла тесе шухӑшлать. Вакцинаци витӗр тухнӑ ҫынна грипп ерсен те амак ҫӑмӑллӑн иртнине палӑртать. Чӑваш Ене вакцинӑн пӗрремӗш партине иртнӗ уйӑхрах кӳрсе килнӗ. Вӑл халӑхӑн 19 процентне укол тума ҫитет. Сӑмах май каласан, Роспотребнадзор ҫӗршыври халӑхӑн 45 процентӗнчен кая мар ҫынна укол тӑвасшӑн. Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче шутланаканнисене вара — 75 процентран кая мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Чӑваш Енри пульницӑсене «МОСРЕНТГЕНПРОМ» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫтернӗ флюорографовсем пирки шӑв-шав тухнӑ. «МОСРЕНТГЕНПРОМ» предприятин медицина оборудованине Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ техника заданийӗпе килӗшсе тӑмасть тесе йышӑннӑ. Ҫавӑнпа килӗшмесӗр предприяти суда та ҫитнӗ, анчах унтисем монополипе кӗрешекенсем майлӑ пулнӑ. Тавлаштаракан флюорографсемпе Шупашкарти 1-мӗш клиника тата Шупашкарти тӗп пульницӑсене тивӗҫтернӗ. Маларах ҫавӑн пек оборудовани Йӗпреҫри тӗп район пульницине тата Шупашкарти иккӗмӗш пульницине ӑсаннӑ. Ун чухне аукционта «Медипром» предпряти ҫӗнтернӗ. Флюорографсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва Росздравнадзор тишкернӗ. Унтисем Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министертвин учрежденийӗсене тӗрӗслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти шкулсенче «Сывӑ пурнӑҫ йӗркин отрячӗсене» йӗркелесшӗн. Кун пирки республикӑри педагогсен ӗҫлӗ канашлӑвӗнче калаҫнӑ. Анчах ку ҫӗнӗлӗх хулари пур шкула та пырса тивмӗ. Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗн ӗҫне хутшӑнакан пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна хута яма палӑртнӑ. Унашкаллисем – 76-ӑн. Отрядсене кӑҫал авӑн уйӑхӗнче йӗркелесшӗн. Ҫакнашкал отрядсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлӗҫ. Вӗсем тӗнче тетелӗпе ытлашши туслашасран профилактика ирттерес, ҫынсене хальхи медицина пирки пӗлтерес енӗпе проектсем те хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Мускав-Краснодар» рейспа вӗҫекен самолетра Шупашкар ҫыннине япӑх пулса кайнӑ. Ӑна «Армавир» клубӗн тухтӑрӗ пулӑшнӑ. Самолетра пулнӑ 59 ҫулти Андрей Пивоваров икӗ туалет хушшинче ҫара уран ларакан арҫынна асӑрханӑ. Хӑйне япӑх туйнӑран лешӗ нимех те ӑнлантарайман. Футбол командин тухтӑрӗ самолета васкавлӑн анса ларма сӗнес патнех ҫитнӗ. Дон ҫинчи Ростов патне ҫитсен арҫын хӑйне лайӑхрах туйма пуҫланӑ. Хӑй Шупашкартан пулнине, Пакистанра ҫуралнине, Хура тинӗс хӗррине ҫемйи патне вӗҫнине пӗлтернӗ. Каштахран вӑл тепӗр хутчен йывӑрланса кайнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнче ыратнӑ, мӑйӗ, ҫан-ҫурӑмӗ сӑлтӑртатнӑ. Тухтӑр массаж тунӑ, Су-Джок текен терапипе усӑ курнӑ. Халӗ арҫын тинӗс хӗрринче канать-мӗн, хӑйне аван туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Хӗтеркасси ялӗнче те трасса ҫинче васкавлӑ пулӑшу кӳрекен пункт уҫӑлнӑ. Вӑл Нискассинчи пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗнче вырнаҫнӑ. Хӗрлӗ хӑйӑва касма хутшӑннӑ республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов кун пек пунктсем питех те пӗлтерӗшлине палӑртнӑ. Инкексем ҫул-йӗр ҫинче, шел те, час-часах пулаҫҫӗ. Пӑтӑрмахӗ ачи-пӑчине те, вай питтипе ваттине те тиркемест. Ҫуран утакан ҫын-и вӑл е салонта ларса пыракан-и — пурне те амантать. Трасса ҫинчи инкек вырӑнне тухтӑрсем васкавлӑн ҫитсе вӑхӑтра пулӑшни питех те паха. Ҫавӑнпа та маларах, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ун пеккине Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ялӗнче уҫнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 434 хӗрарӑм ЭКП (экстракорпораллӑ пӗтӗлентерӳ) пулӑшнипе ача ҫуратма тӗллевленнӗ. Палӑртмалла: ку мелпе халӗ ытларах усӑ курма тытӑннӑ-мӗн. Процедурӑна Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче тӑваҫҫӗ. Кӑҫал квота 650 процедура валли уйӑрнӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта ЭКП мелӗпе 185 ача ҫут тӗнчене килнӗ. Кӑҫал вара хальлӗхе 100 ытла пепке ҫак мелпа ҫуралнӑ. Пӗлтӗр Президент пепкелӗх центрӗ ҫапла хыпарланӑ: ЭКПпа усӑ курнӑ 35 ҫул тултарман хӗрарӑмсен 30 проценчӗ ача ҫуратаять. Аслӑраххисене вара йывӑртарах: тӗнчипе илес тӗк, ЭКП мелӗпе усӑ курнӑ хӗрарӑмсен 5-7 проценчӗ ҫеҫ амӑшӗ пулаять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |