Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Тухтӑрсем Уҫӑ алӑксен кунне чӗнеҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.01.2020 07:48 | 1184 хут пӑхнӑ
Сывлӑх

Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарти пульницӑсенче Уҫӑ алӑксен кунӗ иртӗ.

Республикӑн клиника пульницин консультаци поликлиникинче (вӑл Мускав проспектӗнчи 11-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) поликлиника заведующийӗ — Пимен Иванов врач-уролог, Татьяна Воробьёва гематолог, Тамара Григорьева ревматолог тата Анна Никифорова гастроэнтеролог йышӑнӗ. Консультаципе диагностика центрӗнче (Мускав проспекчӗ, 19/4-мӗш ҫурт) Екатерина Сидякина терапевт, Галина Россейкина невролог-эпилептолог, Оксана Петрова гастроэнтеролог йышӑнӗҫ.

Республикӑн кардиологи диспансерӗнче пациентсене 8 сехетрен 13 сехетчен пулӑшӗҫ. Ыран чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ те йышӑнӗ. (8352) 70-95-90 телефон номерӗпе регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма кая юлман-ха.

Республикӑн наркологи диспансерӗ те ыран Уҫӑ алӑксен кунне ирттерет. Наркологсемпе психологсем сиенлӗ йӑларан хӑпма сӗнӳ-канашпа пулӑшӗҫ. Тухтӑрсем Пирогов урамӗнчи 6-мӗш уртра (тел. 23-41-68), Ленин проспектӗнчи 25-мӗш ҫуртра (тел. 62-63-63), Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммунистсен урамӗнчи 27-мӗш ҫуртра (тел. 73-29-83), Ҫӗмӗрлери МОПР урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра (тел. (83536) 2-14-30) 8 сехетрен тытӑнса 14 сехетчен йышӑнӗҫ. Ачасем сиенлӗ йӑли-йӗрке туслашнипе ҫыхӑннӑ ыйтупа

Шупашкарти Ленин проспектӗнчи 25-мӗш ҫурта (тел. 62-63-63) ҫитсе килме пулать.

#Сывлӑх сыхлав министерстви, #пульницӑсем, #тухтӑрсем, #сывлӑх

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем