Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -12.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Сывлӑх

Сывлӑх
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Эндокринологсем Шупашкарта пурӑнакансене сывлӑха ҫирӗплетме чӗнеҫҫӗ. Вӗсем Скандинави мелӗпе мӗнле утмаллине вӗрентеҫҫӗ. Урок кашни юнкун 16 сехетре пуҫланать, 17 сехетре вӗҫленет.

Кунашкал урока кашниех хутшӑнма пултарать. Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн эндокринологӗсем кун пек акцие пӗлтӗр те ирттернӗ. Кӑҫал уроксене ҫӗнӗрен пуҫарнӑ.

Тухтӑрсем Скандинави утти чӗрешӗн усӑллӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл начарланма, япаласен ылмашӑнӑвне лайӑхлатма пулӑшать.

 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25.

Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ.

Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт.

 

Сывлӑх
www.svoboda.org сайтран илнӗ сӑн
www.svoboda.org сайтран илнӗ сӑн

Чӑваш Енре 2 пин ытла ВИЧ-инфекциллӗ ҫын пурӑнать. Палӑртмалла: республикӑра ку чирпе нушаланакансен йышӗ ӳснӗ.

Кӑҫалхи ҫур ҫулта 165 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, халӗ республикӑра ку чирпе аптӑракан 2368 ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ытти регионти ҫынсем те пур.

Ку таранччен Чӑваш Енре 3095 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине шута илнӗ. Вӗсенчен 80-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 228-шӗн СПИД стадине куҫнӑ. Ку чирпе нушаланакансем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта ытларах.

Республикӑра, 5 хулара, кӗҫех «Тест на ВИЧ: Экспедиция» ятлӑ акци иртӗ. Тест витӗр ҫурла уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче тухма пулать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58773
 

Сывлӑх

Чӑваш Ене мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ. Вӗсемпе Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Шупашкар, Улатӑр, Елчӗк, Вӑрмар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тухтӑрсем халӑх патне ҫӳрӗҫ. Мобильлӗ комплекссем асӑннӑ районсенчи пӗчӗк ялсене ҫитсе килме кирлӗ. Медицина комплексӗсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкри тӗп район пульницине ҫӗнӗ комплекса панӑ та ӗнтӗ.

«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫласа кӑҫал пирӗн республикӑна 18 комплекс кӳрсе килмелле. Вӗсем 100 ҫынтан сахалтарах пурӑнакан ялсенчи 33 пин ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем патне куҫса ҫӳрекен медицина центрӗ тата 13 мобильлӗ медицина комплексӗ, 1 маммограф ҫӳрет.

 

Сывлӑх

Куславкка районӗнчи Чашлама ялӗнче пурӑнакансем халӗ пульницӑна ҫитес тесе 20 ҫухрӑм парӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ патне ҫитме те ҫывӑх мар - 15 ҫухрӑм каймалла.

Тинех вӗсем патне савӑнӑҫ ҫитнӗ – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ, вӑл хута каять ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.

Ҫак ял тӑрӑхӗнче 300 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ ФАП вӗсемшӗн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ. Хальхи вӑхӑтра ФАПра шалти отделкӑна тӑваҫҫӗ, тулашри сетьсене хураҫҫӗ. Унӑн алӑкӗ кӗҫех уҫӑлӗ – фельдшерпа акушер пунктне ҫитес уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58715
 

Сывлӑх

Шупашкарти пӗр арҫын кӗпепе ҫурална пулӗ. Ӑна тухтӑрсем вилӗмрен ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫав арҫын клиника вилӗмӗнче 20 минут пулнӑ.

ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «103» номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ: арҫыннӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Тухтӑрсем пациент патне 6 минутран ҫитнӗ. Медиксем ҫитнӗ тӗле унӑн сывлӑхӗ тата йывӑрланнӑ, вӑл сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ.

Шурӑ халатлисем тӳрех реанимаци ӗҫӗсене тума пуҫланӑ. Вӗсем пациентӑн пурнӑҫӗшӗн 20 минут кӗрешнӗ. 20 минутран арҫыннӑн пульс тупӑннӑ, вӑл тӑна кӗнӗ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/58694
 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, диспансеризацие каҫсерен тата шӑматкунсерен те тухма пулать.

Паян ЧР Правительствин планеркинче (ӑна Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ) диспансеризаци кӑларассине кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле йӗркеленине сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов сӑмах илнӗ.

Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче пирӗн республикӑра 114 пин ҫынна диспансеризаци кӑларнӑ. Хушма тӗрӗслевсем витӗр тухма сӗннисем ҫав шутра — 40 процент.

Вӑйпиттисемех (тӗрӗсленнисенечн 57%) вӑраха кайнӑ чирсемпе чирлине палӑртнӑ. Усал шыҫӑпа аптӑракансене 199 ҫынна шута илнӗ. Вӑл шутран 69-шӗ — вӑйпиттисем. Усал шыҫҫа 1-2 стадире палӑртасси диспансеризацие пула 66 процент нумайланнӑ.

 

Сывлӑх

Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Енре «Сывлӑха пӗрле упрар» проект старт илет. Унта хутшӑнакан нимеҫӗсем-медиксем 55 ҫултан иртнӗ, инсульт е инфаркт чӑтса ирттернӗ ҫынсене сӑнаса тӑрӗҫ. Пациентсем пульницӑран кӑларсан киле таврӑнӗҫ, вӗсем патне нимеҫӗсем килсе ҫӳрӗҫ.

Нимеҫӗсем-медиксем чирлӗ ҫынсен артери юн пусӑмне виҫӗҫ, психологи тӗлӗшӗнчен пулӑшу кӳрӗҫ, кил-тӗрӗшре пулӑшӗҫ. Вӗсем пациентсемпе пӗрле сывлӑха ҫирӗплетмелли курссене, культура мероприятийӗсене ҫӳрӗҫ.

Кашни пациент валли кун кӗнеки ҫырса пырӗҫ. Унта нимеҫӗсен вӗсен сывлӑхӗ пирки ҫырса пырӗҫ. Хальлӗхе медиксем 10 пациентӑн сывлӑхне сӑнаса тӑрасси паллӑ.

Проект 2020 ҫулхи ҫу уйӑхӗччен ӗҫлӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева Питӗрти Мариинка пульницин кардиологи уйрӑмне илсе кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ҫав вӑхӑтрах Элтеперӗн пресс-секретарӗ Олег Сидоров республика ертӳҫи чирленине туннӑ. Пресс-секретарь журналистсене ӗнентернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен отпускра, Чӑваш Ен тулашӗнче диспансеризаци тухать.

Питӗрти 5-мӗш канал, «Комммерсант-Санкт-Петербург» тата ытти хӑш-пӗр МИХ Михаил Игнатьев чӗре ыратнипе пульницӑна лекнине хыпарланӑ. МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен Элтеперӗ — реанимаци уйрӑмӗнче.

Паян 15 сехет те 33 минутра ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Михаил Игнатьев черетлӗ отпускра, планпа пӑхнӑ медицина тӗрӗслевӗ тухать тата сипленет тесе хыпарларӗҫ. Элтепер канассине ытти чухне малтанах хыпарлаканччӗ, ӑҫта та мӗнле каннине Инстаграмра та пӗлтерекенччӗ.

 

Сывлӑх

Чӑваш Енри пӗр районти 35-ри тӗп бухгалтер 5 ҫул хушшинче медицина учрежденийӗн 11 миллион тенкине кӗсйине чикнӗ – ҫапла шухӑшлаҫҫӗ следовательсем. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе ШӖМӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ суда пӑхса тухма ярса панӑ.

Следстви пынӑ вӑхӑтра тӗп бухгалтера килти ареста лартнӑ, унӑн 1 миллион ытла тенкӗлӗх куҫман пурлӑхне арестленӗ. Айӑпланакан хӗрарӑм тӑкака саплаштарма пуҫланӑ, хальлӗхе 300 пин тенкӗ панӑ.

Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, тӗп бухгалтер пульница валли укҫа-тенкӗ запрос тунӑ чухне хушма нухрат кирлине те палӑртнӑ. Кайран вӑл ҫав укҫапа хӑй пӗлне пек усӑ курнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн хура ӗҫӗсене пытарас тесе иккӗллӗ бухгалтерипе усӑ курнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://21.xn--b1aew.xn--p1ai/
 

Страницӑсем: 1 ... 121, 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, [131], 132, 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, ...182
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй