Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ача-пӑчан пӗр шухӑш, ваттӑн ҫӗр шухӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче «Черчен чечексем» ача-пӑча ӳнер пултарулӑхӗн республикӑри фестиваль-конкурсӗн тапхӑрӗ вӗҫленнӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне маларах асӑннӑ культура керменӗ (вӑл Республикӑн халӑх пултарулӑхӗн центрӗ шутланать) йӗркеленӗ. Мероприятие тӗрлӗ енчен пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас тӗллевпе ирттерне.

Пӗтӗмлетӳллӗ тапхӑра 300 ытла ача (ҫав шутра — пултарулӑх ушкӑнӗсемпе 7-16 ҫулсенчи ачасем) хутшӑннӑ. Вӗсен тӑрӑшӑвне «Вокал», «Фольклор», «Хореографи», «Инструмент пултарулӑхӗ», «Илемлӗ сӑмах», «Декораципе прикладной ӳнер» номинацисенче хакланӑ.

 

Хулара
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта Раҫҫей Ҫарӗн ҫар ҫыннисене халалланӑ темиҫе конструкцие вандалсем сиенлетнӗ. Плакатсем Рашчара вырнаҫнӑ. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет, ҫак ӗҫе кам тунине палӑртаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗ хушнипе йӗрке хуралҫисем вандалсене тупса палӑртас тӗлӗшпе ӗҫлӗҫ. Ӗҫ мӗнле пурнӑҫланса пынине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

Тен, иртен-ҫӳрен ҫак ӗҫе кам тума пултарнине асӑрханӑ? Эппин, часрах кун пирки полицие пӗлтерӗр. Телефон номерӗ: 73-8-02, 102.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71557
 

Хулара
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Шупашкарта пурӑнакан, унччен судпа айӑпланман 21 ҫулти каччӑна йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ. Унран 200 грамм ытла наркотик туртса илнӗ.

Каччӑ Кӗремечке станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хума хӑтланнӑ. Ҫав вӑхӑтра ӑна полицейскисем тытса чарнӑ. Ун ҫумӗнче пулнӑ полимерлӑ хутаҫра 3,75 грамм ытла наркотик пулнӑ. Ку – пысӑк виҫе.

Кинолог пулӑшнипе унӑн хваттерӗнче те ухтарнӑ. Унта та тӗркесем тупнӑ. Унта метилэфедрон – 228,96 грамм, кокаин 0,43 грамм пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: каччӑ вӑрттӑн вырӑнсене наркотик хурассипе нумай вӑхӑт ӗҫленӗ.

Ҫакна каламалла: 21 ҫултискер – спорт мастерӗн кандидачӗ. Ку ӗҫшӗн ӑна тӗрмене 20 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ.

 

Хулара

Паян Шупашкара Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ ҫитнӗ. Вӑл кунта нумаях пулмӗ, паянах, 16 сехетре, тапранса малалла кайӗ.

«Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Хусанта, Шупашкарта тата Муромра куҫса ҫӳрекен музея шкул ачисем тата студентсем ҫеҫ кӗме пултарни пирки пӗлтернӗ. Ушкӑнсене вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин управленийӗн органӗсен йӗркелемелле.

Паян экспозиципе ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та паллашнӑ. Унпа пӗрле транспорт министрӗ Владимир Осипов, журналистсем пулнӑ. Паян пуйӑс патӗнче черет пулнӑ. Ушкӑнсене 12-шер ҫын кӗртнӗ.

Пуйӑса лекес тесен маларах ҫырӑнмалла пулнӑ.

 

Хулара
gorodche.ru сайтри сӑн
gorodche.ru сайтри сӑн

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче «Киа Рио» машина 11 ҫулти хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Водитель вырӑнтан тарнӑ.

Хӗрача «зебра» патӗнче ҫул урлӑ каҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине машина пырса кӗнӗ. Водитель ачан сывлӑхӗ пирки ыйтса пӗлес тесе самантлӑха чарӑннӑ. Кайран малалла кайнӑ.

Каярахпа ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Унӑн чӗркуҫҫи кӑштах аманнӑ. Инкек хыҫҫӑн темиҫе сехетренех ҪҪХПИ инспекторӗсем руль умӗнче ларнӑ хӗрарӑма шыраса тупнӑ. 32 ҫултискер тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ.

 

Хулара
Хула администрацийӗ тунӑ сӑн
Хула администрацийӗ тунӑ сӑн

Шупашкарта 5-мӗш хутран ӳкнӗ арҫын ачана тытса ӗлкӗрнӗ Вениамин Егорова Шупашкар хула администрацийӗ чысланӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Мир проспектӗнче чӳречерен ӳкнӗ 5 ҫулти арҫын ача ӑна пула чӗрӗ юлнӑ, вӑйлах суранланман.

Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗ Алексей Кортунов арҫын паттӑр пулнине палӑртнӑ. Ӑна тав ҫырӑвӗпе, парнесемпе чысланӑ. Ҫав йышра – хула сӑнне ӳкернӗ картина.

Вениамин Егоров хӑй те ача ашшӗ, унӑн ывӑл ӳсет. Вӑл ашшӗ-амӑшне тимлӗрех пулма сӗннӗ, пӗччен хӑвармалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.

 

Хулара
nekrasovka.mos.ru сайтри сӑн
nekrasovka.mos.ru сайтри сӑн

Шупашкарти килсӗр-ҫуртсӑр арҫын, 57 ҫултискер, ача кӳмине вӑрланӑ та унпа усӑ курнӑ. Ҫук, унӑн ача пулман. Вӑл унпа ӑпӑр-тапӑр турттарнӑ.

Суд ҫак арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Следстви уҫӑмлатнӑ, суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ӑна ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Сапожников урамӗнчи пӗр ҫурт тамбурӗнчен вӑрланӑ. Кӳме 20 пин тенкӗ тӑнӑскер пулнӑ.

Темиҫе кунран вӑрра тытса чарнӑ, анчах кӳмене тупайман. Арҫын йӑлтах каласа кӑтартнӑ: вӑл унпа урапа евӗр усӑ курнӑ, ҫӳп-ҫап контейнерӗнче тимӗр-тӑмӑр тупнӑ та кӳме ҫине хурса килнӗ.

Арҫыннӑн 1 ҫул патшалӑхшӑн ӗҫлеме тивӗ. Ӗҫ укҫин 10 процентне тытса юлӗҫ.

 

Хулара
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн
"Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗр эрне ӗнтӗ киле килсе курӑнман. Ӑна тӑванӗсем шыраҫҫӗ. Кун пирки вӗсем полицие пӗлтернӗ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 38 ҫулти Тимофеева Светлана Геннадьевна ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ та таврӑнман. Халӗ полици вӑл ӑҫта пулма пултарнине палӑртать.

Хӗрарӑм 165 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ тӗттӗмрех, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне вӑл тӗттӗм хӗрлӗ тӗслӗ куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.

Светлана Тимофеева пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 88007005452 е 112

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71401
 

Хулара

Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков кадр улшӑнӑвӗ пирки пӗлтернӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмра паян ирпе ҫырнӑ.

Хула администрацийӗн физкультурӑпа спорт управленийӗн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Худаева ҫирӗплетнӗ.

Сергей Алексеевич — Чӑваш Республикин физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн физкультура факультечӗн доценчӗ, педагогикӑри унӑн стажӗ 30 ҫула яхӑн.

2000 ҫултанпа Сергей Худаев — Чӑваш Республикин баскетбол федерацийӗн президенчӗ, 2014 ҫултанпа — «Чебоксарские ястребы» баскетбол клубӗн тӗп тренерӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://www.instagram.com/p/COHfi6dgJ7j/
 

Хулара
geekville.ru сайтри сӑн
geekville.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм такам унӑн ячӗпе кредит илет тесе ӗненнӗ те шӑнкӑравланӑ палламан ҫын каланине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Ҫапла вӑл ҫур миллион тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Укҫи хӑйӗн мар, кредит илнӗскер пулнӑ.

Палламан ҫын каласа пынӑ операцисене пӗр терминал патӗнче пурнӑҫланӑ, унтан лавккари патне куҫнӑ. Темӗнле номерсем ҫине 25 хутчен куҫарса панӑ хыҫҫӑн лавккари ӗҫченсем ун патне пырса мӗн пулнипе кӑсӑкланнӑ. Шӑпах вӗсенчен ҫак хӗрарӑм такамсене 595 пин тенкӗ куҫарса панине ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн полицие кайса пулӑшасси ҫеҫ юлнӑ.

Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм та ун ячӗпе кредит илнӗ тесе ултавҫа 550 ытла пин тенкӗ куҫарса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/71330
 

Страницӑсем: 1 ... 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, 125, 126, [127], 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, 136, 137, ...332
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри ыйтусемпе ӗҫлесен аванрах. Сирӗн ҫине тӑрса вӗсене татса пама, ӗҫпе е ҫывӑх ҫынсемпе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсене йӗркелеме тивӗ. Тӗллев патне талпӑнма юратни сире кӗтнинчен те лайӑхрах кӑтартусем парӗ. Канмалли кунсенче хӑнана кайни вара ывӑнтарӗ кӑна.

Чӳк, 18

1917
108
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй