Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан арҫын 583 тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ илнӗ те ӑна 2,6 хутчен пысӑклатнӑ. Ҫакна вӑл ирӗк илмесӗрех тунӑ.

Ҫав ҫӗр ҫинче вӑл мунча, теплицӑсем туса лартнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем Куйбышев урамӗнчи 1539 тӑваткал метра карта тытса ҫавӑрнине палӑртнӑ. Арҫыннӑн вара 956 тӑвтакал метр лаптӑкпа усӑ курма права пулман.

Мускав районӗн сучӗ утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫав лаптӑк ҫинчен мунчана, теплицӑсене, картана сӳттерме йышӑннӑ. Ҫакна арҫыннӑн 30 кунра тумалла. Суд ыйтнине пурнӑҫламасан ку ӗҫе суд приставӗсене парӗҫ.

 

Хулара
parkshum.ru сайтри сӑн
parkshum.ru сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери паркра юрӑ-кӗвӗ илтӗнни хула ҫыннисене килӗшмен. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенче пӗлтернӗ. Вӗсене репертуар килӗшмест-мӗн.

Ҫӗмӗрле хулинчи паркра тата ача-пӑча лапамӗнче шансон янӑранӑ. Ҫынсен шухӑшӗпе, ку ҫемьепе канмалли вырӑн статусӗпе килӗшсе тӑмасть. Ҫынсем кӑмӑлсӑрланнине кура Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ тӗрӗслев ирттернӗ те паркра «Радио дача», «Дорожное радио» радиоканалсем янӑранине палӑртнӑ.

Тӳре-шара тек шансон пулмассине пӗлтернӗ. Ун вырӑнне урӑх юрӑ-кӗвӗ суйлӗҫ.

 

Хулара

«Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни» ята илме ҫичӗ ҫын кандидатурине тӑратнине эпир унччен пӗлтернӗччӗ. Кандидатсем хушшинче ҫаксемччӗ: «Энергия» спорт шкулӗн тренерӗ Анатолий Финогенов, Федерацин Чӑваш Республикинчи тӗп инспекторӗ Геннадий Фёдоров; Ревель Фёдоров ӳнерҫӗ, график, монументалист; Виталий Петров (Праски Витти) художник, ӳнерҫӗ-монументалист; Шупашкарти коопераци институчӗн ветерансен канашӗн председателӗ Миранда Кольцова, «Уяв» фольклор ансамблӗн ертӳҫи Зинаида Козлова, Шупашкарти 3-мӗш лицей директорӗ пулнӑ Ираида Полбенникова.

Хисеплӗ ята тивӗҫ ҫынна палӑртма «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав иртрӗ. Унта ыттисенчен самай ытларах сасӑ пухнисем икӗ кандидат иккен: Геннадий Федоров тата Ираида Полбенникова. Ҫапла, ятлӑ-сумлӑ ӳнерҫӗсемпе фольклорист тӳре-шарана ҫитеймен.

Тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫра хула ҫыннисем шкул директорне ырласа ҫыраҫҫӗ, тӳре-шара ҫӗнтернинчен тӗлӗннине палӑртаҫҫӗ.

Хула администрацийӗн пресс-служби Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, хисеплӗ ҫын ятне кама парассине хулари Депутатсен пухӑвӗнче татса парӗҫ. Тепӗр тесен, ҫакӑ та паллӑ.

Малалла...

 

Хулара
 abnews.ru сайтри сӑн
abnews.ru сайтри сӑн

Шупашкарти фитнес-клубра ӗҫлекен администратор полицие пырса хӑйне улталани пирки каласа кӑтартнӑ. Ун патне унӑн «пуҫлӑхӗ» шӑнкӑравланӑ, кассӑра миҫе тенкӗ укҫа пурри пирки ыйтнӑ. Хӗрарӑм ним шутламасӑр 43 пин тенкӗ пуррине каланӑ.

Хайхи «пуҫлӑх» укҫана таксист урлӑ парса яма ыйтнӑ. Ку илсе тухса панӑ. Таксиста такам укҫа кайса илме, ӑна счет ҫине куҫарма ыйтнӑ-мӗн. Куншӑн хӑйӗн валли 2 пин тенкине хӑварма ирӗк панӑ. Таксист укҫана куҫарса парсан тин иккӗленме тытӑннӑ, каялла фитнес-клуба таврӑннӑ. Администратор унран хӑй улталанни пирки пӗлнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73329
 

Хулара

Шупашкар хулинче тата тепӗр скульптура вырнаҫтарнӑ. «МедвЕжонок» кӳлепе — Скворцов лапамӗнче. Чуччу ҫинче Юрий Норштейнӑн совет саманинчи мультфильмӗнчи сӑнарсем — чӗрӗп тата упа ҫури.

Композицие хатӗрлеме Мари Элти «Неолитпласт» компани сӗннӗ. Асӑннӑ компани маларах Шупашкара Пӗчӗк принц парнеленӗ, ӑна Арбатра вырнаҫтарнӑ.

Ҫӗнӗ проект авторӗсен шухӑшӗпе, Скворцов лапамӗнчи скульптура ҫын ҫул ҫӳреме, тӗнче курса ҫӳреме ӑнтӑлнине, ҫапах та вӑл тӑван тӑрӑха таврӑнма кӑмӑл тунине палӑртмалла. Пӗчӗк принцӑн та, хальхи арт-объектӑн та скульпторӗ – пӗр ҫынах, вӑл — Дмитрий Соколов.

 

Хулара
Алексей Смирнов архивӗнчи сӑн
Алексей Смирнов архивӗнчи сӑн

Шӑматкун ҫӗрле Шупашкарти Асламас урамӗнче пурӑнкан 55 ҫулти арҫын васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Унӑн юн пусӑмӗ хӑпарса кайнӑ, сывлама йывӑр пулнӑ.

Тухтӑрсем 12 минутран ҫитнӗ, пулӑшу пама тытӑннӑ. Пациент тӑнне ҫухатнӑ, сывлама пӑрахнӑ. Тухтӑрсем реанимаци тума пуҫланӑ, анестезиолога, реанимобиль чӗннӗ. Вӗсем 7 минутран ҫитнӗ. Тухтӑрсем ҫур сехет пациентшӑн сывланӑ темелле – чӗрине массаж тунӑ, дефибрилляторпа усӑ курнӑ. Чӗри чӑнах та ҫӗнӗрен тапма тытӑннӑ.

Пациента пульницӑна илсе кайма тӑнӑ та… лифтра хӗсӗнсе ларнӑ. 20 минут кӗтнӗ. Юрать, ҫав вӑхӑтра арҫыннӑн сывлӑхӗ начарланман, хӑй тӗллӗнех сывланӑ. Пульницӑра тухтӑрсен ыйтӑвӗсене те хуравланӑ.

 

Хулара

Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Эльмен урамӗнче пурӑнакан арҫын картишре ларакан машини ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. «Ауди 80» машинӑна «КамАЗ» маркӑллӑ манипуляторпа илсе кайнине палӑртнӑ. Унӑн номерӗсем те пулман.

Каярахпа йӗрке хуралҫисем ҫакна палӑртнӑ: машина Ишлей тӑкӑрлӑкӗнчи пӗр базӑра ларать. Эвакуаторӑн 47 ҫулти хуҫи пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн та ҫавнашкал машина пур. Леш иномарки вара картишре чылай вӑхӑт ларнӑ, ҫавӑнпа вӑл хуҫасӑр тенӗ те ӑна илсе кайма шутланӑ, запчаҫ вырӑнне усӑ курма палӑртнӑ.

Машинӑна хуҫине тавӑрса парӗҫ.

 

Хулара

Паян ир-ирех Шупашкарти «Ярмӑрккӑ» суту-илӳ комплексӗнче полицейскисем, Росгварди ӗҫченӗсем документсене тӗрӗслесе ҫӳреҫҫӗ. Мӗн пулнӑ? Наркотик шыранӑ.

Ӗнер дежурнӑй пульчӗ ҫине пасарта наркотик сарни пирки хыпар ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем пасара «Мӑкӑнь» оперативлӑ профилактика мероприятийӗпе килӗшӳллӗн тӗрӗслеме палӑртнӑ.

Полицейскисемпе Росгварди ӗҫченӗсем документсене кӑна мар, миграци саккунне мӗнле пӑхӑннине те тӗрӗсленӗ.

 

Хулара

Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче полицие хыпар ҫитнӗ: Шупашкарти Ленинград урамӗнчи ҫурт умӗнче пӗр хӗрарӑм машина багажникӗнче автомат илсе ҫӳренине курнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ. 37 ҫулти хӗрарӑм пневматика пӑшалӗ илсе ҫӳренӗ-мӗн.

Кунашкал пӑшала вара упрама ирӗк илмелле мар, илсе ҫӳреме те юрать. Ҫапах ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.

Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, пӑшал ӑна ашшӗнчен юлнӑ. Йӗрке хуралҫисем пневматика пӑшалӗпе те асӑрхануллӑ пулмалли пирки аса илтереҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/73240
 

Хулара

Шупашкар хулин ҫуралнӑ кунӗ ҫывхарать. Вӑл ҫурла уйӑхӗнче пулӗ. Анчах кӑҫал та кӑшӑлвируса пула массӑллӑ мероприятисене ирттерме чарнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Олег Ладыков пӗлтернӗ.

Кӑҫал уяв ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшне лекӗ. Ӑна хулара пурӑнакан ҫынсен ӗҫ паттӑрлӑхне халаллама палӑртнӑ. Сӑлтавӗ пур: нумаях пулмасть Шупашкар «Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хули» ята тивӗҫнӗ.

Чӑваш Енре хальлӗхе кӑшӑлвирусран коллективлӑ иммунитет ҫук. Ку уйӑхра чару мерисене йышӑннӑ. Ладыков шухӑшӗпе, вӗсем ҫурла уйӑхӗнче те вӑйра пулӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, 124, [125], 126, 127, 128, 129, 130, 131, 132, 133, 134, 135, ...337
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сире дипломатилӗх кирлӗ. Ӗҫтешсемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑннӑ чухне астӑвӑр: пурте сирӗн темпа ырламаҫҫӗ. Эрнекун харпӑр пурнӑҫра кӑмӑллӑ кӗтменлӗх пулӗ тен: ҫывӑх ҫынсенчен пӗри тинех чуна уҫса калаҫма килӗшӗ. Канмалли кунсенче вӑй пухӑр.

Пуш, 02

1942
84
Исмуков Николай Аверкиевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1944
82
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, прозаик ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та