Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Ӗнер Шупашкарта вун-вун ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫынсем управляющи компанине шӑнкӑравласа ҫитеймен. Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 30 минутра Эгер бульварӗнче, Хевеш урамӗнче тата Мир проспектӗнче пурӑнакансем ҫутӑсӑр юлнӑ. Урамра чарӑнусенчи информаци хӑмисем те, юпасем ҫинчи хунарсем те ӗҫлемен. Мӗн пулнӑ? Ку ыйту ҫутӑсӑр юлнӑ ҫынсене те пӑшӑрхантарнӑ. 17 сехетсенче майӗпен ҫуртсене ҫутӑ пама тытӑннӑ. Мӗн пулса иртни пирки хальлӗхе пӗлеймерӗмӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() zarinsknews.ru сайтри сӑн Шупашкарта ҫыснем санитари нормисене мӗнле пӑхӑннинине малалла тӗрӗслеҫҫӗ. Ку ӗҫе, паллах, кӑшӑлвируса сарӑлма парас мар тесе пурнӑҫлаҫҫӗ. 21 мобильлӗ ушкӑн халӑх нумай пухӑнакан вырӑнсене ҫитеҫҫӗ, общество транспорчӗсене кӗреҫҫӗ. Палӑртмалла: мобильлӗ ушкӑна хула администрацийӗн специалисчӗсем, прокуратура тата Роспотребнадзор ӗҫченӗсем кӗреҫҫӗ. Кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 62 суту-илӳ объектне тӗрӗсленӗ. Ҫынсем общество транспортӗнче маскӑсӑрах ҫӳренӗ тӗслӗхсем те пулнӑ. 22 ҫын маска режимне пӑснӑ, вӗсен тӗлӗшпе акт ҫырнӑ. Сӑмах май, кунашкал йӗркене пӑснӑшӑн ҫынсем – 1-30 пин тенкӗ, должноҫри ҫынсем – 10-50 пин тенкӗ, усламҫӑсем 30-50 пин тенкӗ, организацисем 100-300 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер, раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, эсир Шупашкарта троллейбуспа ярӑнакан Хӗл мучипе Юр пикене курнӑ-и? Ҫапла, ӗнер уяв хуҫисем ҫынсене савӑнтарма тухнӑ. Раштавӑн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫӳренӗ. Вӑл 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус ҫулӗпе кайнӑ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике пулнӑ, вӗсем хула ҫыннисемпе хӑнисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Сӑмах май, ЗИУ-5 троллейбус хулара 54 ҫул каялла ҫӳреме пуҫланӑ. Вӑл – Шупашкарти пӗрремӗш троллейбус. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Шупашкарта пурӑнакан Андрей Метлов слесарьте ӗҫлет, насос станцийӗсене пӑхса тӑрать. Вӑл Хӗл мучин тумне пӗлтӗрех илсе хунӑ, анчах ӑна кӑҫал ҫеҫ тӑхӑнса урама тухнӑ. 52 ҫулти арҫын мотосамокат ҫине ларать те ӗҫе васкать. Ӑна курсан ачасем те, аслисем те савӑнаҫҫӗ, алӑ сулса саламлаҫҫӗ. «Кӑҫал пандемие пула урамра Хӗл мучисене курсах каймарӑм. Манӑн вара ҫынсене савӑнтарас килет, Ҫӗнӗ ҫул асамлӑхне туйччӑр», - тенӗ Андрей Метлов. Унӑн хӑйӗн икӗ хӗр. Ашшӗ Хӗл мучи пулнине вӗсем ырлаҫҫӗ ҫеҫ. Хӗл мучи тумӗпе пырса кӗрсен ӗҫтешӗсем питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсем Андрей хӑй тунӑ мотосамокатпа урам тӑрӑх асамҫӑ тумӗпе ҫӳренине пӗлнӗ-ха, анчах ӗҫе килессе шутламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑшӑвируспа ҫыхӑннӑ йышӑнусене епле пурнӑҫланине Шупашкарти хулари мобильлӗ ушкӑнсем кану тата уяв кунӗсенче те тӗрӗслӗҫ. Хулара йӗркеленӗ мобильлӗ 17 бригадӑран 10-шӗ общество транспортӗнчи тӑрӑма хаклӗ, 3-шӗ – ют ҫӗршывсемпе ытти регионтан килекенсем патне ҫитсе килӗ, 4-шӗ лавккасене ҫул тытӗ. Сӑмах май каласан, Ҫӗнӗ ҫул каҫхине Шупашкар хулинче общество транспорчӗ ытти ҫулти евӗр ҫурҫӗр иртиччен ҫӳремӗ. Кӑшӑлвируса пула ял-хулара массӑллӑ мероприятисем ирттерме юрамасть. Ҫавна май раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче республикӑн тӗп хулинче троллейбуссемпе автобуссем ӗҫ кунӗсенчи евӗр ӗҫлӗҫ, вӗсем 23 сехетчен ҫеҫ ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулари икӗ ҫурт шӑпине татса парӗҫ. Унти прикладной биотехнологи техникумӗн тата «Атӑл» кинотеатрӑн ҫурчӗсем пушӑ ларнине Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пресс-конференци вӑхӑтӗнче пӗлтерчӗҫ. Республика ертӳҫи ҫуртсен шӑпине халӑхпа татса пама май пуррине пӗлтерчӗ. Тӗслӗх евӗр Шупашкарти Правительствӑн кивӗ ҫуртне илсе пачӗ. Аса илтерер: вӑл культура эткерлӗхӗ шутланать, анчах темиҫе ҫул ӗнтӗ пушӑ ларать. Правительствӑн унчченхи ҫуртне юсамалла. Унӑн шӑпине халӑх шухӑшне шута илсе татса парӗҫ. Ҫавӑн пек меслете ҫӗнӗ шупашкарсем те суйласа илнӗ. Сасӑлава ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов пӗлтернӗ. |
Хулара
![]() 4vsar.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул умӗн тӳлевсӗр троллейбус ҫӳрӗ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтерет. 54-мӗш маршрутпа Ивановӑран Юраковӑна ҫӳрекен трполлейбус раштав уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 12 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ҫӳрӗ. Хула ҫыннисемпе хӑнисемпе экскурси троллейбусӗпе тӳлевсӗр ярӑнма пултараҫҫӗ. Салонра Хӗл мучипе Юр пике те пулаҫҫӗ. Анчах пассажирсен санитари нормисене пӑхӑнмалла, маска тӑхӑнмалла. Вулавӑш ӗҫченӗсем экскурси ирттерӗҫ. Вӗсем хулан историйӗпе, ҫул ҫинче тӗл пулакан паллӑ вырӑнсемпе паллаштарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() samara.doctorbormental.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти арҫын полицие пынӑ. Вӑл ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Арҫын каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Хайхискер банк ӗҫченӗ имӗш. Палламан ҫын юптарма тытӑннӑ: такам ун ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн, счета упраса хӑварма сӗннӗ. Шупашкар арҫынни вӑл мӗн каланине пурнӑҫласа пынӑ. Вӑл счечӗ ҫинчи 400 пин тенкине илнӗ те 24 номерпе куҫарса панӑ. Канашра пурӑнакан 71 ҫулти кинемей те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӑл 135 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Халь ултавҫӑсем кам пулнине тупса палӑртас тӗллевпе ӗҫлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gurb.mosreg.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 49 ҫулти хӗрарӑм раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицие пырса хуйхи пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл пӗр самантра 28 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн смартфонӗ ҫине палламан номертен смс-ҫыру килнӗ. Хӗрарӑм мессенджера уҫнӑ. Унта вара – хаваслӑ видеороликсем курмалли каҫӑ. Вӑл ним шутламасӑр ун ҫине пуснӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн телефонри хӑш-пӗр сарӑм ҫухалнӑ. Ҫав шутра – банк операцийӗсем тумалли сарӑм та. Укҫа ҫухалнине тӳрех сисмен-ха вӑл. Лавккана кайсан счет ҫинчи 28 пин тенкӗ ҫуккине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта транспортра ҫӳреме килес ҫул хакланӗ. Хулари тӳре-шара ҫавӑн пирки йышӑну проектне хатӗрленӗ ӗнтӗ. Автобуспа тата маршруткӑпа ҫӳрекен пассажирсен укҫа тӳлесен 27 тенкӗ тӑкаклама тивӗ, банк карттипе е ЕТКпа татӑлсан – 23 тенкӗ. Троллейбуса кӑмӑллакансен укҫан тыттармасан 22 тенкӗ тӳлемелле пулӗ, аллӑн укҫа кӑларса хурсан — 26 тенкӗ. Проездной билет хакне хальхи 900 тенкӗрен 1000 тенке ҫитересшӗн. Шкул ачисемпе студентсен 725 тенкӗ пулӗ (халӗ — 650 тенкӗ). Хальхи вӑхӑтра троллейбусра укҫан тӳлесен 22 тенкӗ тухса каять, карттӑпа чухне — 20 тенкӗ. Автобусра укҫан тӳлесен 25 тенкӗ илеҫҫӗ, карттӑпа чух — 21 тенкӗ. Хаксене пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче 2 тенкӗ ӳстернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |