Хулара
![]() Чӑваш Енӗн ПТРК сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче васкавлӑ пулӑшу машини ҫил-тӑман ҫунӑ хыҫҫӑн вӑхӑтра тасатман ҫул ҫинче путса ларнӑ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадокомпанийӗнче кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, тухтӑрсен машини «Байконур» микрорайонта лакса ларнӑ. Ӑна ҫынсем тӗксе кӑларнӑ. Тележурналистсем шухӑшланӑ тӑрӑх, коммуналлӑ служба ӗҫченӗсем ҫуркуннене ҫитессе е юр ирӗлтерекен машина ӗҫлесе каясса кӗтеҫҫӗ курӑнать. Ҫав вӑхӑтрах хула ҫыннисен ӗҫе е вӗренӳ заведенине вӑхӑтра куллен ҫитмелле-ҫке, анчах ҫакӑ хӑш чухне чӑрмавлӑ пулса тухать. Маларах асӑннӑ васкавлӑ пулӑшу машинине тӗксе кӑларма хӑтланса, сӑмахран, ҫур сехет иртсе кайнӑ. Ӑна вара чирлӗ ҫын кӗтнӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: 2017 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче алӑ пуснӑ ЭЛ № ФС 77 - 68592. Свидетельствӑна Ҫыхӑну, информаци технологийӗ тата массӑллӑ коммуникаци сферине тӗрӗслесе тӑракан федераллӑ служба (Роскомнадзор) панӑ. Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |