Хулара
Шупашкар хулинче урамра суту-илӳ тӑвакансемпе кӗрешеҫҫӗ. Урамра сутма чармаҫҫӗ-ха. Анчах ӑҫта кирлӗ унта юрамасть. Ятарлӑ вырӑнта суту-илӳ тумалла, сутуҫӑсен кирлӗ хутсем пулмалла. Шупашкар хулин Ленин район администрацийӗн суту-илӳ секторӗн специалисчӗсем йӗрке хуралҫисемпе черетлӗ хутчен рейда тухнӑ. Вӗсем Ленин проспектӗнчи 26, 28, 47 тата 49-мӗш ҫуртсен умӗнче сутакансене асӑрханӑ. Йӗркене пӑсакансен тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса ӑна административлӑ комиссие ярса парӗҫ. Уйрӑм ҫынсен 1 пин тенкӗрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлемелле, ӗҫ вырӑнӗ йышӑнакансен — 3-7 пин тенкӗ, предприяти-организацисен — 30-50 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Surgut.bezformata.com сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм управляющи компанийӗнче бухгалтерта ӗҫленӗ. Хайхискер ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн суд сакки ҫине лекнӗ. Ӑна кӗсьене пысӑк укҫа чикнӗшӗн айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм 2019 ҫулхи авӑнран пуҫласа кӑҫалхи нарӑсчен 400 пин ытла тенке кӗсйине чикнӗ. Ҫак укҫа хваттерсенче пурӑнакансем коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳленӗскерсем пулнӑ. Ҫапла майпа вӑл управляющи компанине пысӑк тӑкак кӳнӗ. Хӗрарӑм айӑпӑн пӗр пайне йышӑннӑ. Вӑл ача кӗтнӗ тата унӑн пӗчӗк пепкесем пулнӑ. Суд ҫаксене шута илсе ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 сехет те 6 ҫуллӑха айӑпланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти «Университет» микрорайонта ҫӗнӗ чарӑнусен ячӗсене суйланӑ. Яланхиллех халӑхпа. Урамсен ячӗсемшӗн «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта сасӑланӑ. Икӗ тапхӑрпа. Пӗтӗмлетӗве те асӑннӑ порталтах пӗлтернӗ. 1-мӗш чарӑнӑва «РНАн академикӗн Х. М. Миначевӑн урамӗ» теме йышӑннӑ, 2-мӗш чарӑнӑва — «Филипп Лукин урамӗ», 3-мӗш чарӑнӑва — «Университет-2», 4-мӗш чарӑнӑва — «Лесная» (чӑв. Вӑрман чарӑнӑвӗ). Шӑпах ҫак ятсемшӗн пӗрремӗш тапхӑрта ытларах сасӑланӑ та. Ҫав ятсене Шупашкарти урам-чарӑну ячӗсене суйлакан комисси пӑхса тухӗ. Маларах асӑннӑ чарӑнусем Раҫҫейӗн ӑслӑлӑх академийӗн академикӗн Х. М. Миначевӑн тата Филипп Лукин урамӗсене тунӑ май йӗркеленнӗ. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫмалла. Унтан ҫав чарӑнусене 32 тата 52-мӗш автобуссем ҫитме тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарти аэровокзала юсаса ҫӗнетме хатӗрлесси вӗҫленсе пырать. Аэропорт Инстаграмра хыпарланӑ тӑрӑх, хатӗрленӳ ӗҫӗн чи вӑрӑм тапхӑрне пӗтернӗ. Проектпа смета документацине патшалӑх экспертизи витӗр тухма панӑ. Пулас терминалӑн проектне экспертсем виҫӗ уйӑх хушшинче хакласа пӗтермелле. Аэропортра палӑртнӑ тӑрӑх,аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва 2016 ҫулта «Аэрофьюэлз» компани пуҫарнӑ. Ҫав тӗллевпе аэропорта «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкарти халӑхсем хушшинчи аэропорт) тулли мар яваплӑ обществӑна, уйрӑм ҫын аллине, панӑ. Хуҫа улшӑннӑ хыҫҫӑн пассажирсене турттарасси виҫӗ хут ӳснине ӗнентереҫҫӗ. Аэровокзала «Аэрофьюэлз» компани хӑйӗн укҫипе юсаса ҫӗнетӗ. Ун валли федераци е республика хыснинчен кӗмӗл ыйтмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
chips-journal.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче ҫынсем мӗн ҫырнине вуласах тӑрать. Мӗнпур ыйтӑва хӑй хуравлама ӗлкӗреймесен те яваплӑ ведомствӑсем вӗсене сӑнаса тӑнине вӑл маларах пӗлтернӗччӗ. Хӑй те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑтӑш уҫӑмлатать. Ҫынсем пирӗн республикӑра аквапарк ҫукки пирки те ҫырнӑ. Хусана е Сочине кайма тивнине пӗлтернӗ. Хамӑр патрах тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ. Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Этнослӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта аквапарк тумалла. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
@natusenchik тунӑ сӑн Эсир хулара хир сыснисем утса ҫӳренине асӑрханӑ-и? Ҫынсем вара курса юлнӑ, вӗсене сӑн ӳкерме те ӗлкӗрнӗ. Паян, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ирхине Шупашкарти пӗр районта темиҫе хир сысни ҫӳренӗ. Ҫынсем вӗсене Вӑрман урамӗнчи 7-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Малтанах йытӑсем вӗрме пуҫланӑ. Кун хыҫҫӑн ҫынсем вӗсем мӗншӗн хамлатнине ӑнланнӑ: хир сыснисем килнӗ иккен. Ку ирхи 4 сехетре пулнӑ. Хир сыснисем 10-а яхӑнах пулнӑ. Ҫынсем «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, чӗрчунсем хӑйсене лӑпкӑ тытнӑ, кӑштахран хӑйсемех кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
cap.ru сайтри сӑн Тӗп хулари 19-мӗш шкулта ӑҫ пухакан Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗнче паттӑрлӑхӗшӗн чысланӑ. Каччӑ ҫынна йывӑрлӑхра пулӑшнӑ, вилӗмрен ҫӑлнӑ. Кӑҫал сулла Етӗрне районӗнчи Талуй ялӗнчи пӗвере хӗрача резина ҫавракапа ишнӗ. Унччен те пулман – вӑл ҫаврӑнса ӳкнӗ, шыва путнӑ. 9-мӗш класа куҫнӑ Сергей ҫухалса кайман – хӗрачана пулӑшма васканӑ. Арҫын ача хӗрачана ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ та пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Ҫак кунсенче Сергей Михайлова Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков тата хула пуҫлӑхӗн Евгений Кадышев тав ҫырӑвӗпе чысланӑ, парнесем панӑ. Тӳре-шара ашшӗ-амӑшне ҫакӑн пек маттур ача ҫитӗнтернӗшӗн тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ШӖМ хатӗрленӗ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти ача ҫуртӗнчен икӗ ҫамрӑк тухса кайнӑ. Вӗсем ӑҫтине халӗ те пӗлмеҫҫӗ. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тухса каякансем – 14-ри Семенов Егор Алексеевич тата 17 ҫулти Ксенофонтов Александр Сергеевич. Егор 156 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ хул-ҫурӑмлӑ, ҫӳҫӗ ҫырӑ, куҫӗ хӑмӑр. Хӑй ҫута олимпийка, трико, шурӑ кроссовка тӑхӑннӑ. Александр 161 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Тухса кайнӑ чухне капюшонлӑ кӑвак куртка, кӑвак шӑлавар тӑхӑннӑ. Ҫак ачасене курнӑ пулсан ҫийӗнчех ШӖМе пӗлтерме ыйтаҫҫӗ, телефон номерӗ – 02, 102. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
visitvolga.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ентешсене Шупашкар хулин кунӗпе саламланӑ. «Чӑваш Енӗн 551 ҫулти тӗп хули ҫамрӑк мар пулин те чӑннипех те хальхи йышши хула. Ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫулсемпе картишсем ҫӗнелеҫҫӗ. Шупашкарта социаллӑ инфратытӑм объекчӗсем хута каяҫҫӗ, тӗп хула ҫулран-ҫул илемленсе, пурӑнма, ӗҫлеме, вӗренме хӑтлӑланса пырать», — тенӗ вӑл саламра. Шупашкар хулан пурлӑхпа ӑс-хакӑл никӗсне ҫирӗплетме пысӑк тӳпе хывакан ҫынсен ӗҫӗпе, пултарулӑхӗпе пурӑннине, аталаннине палӑртнӑ, ветерансене уйрӑмах пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ. Шупашкара малашне те ҫирӗппӗн аталанса пыма, унта пурӑнакансене телей, ырлӑх, ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Анна Иванова тунӑ сӑн Паян Шупашкарта кунӗпех, пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пек, ҫумӑр ҫурӗ. Ҫавна май кӳлмекри шыв шайӗ тротуартан та ҫӳлерех хӑпарнӑ. Ҫумӑр шывӗ ытла та нумай пулнӑран вӑл канализаци пӑрӑхӗсенчен тапма пуҫланӑ. Ирхине кӳлмекре шыв шайӗ 1,5–2 метр таран хӑпарнӑ теҫҫӗ, каяран, кӑнтӑрласем тӗлне, яланхи виҫене аннӑ. Канализаци пӑрӑхӗсенчен шыв юхса тухнӑ вырӑнсенче асӑрхаттарас тӗлӗшпе каярах ятарлӑ хӑюсемпе карса тухнӑ. Аса илтерер: республикӑна кӗрхи евӗрлӗ ҫанталӑк килесси пирки синоптиксем маларах пӗлтернӗччӗ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫумӑрсем ҫитес эрнере ҫеҫ чарӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 741 - 743 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хапӑсри икӗ класлӑ чиркӳ прихучӗн шкулӗ уҫӑлнӑ. | ||
| Григорий Кели, чӑваш ҫыравҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Хрисанова Марина Акимовна, халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Станьял Виталий Петрович, чӑваш публичисчӗ, литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кириллова Людмила Ефремовна, паллӑ чӑх-чӗп ерчетекен ҫуралнӑ. | ||
| Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫуралнӑ. | ||
| Артемьев Николай Лазаревич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
| Макарова Светлана Ильинична, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Емельянова Альбина Витальевна, чӑваш чӗлхе тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Филиппов Николай Кондратьевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Геннадий Аркадьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Гурьева Маргарита Валентиновна, чӑваш журналисчӗ, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |