Экономика
Чӑваш Ен вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Монголи посолӗпе тӗл пулнӑ. Енсем малашне те килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. «Республика Европӑпа Азие ҫыхӑнтаракан ҫул ҫинче вырнаҫнӑ. вырнаҫнӑ. Кунтан машинӑсем хӑвӑрт ҫуремелли «Мускав – Хусан» магистраль иртӗ, вӑл «Ҫӗнӗ Пурҫӑн ҫулӗн» пӗр пйаӗ пулнӑ май Чӑваш Ене ҫывӑх тата инҫет чикӗ леш енчи ҫӗршывсемпе хастаррӑн килӗштерсе ӗҫлеме май парӗ», — тенӗ Дмитрий Краснов. Монголи электротехника оборудованийӗ, машина тата механизмсем, апат-ҫимӗҫ, пир-авӑр, стройматериалсем туянма пултарать. Асӑннӑ ҫӗршыв предприятийӗсен хӑйсен усламне пирӗн патра аталантарма май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ӗнер, раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Чӑваш Ен федераци хыснинчен паракан ҫӑмӑллӑхлӑ кредита илнӗ. Пирӗн республикӑна 1 миллиард та 400 миллион тенке яхӑн лекнӗ. Унӑн процент ставки — 0,1 процент. Парӑмпа 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен татӑлмалла. Республикӑн Финанс министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, хысна кредичӗ коммерци займӗсене пӗчӗклетме, патшалӑх парӑмне татма май парӗ. Халӑх умӗнчи социаллӑ яваплӑха туллин пурнӑҫлама та пулӑшӗ. Раҫҫей субъекчӗсене федераци бюджечӗ шучӗпе пулӑшма ҫӗршыв Президенчӗ хушнипе кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче саккун йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
7ya.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫ хак капашсӑр ӳссе кайнине сисрӗҫех ӗнтӗ. Сӑмахран, сахӑр песукӗ икӗ хут хакланнӑ, хура тул кӗрпи — 1,5 хут. Кӗрпе-макарон, сыр, сысна ашӗ, ҫӑкӑр, панулми хакланнӑ. Потребитель рынокӗнчи лару-тӑрӑва паян Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче тишкернӗ. Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ тӑрӑх, инфляцин кӑҫалхи виҫи 4,5 процента ҫитнӗ. Ку вӑл Раҫҫейри вӑтам шайран пысӑкрах. Апат-ҫимӗҫ хакӗ 6,6 процент пысӑкланнӑ, апат-ҫимӗҫ мар таварсен — 4,8 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
m.progorodsamara.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакансем банкра 150 миллиард тенкӗ ытла упраҫҫӗ. Кун пирки Наци банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ. Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне илсен уйрӑм ҫын вклачӗсен виҫи пӗлтӗрхи ҫав вӑхӑтринчен 13,2 процент тӳснӗ. Ҫапла вара банкра тытакан укҫа виҫи 153 миллиард тенке ҫитнӗ. Пиӗн республикӑра пурӑнакансем Раҫҫейрисем пекех — укҫана тенкӗпе упрама кӑмӑллаҫҫӗ. Банка хунӑ «кӗмӗлрен» тенкӗллӗ вклад виҫи — 91,8 процент. Банкри укҫана 1,4 миллион тенкӗ таран страхлаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл е ку кредит учрежденине суйличчен банкӑн лицензи пуррипе-ҫуккипе кӑсӑкланмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Енри кафесемпе ресторансем икӗ миллиард тенкӗлӗх шар курнӑ. Ҫакӑн пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн эрнекун иртнӗ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Министр хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑвашстатӑн цифрисемпе усӑ курнӑ. Кӑҫалхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗнсенче обществӑлла апатлану предприятийӗсен тавар ҫаврӑнӑшӗ икӗ миллиард тенкӗ ытла чакнӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем налук тата ӗҫ укҫи тӳлесси унчченхинчен сахалланман. Аса илтерер: кафесемпе ресторансем пӗр вӑхӑтра хупӑнчӗҫ, унтан вӗсене хатӗр апат-ҫимӗҫе киле парса сутма ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк пачӗҫ. Ҫакӑ йӑлтах кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Тӗнче экономики кризиса кӗрсе ӳкнӗ саманара пӗчӗк ҫеҫ регион, Чӑваш Республики, ниме пӑхмасӑр ҫирӗппӗн аталанма пултарӗ-и? Мускав хушасса, вӑл пулӑшасса шанса-кӗтсе лармасӑр талпӑнайӗ-и? Ҫак ыйтусем тавра Раҫҫей Патшалӑх Думин Финанс рынокӗн кнмитечӗн ертӳҫи Анатолий Аксаков тӳрӗ эфирта пуҫ ватӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 17 сехетре ҫынсен ыйтӑвне хуравлӗ. Анатолий Аксаков Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Аслӑ экономика канашӗ те туса хунӑ. Сӑмах май каласан, канаш ертӳҫи пулма Анатолий Аксакова суйланӑ. Анатолий Аксаков тӳрӗ эфирти диалога ҫынсем хастар хутшӑнасса шанать. Тӳрӗ эфир ҫак каҫӑпа иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ӗҫ тата кадрсем шыракан hh.ru сайтӑн тӗпчев служби Чӑваш Ен ҫыннисем урӑх региона тухса кайма хатӗррине тӗпченӗ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен 35 проценчӗ ют ҫӗре кайма хатӗр, 40 проценчӗ кун пирки шухӑшлать. 19 проценчӗ ҫеҫ тӑван кӗтесрех юласшӑн. Ыйтӑма хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫыннисенчен 24 проценчӗ Мускава пысӑк шалу, Краснодар тӑрӑхне лайӑх климӑт, Питӗре хӑтлӑ хула шыраса каяс кӑмӑллӑ. Пирӗн республика ҫыннисене ҫавӑн пекех Ленинград облаҫӗ (7%), Мускав облаҫӗ (6%), Крым (5%), Калининград облаҫӗ (4%), Тутарстан (2%), Тӗмен облаҫӗ (1%), Ҫӗнҫӗпӗр облаҫӗ (1%) илӗртеҫҫӗ. |
Экономика
Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев тата Туркменистанӑн генеральнӑй консулӗ Атадурды Байрамов тӗл пулнӑ. Вӗсем суту-илӳпе экономика пӗрлӗхне аталантарас, ҫавӑн пекех вӗренӳ сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлес ыйтусене сӳтсе явнӑ. Олег Николаев цифрӑсем хальлӗхе пысӑках мар пулин те пур-пӗрех динамика ырӑ енне куҫса пырать, ӳсӗм вара тӳрех темиҫе енпе палӑрать тенӗ. Генеральнӑй консул Раҫҫейри рынок Туркменистаншӑн ҫав тери пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Паян Чӑваш Республикин Аслӑ экономика канашӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта Улатӑр хулинче пурнӑҫламалли ыйтусене сӳтсе явнӑ. 2020-2025-мӗш ҫулсенче Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине Комплекслӑ аталантармалли программине кӗртнӗ мероприятисене пӑхса тухнӑ. Улатӑрти завод чукун ҫул вакунӗсем валли продукци туса илессипе ҫӗршывра малта пыракан предприятисенчен пӗри шутланать. Унта вакунсене пысӑк хӑвӑртлӑхпа илсе ҫӳреме май паракан урапасем туса кӑларма палӑртаҫҫӗ. «Тӗслӗх продукци туса кӑлартӑмӑр, ӑна тӗрӗслеве ӑсатрӑмӑр. Тепӗр ҫул валли те саккассем пур. Пӗтӗмпе 1200 урапа тума йышӑннӑ», – тенӗ савутӑн генеральнӑй директорӗ Сергей Калинин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫӗмӗрлери «Проект-техника» корпораци «Арктика», «Ҫӗпӗр» тата «Урал» проектсенче усӑ куракан атом пӑр ҫӗмренӗсем валли трансформаторсем кӑларать. Ҫавӑн пирки Чӑваш Ен вице-премьерӗ – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов «Контактра» социаллӑ сетьри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Пӑр ҫӗмренсем валли трансформатор кӑларасси ҫинчен корпораци нумаях пулмасть ятарлӑ килӗшӳ тунӑ. Министр ҫав хыпара хавхаланса пӗлтернӗ май пирӗн республикӑри предприятисем карапсем тӑвакансен тӗнчери шайне тухнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |