Экономика
«Чӑваш Республикин ҫулталӑкри экспортёрӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Промышленность сферинче ҫулталӑкри экспотер ятне «Элтех-Инжиниринг» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫнӗ, агропромышленность комплексӗнче – «КМК» предприяти (ӑна, сӑмах май, «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире те чысланӑ). Пулӑшу кӳрессипе «ЦОУ – Сириус» обществӑна чи лайӑх экспортер тесе йышӑннӑ. Ҫӳлли шайри технологисен енӗпе пӗрремӗш вырӑна «Нир Энерго» предприяти тухнӑ. «Ҫулталӑкри потенциаллӑ экспортер» номинацире «Турбоком-Инвест» пӗрремӗш сервис центрӗ ҫӗнтернӗ. Ултӑ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен ятне 16 компани тивӗҫнӗ. Конкурса пурӗ 111 заявка тӑратнӑ. 2020 ҫулта Чӑваш Республикин тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ Америкӑн 539 долларӗпе танлашнӑ. Ҫав шутран 46 процентне экспорта ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
«Ҫыхӑнура» порталти сӑнӳкерчӗк Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ «Мегаполис» банка лицензисӗр тӑратса хӑварнӑ. Ҫакӑн сӑлтавӗ ссуда саппасӗ сахалланнипе, кредит учрежденийӗ финанс тӑрӑмне лайӑхлатас тесе пурлӑх хакне юри ӳстерсе кӑтартнипе, укҫа-тенкӗ тӑрӑмне пытарма тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ. Тӗп банк «Мегаполисӑн» Мускаври филиалӗсем тӗлӗшпе ҫеҫ кӑмӑлсӑрланнӑ, Чӑваш Енри тӗлӗшпе ыйту ҫуралман. Сӑмах май, «Мегаполис» банк вкладсене страхланӑ. Апла пулсан асӑннӑ банкра укҫа тытакансене 1,4 миллион тенкӗ таран суммӑна ҫӑмӑллӑнах тавӑрса парӗҫ. Укҫана «Вкладсене страхлакан агентство» патшалӑх корпорацийӗ уйӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Питӗр хулинчи «Стройлайн» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвне панкрута кӑларма ыйтса Арбитраж судне тавӑҫпа тухнӑ. Ку хыпара арбитраж ӗҫӗсен картотекинче ҫырса хунӑ. Шупашкарти савутран пурӗ 8 миллион тенкӗ шыраса илесшӗн. Заявление пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче панӑ. Ку хыпара МИХсем хыпарланӑ вӑхӑтра суд тавӑҫа производствӑна йышӑнман. Ҫав вӑхӑтрах Чапаев ячӗллӗ савут директорӗ Михаил Резников журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, Питӗрти предприяти умӗнче парӑм ҫук, ӑна тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Канашра туса кӑларакан холодильниксене ют ҫӗршыва ӑсатасшӑн. Кун пирки Чӑваш Енри Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗн ертӳҫи Григорий Данилов Фейсбукра паян пӗлтернӗ. Республика пайташӗсем Канашра пулнӑ, унти предприятисемпе паллашнӑ. Григорий Данилов хыпарланӑ тӑрӑх, вӗсем промышленность валли холодильниксем туса кӑларакан «АРКТО» ӗҫӗ-хӗлне курса хакланӑ. Асӑннӑ производствӑна кӑшӑлвирус пандемийӗ пуҫланнӑ тапхӑрта йӗркелесе янӑ. Григорий Данилов палӑртнӑ тӑрӑх, предприяти ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Тӑрӑшнине кура пулӑшма хатӗр. Экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ предприятипе килӗшӳ алӑ пуснӑ. Центр канашсене продукцие чикӗ леш енне ӑсатмӗ пулӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ӗҫсӗррисен йышне эрнесерен пӗтӗмлетет. Паянхи кун тӗлне илсен, ӗҫсӗрлӗх центрӗсенче шута илнисен йышӗ 11 пин те 529 ҫынпа танлашнӑ. Ку вӑл ӗҫлекенсен пӗтӗмӗшле йышӗн 1,9 проценчӗ тенине пӗлтерет. Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра ӗҫсӗррисене тӳлекен пособин чи пысӑк виҫи 12 пин те 130 тенкӗпе танлашать, чи пӗчӗкки – 1500 тенкӗ. Кама миҫе тенкӗ тӳлесси ҫыннӑн шалӑвӗнчен килет. Малтанхи виҫӗ уйӑхра шалӑвӑн 75 поценчӗ чухлӗ (анчах чи пысӑк пособи виҫинчен ытла мар) тӳлесе тӑраҫҫӗ, тепӗр икӗ уйӑх – 60 процент (анчах 5 пинрен ытла мар). Ӗҫсӗрлӗх пособине пирӗн ҫӗршывра 2020 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, кӑшӑлвирус алхасма пуҫланнӑ вӑхӑтра, 8 пинрен 12 пин те 130 тенке ҫити ӳстернӗччӗ. Малтанласа вӑхӑтлӑх мера терӗҫ те, анчах кайран та вӑл виҫене чакамарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Чӑваш Енри хӑш-пӗр организаци-предприятире шалу вӑхӑтра тӳлемен тӗслӗхсем халӗ те тӗл пулаҫҫӗ. Ӗҫ укҫин парӑмне кӑҫалхи икӗ уйӑхра 3,5 миллион тенкӗ тӳлесе татнӑ. Республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑма шыраса илессишӗн тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерме тивет. Районсемпе хуласен администрацийӗсенчеларусем ирттереҫҫӗ. Республикӑра виҫӗ енлӗ комисси йӗркеленӗ, ведомствӑсем хушшинчи комисси Элтепер ҫумӗнче ӗҫлет. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 организацире, сӑмахран, «Шупашкарти промстройпроект» проект институтӗнче, «СУОР» ҫурт-йӗр тӑвакан комбинатра, Вӑрмарти кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче, парӑма 3,5 миллион тенкӗлех чакарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ваннӑй пӳлӗмсем валли хатӗр-хӗтӗр кӑларакан модельлӗ савут хута ярасшӑн. Ҫапла сӗннӗ ЧР Элтеперне Олег Николаева. Санитари керамики туса кӑларакан компани элчисем (ӑна Чехи специалисчӗсем Мускавра пуҫарнӑ) Олег Алекссевич патне сӗнӳпе тухнӑ. Вӗсем Чӑваш Енре савут хута ярасшӑн. Компани элчисем каланӑ тӑрӑх, вӗсен хӑйсен конструктор бази пур, кашни ҫулах умывальниксен ҫӗнӗ маделӗсене хӑйне евӗр дизайнпа кӑлараҫҫӗ. Олег Николаев Чӑваш Енре виҫӗ индустри паркӗ пулнине, унашкаллисене татах йӗркелеме палӑртнине, инвестора хӑтлӑ условисемпе тивӗҫтерме пултарассине каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
in-dig-o.gallery.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Йӑлӑма аталантарасшӑн. Асӑннӑ территорин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине тӑнӑҫ аталантарас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисен палнне йышӑннӑ. Асӑннӑ программӑна 2021-2025 ҫулсем валли пӑхса хӑварнӑ. Ӑна пурнӑҫлассишӗн яваплисен кашни ҫур ҫулта пӗрре республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине отчет парса тӑмалла, министерствӑн — Чӑваш Республикӑн Министрсен Кабинетне. Йӑлӑма аталантарасси ҫинчен калакан программӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле халӑхпа пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пухусене регион ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнать. Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата малашне аталанма майӗ пур. «Тӗплӗн хатӗрлесе ҫирӗплетнӗ программӑсене те вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗнетмелле. Вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма пулать», — тенӗ Элтепер. Кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗ аталанӑвӗ пирки каласан, Ҫӗмӗрле районӗнче М-12 федераци ҫулне тӑвасси пӗлтерӗшлӗ, йӗпреҫсен ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пӗтермелле, красноармейскисем бассейн тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
Пурнӑҫра укҫасӑр ниепле те май ҫук та, ирӗксӗрех ун виҫи пирки шухӑшлама тивет. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенче (ҫулталӑка пӗтӗмлетсе ӗлкӗреймен-ха) пирӗн республикӑри вӑтам шалу виҫи 31 пин те 44 тенкӗпе танлашнӑ. Ку вӑл 2019 ҫулхи танлаштаруллӑ тапхӑртинчен (тепӗр майлӑ каласан, кӑрлач-чӳк уйӑхӗсенчинчен) 6,8 процент нумайрах. Чи пысӑк ӗҫ укҫи — компьютер, электрон тата оптика хатӗрӗсем туса кӑларакансен. Вӗсем уйӑхсерен вӑтамран 52 пин те 336 тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Тумтир кӑларнӑ ҫӗрте ӗҫлекенсен вара ӗҫ укҫи пӗчӗк. Вӗсен уйӑхне 14 пин та 697 тенкӗ илнипех ҫырлахма тивет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |