Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -23.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Экономика

Экономика
Чӑвашстат сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑвашстат сӑнӳкерчӗкӗ

Официаллӑ статистикӑна ӗненсен Чӑваш Енре пурӑнакансем вӑтамран 72 пин тенкӗ ӗҫлесе илеҫҫӗ. Сӑмах организацисенче тӑрӑшакансем пирки пырать.

Унта ҫӗртме уйӑхӗнчи вӑтам шалу 72 пин те 808 тенке ларнӑ. Ҫулталӑк каяллахинчен ку цифра 8,6 пин тенкӗ пысӑкрах.

Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе республикӑри вӑтам шалу 60 пинрен чакса курман.

 

Экономика
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
cap.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта пуҫласа алӑк куравӗ иртӗ. Мероприяти икӗ куна пырӗ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 17–18-мӗшӗсенче пулӗ.

Курав-форума пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче йӗркелеме палӑртнӑ. Унта алӑк туса кӑларакансем, ҫав енӗпе тӑрӑшакан дизайнерсем пуҫтарӑнӗҫ.

«Двери России – 2025» (чӑв. Раҫҫей алӑкӗсем — 2025) форум-курав «Шупашкар-Аренӑра» иртӗ.

 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри патшалӑхӑн мӗнпур пурлӑхне приватизацилесшӗн, тепӗр майлӑ каласан, сутса ярасшӑн.

Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2026-2028 ҫулсенчи приватизаци планӗн проектне хатӗрленӗ.

Патшалӑх пурлӑхне пуянсене сутса ярса 2026 ҫулта 23,5 миллионран кая мар тенкӗ тупӑш курасшӑн, 2027 ҫулта — 23 миллион тенкӗ ытла, 2028 ҫулта — 21,3 миллион тенкӗ.

Паянхи куна Чӑваш Енӗн харпӑрлӑхӗнче 5 унитарлӑ предприяти, 19 акционер обществин акцийӗсем, тулли мар яваплӑ 3 обществӑри тӳпе, 2 акционер обществи шутланать-мӗн.

 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри EMRA бренда Раҫҫейри «Знай наших» (чӑв. Пирӗннисене пӗл) бренд йышне лекнӗ. «Потребитель таварӗсем» пӗтӗм ҫӗршыври конкурсра бренд иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Компани шӑл тасатмалли паста, ҫӑвара чӳхемелли, шӑл тасатмалли щеткап туса кӑларать. «Эмра» таварне тӗрлӗ маркетплейсра, Wildberriesран пуҫласа «Золотое яблоко» (чӑв. Симӗс панулми) таранах тупса илме пулать.

«Предприятие эпир 2020 ҫулта уҫрӑмӑр. Унччен эпир ике тӗрле продукци кӑларна пулсан паян 45 тӗрлӗ. Эпир чи лайӑх технологисене пурнӑҫа кӗртетпӗр тата чи лайӑх стоматологсемпе ӗҫлетпӗр», - тенӗ компанире.

 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Паян, ута уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 14 сехетре Шупашкарти «Манӑн бизнес» центрӑн конференц-залӗнче усламҫӑсем Татьяна Федирко усламҫӑпа тӗл пулӗҫ. Мероприятие йӗркелекенни —Чӑваш Енри экспорт пулӑшӑвӗн центрӗ.

Маларах асӑннӑ хӗрарӑм хӑйӗн сайтра тӗл пулакан ҫипуҫне Сауд Аравийӗнчи VIP-клиентсене сутать иккен тата Катар хулинче тӗрлӗ вӗренӳ йӗркелет.

«Кун пек усламҫӑсемпе тӗлпулусем тӗнчери рынока тухакан предпринимательсене питех те кирлӗ. Татьяна Федирко опычӗ тӗрлӗ йӑнӑшран асӑрханма пулӑшать», — тенӗ Чӑваш Енри экспорт пулӑшӑвӗн центрӗн ертӳҫи Артем Захаров.

Тӗлпулура усламҫӑсем араб ҫӗршывӗсемпе епле ҫыхӑну тытмалли пирки ыйтса пӗлейӗҫ.

 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри алӑк туса кӑларакан «Гармония» компани хӑйӗн продукцине Перси заливӗнчи ҫӗршывсене, ҫав шутра Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсене, ӑсатасшӑн.

Чӑваш Енри компани Екатеринбургра утӑ уйӑхӗн 7-10-мӗшӗсенче иртекен «Иннопром» пӗтӗм тӗнчери промышленность куравне республика делегацийӗпе пӗрле хутшӑнать. Унта вӑл «Majdalina Group» компанипе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри компани хӑйӗн проекчӗсене Перси заливӗнчи ҫӗршывсенче, ҫав шутра маларах эпир асӑннӑ Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенче, пурнӑҫа кӗртесшӗн.

«Гармония» компанин производстви Ҫӗрпӳре, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине Казахстана, Грузине, Таджикистана, Каркӑстана ӑсатнӑ.

 

Экономика
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри хӑш-пӗр предприяти тӑкаклӑ ӗҫлет. Промышленность отрасльне илсен, кун пеккисен хисепӗ кӑҫалхи кӑрлач-ака уйӑхӗсенче 27,7 процент таран пулнӑ. Пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ ҫав тапхӑрта ун пеккисем 24,7 процент пулнӑ.

Чӑвашстат хыпарланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 4 уйӑхра 92 пысӑк тата вӑтам предприяти тӑкаклӑ ӗҫленӗ. Вӗсен тӑкакӗ – 3,287 млрд тенкӗ.

Экономика енчен ӑнӑҫлӑ компанисене илсен, вӗсем 30,792 млрд тенкӗ тупӑш туса илнӗ. Ун пек предприятисем республикӑра – 240.

 

Экономика
russian.alibaba.com сайтри сӑн
russian.alibaba.com сайтри сӑн

Чӑваш продукцине чикӗ леш енне те ӑсатаҫҫӗ. Экспорт ытларах Китая, Казахстана, Монголие каять.

Китая чӑх ури ӑсатаҫҫӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Китая 2,2 пин тонна шӑнтнӑ чӑх ури янӑ. Казахстана вара — 55 тонна ӗне ашӗ, 60 тонна сӗт юр-варӗ, кайӑк-кӗшӗк валли 20 тонна комбикорм.

Монголире вара чӑваш мороженӑйне ӑсатаҫҫӗ — кӑҫал унта 12 тонна ҫак пылак ҫимӗҫе янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Экономика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Витрина закупок Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин туянакансен витрини) информаци порталӗ ӗҫлесе кайнӑ. Ӑна республикӑн Конкурентлӑ политикӑпа тариф патшалӑх служби ӗҫлеттерсе янӑ. Унта патшалӑх тата муниципалитет закупкисемпе ҫыхӑннӑ хыпара вырнаҫтараҫҫӗ.

Платформа тӗллевӗ – туянса илнине усӑмлатасси.

 

Экономика
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канашра вырнаҫнӑ «Аркто» компани унти индустри паркӗн резиденчӗсенчен пӗри. Федераци тата регион шайӗнче панӑ ҫӑмӑллӑхсене пула асӑннӑ организаци холодильниксен производствинче хӑйӗн вырӑнне тупма пултарнӑ.

Канашра туса кӑларакан сивӗтмӗшсене паян Чӑваш Енпе Раҫҫейре ҫеҫ мар, ют ҫӗршывра та пӗлеҫҫӗ.

Компани ҫулсерен ытларах та ытларах сутать. Предприятин техника директорӗ Александр Чурип пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта кӑтартӑва унчченхи ҫулхинчен икӗ хут ӳстерме пултарнӑ.

Продукцин 10 ытла проценчӗ чике леш енне, ҫав шутра Казахстана, Беларуҫе, Кӑркӑстана ӑсанать.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...59
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗр
Сурӑх: Хӑвӑрӑн ӗҫре чылай япалана улӑштарма тивӗ. Тӗрӗслӗхшӗн кӗрешнӗ чухне хирӗҫӳрен пӑрӑнӑр, вӑя перекетлӗр — каярахпа тӗрӗслӗх пулатех. Канмалли кунсенче чуна пырса тивекен калаҫусем ирттерме сӗнмеҫҫӗ, вӗсене каярах вӑхӑта хӑварӑр.

Кӑрлач, 26

1878
148
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫи ҫуралнӑ.
1890
136
Славолюбова Зоя Сергеевна, журналист, хӗрарӑмсен совет юхӑмне йӗркелекенни ҫуралнӑ.
1950
76
Мазяков Юрий Емельянович, чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын