Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

2022 ҫулшӑн Чӑваш Енӗн литературӑпа ӳнер премине илме хӑш ӗҫсене тӑратни паллӑ. Списокра — пурӗ тӑхӑр ӗҫ. Вӗсем пирки халӗ ҫынсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне Шупашкарти Прездент буьварӗнчи 17-мӗш ҫуртри 412-2 пӳлӗме ҫитерме пултараҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 56-50-48, электрон адрес: culture56@cap.ru.
Конкурсри ӗҫсем ҫаксем: «Писатели Чувашии – детям» электрон вулавӑш, Вырӑс алфавитне тӗпе хурса йӗркеленӗ ҫӗнӗ чӑваш алфавичӗн палӑкӗ (авторӗ — Виктор Глебов), «Наша вечность все равно останется с нами: пьесы» пултарулӑх монографийӗ, «Сурский рубеж. Помни. Знай. Не забывай» театрпа концерт программи, «Чувашская народная песня в творчестве композиторов: композиторский фольклоризм, фольклорные «волны», жанр обработки» монографи, «Куккук куҫҫулӗ» спектакль, «Чувашский мир и его выдающиеся люди» документлӑ фильмсен ярӑмӗ, «Хранители» спектакль, Сергей Рахманиновӑн «Симфонические танцы» балечӗ.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.02.11 05:30 | |

Пӗрисем, мӗн, "помни"-пе "не забывай" пӗр ӑнлавах пулнине пӗлмеҫҫӗ-им?! Ӑҫта, миҫе кун вӗреннӗ вӗсем?!
Виктор Глебовӗ хӑйӗн "палӑкӗпе" ӑҫта сӗкӗнет тата?!
Ҫав проектпа усӑ курса, енчӗкне пысӑк укҫа чиксе хуни ҫитмерӗ-им ӑна?.. Намӑс!
Валери ТУРКАЙ