Раҫҫейре
![]() Мускаври Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫей кӗнекисен куравӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта йӗркипе интерактивлӑ лапамсем пулнӑ. Василий Блаженный соборӗ патӗнчи тӗп сцена ҫинче кашни кун 100 яхӑн мероприяти иртнӗ Ҫав кунсенче Хӗрлӗ тӳремре Раҫҫейри 300 издательство вырнаҫнӑ. Вӗсем 300 пин ытла вулакана 100 пин ытла кӗнекепе паллаштарнӑ. Пирӗн республикӑран Чӑваш кӗнеке издательстви кайнӑ. Мускав ҫыннисемпе хӑнисене вӗсем 150 ытла кӑларӑмпа паллаштарнӑ. Издательство директорӗ Валерий Комиссаров каланӑ тӑрӑх, ытларах ҫынсене «Халӑх маҫтӑрӗсен опытӗнчен» кӗнеке серийӗ кӑмӑла кайнӑ. Малтисен йышӗнче Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмин ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пулнӑ. Чӑваш кӗнекисен тӗлӗшпе нумай ырӑ сӑмах каланӑ. Пӗрисем вӗсене ачисем валли кӑна мар, тӑванӗсем валли те туяннӑ. Хӑшӗ-пӗри чӑваш кӗнекисене курнӑ май хӑйсене ачалӑхра туйнӑ. Палӑртмалла: кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательстви Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫулталӑкри чи лайӑх кӗнеке» конкурсра темиҫе пысӑк награда ҫӗнсе илнӗ. «Ҫеҫпӗл Мишши — ҫӗрпе пӗлӗт чечекӗ» кӗнеке М.Горький ячӗллӗ Литература институчӗн ятарлӑ дипломне тивӗҫнӗ. «Чӑваш журналистикипе пичечӗн энциклопедийӗ» РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн дипломне ҫӗнсе илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Владимир Петров тунӑ сӑн Пирӗн республикӑра шӑрӑх тӑнӑ, ҫумӑр ҫуман вӑхӑтра Сочие шыв илнӗ. Ку — ҫумӑра пула. Унта 1,5 уйӑхра ҫумалли ҫумӑр ӳкнӗ. Вырӑнти тӳре-шара инкеклӗ лару-тӑру пулнине палӑртнӑ. Сочире пирӗн ентешсем те пур. Чылайӑшӗ унта ӗҫлет. Акӑ Владимир Петров «Про Город» хаҫата унти лару-тӑру пирки каласа кӑтартнӑ. Ку пӑтӑрмах ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пулнӑ. Сочири чылай района шыв илнӗ. Пӗр ҫын шар курнӑ. Владимир Петрова ҫуртра пурӑнать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫумӑр ҫӗрле 1 сехетре пуҫланнӑ та тепӗр кун 13 сехетчен те чарӑнман. Владмирӑн ҫуртӗнчи пӗрремӗш хута тата тӗпеле шыв илнӗ. Вӗсем япаласене ҫӑлма тӑнӑ. Анчах чылайӑшӗ юрӑхсӑра тухнӑ. МЧС ӗҫченӗсем ҫӗрӗпех ӗҫленӗ. Хула шыва кайнине пула Владимирсен ӗҫӗнче ӗҫлеме чарнӑ, мӗншӗн тесен складсем шыв айӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, ҫитес ҫул хӑш кунсенче канни паллӑ пулнӑ. «Раҫҫей хаҫачӗн» сайтӗнче правительство 2016 ҫулта хӑш кунсене канмалли кун йышӑнни пирки хыпар тухнӑ. Ҫитес ҫул пӗтӗмпе уявсенче 29 кун канӑпӑр. Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн 10 кун канӑпӑр — кӑрлачӑн 1-10-мӗшӗсенче ӗҫе тухмалла мар. Кӑрлачӑн 2-3-мӗшӗсем шӑматкунпа вырсарникун пулнӑ май вӗсене ҫу уйӑхӗн 3-мӗшне тата пушӑн 7-мӗшне куҫараҫҫӗ. Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче 3 кун кантараҫҫӗ — 21-23-мӗшӗсенче. Анчах нарӑсан 20-мӗшӗнче шӑматкун ӗҫлемелле. Кӗске ӗҫ кунӗ шутланӗ. Пушӑн 8-мӗшӗнче 4 кун, 5-8-мӗшӗсенче ӗҫе тухмӑпӑр. Ҫуркунне Ӗҫлӗх уявӗнче тӑватӑ канмалли кун пулӗ. Акан 30-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен кантараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗнче 7-9-мӗшӗсенче канӑпӑр. Раҫҫей кунӗнче каллех 3 кун ӗҫлемелле мар — ҫӗртмен 11-13-мӗшӗсенче канӑпӑр. Чӳк уйӑхӗнче каллех 3 кун ӗҫе тухмастпӑр. Ун чухне 4-6-мӗшӗсенче кантараҫҫӗ. Аса илтерер, Чӑваш Республикинче ҫавӑн пекех ҫӗртмен 24-мӗшӗ канмалли кун шутланать. Ыранхи кун, ҫӗртмен 24-мӗшне лекнӗрен, та канмалли шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Садальский - реанимацире Чӑваш Енре ҫуралнӑ Станислав Садальский актер реанимацие лекнӗ. Халӗ вӑл тӑна кӗнӗ ӗнтӗ, ахаль уйрӑма куҫарасса кӗтет. Тӑна кӗрсенех актер селфи туса халӑх тетелӗнчи страницисене вырнаҫтарнӑ. Ҫакна вӑл ун пултарулӑхне хисеплекен, юратакан ҫынсем сӳтсе явччӑр тесе тунӑ-мӗн. Пульницӑна мӗншӗн лекнине Станислав Садальский пӗлтермен. «Бандит пульли» пулнӑ тесе шӳтлет ҫеҫ. Апла-и капла-и — анчах пульницӑра выртни ӑна плана кӗртнӗ спектакльсенче выляма чӑрмантармӗ. Сӑмах май, Станислав Садальский — паллӑ актер. Вӑл 1951 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Енре ҫуралнӑ. РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Грузи халӑх артисчӗ, ЧР халӑх артисчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кил-ҫурта тата хваттере кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра пухма юратакан ҫынсем сахал мар тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем тирпейлӗхе юратманни час-часах кӳршисене килӗшмест — тӗрлӗ харкашусем ҫуратать. Ҫавнашкал кил-йыш Кустӑрма (выр. Кострома) хулинче те пулнӑ. Хваттерӗ унӑн муниципалитетӑн шутланнӑран суд арҫынна тара илнӗ пурӑнмалли вырӑна ҫӳп-ҫапран тасатмалла йышӑннӑ, анчах вӑл ку хушӑва пурнӑҫлама васкаман имӗш. Приставсем кӗтнӗ-кӗтнӗ те ку ӗҫе хӑйсем пурнӑҫлама шутланӑ. Арҫын патне хайхи суд приставӗсем, Кустӑрма хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пырса ҫитнӗ — ҫӳп-ҫапа илсе тухма тытӑннӑ. Сахал мар сӗтӗрсе килнӗ иккен арҫын — коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсен 5 тиев машини калӑпӑш илсе тухма тивнӗ. Кун хыҫҫӑн асӑрхаттарса та хӑварнӑ: хваттерте тирпейсӗрлӗх малашне те хуҫаланӗ пулсан ӑна урӑх хваттерпе тивӗҫтермесӗр кӑларса яма та май пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче каҫхине Раҫҫей эстрадин артисчӗ Жанна Фриске вилни пирки пӗлтернӗ. Жанна йывӑр чирпе — пуҫ мимин усал шыҫҫипе — ҫулталӑк ҫурӑ чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн куҫне яланлӑхах хупнӑ. Фрискене сиплемешкӗн Пӗрремӗш канал пулӑшнипе чылай укҫа, 63 миллион тенкӗ, пухнӑччӗ. Унпа вӑл сиплев курсӗ витӗр тухнӑ. Пухнӑ укҫан ҫуррине онкологипе чирлӗ ачасем валли уйӑрнӑ. Анчах сиплев Жанна Фрискене ҫӑлайман, пурнӑҫне ҫеҫ кӑшт тӑснӑ. Жанна 41 ҫул тултармаллаччӗ. Унӑн 2 ҫулти ывӑлӗ Платон юлнӑ. Жанна ашшӗ-амӑшӗн Мускав ҫывӑхӗнчи ҫуртӗнче вилнӗ. Икӗ уйӑх маларах вӑл хӑйне питӗ япӑх туйма пуҫланӑ. Куҫӗ курма пӑрахнӑ. Эрне маларах тӑванӗсене те паллайми пулнӑ. Икӗ кун тӑнсӑр выртнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен каччи Никита Васильев велосипедпа ҫулҫӳреве пӗлтӗрех тухнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл тӗнче курса ҫӳренӗ. Ҫак кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Никита Васильев Шупашкара таврӑннӑ. Ҫак кун кӑнтӑрла иртсен вӑл республика чиккине ҫитнӗ. Никита ҫулҫӳревре 14 уйӑх пулнӑ. Ҫак тапхӑрта вӑл 12 пин ҫухрӑм парӑнтарнӑ. Вӑл Самар, Чӗмпӗр, Волгоград облаҫӗсенче, Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пулса курнӑ. Ҫавӑн пекен чӑваш каччи Грузие, Владикавказа ҫитнӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл малтан палӑртнӑ тӗллевсене 200 процент пурнӑҫланӑ. Никита Васильев чи юлашкинчен Тольяттире, Чӗмпӗрте пулнӑ. Тольяттире ӑна Татищев ячӗллӗ Тӗп вулавӑша «Шанчӑк» культурӑпа ҫутӗҫ обществи мероприятире тухса калаҫма чӗннӗ. Никита Васильев Чӑваш Енри чӑваш ялӗсене те курса ҫӳреме палӑртать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра «Вечерняя Москва» хаҫатӑн тӗп редакторӗпе Александр Куприяновпа тӗл пулнӑ чухне чӑваш ял хуҫалӑх комплексӗсен организацийӗсем, халӑх ӳнерӗн ӑстисем малашне те Мускаври ярмӑрккӑсене хутшӑнассине палӑртнӑ. Ҫӗртмен 1-мӗшӗнче вара ЧР Ял хуҫалӑх министерстви Мускава чӑваш таварӗсене туса кӑларакансене ярмӑрккӑна ӑсатнӑ. «Ҫӗнӗ Черумушки» метроран тухнӑ чухнех чӑваш кӗвви янӑранӑ. Кӑҫал ярмӑрккӑра Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет хӑйӗн продукцийӗпе паллаштарать. Ҫав шутра — Шупашкар хули те. Чӑвашсем халӑх мускавсене чӑваш апатне тутанма чӗнеҫҫӗ. Ярмӑрккӑна Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков та ҫитсе курнӑ. Мускавра тата ун ҫывӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсене пурне те ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Вӑл паян, ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Сӑнсем (15) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Екатеринбургра шкул ачисем ҫӗнӗ «вӑйӑ» шутласа кӑларнӑ. Куншӑн аслисем пӗрре те савӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫшӑн хӑрушӑ. Вӑййа ачасем тупӑшмалла выляҫҫӗ. Унтан хӑйсен «ҫитӗнӗвӗсене» видео ӳкерсе тӗнче тетелне кӑларса хураҫҫӗ те мухтанаҫҫӗ. Ачасем светофор хӗрлӗ ҫуталнӑ чухне ҫул урлӑ чупса каҫаҫҫӗ-мӗн. Ҫакӑ ӗнтӗ — вӑйӑ. «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак «вӑййа» пула пӗр шкул ачи вилнӗ. Тепри пульницӑна хуҫӑк урапа лекнӗ. Шӑпӑрлансем хӑрушӑ пулнине ӑнланмаҫҫӗ ахӑртнех. 12 ҫулти хӗрача каланӑ сӑмахран, кӑҫал хӗлле арҫын ачасем ҫул урлӑ чупса каҫнӑ. Халӗ вара укҫалла выляҫҫӗ. 100 тенкӗлӗх. Вӑййа Самар, Хабаровск, Архангельск хулисен ачисем те хутшӑннине пӗлтереҫҫӗ. Любовь Владыкина психолог каланӑ тӑрӑх, ачасене адреналин ҫитмест. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем нимӗн те тӑваймаҫҫӗ-мӗн. Урапи айне лекнӗ водителӗн вара суд сакки ҫине ларма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫу уйӑхӗн 25–30-мӗшӗсенче Крым Республикинче пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсен «Чӗресен кӗвви» юрӑ-кӗвӗ пултарулӑхӗн конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Нумаях пулмасть гала-концерт иртнӗ, ҫӗнтерӳҫӗсене, фестивале хутшӑннӑ пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсене, ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Севастопольти Хура тинӗс флочӗн офицерсен ҫуртӗнче чысланӑ. Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса РФ МЧСӗн регионсенчи центрсен тата вӗренӳ заведенийӗсен пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Атӑлҫи тӑрӑхӗн чысне унта ПФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн «Служу Отечеству» ансамблӗ хӳтӗленӗ. Вӗсем жюрие, куракансене тыткӑнлама пултарнӑ. Ансамбль иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 736 - 738 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Чебанов Анатолий Сафронович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |