Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Иван Мучи

Иван Мучи (Илларионов Иван Иванович) — чӑваш ҫыравҫи, «Капкӑн» журнала никӗҫлекенӗ. 1895 ҫулхи авӑнӑн 29-мӗшӗнче Шупашкар районне кӗрекен Чуралькассинче (халӗ Тойтерек) ялӗнче ҫуралнӑ. 1946 ҫулхи акан 28-мӗшӗнче Шупашкарта сарӑмсӑр вилсе кайнӑ.

1934 ҫулта СССР ҪП членӗ шутне кӗртнӗ.
Литературӑри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Чӑваш АССР Аслӑ Канаш Президиумӗн Хисеп грамотипе чысланӑ.

Кун-ҫулӗ

Ялти пуҫламӑш шкулта вӗреннӗ, кайран Хусанти вӗрентекенсен семинарӗнче пӗлӳ пухнӑ. Граждан вӑрҫине хутшӑннӑ. Граждан вӑрҫи хыҫҫӑн Хусанти пӗрремӗш чӑваш театрӗнче артист пулса ӗҫленӗ. 1922 ҫулта театрпа пӗрле Шупашкара куҫса килнӗ. Пӗр вӑхӑт «Канаш» хаҫат редакцийӗнче вӑй хунӑ. И.Мучи чӑвашсен сатира журналне — «Капкӑна» пуҫласа яраканӗ пулнӑ. Вунпилӗк ҫул ытла ҫак журналӑн яваплӑ секретарӗнче ӗҫленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче И.Мучи Чӑваш академи театрне ӗҫлеме куҫнӑ.

Пултарулӑхӗ

Иван Мучи талантлӑ артист, чӑваш литературинче сатирӑпа юмор жанрне пуҫараканӗ, ӑста ҫыравҫӑ пулнӑ. Вӑл классикӑлла вырӑс литературине пропагандӑлас тӗлӗшпе нумай тӑрӑшнӑ. А.П.Чехов произведенийӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех М. Горький, М. Салтыков-Щедрин, Демьян Бедный хайлавӗсем вӑл тӑрӑшнипе чӑваш вулаканӗ патне ҫитнӗ.

Унӑн кулӑшла калавӗсемпе фельетонӗсем ҫак кӗнекесенче тухнӑ:

  • «Комсомольская заутреня» (вырӑсла, 1924);
  • «Колхоз ҫулне тухнӑ чух» (1931);
  • «Хӗрлӗ кулӑш» (1931);
  • «Кулӑшла калавсем» (1940, 1982);
  • «Кӗске калавсем» (1955);
  • «Тавӑрпи» (1961)
  • «Катка хыҫӗнчи ҫын» (1995);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
Категорисем: Иван Мучи
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-29 10:11:07 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 11546 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем