Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Раҫҫейре

Раҫҫейре

Раҫҫей Почтин Чӑвашри филиалӗ Никита Сверчков 125 ҫул тултарнӑ май ӑна халалласа конвертсем саккас панӑ. Вӗсем 500000 экземплярпа тухнӑ.

Филиал Чӑваш Ене халалласа кашни ҫулах конвертсем кӑларать. Унашкал конвертсем тӗнчипех сарӑлӗҫ, ыттисене чӑваш тӗнчипе, наци хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарӗҫ.

Сӑмах май, Никита Сверчков — халӑх ӳнерҫи, профессионал ӳнере Чӑваш Енре пуҫаракансенчен пӗри. Конверт ҫинче унӑн «Чӑвашсем — Раҫҫейре» картинине сӑнлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81749
 

Раҫҫейре

РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев постановление алӑ пуснӑ. Унпа килӗшуллӗн, пӗлтӗрхи тӑваттӑмӗш кварталта пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа-тенкӗ виҫи 2,28 процент чакнӑ.

Пӗтӗмӗшле илсен, Раҫҫейре ку хисеп 221 тенкӗ чакнӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ку кӑтарту ӗҫлекен ҫынсен 10187 тенкӗпе танлашнӑ. Тивӗҫлӗ канурисен — 7781, ачасен — 9197 тенкӗ.

«Известия» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫе пӗчӗкленнин сӑлтавӗ — потребительсен карҫинккинчи апат-ҫимӗҫ хакӗ йӳнелни. Ҫӗрулми, купӑста, кишӗр, хӗрлӗ кӑшман, панулми хакӗсем пӗчӗкленнӗ.

ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтӗлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра ку кӑтарту 8191 тенкӗпе танлашнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81676
 

Раҫҫейре

РФ Президенчӗ Владимир Путин суйлав саккунне улшӑнусем кӗртнӗ. Документа пушӑн 9-мӗшӗнче право информацийӗн тӗнче тетелӗнчи официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.

Улшӑнусем кӗртнӗ документпа килӗшӳллӗн, малашне суйлав участокӗсенче аккредитаци илнӗ журналистсем ҫеҫ ӗҫлеме пултараҫҫӗ. Анчах пурте мар. Ӑна илмешкӗн кӑларӑмра ӗҫ договорӗпе икӗ уйӑхран кая мар ӗҫлемелле. Аккредитацие суйлав умӗн виҫӗ кун маларах парӗҫ.

Суйлав комитечӗн ӗҫне «сӑмса чикнӗшӗн», ҫынсене суйлама чӑрмантарнӑшӑн штраф тӳлеттерӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81604
 

Раҫҫейре

«Левада-центр» социологӗсем ыйтӑм ирттернӗ: ҫӗршыв Президенчӗн вырӑнне хӗрарӑм пулнине ырлаҫҫӗ-и?

Респондентсен 32 проценчӗ ҫитес 10–15 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ хӗрарӑм пулнине ырланӑ. Ыйтӑма хутшӑннисен 21 проценчӗ — арҫынсем, 44 проценчӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Анчах респондентсен 49 процентне хӗрарӑм ертӳҫӗ пуканне йышӑнни килӗшмен.

Социологсем хӗрарӑмсем политикӑна хутшӑннине мӗнле хакланине те ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Ыйтӑма хутшӑннисен 77 проценчӗ кӑна ырланӑ. 64 проценчӗн шухӑшӗпе, хӗрарӑмсен патшалӑх пуканне арҫынсемпе танах йышӑнмалла. 28 проценчӗ хирӗҫленӗ.

Респондентсен 51 проценчӗ хуравланӑ тӑрӑх, арҫынсен службӑра ҫӳлелле хӑпарас шанчӑк пысӑкрах. 41 проценчӗ вара арҫынсемпе хӗрарӑмсен ку енӗпе шанчӑк пӗрех пулнине каланӑ.

Ыйтӑма 48 регионти 137 ял-хулара пурӑнакан 18 ҫултан аслӑрах 800 ытла ҫынна хутшӑнтарнӑ.

 

Раҫҫейре

Пирӗн маттур ентеше Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑмра кӑтартнӑ. Шупашкарта пурӑнакан Вера Афанасьевна Орлова пирки журналист сюжет хатӗрленӗ.

Кӑҫал Вера Афанасьевна 83 ҫул тултарнӑ. Вӑл чунӗпе ҫамрӑк, хастар. Маттурскер «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» спорт уявне хутшӑнать. 11 хутчен йӗлтӗр сырса тухнӑ вӑл.

Вера Афанасьевна йӗлтӗр сырса тухнӑ чухне наци тумне яланах тӑхӑнать. Вӑл хӑйне уҫӑ сывлӑшра лайӑх туять, килте лараймасть. Вера Орлова ӗмӗр тӑршшӗпех йӗлтӗрпе туслӑ. Виҫӗ ҫухрӑм чупасси те уншӑн нимӗн те мар. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пӗчӗк мӑнукӗсене спортпа туслаштарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81564
 

Раҫҫейре "Про Город" хаҫат тунӑ сӑн
"Про Город" хаҫат тунӑ сӑн

Пӗтӗм тӗнчери граждан авиацийӗн организацийӗ электроникӑн литий-ионлӑ аккумуляторӗсене салона илсе кӗме чарӗ. Кун пирки Рейтер агентство пӗлтерет. Экспертсен шухӑшӗпе, ку пушар кӑларма пултарать, ҫавӑнпа ҫак йӗркене йышӑнасшӑн.

Самолет бортне кӗсье телефонӗн, фотоаппаратӑн, ноутбукӑн тата ытти электроникӑн аккумуляторӗсене илсе кӗме чарӗҫ. Ку саккун 2016 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗ. Хӑҫанччен? Литий-ионлӑ батарейӑсем валли шанчӑклӑ упаковка шухӑшласа кӑлариччен.

Ҫӗнӗ инструкци Шупашкарти аэропортра та вӑя кӗрӗ. Чӑваш Ен ҫыннисемпе хӑнисене кунти самолетпа усӑ курнӑ чухне багаж илсе ҫӳремелли пирки хушма инструкци парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81421
 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри хӗрарӑм ҫине тӳрех виҫҫӗн тан тапӑннӑ. Пирӗн ентеше ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн вӗсем.

Кун пирки НТВ телеканалти «Говорим и показываем» телешоура калаҫнӑ. 52 ҫулти Наталья Дормачева Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме кайнӑ. Вӑл апат-ҫимӗҫ лавккине сутуҫа вырнаҫнӑ. Кӗҫех вӑл ҫав ҫуртрах пурӑнакан 56-ри арҫынпа паллашнӑ. Вӗсем пӗрлешнӗ. Анчах арҫыннӑн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсене килӗшмен ку.

Тепӗртакран арҫын вилнӗ. Тухтӑрсем ӑна ҫӑлайман, чӗре чирӗ тесе палӑртнӑ. Кӗлеткине пӑхнӑ хыҫҫӑн пуҫӗ ҫинче суран пулнине палӑртнӑ. Арыннӑн тӑванӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ӑна пирӗн ентеш вӗлернӗ. Йӑлтах – Мускаври хваттершӗн-мӗн.

Кӑларӑмра пирӗн ентешпе арҫыннӑн тӑванӗсен тавлашӑвне кӑтартнӑ. Наталья каланӑ тӑрӑх, упӑшки ирхине тӗпелте чей ӗҫнӗ. Кайса пӑхнӑ – ку урайӗнче ларнӑ. Япӑх пулнине курсан васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пуҫӗ ҫинчи суран ун чухнех пулнӑ тет вӑл.

Юлашкинчен кӑларӑмра Натальйӑна полиграфпа тӗрӗсленӗ. Суя детекторӗ Наталья суйманнине палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/dom/view/398
 

Раҫҫейре

Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Вӗри чӗре» обществӑпа патшалӑх пуҫарӑвӗн лауреачӗсене чысланӑ. Кӑҫал наградӑна ҫамрӑксен тата ачасен ҫичӗ организацийӗ, 113 ачапа ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшне вилнӗ хыҫҫӑн чысланӑ.

Лауреатсен йышӗнче Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те пулнӑ. Дария Зимина И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренет. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах вӑл спорт тытӑмӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвать. Павел Федотов, Етӗрне районӗнчи пӗр шкулта вӗренекенскер, путакан ачана ҫӑлнӑ.

«Вӗри чӗре» иккӗмӗш ҫул ӗҫлет ӗнтӗ. Ӑна Светлана Медведева ертсе пыракан социаллӑ культура пуҫарӑвӗн фончӗ йӗркеленӗ. Унта паттӑр ӗҫ тунисене, йывӑр лару-тӑрӑва ҫӗннисене чыслаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре «Про Город» хаҫат тунӑ сӑн
«Про Город» хаҫат тунӑ сӑн

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗ шкулсенче вырӑс чӗлхипе вӗрентмелли гарантие официаллӑ мелпе ҫирӗплетменнине Раҫҫейри 9 регионта тупса палӑртнӑ. Ун пирки tass.ru сайт пӗлтерет.

Ҫав 9 регион шутне хӑшӗсем кӗнӗ-ха? Ингушети, Кабардин-Балкар, Карачай-Черкес, Коми Республики, Ҫурҫӗр Осети, Тутарстан, Тува Республики, Удмурт тата Чӑваш республикисем.

Ҫак регионсене вӗрентӗве вырӑс чӗлхипе памалла тесе улшӑнусем кӗрттересшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/81367
 

Раҫҫейре

Республикӑра тухса тӑракан хӑш-пӗр хаҫат-журнала йӳнӗрехпе ҫырӑнса илме май пулассине пӗлтереҫҫӗ. «Раҫҫей Почти» ҫырӑнтару хакне 15 процент чакать-мӗн.

Федераци центрӗн кунашкал пулӑшӑвне Раҫҫейри 2 пин яхӑн кӑларӑм тивӗҫӗ. Списока пирӗн республикӑри 29 кӑларӑм кӗнӗ. Вӗсен йышӗнче — «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Хыпар», «Тантӑш», «Советская Чувашия», «Чӑваш хӗрарӑмӗ». Ҫӑмӑллӑхпа вулакансем юратакан хаҫатсем усӑ курма пултараҫҫӗ.

Хаҫатсенче наци тата тӗн ыйтӑвӗсене хускатни, сывӑ пурнӑҫа пропагандӑлани те витӗм кӳнӗ. Ҫӑмӑллӑха ачасемпе ҫамрӑксен кӑларӑмӗсем те тивӗҫнӗ.

Асӑннӑ хаҫат-журнала «Раҫҫей Почтин» уйрӑмӗсенче ҫеҫ йӳнӗрех ҫырӑнтараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 95, 96, 97, 98, 99, 100, 101, 102, 103, 104, [105], 106, 107, 108, 109, 110, 111, 112, 113, 114, 115, ...134
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 07

1905
120
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
71
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
39
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та