Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк
photocentra.ru сайтри сӑн
photocentra.ru сайтри сӑн

Ҫитес эрнере 20 градус таран ӑшӑтассине пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Ыран, шӑматкун, республикӑра хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, анчаз 12-17 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун та термометр ҫавӑн чухлӗ градус кӑтартӗ, анчах ҫак кун ҫумӑр ҫумӗ, ҫил те лӑпланӗ.

Тунтикунпа ытларикун вара тата аван ҫанталӑк пулӗ: 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ, ун хыҫҫӑн Чӑваш Республикине сивӗрех сывлӑш килӗ: кӑнтӑрласерен – 10-15, ҫӗрлесерен 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫапах та юпа уйӑхӗнчи климат норминчен 5 градус ытларах.

Хальлӗхе хӗл ҫывхарасси палли ҫук. Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче антициклон килӗ, ҫанталӑк уяртӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gs.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 25 хунав пилеш лартнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн пресс-служби парламент сайтӗнче хыпарланӑ.

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин экологи шӑматкунлӑхне хутшӑннӑ. Пӗччен мар-ха. Ачасемпе пӗрле. Депутатпа пӗрле йывӑҫ лартма хулари 57-мӗш шкулта вӗренекен арҫын ачасемпе хӗрачасем тухнӑ. Вӗсем автовокзал патӗнчен пуҫласа таможня патне ҫити ҫул хӗррипе пилеш лартса тухнӑ.

«Ачасем хавхаланса ӗҫленине пӑхма кӑмӑллӑ пулчӗ. Ҫулсем иртсен вӗсем: «Ку йывӑҫа эпӗ лартнӑ», — тесе аса илӗҫ», — тенӗ пӗрлехи ӗҫшӗн хавхаланса парламентари.

Чӑн та, ҫутҫанталӑка юратасси, ӑна перекетлесси ҫавӑн пек пӗчӗк ӗҫрен пуҫланать. Кашни пӗрер хунав лартсан та мӗн чухлӗ йывӑҫ пулмалла.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗн пуҫламӑшӗ климат норминчен 2,3 градус сивӗрех пулнӑ. Кӗҫӗр округсенче тӑм ӳкнӗ. Канаш хулинче ирхине 3 градус сивӗ пулнӑ, Пӑрачкавра - 4 градус сивӗ.

Кӗҫӗр те республикӑн ҫурсӗр-тухӑҫ енчи округсенче тӑм ӳкме пултарать. Ыран Чӑваш Республикин кӑнтӑр-анӑҫ пайӗнче ҫумӑр ҫукалӗ. Шупашкарта пӗлӗтлӗ пулӗ, термометр 10-12 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Ҫил те кӑштах лӑпланӗ.

Ытларикун ҫӗрле ӑшӑ фрончӗ иртсе кайӗ, чылай округра ҫумӑр ҫӑвӗ. Юнкун уяртӗ, ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун ҫил лӑпланӗ, уяр пулӗ. Эрнекун та типӗ те уяр тӑрӗ. Шӑматкун сывлӑш 15-20 градус таран ӑшӑнма пултарӗ. Анчах каллех ҫил вӑйланӗ. Вырсарникун вара ҫумӑр ҫӑвӗ, 12-14 градус кӑна ӑшӑ пулӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере ҫумӑрлӑ пулӗ, термометр 5-10 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» сайтр сӑн
«Ҫанталӑк 21» сайтр сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, юпа уйӑхӗ сивӗ ҫанталӑкран пуҫланӗ. Ҫитес шӑматкун юр ҫума пултарӗ. Ҫӗрле шӑнтӗ. Ҫил вӑйланнӑран тата сивӗрех пек туйӑнӗ. Шӑматкун термометр 2-3 градус ӑшӑ кӑтартӗ, анчах 6-8 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Ҫапах ку хӗлле пуҫламӑшӗ мар, унӑн репетицийӗ кӑна. Пӗтӗмӗшле илсен, юпа уйӑхӗ климат нормипе килӗшӳллӗн пулӗ. Уйӑх сивӗрен пуҫлансан та малалла пире типӗ те ӑшӑ кунсем кӗтӗҫ. Ҫитес эрнерех палӑрмалла ӑшӑтӗ. Пӗрремӗш тата иккӗмӗш декадӑра ытларах типӗ те ӑшӑ пулӗ. Кӗҫ ылтӑн кӗркунне хуҫаланмалла. Иккӗмӗш декадӑра вара сивӗ пулӗ. Ун чухне хӗл икӗ хутчен хӑйӗн правине илме тӑрӑшӗ. Анчах юр ҫусан ирӗлсе кайӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Карчӑк ӑшши» вӗҫленчӗ. Паян ирхине Шупашкар хулинче юлашки 6 кунра пӗрремӗш хут термометр 10 градус ӑшӑран сахалрах кӑтартнӑ.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес вӑхӑтра республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енчи окургсенче хушӑран ҫумӑр ҫума тытӑнӗ. Ытти округра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк тӑрӗ.

Эрне варринче хӗвел курӑнӗ. Юнкун ӑшӑтӗ, анчах ку сивӗтес умӗнхи юлашки ӑшӑ кун пулӗ. Ун чухне ҫӗрле сивӗ фрончӗ ҫитӗ. Юпа уйӑхне чӑннипех те кӗркуннехи ҫанталӑкпа кӗрӗпӗр. Уйӑх пуҫламӑшӗнченех хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ, пӑрлӑ кӗрпе те ҫума пултарӗ. Эрнекун пӗрремӗш юр пӗчисем ӳкме пултарӗҫ. Кӗҫнерникун ҫӗрле термометр 0 градус кӑтартӗ, эрнекун кӑнтӑрла 5 градусран ӑшӑрах пулӗ. Анчах ҫил ҫурҫӗр енчен вӑйлӑ вӗрнӗрен сивӗрех пек туйӑнӗ.

Канмалли кунсенче те сивӗ пулӗ. Ҫумӑр ҫумӗ, анчах ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӗрекен ҫил самай вӑйланӗ. Теромометр 5-10 градус ӑшӑ кӑтартӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
еро ru.pinterest.com сайтри сӑн
еро ru.pinterest.com сайтри сӑн

«Карчӑк ӑшши» питӗ савӑнтарчӗ: ку эрнере ӑшӑ та уяр ҫанталӑк тӑчӗ. Синоптиксем пире татах савӑнтараҫҫӗ: кун хыҫҫӑн республикӑна ылтӑн кӗркунне килет.

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере те уяр ҫанталӑк тӑрӗ, анчах хальхи пекех ӑшӑ мар. Сӑмах май, ку эрнери ҫанталӑк ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчи норма пек пулнӑ. Хальлӗхе, канмалли кунсенче, термометр 18-23 градус кӑтартӗ-ха, ҫӗрле – 10-15. Шӑматкун уяр пулӗ. Вырсарникун хӑш-пӗр вырӑнта хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать.

Ҫитес эрнере хальхи пекех пӑчӑ пулмӗ: 14-19 градус ӑшӑ тӑрӗ, ҫӗрлесерен – 5-10. Тунтикун республикӑн ҫурҫӗр-анӑҫ енче ҫумӑр ҫуса иртме пултарать. Ытларикунран вара уяртӗ, ылтӑн кӗркунне хуҫаланма тытӑнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

Лайӑх хыпар пӗлтерер-ха: пирӗн республикӑна тинех «карчӑк ӑшши» ҫитнӗ!

Тата лайӑхрах хыпар: вӑл авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен пырӗ. «Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, анчах ыран, шӑматкун, тата тунтикун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫума пултарать. Чи ӑшӑ кунсем вара ҫитес эрне варринче пулӗҫ: термометр ун чухне 19-24 градус кӑтартӗ. Эрне вӗҫнелле те хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать, анчах ҫанталӑк ӑшӑ пулӗ. Ҫитес эрнери канмалли кунсенче те ҫанталӑк пире савӑнтарӗ: 18-20 градус ӑшӑ тӑрӗ.

Палӑртса хӑварар: кӑҫалхи аван уйӑхӗ юлашки тӑватӑ ҫулта чи нӳрӗ уйах пулнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Ку эрнере мӗнле ҫанталӑк пулассине пӗлес килет-и? «Ҫанталӑк 21» сайт мӗн пӗлтернине тишкерер.

Паян ҫанталӑк уяр пулӗ, анчах ыран кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ, юнкун кӑнтӑрлаччен вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫукалама пултарӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра Шупашкар хулинче тепӗр 13 мм нӳрӗк ӳкӗ. Ан кулянӑр: хӗвел тата таврӑнать. Кӗҫнерникунпа эрнекун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, термометр 17-19 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Канмалли кунсенче вара пӗлӗтлӗрех пулӗ, анчах 20 градус таран ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Шӑматкун каҫхине тата вырсарникун кӑнтӑрла республикӑн хӑш-пӗр вырӑнӗнче хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать.

Сайт малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк авӑн уйӑхӗн 22-23-мӗшӗччен пулӗ, унтан палӑрмаллах сивӗтӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн
«Ҫанталӑк 21» порталти сӑн

«Ҫанталӑк 21» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку эрнере малтан ҫумӑр ҫӑвӗ, кайран вара уяртса ӑшӑтӗ.

Паян хушӑран ҫумӑр ҫӑвать, ыран та, ытларикун, ҫумӑрлӑ пулӗ, термометр 15 градус ӑшӑ кӑтартӗ, анчах ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӑйлӑ вӗрнӗрен сивӗрех пек туйӑнӗ.

Юнкун ҫумӑр питех ҫумӗ: каҫ енне республикӑн кӑнтӑр-тухӑҫ енче ҫумӑр ӳкӗ, аслати авӑтма пултарӗ. Кӗҫнерникун пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулӗ. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче пӗр тӑваткал метр ҫӗр лаптӑкӗ ҫине 10 литр шыв ӳкме пултарӗ.

Эрне вӗҫнелле вара тинех уяртӗ, ӑшӑтӗ. Ку эрнери чи ӑшӑ кун эрнекун пулӗ. Канмалли кунсенче те 20 градус ӑшӑ тарӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк иккӗмӗш декада вӗҫӗччен тытӑнса тӑрӗ. Сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, ку «карчӑк ӑшши» пулӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
uk.pinterest.com сайтри сӑн
uk.pinterest.com сайтри сӑн

Кӗҫех сивӗтӗ, кӗрхи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑнӗ, анчах нумайлӑха мар ку. Ҫапла пӗлтерет «Ҫанталӑк 21» сайт.

Паян хӑш-пӗр тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр ҫуса иртет, кӗҫӗр вара тӗтре карса илӗ. Шӑматкун уяр ҫанталӑк тӑрӗ, 20-25 градус таранах ӑшӑ пулӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн пӗлӗтленӗ те ҫил вӑйланӗ, каҫхине вара ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртӗ, термометр 17-22 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Тунтикун та уяр пулӗ, анчах ҫанталӑк уҫӑлтарӗ, термометр 20 градус ӑшӑран сахалрах кӑтартӗ. Ытларикун тата юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, кӑнтӑрла 14-16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫӗрле термометр 8-10 градус кӑтартӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрӗ. Паллах, ҫакна пула сивӗрех пек туйӑнӗ.

Ҫитес эрнере канмалли кунсенче вара каллех 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ӑшӑ ҫанталӑк сахалтан та иккӗмӗш декада вӗҫӗччен пулӗ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ...108
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӗнтерес тесен вӑйпа тӗрӗс усӑ курмалла: ку сире йӑнӑшасран сыхлӗ. Укҫапа ҫыхӑннӑ ыйтусене тӗплӗ шухӑшласа татса памалла. Харпӑр пурнӑҫра ҫӑлтӑрсем сирӗн енче — хӑвӑрӑн романтика кӑмӑлне уҫса пама ан вӑтанӑр.

Чӳк, 03

1884
142
Морев Иван Михайлович, Чемей пӑлхавӗн ертӳҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
2014
12
Ксенофонтов Иван Ксенофонтович, чӑваш актёрӗ, театр ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та