Паян, кӑрлачӑн 31-мӗшӗ, — шурӑ эрехӗн ҫуралнӑ кунӗ. Шӑп та лӑп 150 ҫул каялла Дмитрий Менделеев «Спиртпа шыв пӗрлешӗвӗ пирки» диссертаци хӳтӗленӗ.
Ырантан, нарӑсӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, официаллӑ майпа эрех хакне чакарӗҫ. Кунашкалли — пӗрремӗш хут. Эрехе тӳрех 16 процент йӳнетӗҫ.
Хушупа килӗшӳллӗн, 1 кӗленче эрех малашне 185 тенкӗрен йӳнӗ пулмӗ. Курттӑмӑн туянакансемшӗн хак 170 тенкӗ пулӗ, туса кӑларакансемшӗн — 162 тенкӗ.
Юлашки 6 ҫулта эрех хакӗ ӳссе пынӑ ҫеҫ. Пӗлтӗр вӑл икӗ хутчен хакланнӑ: пуш тата ҫурла уйӑхӗсенче. Ҫулла вӗҫленес умӗн чи йӗнӳ эрех хакӗ 220 тенкӗ пулнӑ. Халӗ 35 тенкӗ йӳнӗрех пулӗ.
Ыттисем — коньякпа бренди — ҫав шайрах юлӗҫ. Росалкогольтӗрӗслев малашне хӗрлӗ эрехпе шампань эрехӗн чи йӳнӗ хакне те палӑртӗ. Кун пирки Дмитрий Медведев премьер-министр алӑ пуснӑ.
Раштавӑн 12-мӗшӗнче Патшалӑх Думи ӳсӗр водительсене пырса тивекен пуҫиле кодексра турлетӳсем тунӑ.
Саккун проектӗнче каланӑ тӑрӑх, руль умне ӳсӗрле темиҫе хут ларнӑ водительсен сахалтан та 200 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ. Чи пысӑк айӑплав — 2 ҫул тӗрмере ларни.
Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинчи пӑтӑрмахшӑн айӑплисем валли ирӗксӗр хӑвармалли срока йышӑнаҫҫӗ. Вӗсен аварие кура 2-4 ҫултан сахал мар ларма тивӗ.
«Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, тӳрлетӳсем 2015 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен вӑя кӗмелле. Кана пӑхса тухӗҫ-ха.
Халӗ вара ӳсӗр водительсене административлӑ явап тыттараҫҫӗ. Тепӗр хут тытсан 50 пин тенкӗ тӳлемелле тата правасӑр 3 ҫуллӑха хӑвараҫҫӗ.
Шупашкарти чылай аптека хӑйсен ирӗкӗпе «фанфуриксем» сутмасси пирки меморандум алӑ пуснӑ. Ҫак кунсенче мэри вӗсем панӑ сӑмаха епле тытнине тӗрӗсленӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальлӗхе хулари аптекӑсенчен 68 проценчӗ меморандум алӑ пуснӑ. Ҫапла майпа Шупашкарти 152 аптекӑран 104-шӗ «фанфурик» сутмасси пирки сӑмах панӑ.
Чӑнах та, вӗсем хӑйсен сӑмахне тытнӑ. Алӑксем ҫине ҫапла ҫырса хунӑ: «Кунта халӗ «фанфурик» сутмаҫҫӗ». Сентресем ҫинче те ку тавар ҫук-мӗн.
Меморандум алӑ пусман ытти аптекӑпа ку ыйтупа калаҫу пырать. 5 аптека сетне ку шухӑш килӗшмен. «Фанфурик» сутни хушма тупӑш кӳрет-ҫке-ха. Ҫапах мэри алӑ усмӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑрӑшӗ.
Патшалӑх Думине алкоголе туянакансен куҫӗ умӗнчен аяккарах илме сӗнекен саккун проектне пӑхса тухма панӑ. Кун пирки «Известия» хаҫата проект авторӗсем, ЛДПР депутачӗсем Игорь Лебедев, Ярослав Нилов, Андрей Свинцов каласа кӑтартнӑ.
«Алкоголь — пуҫ мимине тӑртантаракан шӗвек. Ҫын лавккана ҫӑкӑр патне кӗрет, эрех курать те ӑна туянать», — ӑнлантарнӑ Ярослав Нилов. Кунсӑр пуҫне вӑл эрех ачасене илӗртнине палӑртнӑ. Ара, вӑл апат-ҫимӗҫпе юнашарах выратать-ҫке-ха.
Ярослав Нилов пӗлтӗр депутатсем эрех сутассине йӗркелемелли саккун проектне сӗннине те аса илнӗ. Анчах ун чухне ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Лебедев палӑртнӑ тӑрӑх, эрех курӑнакан вырӑнтан ҫухални ӑна тӗрлӗ уяв валли туянма чӑрмантармасть.
Аса илтерер: кунашкал саккуна пирус тӗлӗшпе йышӑннӑ. Кӑҫал ҫӗртмен 1-мӗшӗнче пирус курӑнакан вырӑнтан ҫухалнӑ. Ӑна туянакан ыйтсан ҫеҫ кӑларса параҫҫӗ.
Раҫҫей Парламенчӗ ҫамрӑксене эрех сутмалли ӳсӗме каллех ӳстерме ыйтать. Халӗ 18 ҫул тултарнисен эрех-сӑра туянма юрать пулсан ҫак ӳсӗме 21 ҫул таран хӑпарттарасшӑн.
Мӗн тӗллевпе? Паллах, ҫамрӑксене эрех-сӑраран сивӗтес тӗллевпе. Ку тӗлӗшпе саккун проектне Федераци Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен председателӗн ҫумӗ Вячеслав Фетисов хатӗрленӗ.
Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, ку ӳсӗме хӑпартни ҫамрӑксене эрех-сӑрапа ир туслашасран сыхлать. Документа Патшалӑх Думине ҫитес вӑхӑтра кӗртме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки «Известия» хаҫат пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку проекта Патшалӑх Думине пӗр хут кӑна мар кӗртнӗ. Анчах кашнинчех ӑна пӑрахӑҫланӑ. Ара, Граждан кодексӗ 18 ҫул тултарнӑ ҫамрӑксене права тӗлӗшӗнчен хӗсме юраманнине палӑртать-ҫке-ха. Анчах Патшалӑх Думине 21 ҫулта ҫеҫ суйланма юрать. Эппин, эрех-сӑрана та 21 ҫула ҫитменнисене сутма мӗншӗн чарас мар? Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ проекта сӗнекенсем.
Чылай ҫӗршывра эрехе 21 ҫултан кӗҫӗнреххисене сутмаҫҫӗ. Нью-Йоркра ҫак ӳсӗме ҫитменнисене пирус та памаҫҫӗ.
РФ Юстици министерстви ҫӗнӗ саккун проекчӗ пирки пӗлтерет. Вӑл ӳсӗр водительсем ларнӑ транспорта полицейскисем тытсан ӑна штрафстоянкӑна илсе кайма сӗнет. Налук тӳлеменнисем вара ҫемье ҫавӑраймӗҫ. Кун пирки «Раҫҫей хаҫачӗ» пӗлтерет.
Документпа килӗшӳллӗн, водительсен малтан урӑлмалла, унтан штрафстоянкӑна пырса укҫа сахал мар тӳлемелле. Суд приставӗсем налук тӳлемен ҫынна юридици тӗлӗшӗнчен питӗ кирлӗ ӗҫе тума чарма пултарать.
Тӗрӗссипе, урапана штрафстоянкӑна ямалли пирки тахҫанах калаҫаҫҫӗ. Анчах кунта хӑш-пӗр ыйту сиксе тухать. Транспорт рулӗ умӗнче урапа хуҫи пулмасан та пултарать. Урапапа пӗтӗм ҫемье усӑ курать-ҫке-ха.
РФ Юстици министерстви штрафстоянкӑри транспорта каялла илмешкӗн 30 пин тенкӗ тӳлеттересшӗн. Ку — пӗрремӗш хутӗнче. Руль умне каллех ӳсӗрле ларсан 50 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ-мӗн. Ҫитменнине, эвакуаторшӑн тата урапана стоянкӑра тытнӑшӑн тӳлемелле.
Саккуна пурнӑҫа кӗртес шанчӑк пысӑк. Пурин те кунашкал пысӑк укҫа ҫук. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр ӳсӗр водитель хӑйӗн урапине, тен, урӑх кураймӗ те.
Чӑваш Енре правӑна ытларах чух ӳсӗрле пӑсаҫҫӗ тесе пӗлтереҫҫӗ иккен йӗрке хуралҫисем. «Ӳсӗр преступленисен» шучӗ Раҫҫейре 29 процентпа танлашть пулсан, пирӗн патра ҫак кӑтарту 42 процент-мӗн. Ӳсӗрсене урӑлтармалли вырӑн уҫсан правӑна пӑсакансен шучӗ чакасса шанаҫҫӗ иккен полицейскисем.
Шупашкарти урӑлтаркӑча темиҫе ҫул каялла хупнӑ. Ку вӑл Раҫҫейри юхӑм пулчӗ-ха. «Киккирикне хӗртнисене» ун чухне пульницӑсене илсе кайса урӑлтарма йышӑнчӗҫ. Шурӑ халатлисем вара хӑйсем патне илсе пынӑ ӳсӗрсенчен 70 процентне тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ мар тесе ӗнентереҫҫӗ иккен. Хыпса лартнӑскерсем пульницӑра шавлаҫҫӗ, пульница йӗркине пӑсаҫҫӗ.
Ӳсӗрсене урӑлтармалли ятарлӑ вырӑн кирлине Чӑваш Енре тахҫанах палӑртаҫҫӗ имӗш. Ку ыйтӑва нумаях пулмасть Раҫҫей правительстви те хускатнӑ. Унта 100 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласенче урӑлтаркӑчсем кирли пирки калаҫнӑ. Пирӗн патра ку енпе пӗрремӗш утӑма тунӑ та иккен. Урӑлтаркӑч евӗр усӑ курма ҫурт та тупса хунӑ. Вӑл — Шупашкарти Декабристсен урамӗнчи 2 хутлӑ ҫурт. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министерствине ҫавӑн валли штат йӗркелеме хушнӑ.
Чӑваш Енре пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ кун ҫул ҫинче 107 авари пулнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк тӑрук япӑх енне улшӑнни ҫул-йер ҫинчи лару-тӑрӑва начар витӗм кӳнӗ.
Ултӑ аварире пӗр ҫын вилнӗ, тепӗр улттӑн аманнӑ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта япӑх ҫанталӑка пула автомобиль ҫине йывӑҫ ӳкнӗ 22 тӗслӗхе палӑртнӑ. Республикӑра кунашкал тепӗр виҫӗ тӗслӗх те пулнӑ.
Халӗ республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫунине пула чрезвычайлӑ лару-тӑру пулнине ҫирӗплетнӗ.
Сӑмах май, Шупашкарти ҪҪХПИ ӗҫченӗсем «Ӳсӗр водитель» рейд иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра виҫӗ водителе тупса палӑртнӑ. Вӗсем япӑх ҫанталӑка та пӑхман – руль умне ӳсӗрле ларнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ял тӑрӑхӗнче Профилактика канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш пайташӗсем: ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Лариса Комиссарова тата Люция Чебенова, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫлекен центрӑн ҫемьене тата ачасене пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн заведующийӗ Алевтина Дюкина, опекӑпа попечительство органӗн сектор ертӳҫи Татьяна Чылыкова, район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен специалисчӗ Татьяна Исаева пырса ҫитнӗ.
Ларӑва ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен канашра шутра тӑракан тӑватӑ ҫемьене йыхравланӑ. Лариса Комиссарова вӗсене ачасемпе ытларах тимлемеллине аса илтернӗ. Алевтина Дюкина ҫемьери харкашу, ӗҫкӗ-ҫикӗ ачасене ырӑ витӗм кӳменни пирки асӑрхаттарнӑ. Ун пек чух ачасен киле каяс килмест. Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлни те ача чунне ыраттарма пултарать.
Ӗнер Шупашкарти Мускав районӗнчи кафесенчен пӗринче хӗрарӑм вилнӗ. Правӑна сыхлакан органсене синкер пирки хыпар ирхи 8 сехет тӗлӗнче ҫитнӗ.
Асӑннӑ районти пасарта вырнаҫнӑ кафене 40–45-сенчи хӗрарӑм ирхи 5 сехетре пырса кӗнӗ иккен. Унта вӑл ҫине-ҫинех эрех илнӗ пулать. Сакӑр сехетсенелле хайхи сӗтел хушшинчен персе аннӑ-мӗн те бармен тӳрех ун патне чупса пынӑ имӗш. Хӗрарӑм сывламаннине ӑнлансан вӑл тухтӑрсене хыпарланӑ. Шурӑ халатлисем хӗрарӑм вилнине кӑна ҫирӗплетнӗ. Халӗ ку факт пирки тӗпчев пырать.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарта ӗнер кӑнтӑрла тепӗр хӗрарӑм виллине асӑрханӑ. Вӑл 50 ҫулта иккен. Хӗрарӑм Шупашкарти тӗп пляжра, ҫырантан икӗ метрта, выртнӑ. Хӑй вӑл тумтирпе тата япаласемлӗ сумкӑпа пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтаналаса шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл шыва путнӑ пулать. Ку вилӗм сӑлтавне те тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |