Пушӑн 27-мӗшӗнче Шупашкарти политехника институтӗнче ҫамрӑксемпе студентсен «Пуҫаруллӑ ҫамрӑк Чӑваш Ен: пултарулӑх тата хастарлӑх» уҫӑ ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференципе килӗшӳллӗн пуҫарулӑх проекчӗсен X республика конкурсӗ «Ҫамрӑксен ӑслӑлӑхпа пуҫарулӑх конкурсне хутшӑнакан» («УМНИК» — 2014) программӑпа уҫӑлнӑ.
Ҫамрӑк пуҫаруҫӑсене тата хӑнасене ЧР вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Сергей Кудряшов, Шупашкарти политехника институчӗн директорӗ Александр Акимов тата ыттисем саламланӑ. «УМНИК» конкурса хатӗрленӗшӗн тата йӗркеленӗшӗн Шупашкарти политехника институчӗн ӗҫтешӗсене ЧР Вӗренӳ министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ. Вӗсен йышӗнче — Василий Чегулов, Дмитрий Дементьев.
Кӑҫалхи конкурса республикӑри асла шкулсем, предприятисемпе организацисем хутшӑннӑ. Эксперт комиссийӗ 66 пуҫару проектне пӑхса тухнӑ. Шупашкарти политехника институчӗ те, паллах, хутшӑннӑ. Эксперт канашӗ куҫӑн майпа ирткен тура хутшӑнмашкӑн вӗсен 10 ӗҫне суйланӑ. Олег Тупкин «Информаци технологийӗсем» енӗпе, Александр Прокопьев «Хальхи материалсем тата вӗсене тумалли технологисем» енӗпе, Диана Самарская «Пуласлӑхри медицина» енӗпе, Александр Васильев, Павел Вторкин, Андрей Иванов, Дмитрий Михайлов, Андрей Овчинников, Алена Сафейкина, Александр Яковлев «Ҫӗнӗ приборсем тата аппарат комплексӗсем» енӗпе проектсене хӳтӗленӗ.
Америкӑри тинтерех уҫӑлнӑ пӗр компани пӑрӑхри шывран самантра хӗрлӗ эрех тума вӗренсе ҫитнӗ.
«Тӗлӗнтермӗш машина» хӗрлӗ эрехе виҫӗ кунта хатӗрлеет иккен. Ун валли иҫӗм ҫырли е ҫырла материалӗ, юмах тути калакан япаласем, шыв кӑна кирлӗ иккен. Ҫавсене хутӑштарнӑ хыҫҫӑн хутӑш йӳҫнине ятарлӑ приложени тӑрӑх сӑнаса ларасси кӑна юлать теҫҫӗ.
«Тӗлӗнтермӗш машинӑна» шухӑшласа кӑларакансен пӗри, Филипп Джеймс ятлӑ ҫын, хайхи хатӗр лавккара 20 доллар ытла тӑракан хӗрлӗ эрехе пӗр ик долларпах кӑларма май панине пӗлтернӗ-мӗн. Анчах ҫак эрехе нумай упраймӑн — 2 эрнерен ытла тытсан пӑсӑлать.
Аппарат технологине пысӑк вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ иккен. Пӗр кӗленче хакӗ 499 доллар тӑрать теҫҫӗ.
Элӗк ачисем чӑннипех те маттур! Вӗсем мӗнле ҫитӗнӳсем тунӑ тетӗр-и? Шупашкарти 62-мӗш вӑтам шкул ҫумӗнче республика шайӗнче иртнӗ «Шырав» XI ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ пулнӑ. Ӑна шкулта вӗренекенсен пултарулӑх хастарлӑхне, технологи культурине ӳстерес тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Куҫӑн майпа иртнӗ тапхӑрта 47 пултарулӑх проектне хӳтӗленӗ, пилӗк секцире хатӗр изделисене кӑтартнӑ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ вӑтам шкул вӗренекенӗсем «Мода тата шкул», «Алӗҫ пултарулӑхӗ» секцисенче хӑйсен проекчӗсене ӑнӑҫлӑ хӳтӗленӗ. Вӗсен ертӳҫи — Татьяна Петухова. Элӗк ачисем хӑйсем хатӗрленӗ изделисене аван кӑтартнӑ, жюри панӑ ыйтусене ҫирӗппӗн хуравланӑ.
Жюри палӑртнӑ тӑрӑх, «Мода тата шкул» секцире Кристина Иванова ҫӗнтернӗ. «Алӗҫ пултарулӑхӗ» секцире вара Анастасия Григорьева 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти коопераци институчӗн бухгалтери учечӗпе прикладной информатика факультетӗнче 3-мӗш курсра вӗренекен Антон Михеев электроприводлӑ пандус патентланӑччӗ. Антон шухӑшласа кӑларнӑ япала кӳмесене нумай хутлӑ ҫуртсенче хӑпартма пулӑшать. «Чӑваш Республикинчи ҫамрӑк изобретатель — 2013» республика конкурсӗн пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн каччӑна I степеньлӗ Хисеп хучӗпе чысланӑ.
Шупашкарти Мускав районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Антон Михеева «Хӗрӳ чӗре» кӑкӑр паллипе чыслӗҫ. «Хӗрӳ чӗре» — социаллӑ-культура пуҫарӑвӗсен фончӗн ҫӗнӗ проекчӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — пулӑшу кӗтекен ҫынсене пулӑшма хатӗррисене тупса палӑртасси, вӗсене тав тӑвасси. Фонд проекта Раҫҫейӗн вӗренӳ тата аслӑлӑх министерствипе, хӳтӗлев министертсвипе, РФ Президенчӗ ҫумӗнчи ача правине хӳтелекен уполномоченнӑйӗпе тата общество организацийӗсепе, фондсемпе пӗрле пурнӑҫлать.
«Хӗрӳ чӗре» кӑкӑр паллипе ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Мускавра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чыслӗҫ. Ӗҫ пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн Хисеп кӗнекине кӑларӗҫ. Унта палла тивӗҫнӗ ҫынсене, вӗсен пурнӑҫӗнчи историсене кӗртӗҫ.
Чӑваш наци музейӗнче «Ӑслӑлӑх асамӗ» ҫӗнӗ проектӑн хӑтлавӗ иртнӗ. Унта пухӑннисене физика тата хими опычӗсене кӑтартнӑ.
Мероприятире ачасем ультрасасӑ мӗн икенне, вӑл ытти сасӑран мӗнпе уйрӑлса тӑнине пӗлнӗ, ҫутӑ тӗсне улӑштарнине курнӑ, электричество тума хӑтланнӑ. Лампочкӑна алӑпа тӗкӗнсех ҫутма пулать иккен. Ку асамлӑх мар-и вара? Хими те питӗ кӑсӑклӑ. Сӗтел ҫинчи сӳнмен «вулкана» курни, Ньютон шӗвекне алӑра тытни мӗне тӑрать тата! Эппин, ӑслӑлӑх — питӗ кӑсӑклӑ.
Малашне кашниех ҫакнашкал опытсем тума пултарӗ. Ку кӑна мар: «Ӑслӑлӑх асамӗ» лаборатори занятийӗсенче кашниех ҫӗнӗлӗхсем уҫма пултарӗ.
АПШ хӳтӗлевминӗ ыйтнипе ӑсчахсем сивӗтӗшре е сивӗ шкапӗнче упрамасӑр 3 ҫул хыҫҫӑн та ҫиме юрӑхлӑ пицца шутласа кӑларнӑ иккен — кун пирки Associated Press пӗлтерет.
Ку пиццӑна епле хатӗрлемеллине ӑсчахсем икӗ ҫул пуҫ ватнӑ иккен. Тӗп йывӑрлӑхӗ унӑн ӑшлӑхӗнчи нӳрӗк чустана куҫни пулнӑ — ҫапла май пицца кӑвакарма хӑвӑрт пуҫланӑ. Ытлашши нӳрекрен хӑтӑлас тесе ӑсчахсем вара нӳрек тытакан пайсене нумайрах хушнӑ — тӑвар, сахӑр, сироп. Ҫавӑн пекех томан соусӗн, чӑкӑтӑн тата чустан йӳҫеклӗхне те ылмаштарма тивнӗ имӗш — ку бактерисен аталанӑвне чакарнӑ, йӳҫессинчен сыхлама пултарнӑ. Унсӑр пуҫне ку пиццӑна ятарласа хатӗрленӗ тимӗрленӗ упаковкӑра тытаҫҫӗ.
Пиццӑна американ салтакӗсем хӑйсен апатне кӗртеҫҫӗ иккен, анчах та ӑна нумай упрама май ҫукки унччен йывӑрлӑх кӳнӗ пулать.
Ҫак кунсенче республикӑн чи лайӑх ҫамрӑк ӑсчахӗсене палӑртнӑ. Конкурса 35 ҫула ҫитичченхи 9 ученӑй хутшӑннӑ. Вӗсен вӑтам ҫулӗ — 32-33 иккен. Конкурса виҫӗ номинаципе ирттернӗ.
Естествӑллӑ ӑслӑлӑхсен енӗпе чи лайӑх ӑсчах ятне хими ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Алексей Ерёмкин тивӗҫнӗ. Органика хими енӗпе вӑл 60-а яхӑн ӑслӑлӑх ӗҫӗ ҫырнӑ иккен. Техника ӑслӑлӑхӗсен енӗпе физикӑпа математика кандидачӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн математика тишкервӗн кафедра заведующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Сергей Тихонов ҫӗнтернӗ. Социогуманитари ӑслӑлӑхӗсен енӗпе юлашикнчен асӑннӑ аслӑ шкулта педагогикӑпа яковлевоведени кафедрин доцентӗнче тӑрӑшакан Игорь Кожанов мала тухнӑ.
Тури Ехипӗтри (Египетра) Луксорта сӑра вӗретекенӗн тупӑкне тупнӑ иккен, ӑна унта 3 200 ҫул каялла пытарнӑ пулать. Кун пирки National Geographic пӗлтерет. Тупӑка яппун ӑсчахӗсен ушкӑнӗ тупнӑ пулать.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх тупӑк-ҫурт Т саспалли евӗрлӗ, унта кама пытарнине те пӗлнӗ — ӑна Мут хӗрарӑм-турӑ валли сӑра вӗретнӗ Хонсо Им-Хебу валли тунӑ пулнӑ иккен. Ҫурт стенисем ҫинче ӳкерчӗксем те упранса юлнӑ иккен — вӗсенче кулленхи пурнӑҫа та, йӑла-йӗрке ирттернине те сӑнласа панӑ.
Археологсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ хыҫҫӑн тупӑк-ҫурта ахаль ҫулҫӳревҫӗсене те кӗртӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Чӑваш халӑхӗн наци патшалӑхӗн историйӗ» ӑслӑлӑх ӗҫне пичетлеме ӗмӗтленет. Ҫак ыйтӑва республикӑра гуманитари ӑслӑлӑхне сарассипе ӗҫлекен канаш ларӑвне ирттернӗ чух ҫӗкленӗ.
Кӗнекене Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 2020 ҫулта 100 ҫул ҫитни тӗлне хатӗрлесе ҫитересшӗн тата кун ҫути кӑтартасшӑн. Кунсӑр пуҫне наци юхӑмӗпе Чӑваш автономине йӗркелени ҫинче икӗ томпа кӗнеке кӑларма шухӑшлаҫҫӗ. Кун валли республика Элетепӗрӗн кӗмӗлне ҫӗнсе илессе шанаҫҫӗ.
Аса илтеретпӗр, пӗлтӗрхи ҫуркунне Чӑваш Ен патшалӑх пулма пӑрахрӗ. Кун пирки республика Конституцине улшӑну кӗртнӗччӗ.
Associated Press хыпарлав агентстви пӗлтернӗ тӑрӑх Китай вӗҫтерсе янӑ «Юйту» (чӑв. «Уйӑх мулкачӗ») уйӑхҫийӗн куҫаканӗ (лунохочӗ) тӗрӗс тӗкел Уйӑх ҫине анса ларнӑ. Вӑл кӑна мар, ӳкернӗ пӗрремӗш сӑнсене те ярса панӑ имӗш. Вӗсене Китай патшалӑх телекуравӗ тӳрӗ эфиртах кӑтартнӑ теҫҫӗ.
«Юйту» Уйӑх ҫине «Чанъэ-3» космос аппарачӗ ҫинче Асамат кӗпер кӳлмекӗн кратерне (Ҫумӑрсен Тинӗсенче вырнаҫнӑ) аннӑ. Вӑл унта пурӗ 3 уйӑх ӗҫлемелле. Аппарата энергипе хӗвел батарейисем тивӗҫтерӗҫ, ҫавӑн пекех ун ҫинче навигаци тата панорама камерисем, рентген тата инфрахӗрлӗ спектрометрсем пур.
«Чанъэ-3» карапа раштавӑн 1-мӗшӗнче вӗҫтерсе янӑччӗ. Ку карап Китайӑн Уйӑх программинчи иккӗмӗш тапхӑр шутланать. Виҫҫӗмӗшӗнче, сӑмахран, вӗсем Уйӑх тӑприне Ҫӗр ҫине илсе килесшӗн. Уйӑх ҫине пӗр-пӗр хатӗре ӑнӑҫлӑ лартма пултарнӑ патшалӑхсен речӗнче Китай — виҫҫӗмӗш. Унччен ку ҫитӗнӗве СССР тата АПШ тунӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫуралнӑ. | ||
| Лукианов Николай Егорович, паллă юрист, общество ĕçченĕ (ЧАП партийĕн йĕркелекенсенчен пĕри). | ||
| «Улатӑр хыпарӗ» хаҫатӑн 20 пинӗмӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |