Чӑваш Енӗн спорт министрӗнче ӗҫленӗ Сергей Шелтукова асӑнса паян Шупашкарти маунтинбайк центрӗнче йывӑр атлетика енӗпе республика турнирӗ иртнӗ.
РФ физкультурӑпа спорт отличникӗ, Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ усал чире пула пурнӑҫран пӗлтӗр уйрӑлнӑччӗ. Ун чухне вӑл 47-ре пулнӑ.
Сергей Шелтукова асӑнса паян республика шайӗнче уҫӑ ӑмӑрту ирттернӗ. Йывӑр атлетсем медальсен 20 комплектне ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Ӑмӑртура пулнӑ Андрей Михайлов журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗкри, Етӗрнери, Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти атлетсем уйрӑмах палӑрнӑ. Яна Мохина, Ирина Баймулкина, Наталья Шайманова, Александра Козлова, Анатолий Иноходов, Андрей Портнов тата ыттисем хӑйсен виҫисенче малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Минскра Европа вӑййисем иртнӗ. 10 кунра Раҫҫей спортсменӗсем 109 медаль ҫӗнсе илнӗ. Пухмача Чӑваш Ен спортсменӗсем те медальсемпе пуянлатнӑ.
Чи пӗрремӗш кунхине Елена Бондарева самбора кӗрешсе ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Спорт гимнастикин ӑмӑртӑвӗнче чӑваш спортсменӗ Владислав Поляшов финала тухнӑ, унта пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Чӑваш Енӗн тепӗр спортсменки Мария Кузнецова та пӑхӑр медальпе савӑнтарнӑ. Вӑл спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: ҫитес Европа вӑййисем 2023 ҫулта Польшӑри Краков хулинче иртӗҫ.
Ҫитес канмалли кунсенче, ҫӗртме уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче, Шупашкара Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетсем пухӑнӗҫ. Ҫав кун пирӗн республикӑра ҫӗршыв шайӗнчи чемпионат тата ӑмӑрту иртӗ.
Хӑвӑрт утакансен тупӑшӑвне Раҫҫейӗн 20 регионӗнчи 150-а яхӑн спортсмен килме кӑмӑл тунӑ. Ӑмӑрту Шупашкарти кӳлмек хӗрринче иртмелле. Хӗрарӑмсен 20 километра ҫӗнмелле, арҫынсен — 50 километра.
Юниор тата ҫамрӑксен ҫулӗсенчи спорстменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче тупӑшӗҫ. Вӗсен 5 тата 10 пин метра утмалла.
Хӑвӑрт утакансен тупӑшӑвӗ иртнӗ май ҫамрӑкраххисем те хӑйсене тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӗсем валли «Юный скороход» (чӑв. Ҫамрӑк хӑвӑрт утакан) ӑмӑрту йӗркелӗҫ. 14-15 ҫулсенчи яшсен 5 пин метра утма тивӗ, хӗрсен — 3 пин метра.
Ҫӗртме уйӑхӗн 15-16-мӗшӗсенче Шупашкарта хӑвӑрт утас енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ тата первенстви иртӗ. Чӑваш Ене ҫӗршыври 20 регионти 150 ҫӑмӑл атлет килме палӑртнӑ.
Ӑмӑрту Шупашкарти кӳлмекре иртӗ. Арҫынсем – 50 ҫухрӑм, хӗрарӑмсем 20 ҫухрӑм утӗҫ. Юниорсен тупӑшӑвӗ вара «Олимпийский» стадионта иртӗ. Спортсменсем 5 тата 10 ҫухрӑм утса тухӗҫ.
ЧР Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал наци первенствипе килӗшӳллӗн регионсен хушшинче «Ҫамрӑк скороход» тупӑшу ирттерме палӑртнӑ. Унта 14-15 ҫулсенчи хӗрсемпе каччӑсем хутшӑнӗҫ, пӗрремӗшӗсем – 3 ҫухрӑм, иккӗмӗшӗсем 5 ҫухрӑм парӑнтарӗҫ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра вӗренекен Лана Прусакова тата Дмитрий Мулендеев Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди йышӗнче Пӗтӗм тӗнчери Универсиадӑна хутшӑннӑ. Ӑмӑрту Красноярскра иртнӗ. Ун чухне, пушӑн 6-мӗшӗнче, Лана Прусакова слоупстайл дисциплинӑра ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Маттур спортсменкӑна укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Чӑваш Ен премьер-министрӗ Иван Моторин Лана Прусаковӑна 75 пин тенкӗ преми парасси пирки распоряжени алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн тренерӗ Никита Васильев та хавхалантарӑва тивӗҫнӗ: 37500 тенкӗ.
Кунсӑр пуҫне ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи акан 30-мӗшӗччен Лана Прусакова уйӑхсерен 7500 тенкӗ илсе тӑрӗ.
Патӑрьел районӗнче ҫуралнӑ, кире пуканӗ йӑтассипе ят-сум ҫӗнсе илнӗ Борис Глинкин тренер патӗнче ӑсталӑха туптакан Анастасия Александрова Кире спорчӗн тӗнче кубокӗн виҫҫӗмӗш тапхӑрӗнче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ӑмӑрту Питӗр хулинче иртнӗ.
Анастасия хутшӑннӑ тупӑшӑва 10 ытла ҫӗршыври 150 ытла спортсмен пухӑннӑ. Чӑваш ҫӗрӗн хӗрӗ 63 килограмчченхи виҫере ӑмӑртнӑ. 24 килограмм таякан кире пуканне хӗр 181 хутчен ҫӗклеме пултарнӑ.
Анастасия Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче, экономика факультетӗнче, вӗренет. Вӑл — пулас экономист.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Анастасия Александрова Германире ҫу уйӑхӗн 30 — ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗсенче иртекен Европа чемпионатне кайма хатӗрленет.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Ҫӗнтерӳ кунне халалласа Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре урам ачисем ӑмӑртнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, пӗр урам ачисен тупӑшӑвӗ иртнӗ.
Олеся Саксонская «Контактра» ушкӑнри «Кугеси.рф/Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ.рф/Халӑх канашӗ) пабликра пӗлтернӗ тӑрӑх, унта капла тупӑшӑва ҫулсеренех йӗркплеҫҫӗ. Пуҫаруҫи — район центрӗнчи «Улӑп» физкультурӑпа сиплев комплексӗнче тӑрӑшакан Николай Максимов.
Максим Горький урамӗнче пурӑнакан тӗрлӗ ҫулхи ачасем ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне хаваспах хутшӑннӑ. Тин ҫеҫ утма хӑнӑхнисем те ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарни-астарнипе тупӑшнӑ. Кӳршӗллӗ урамсенче пурӑнакансем те старта тухнӑ.
Николай Максимов пӗр ачана та кӳрентермен: грамотӑсемпе, пылак кучченеҫсемпе тата медальсемпе хавхалантарнӑ.
Чӑваш Енри спортсменкӑна Олеся Моисеевӑна Пӗтӗм Раҫҫейри допинга хирӗҫ кӗрешмелли правилӑсен 2.1 пунктне пӑснӑшӑн дисквалификациленӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен пуҫласа ӑмӑртусене тӑватӑ ҫул хутшӑнаймӗ. Ҫапла йышӑннӑ Пӗтӗм Раҫҫейри ишесси енӗпе ӗҫлекен федераци.
Спортсменкӑн проби ҫинче усӑ курма юраман субстанци, унӑн метаболичӗсемпе маркерӗсене тупнӑ. Палӑртмалла: Олеся Моисеева Олимп резервӗсен ачасемпе ҫамрӑксен ишесси енӗпе 9-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать, Чӑваш Ен чысне ӑмӑртусенче хӳтӗлет.
Спортсменка пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Раҫҫей спорт мастерӗн нормативне пӗрремӗш хут пурнӑҫланӑ, 1500 метра 17.03,86 минутра ишсе тухнӑ.
Чӑваш Енри тӳре-шара ҫамрӑксемпе хоккейла вылянӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек ӑмӑрту йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти Пӑр керменӗнче Чӑваш Енӗн Правительствин команди Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнӗпе хоккей выляссипе юлташла ӑмӑртнӑ.
Пӑр ҫине республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тухнӑ. Чӑваш Патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн ушкӑнне хавхалантарма аслӑ шкул ректорӗ Андрей Макушев ҫитнӗ.
Матч хӗрӳ иртнӗ. Хоккей вылякан тӳре-шарапа студентсене курма пынисем вӗсене алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.
Ӑмӑртура кам кама ҫӗнтернине палӑртман. Командӑсем пӗрне-пӗри саламланине, лайӑх вылянӑшӑн тав тунине ҫеҫ каланӑ.
«Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене пӗлтерме вӑхӑт ҫитрӗ.
Тӑхӑр ҫынтан тӑракан жюри хӑйӗн ӗҫне вӗҫлесе 13 номинацире кам мала тухнисене палӑртса тухрӗ. Вӗсен ӗҫӗпе сире паллаштаратпӑр.
«Чӑваш вӑййисем» номинаци
1) «Ҫерем пӑсса вир акрӑм» — Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗн 4-мӗш класс ачисем;
2) «Кӗтесле» — Тӑвай районӗнчи «Асамат кӗперӗ» ача пахчинчи 5 ҫулхи ачасем;
3) «Касримушкӑлла» — Муркаш районӗнчи «Колокольчик» ача пахчинчи 5–6 ҫулти ачасем.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пӗчӗк ачасем) номинаци
1) Едифанова Мария (Патӑрьел районӗ, 6 ҫулта);
2) Аметова Анастасия (Муркаш районӗ, 3 ҫулта);
3) Матвеев Богдан (Муркаш районӗ, 5 ҫулта).
Ку ушкӑнрах «Чи пӗчӗкки — чи маттурри» вырӑна та палӑртнӑ — ҫак ят Йӗпреҫ районӗнчи Чӑваш Тимешӗнчи «Пучах» ача пахчине ҫӳрекен 2 ҫулти Ева Кудрявцева тивӗҫнӗ.
«Чӑваш сӑввисем: шӑпӑрлансем» (Пуҫламӑш шкул) номинаци
1) Мудрецов Алексей (Елчӗк районӗ, 6 ҫулта);
2) Николаева Анастасия (Каҫал районӗ, 10 ҫулта);
3) Алексеева Пинерпи (Ҫӗрпӳ районӗ, 6 ҫулта);
3) Волкова Анастасия (Вӑрнар районӗ, 12 ҫулта);
3) Антонова Елизавета (Йӗпреҫ районӗ, 7 ҫулта).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |