Шупашкарта ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче акватлон енӗпе ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑрту иртӗ. Ӑна Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ.
Кун пек ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн тӗп хулинче кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта 200 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗршывӑн 12 регионӗнчен виҫӗ теҫетке ытла спортсмен килсе ҫитмелле.
Медальсемшӗн ҫула кура тӑватӑ ушкӑнта тупӑшӗҫ: 13-14 тата 15-16 ҫулсенчи яшсемпе хӗрсем, 19 ҫулчченхисем тата 23-чченхисем.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗнче, шывра ишессипе, чупассипе тупӑшма тивӗ. Инҫӗшӗ спортсменсен ҫулне кура тӗрлӗрен: 0,75 километртан пуҫласа 2,5 километр таран, шывра ишессипе — 0,3 километртан пуҫласа 1 километрччен.
Ӑмӑртма 8 сехетрех пуҫӑнӗҫ.
Шӑчӑпа сикес енӗпе Европа чемпионки, тӗнче шайӗнчи ӑмӑртура икӗ хутчен вице-чемпионка ята тивӗҫнӗ ентешӗмӗр Анжелика Сидорова Европӑн пӗрлештернӗ командине кӗнӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 9-10-мӗшӗсенче Минскра Европӑпа Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи командӑсен ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвӗ иртӗ. Ун пекки халиччен пулман.
Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Светлана Абрамова патӗнче пултарулӑха туптакан ентешӗмӗрсӗр пуҫне Европӑн пӗрлештернӗ комнадине Раҫҫейрен ҫавӑн пекех Мария Ласицкене тата Илья Иванюк (ҫӳллӗшне сикекенсем), Сергей Шубенков (йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе чупать), Денис Лукьянов (молот ывӑтать) спорстменсене суйласа илнӗ. Спортӑн кашни тӗсӗнче 4-шар спортсмен тупӑшӗ.
Утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗччен Италири Турине хулинче Ветерансен Европӑри IV вӑййисем иртнӗ. Унта «Мастерс» категорири 6 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енри ҫын та пулнӑ.
Спортсменсене ӑмӑртма 20-е яхӑн спорт объектне хатӗрленӗ. Ветерансем вӗсенче спортӑн 29 енӗпе наградӑсемшӗн ӑмӑртнӑ.
Европӑри тата ытти континентри вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсен йышӗнче пирӗн тӑрӑхри Николай Иванов пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта пурӑнакан 61 ҫулти арҫын 47 ҫӗршыври 1084 спортсмен хушшинче ӑмӑртнӑ. 60 ҫултан аслӑрах спортсменсем хушшинче вӑл 10 тата 21 километра чупса кӗмӗл медальсене, 5 километра тупӑшса «бронзӑна» тивӗҫнӗ.
Ҫӑмӑл атлетика енӗпе 101-мӗш чемпионат та Шупашкарта иртес шанчӑк пур. Ҫакӑн пирки ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин тӗп тренерӗ Юрий Борзаковский Шупашкарта пӗлтернӗ.
Аса илтерер, утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗн президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусен шутӗнче черетлӗ сезонти календарь те пулнӑ.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2020 ҫулхи ӑмӑртӑва йышӑнас шанчӑк икӗ хулан пур: Хусанӑн тата Шупашкарӑн.
«Чемпионата ӑҫта ирттерессине президиумӗн кӗрхи ларӑвӗнче татса парӑпӑр, – тенӗ Юрий Борзаковский. – Турнир е Шупашкарта иртӗ, е Хусанта. Хальлӗхе Шупашкар пирки шухӑшлатпӑр».
Шупашкарта турнир кӑҫалхипе ҫиччӗмӗш хут пуҫтарӑннӑ. Унччен Раҫҫей чемпионатне ҫӑмӑл атлетсем Чӑваш Ен тӗп хулине 2002, 2009, 2011, 2012, 2015 тата 2016 ҫулсенче пуҫтарӑннӑ.
Утӑ уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Ӗнер ӑмӑртӑвӑн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Чӑваш Енри спортсменсемшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ иртнӗ.
Раҫҫейӗн спорт мастерӗ Вера Васильева, тӗрӗссипе, ӑмӑртӑвӑн малтанхи кунӗнчех палӑрнӑ-ха. 800 метрлӑ дистанцире вӑл финала кӗме пултарнӑ. Ӗнер Чӑваш Ен хӗрӗ ҫав дистанцире кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Вера Васильева — олимп резервӗн 3-мӗш спорт шкулӗн тата Ардалион Игнатьев ячӗллӗ Спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн воспитанници. Пултарулӑха вӑл Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Валентина Давалова патӗнче туптать.
Паян Вера Васильева 1500 метра чупӗ.
Шупашкарти чемпионата, сӑмах май, ҫӗршывӑн 72 регионӗнчи спорстменсем килсе ҫитнӗ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗн иккӗмӗш кунӗ ӗнер хыҫа юлчӗ. Раҫҫейӗн 72 регионӗнчен килсе ҫитнӗ спорстменсем тӑватӑ кунта медальсен 40 комплекчӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Анжелика Сидорова хӑйӗн унчченхи рекордне ҫӗнетме пултарнӑ. Шӑчӑпа ҫӳллӗшне сикекенскер 4 метр та 86 сантиметра ҫӗннӗ. Ку кӑтартупа вӑл ылтӑн медале ҫӗнсе илнӗ.
Анжелика Сидорова — Европа чемпионки, тӗнчен икӗ хут вице-чемпионки. Раҫҫейри стартсенче Мускавпа Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет.
Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхи рекорда та спорстменка Шупашкарта тунӑ. 2016 ҫулта иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗ вӑхӑтӗнче вӑл 4 метр та 85 сантиметр ҫӳллӗшне сикнӗ.
Раҫҫей чемпионатӗнчи «ылтӑна» Анжелика Сидорова ӗнерхине шута илсен пурӗ тӑватӑ хут ҫӗнсе илнӗ.
Хӑйне майлӑ ӑмӑрту иртӗ Мускавра. Ыран. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче. 12 сехетрен 17 сехетчен.
Горький паркӗнче пулӗ ӑмӑрту. Унта тортпа перекенсем пуҫтарӑнӗҫ. Пылак ҫимӗҫе конкурс йӗркелӳҫисем валеҫсе парӗҫ. Ҫипуҫа вараласран хӳтлӗх комбинезонӗсем тӑхӑнтартӗҫ. Ӑна та йӗркелӳҫӗсем хатӗрленӗ.
Ӑмӑриӑва Пӗтӗм тӗнчери торт кунне халалланӑ. Мускав мэрийӗн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ ҫавӑн пирки.
Юрӑ-кӗвӗпе ирттерӗҫ пысӑк калориллӗ ӑмӑртӑва. Савӑнтараканни — Александр Нуждин диджей.
Конкурсра ҫӗнтерекенни — тортпа сахал вараланни. Ҫӗнтерӳҫӗсене асӑнмалӑх парнесемпе чыслӗ Горький паркӗ.
Мускаври ӑмӑртӑва пурне те кӗртӗҫ. Пырас текенсене. Тӳлевсӗрех. Кӑмӑл пулсан курма та, хутшӑнма та никама чармӗҫ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкар ҫуралнӑ кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑвать. Кӑҫал – юбилей, хула 550 ҫул тултарать. Кун пек шутласан уяв ҫурлан 18-мӗшне лекмелле.
Анчах кӑҫал уявӑн тӗп мероприятийӗсене урӑх куна куҫарӗҫ. Вӗсем ҫурлан 23-24-мӗшӗсенче иртӗҫ. Ку, ахӑртнех, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗн графикӗ питӗ хӗсӗк пулнипе ҫыхӑннӑ.
Уяв мероприятийӗсем пӗтӗмӗшле илсен пӗр эрнене тӑсӑлӗҫ. Ҫурлан 17-мӗшӗнче лазер-ран тата акватлон енӗпе ӑмӑртусем иртӗҫ. Тепӗр кун – официаллӑ уяв, хула кунӗ. Шупашкарта фестиваль лапамӗсем ӗҫлӗҫ. Ҫурлан 21-мӗшӗнче хулан хисеплӗ гражданинне саламлӗҫ. Ҫурлан 22-мӗшӗнче асӑну хӑмисем, палӑксем патне чечексем хурӗҫ. Ҫурлан 23-мӗшӗнче «Вӗршӗнсем» килӗҫ.
Ҫурлан 24-мӗшӗ – тӗп уяв кунӗ. Ирхине ҫӑлтӑрпа хускану тӑвӗҫ. Кӑнтӑрла «Вӗршӗнсем» Атӑл ҫийӗн вӗҫме пуҫлӗҫ. Кун хыҫҫӑн хула техникин парачӗ пуҫланӗ. Ӑна 55 ҫул каялла хулара маршрута тухнӑ троллейбус ертсе пырӗ.
Чӑваш Ен спортсменки Испанире иртнӗ пӗтӗм тӗнче турнирӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Мадрид хулинче утӑ уйӑхӗн 4-7-мӗшӗсенче пулнӑ.
Спорт кӗрешӗвӗнче вӑй виҫме 24 ҫӗршыври 300 ытла спортсмен пухӑннӑ. Спортсменсем виҫӗ енлӗ кӗрешӳре вӑй виҫнӗ: ирӗклӗ, грек-рим, хӗрарӑмсен. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ команди 6 ылтӑн тата 3 пӑхӑр медальсем ҫӗнсе илнӗ.
Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ, Раҫҫей спорт мастерӗ Вероника Чумикова та пухмача медальпе пуянлатнӑ. Вӑл 57 килограмм тайман виҫе категорийӗнче Индири Дханду Пооха спортсменкӑпа вӑй виҫнӗ, ӑна ҫӗнсе ылтӑн медаль илнӗ.
Чӑваш Ен спортсменки, В.Н. Кочков ячӗллӗ олимп резервӗн 5-мӗш шкулӗн воспитанници Елена Зайковская киокусинкай енӗпе иртнӗ тӗнче кубокӗнче ҫӗнтернӗ.
Чӑваш Ен Спорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Болгаринчи Варна хулинче иртнӗ. Тупӑшӑва спортсменсем ӗнер пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче 16 ҫӗршыври 400 ытла спортсмен пулнӑ. Турнирта 14-15 ҫулсенчи ачасем, 16-17 ҫулсенчи юниорсем, 18-21 ҫулсенчи ҫамрӑксем вӑй виҫнӗ.
Аслӑ ушкӑнри ӑмӑртӑва Чӑваш Ен пики хутшӑннӑ. Вӑл — Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская. Елена Алексей Нягин тренер патӗнче пултарулӑха туптать.
Варнари ӑмӑртура Чӑваш Енри хӗр 65 килограмран йывӑртарах виҫере кӗрешнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ Елена Зайковская ылтӑн медале тата ҫӗнтерӳҫӗ кубокне ҫӗнсе илнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |