Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.9 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ҫитӗнӳ

Раҫҫейре
STARHIT.RU тата Анна Будаеван архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж
STARHIT.RU тата Анна Будаеван архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж

«Раҫҫей мисӗ» конкурса Чӑваш Енрен кӑҫал икӗ пике хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: илем конкурсӗнче Анна Будаева тата Яна Галанина ӑмӑртнӑ. Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче иртнӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑннӑ 25 пикерен чи хитре хӗр яне Ӗрӗнпурти Анна Линникова тивӗҫнӗ. Чӑваш Енри Анна Будаева пӗрремӗш вице-мисс ята ҫӗнсе илнӗ.

Анна Будаева Шупашкарти электромеханика колледжӗнче программиста, веб- тата мультимеди приложенийӗсен разработчикне вӗренет. Модель пулса ӗҫлет, пушӑ вӑхӑтра веб-сайтсем хатӗрлет, баскетболла вылять. Чӑваш Енри волонтёр центрӗпе ҫыхӑну тытнӑ май хуҫасӑр чӗрчунсене пулӑшать.

 

Раҫҫейре

Чӑваш Енри хӗр Пӗтӗм Раҫсейри конкурсра ҫӗнтернӗ.

Ача-пӑчапа ҫамрӑксен общество организацийӗсен ертӳҫисен «Лидер XXI века» (чӑв. XXI ӗмӗрти ертӳҫӗ) ӑмӑртӑвӗн куҫӑн тапхӑрӗ раштав уйӑхӗн 19-22-мӗшӗсенче иртнӗ. «Ҫамрӑксен общество пӗрлешӗвӗсен 24 ҫултан пуҫласа 30 ҫулчченхи ертӳҫисем» номинацире Александра Рыбакова ҫӗнтернӗ. Вӑл — Раҫҫейри студентсен отрячӗсен Чӑваш Енри уйрӑмӗн «Звездный» отрячӗн пайташӗ.

Ҫӗршыври конкурса Федерацин ҫамрӑксемпе ӗҫлекен агентстви, Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен центрӗ, Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗ йӗркеленӗ.

 

Спорт

Чӑваш ҫӗрӗн маттур хӗрӗ, Европа чемпионки Анжелика Сидорова Африкӑра иртнӗ ӑмӑртура палӑрнӑ.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Мароккӑн тӗп хулинче «Бриллиантовая лига» (чӑв. Бриллиант лиги) ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Унта пирӗн республикӑпа Мускав чысне хӳтӗлекен Анжелика Сидорова та хутшӑннӑ.

Шӑчӑпа сикекен хӗр 4 метр та 77 сантиметра ҫӗннӗ. Ҫапла майпа пике 2020 ҫулхи Олимп вӑййине нормативне тултарнӑ. Сӑмах май каласан, ку вӑл — Анжеликӑн ҫак сезонти чи лайӑх кӑтартӑвӗ. Мароккӑн тӗп хулинче, Рабатра, иртнӗ ҫӑмӑл атлетсен пӗтӗм тӗнчери турнирӗн 6-мӗш тапхӑрӗнче Анжелика Сидорова кӗмӗл медале ҫӗнсе илнӗ.

 

Спорт

«Темӗнле мистика», — пӗтӗмлетнӗ Татьяна Акимова паян Раҫҫейӗн ҫуллахи биатлонӗнче ӑмӑртнин кӑтартӑвне Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче.

Паян, авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, иртнӗ ҫуллахи биатлон ӑмӑртӑвне 21-мӗш регион спортсменки Татьяна Акимова 21-мӗш номерпе старта тухнӑ. Финиша та вӑл 21-мӗш ҫитнӗ.

Татьяна Акимова Хохфильценра иртнӗ ӑмӑртура пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнине кура Чӑваш Ен Правительстви ӑна укҫан хавхалантарма йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ_. Спортсменкӑна 75 пин тенкӗ пама, унӑн тренерне Анатолий Акимова 375 пин тенкӗпе хавхалантарма йышӑннӑччӗ.

Аса илтерер, Хохфильнценра Татьяна Акимова нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче бронза медале тивӗҫнӗччӗ. Унта Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче хутӑш эстафетӑра ушкӑнпа виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.

Унсӑр пуҫне ЧР Правительстви Татьяна Акимовӑна ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 10 пин тенкӗ стипенди пама йышӑннӑ. Вӑл ӑна ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен илсе тӑрӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ

Нумаях пулмасть пирӗн республикӑра топинамбур туса илме патент илнӗ. Унӑн хуҫи – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ.

Топинамбур туса илме малтан та патент пулнӑ-ха. Анчах хальхинче академи илни ҫак ҫимӗҫе ҫӗнӗлле туса илме май парать.

Ҫак ял хуҫалӑх культурине ҫӗнӗлле туса илмелли патент авторӗ – Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн биоотехнологипе агрономи факультечӗн биотехнологи тата ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кафедрин доценчӗ, ял хуҫалӑх академийӗн кандидачӗ Клим Данилов.

Топинамбура ҫӗнӗлле туса илмелли патента Раҫҫейӗн Патшалӑхӑн изобретенийӗсен реестрӗнче кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче регистрациленӗ.

Республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, патент 2034 ҫулхи утӑ уйӑхӗччен пырӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне укҫапа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсенчен пуҫланӗ, ҫавӑнпа ытлашши тӑкакланасран асӑрханӑр. Ӗҫре ӑнланманлӑхсем сиксе тухма пултарӗҫ, анчах эрне варринелле лару-тӑру йӗркеленӗ. Харпӑр пурнӑҫра ӑнлану пулӗ.

Ака, 11

1858
168
Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1896
130
Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1927
99
Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ.
1946
80
Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
2014
12
Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем