Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ предпринимателӗ» хисеплӗ ята парасси пирки йышӑну тӑвиччен «халӑх тарҫисем» хӗрсех тавлашнӑ-мӗн. «Regnum» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, усламҫӑсене хавхалантарассипе хавхалантармасси пирки ҫур сехете яхӑн сӳтсе явнӑ.
Ытти регионта ҫук хисеплӗ ята кама тата мӗне кура парӗҫ, усламҫӑсене, тен, уҫӑ кӑмӑллӑхшӑн е налук нумай тӳленӗшӗн чысласан тӗрӗсрех пулмӗ-и текенсем те тупӑннӑ иккен. «Хисепе тивӗҫлисем пур. Анчах вӗсем наградӑсемпе хисеплӗ ятсене илмесӗр юлаҫҫӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов.
Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 34 депутат сасӑланӑ, пилӗккӗн хирӗҫ пулнӑ, иккӗн тытӑнса тӑнӑ.
Сӑмахсарсен сайчӗ ҫӗнелме пуҫлани пирки пӗлтерсеччӗ ӗнтӗ — тулашӗ, шалашӗ тӗлӗшӗнче урӑхланма пуҫларӗ вӑл. Сӑмахран, халь унта статья ячӗсем тӑрӑх кӑна мар (сӑмахсене ҫеҫ мар), вӗсен ӑшӗнчи текстра та шырама пулать. Ку унӑн усӑлӑхне самай пысӑклатма тивӗҫ.
Ӗнер вара, утӑн 20-мӗшӗнче, ҫак сайт ҫӗнӗ сӑмахсарпа, М.И. Скворцов 2002 ҫулта хатӗрлесе кӑларнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарьпе» пуянланчӗ. Ӑна электронлӑлатас ӗҫе тетел хастарӗсем («син», «Сувар С» ятсемпе паллӑ) 2009 ҫултах туса пӗтернӗччӗ пулин те, сайта ӑна халӗ ҫеҫ, шалти тытӑмне улӑштарнӑ хыҫҫӑн вырнаҫтарма май пулчӗ. Каласа хӑварас пулать — сӑмахсара тӗплӗ электронлатнӑ — йӑнашсем ҫуккипе пӗрех. Шучӗпе илсен ҫак сӑмах пуллине пурӗ 9 пин ытла сӑмах кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |